Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 15 сехет те 50 минутра Шупашкар хулинче Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче «Ирбис» заправка тӗлӗнче «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 101-мӗш «С» автобус тата «Лада Гранта» ҫапӑннӑ.

«Гранта» рулӗ умӗнче ларнӑ 34 ҫулти водитель сылтӑмалла пӑрӑннӑ чухне тӗп ҫулпа Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле каякан автобуса ирттерсе яман. Ҫав самантра автобусра 30 яхӑн пассажир пулнӑ

«Лада Гранта» водителӗ тата унти 32 ҫулти пассажир хӗрарӑм аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусра пулнӑ пассажирсем тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман.

Ҫакӑ паллӑ: икӗ водитель те урӑ пулнӑ. Анчах автобус водителӗн диагностика картти пулманран ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
chuvashalphabet.tilda.ws сайтран илнӗ скриншот
chuvashalphabet.tilda.ws сайтран илнӗ скриншот

Шупашкарти 37-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Ирина Диарова Чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтермелле тесе шухӑшлать.

«Чӑваш чӗлхипе ҫынсем кулленхи пурнӑҫра усӑ курма пӑрахса пыраҫҫӗ. Плакатсемпе вӗренӳ кӗнекисем смартфонпа ӳснӗ ачасен кӑсӑкне тивӗҫтермеҫҫӗ. Чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтермелле», — тесе шухӑшлать. Чӑваш чӗлхи учителӗн шучӗпе, чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтерсен унпа кӑсӑкланас, ӑна вӗренес тата усӑ курас туртӑм та ӳсӗ.

Шӑпах ҫакна шута илсе пурте усӑ курма пултаракан цифра ресурсӗ тунӑ.

«37 сас палли валли хӑйне евӗр сӑнарсем шутласа кӑлартӑмӑр, вӗсене тӗрӗс калаҫу тӗслӗхӗпе сасӑларӑмӑр, хайлавлӑ ӑс-тӑн пулӑшнипе чӗрӗ пек курӑмлатрӑмӑр, ҫынсем тӳрех усӑ курма май паракан килӗшӳллӗ сайт тата клавиатурӑна лартмалли ансат инструкци турӑмӑр. Аудио тата анимаци вӗренӗве кӑсӑклӑрах тӑвать, вӗренме хавхалантарать. Ресурс вӗрентӳ ӗҫне курӑмлӑх, сасӑ тата куҫӑмлӑх мелӗсене кӗртсе вӗренес кӑмӑллисен йышне анлӑлатма пулӑшать. Сайта Tilda никӗсӗ ҫинче тунӑ. Пурне те алфавит вӗренме, клавиатура лартма тата чӑвашла кашни кун ҫырма чӗнетпӗр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall701837281_747
 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре 101-мӗш маршрута ҫӗнетме йышӑннӑ. Вӑл — муниципалитетсен хушшинчи маршрут. Асӑннӑ номерлӗ транспорт Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтарать.

Чантӑртан Ҫӗнӗ Шуашкарти Звенигово районне ҫити хутлакан 101-мӗш маршрутпа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хальхи вӑхӑтри автобуссем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Маршрутшӑн явапли — республикӑн Транспорт министерствин «Чӑваш транспорт управленийӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ. Тепӗр майлӑ каласан, асӑннӑ маршрут пӗтӗмпех паташлӑх аллине куҫать.

Ҫул укҫи аллӑн укҫа тӳлесен 41 тенкӗ пулӗ, карттӑпа татӑлсан — 37 тенкӗ. Ку вӑл малтанхи хакран 26 процент йӳнӗрех.

Асӑннӑ маршрут пирки мӗн шухашлани пирки пассажирсем республикӑн Транспорт министерствине пӗлтерме пултараҫҫӗ.

 

Культура

Шупашкарта Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗн, Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн тата Раҫҫейри пултарулӑх пӗрлӗхӗн пайташӗн Владимир Разинӑн куравӗ уҫӑлнӑ.

Курава «Пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Унта ӑстан 100 яхӑн живопись тата графика ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсен йышӗнче «Чечеш» картина пур, унта чӑваш хӗрӗн сӑнарне уҫса панӑ. «Жатва. Уй пуҫ» картинӑна та асӑнса хӑвармалла.

Владимир Разина ҫынсем урӑх енӗпе те пӗлеҫҫӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пӗрремӗш гербне шухӑшласа кӑларнӑ. Автор хӑй каланӑ тӑрӑх, уншӑн яланах вӗрентекен вырӑнӗнче ҫутҫанталӑк пулнӑ.

Курав авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Билетсене ҫамрӑксем «Пушкин карттипе» те туянма пултараҫҫӗ.

Ҫитсе курӑр!

 

Хулара
49.rosguard.gov.ru сайтри сӑн
49.rosguard.gov.ru сайтри сӑн

Шупашкарти полици уйрӑмне хулари пӗр каҫхи клубра Айфон вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Телефон йӳнех пулман – 110 пин тенкӗ тӑнӑ.

Телефона кам вӑрлама пултарни пирки те систернӗ пакунлисене. Уголовлӑ шырав тата патрульпе пост службин ӗҫченӗсем каланӑ адреспа ҫийӗнчех ҫитнӗ те Мускав хулинче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑма тытса чарнӑ.

Ҫак хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд хальлӗхе ӑна полици уйрӑмне пырса ятне паллӑ туса каймалла тунӑ. Хӗрарӑм тытса чарсан хаклӑ телефона хуҫине тавӑрса панӑ.

 

Республикӑра

Таиландра ҫухалнӑ 19 ҫулти хӗр ашшӗ-амӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.

Анна Горшкова ҫывӑх ҫыннисемпе видео урлӑ ҫыхӑннӑ, унӑн йӑлтах лайӑххине, вӑл Бангкокра пулнине пӗлтернӗ, укҫа ыйтман.

Аса илтерер: Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти Анна Горшкова Чулхулара вӗреннӗ, ҫу уйӑхӗнче вӑл кӗтмен ҫӗртен Раҫҫейрен тухса кайнӑ. Кун пирки никама та каламан-мӗн.

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл «Мускав-Пекин» рейспа вӗҫсе кайнӑ. Китайри Раҫҫей посольствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Таиланда вӗҫме билет туяннӑ. Унтан вӑл ӑҫта ҫул тытни паллӑ мар.

Каяс умӗн хӗр амӑшӗ патне каярах вуламашкӑн ҫыру хӑварнӑ, унта вӑл хӑй хӑрушсӑрлӑхра иккенне, ӑна никам та тытса чарманнине, пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне шырама тухса кайнине пӗлтернӗ. Ҫывӑх ҫыннисене хӗр шӑв-шав ҫӗклеме, полицие хыпарлама хушман.

 

Культура
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗ чылай. Хӑшӗсене юрлама ҫӳреҫҫӗ, теприсене — ташлама, виҫҫӗмӗшӗсене — алӑ ӗҫӗ тума. Асӑннӑ ушкӑнсене ҫӳрекенсем — тивӗҫлӗ канури хастар ватӑсем.

Центрӑн виҫӗ структура подразделенийӗнчен пӗри К. Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ. Унта «Лайӑх кӑмӑл» ташӑ ушкӑнӗ пур. Ватӑсем ташлаҫҫӗ ҫеҫ мар, куракан умне тухмалли хитре сцена тумтирне те хӑйсемех ҫӗлеҫҫӗ.

Светлана Романова тата Галина Иванова нумаях пулмасть «Хурӑн» ташӑ валли тум ҫӗленӗ.

Машина тӑвакансен техникумӗнчен вӗренсе тухсан Светлана Романова Трактор заводӗнче ӗҫленӗ. Паян вӑл ал ӗҫӗпе аппаланать, салтаксене те пулӑшать.

Галина Иванова малтан ача пахчинче воспитательте ӗҫленӗ, кайран тиртен калпак ҫӗлеме хӑнӑхса вӗренсен ательере тӑрӑшнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян Шупашкар хулинче икӗ шкул ачи «Лада Гранта» машина айне лекнӗ. Ку Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи 21-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 14 сехет те 15 минутра пулнӑ. Унта светофор та ларать. Анчах ачасем ӑна пӑхман – ҫул ҫине тухса чупнӑ.

Вӗсем – 6-мӗш тата 8-мӗш класра вӗренекенскерсем. Ачасем машина умнех сиксе тухнӑ – вӗсемшӗн вара светофор хӗрлӗ ҫутнӑ. Ачасем аманнӑ. Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем вӗсене тӗрӗсленӗ те часрах пульницӑна илсе кайма йышӑннӑ. Вӗсен сывлӑхӗсене шурӑ халатлисем тӗрӗслеҫҫӗ.

Ҫакӑ паллӑ: «Лада Гранта» машина водителӗ ӳсӗр пулман. Вӑл медосвидетельствовани витӗр тухнӑ.

Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшне ачасемпе ҫул-йӗр ҫинче хӑйсене мӗнле тытасси пирки тӑтӑшах калаҫмалли пирки аса илтереҫҫӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Санитари вертолечӗ Улатӑр хулинчи арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

70 ҫултан иртнӗ арҫынна малтан васкавлӑ медпулӑшупа районти пульницӑна илсе пынӑ. Унӑн чӗре таппи 35 кӑна пулнӑ. Тухтӑрсем канашланӑ та пациента Шупашкар хулине ӑсатма йышӑннӑ, санитари вертолечӗ чӗнме заявка панӑ. Ҫапла вертолет арҫынна 180 ҫухрӑм аякри хулана 40 минутран илсе ҫитернӗ.

Юрать-ха, вертолет борчӗ ҫинче пациентӑн юн таппи кӑшт лайӑхланнӑ. Шупашкарти пульницӑра ӑна ЭКГ, УЗИ тунӑ, анализ илнӗ. Кайран тухтӑрсем операци туса кардиостимулятор вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын хӑйне аванрах туйма пуҫланӑ.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан Светлана Тетмукова – чан-чӑн хӑюллӑ паттӑр! Вӑл «За горизонт» марафона хутшӑннӑ, Иртыш юханшывӗнче 48 сехет ишнӗ.

Унпа пӗрле марафона Мускаври Роман Бажок, Екатеринбургри Анастасия Колпакова тата Санкт-Петербургри Дмитрий Егоров хутшӑннӑ. Вӗсем кашни сехетре пӗр-пӗрне улӑштарнӑ: кимме перӗнмен, ҫӗр ҫине тухса канман. Ҫавӑн пек эстафета вӑл: пӗр ҫеккунтлӑха та чарӑнмалла мар.

Шыв температури кӑнтӑрла аванах пулнӑ: 20 градус ӑшӑ. Анчах ҫӗрле сивӗннӗ: 12 градус кӑна ӑшӑ пулнӑ. Юхан шыв ҫийӗн вара ҫӑра тӗтра карса илнӗ. Ҫавна май GPS-па кӑна навигаци пулнӑ. Анчах спортсменсем ҫулран аташса кайман – малалла ишнӗ. Пӗр канмасӑр, ҫывӑрмасӑр... Ҫапла спортсменсем 260 ҫухрӑм ишнӗ.

Пирӗн ентеш тата унӑн команди пурнӑҫра йӑлтах тума пултарнине тепӗр хутчен ӗнентернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30855
 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ... 1145
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 14

1933
93
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
55
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та