Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш пичечӗ» те «чӑвашла калаҫать»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 18.07.2014 21:44 | 2440 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Чӑваш пичечӗ» «Ирӗклӗх» общество пуҫарнӑ чӑваш чӗлхи акцине хутшӑннӑ.

Аса илтермешкӗн: «Ирӗклӗх» хастарӗсем Шупашкарта клиентсемпе ӗҫлекен организацисене «Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» тесе ҫырнӑ хутсем ҫыпӑҫтарма тытӑннӑ. Ку обществӑра чӑвашла калаҫассине сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ вӗсем.

Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» «Чӑваш пичетне» акцине хутшӑнма чӗнсе ҫыру янӑ. Предприятин тӗп деректорӗ Станислав Александров-Убасси сӗнӗве йышӑннӑ. Анчах «Чӑваш пичечӗ» текста кӑштах улӑштарнӑ: «Кунта чӑвашла та ыйтма пултаратӑр».

«Ирӗклӗх» хатӗрленӗ ҫыпӑҫтаркӑчсем Шупашкарти тата республикӑри киосксенче иртнӗ эрнере курӑнма пуҫланӑ. Вӗсене сутуҫӑсем чӑвашла пӗлекен киосксенче ҫеҫ ҫыпӑҫтарнӑ.

«Ирӗклӗх» пуҫарнӑ акципе килӗшӳллӗн хальлӗхе 300 ытла ҫыпӑҫтаркӑч вырӑн тупнӑ. Ҫитес вӑхӑтра организаци республикӑри ытти предприятие ҫыру яма палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — Етӗрнери тата Вӑрнарти аш-какай комбиначӗсем, «Ҫӑкӑр», «Букет Чувашии», «Акконд», «Смак» АУОсем.

#Чӑваш чӗлхи, #Шупашкар, #Етӗрне, #Вӑрнар, #Акконд, #Смак

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1912.html
 

Комментари:

Agabazar // 4342.8.6260
2014.07.20 16:00
Agabazar
Чăваш пичечĕ те чăвашла калаçнăшăн (кăштах!) чăх пек савăнасси çеç юлать ĕнтĕ
Migulaj // 1902.46.6840
2014.07.20 16:46
Сăнӳкерчĕкĕ иккĕлентерет. Унта та "чăвашла та калаçма пултараççĕ, калаçмаса та пултараççĕ пулĕ".

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем