Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Вӗренӳ
Роза Власова сӑнӳкерчӗкӗ
Роза Власова сӑнӳкерчӗкӗ

Тӳрех палӑртар: акӑлчан чӗлхинчен кӗнӗ ку сӑмах вӗренӳпе ҫыхӑннӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, ку вӑл хӑйне евӗр, уйрӑлса тӑракан тенине пӗлтерет.

Паян Шупашкарта хайхи-майхи Сингулярити уҫӑлнӑ ҫӗре тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев тата Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ӑшӑ сӑмах хавхаланса каланӑ.

Сингулярити текен япала Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫуртӗнче уҫӑлнӑ. Ун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналта «ҫӗнӗ ӑрӑвӑн вӗрентӳ центрӗ» тесе пӗлтернӗ. Сингулярити текен вӗрену центрӗ унччен пӗрре, 2023 ҫулта, уҫӑлнӑ иккен. Вӑл та Шупашкарта вырнаҫнӑ.

Роза Власова хаҫатҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Николаев Элтепер «асӑннӑ центр ҫамрӑксене илӗртекен, туртакан центр пулса тӑрасса», ӳсекен ӑрӑва хальхи йышши ҫӗнӗ профессие суйласа илме пулӑшасса шаннине палӑртса хӑварнӑ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паянтан Шупашкарта ҫӗнӗ, 28-мӗш маршрут, ҫӳреме пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ-ха. Чӑн та, ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ маршрут Алькеш поселокне «Благовещенский» микрорайонпа ҫыхӑнтарнӑ.

«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн Транспорт министерстви асӑннӑ маршрутпа хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ автоубуссем ҫӳреме пуҫлӗҫ тесе шантарнӑ иккен. Анчах ҫула «Iveco Daily» микроавтоубссем тухнӑ. Унччен вӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 101-мӗш маршрутпа хутланӑ. Ҫула кӑлариччен кӑвак тӗслӗ транспорта шурӑ тӗспе сӑрланӑ.

28-мӗш маршрут схеми ҫапларах: Ярославль урамӗ — Дзержинский урамӗ — Карл Маркс урамӗ — Ленин проспекчӗ; Гагарин урамӗ — Калинин урамӗ — Мир проспекчӗ; Эгер бульварӗ — Розы Люксембург урамӗ.

 

Вӗренӳ
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ

Ыран – аван уйӑхӗн 1-мӗшӗ, Пӗлӳ кунӗ. Ҫак кун «Чечек вырӑнне – ачасем» акци иртет. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ: класс 30 чечек ҫыххи вырӑнне класс ертӳҫине пӗрре парнелет, перекетленӗ укҫана йывӑр чирлӗ ачасене сиплемешкӗн Аня Чижова ячӗллӗ фонда парать. Кӑҫал фонд ку акцире 1,5 миллион тенкӗ пухма палӑртнӑ.

Шупашкар хулинчи 59-мӗш шкулта ку акци ырӑ йӑла пулса тӑнӑ. Унти педагогсем, ачасем тата ашшӗ-амӑшӗ Пӗлӳ кунне ку акцисӗр курмаҫҫӗ те. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗрентекенсем «Ырӑлӑх урокӗсем» ирттереҫҫӗ. Фонд вара кашни класа фирмӑллӑ атрибутика парать: открытка, наклейка, хӑмпӑсем е чечек ҫыххи ҫыхмалли хӑюсем. Фонд тулли отчет туса кашни класа электронлӑ почтӑна ярса парать.

Палӑртма кӑмӑллӑ: акцие хутшӑнакансем ҫулран ҫул ӳсеҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинчи «Благовещенский» микрорайонта пурӑнакансем маршрут уҫма ыйтнӑ, ЧР Транспорт министерствине ҫырупа тухнӑ. Ведомство вӗсене илтнӗ. Хурав та хатӗр: авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хулара ҫӗнӗ маршрут уҫӑлӗ.

Вӑл – 28-мӗш маршрута ҫӳрекен автобус. Вӑл микрорайона хулан тӗп пайӗпе ҫыхӑнтарӗ. Автобус ҫак маршрутпа ҫӳрӗ: Илле Тукташ урамӗ – Ярославль урамӗ – Дзержинский урамӗ – Карл Маркс урамӗ – Ленин проспекчӗ – Гагарин урамӗ – Калинин урамӗ – Мир проспекчӗ – Эгер бульварӗ – Ф.Н.Орлов урамӗ – Айзман урамӗ – Роза Люксембург урамӗ. Ҫула хальхи йышши хӑтлӑ автобуссем тухӗҫ.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикине Калмӑк Республикинчи «Тюльпан» юрӑпа ташӑ ансамблӗ килӗ. Илемлӗх ертӳҫи тата директорӗ — Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Савр Катаев.

Ансамбль авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине тухса куракансене савӑнтарӗ. Унта, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн сцени ҫинче, Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ мероприятисем малалла пыраҫҫӗ.

Программа питӗ пуян. Коллектив пирӗн пата «ылтӑн фондӗнчи» чи лайӑх юрӑсемпе ташӑсене илсе килет. Хӑнасем вӗсем урлӑ калмӑк халӑхӗпе ҫывӑхрах паллаштарӗҫ. «Ылтӑн фондри» ташӑсен йышӗнче — «Чичрдг», «Зайсангсен ташши» тата «Товшур» ташӑсем.

 

Сывлӑх

Самолетпа вӗҫнӗ чухне пассажирсенчен пӗрине, арҫынна, тӑрук япӑх пулса кайнӑ. Вӑл йывӑррӑн сывлама тытӑннӑ, артери юн пусӑмӗ хӑпарса кайнӑ, сивӗ тар тапса тухнӑ, чӗри кӑлтӑклӑ ӗҫлеме пуҫланӑ.

Самолет экипажӗ пассажирсенчен кам тухтӑр пулнине ыйтнӑ. Шупашкар хулинчи тухтӑр, «Куҫ микрохирургийӗ» МНТКн тӗп директорӗ Дмитрий Арсютов пулӑшма васканӑ. Вӑл ун чухне шӑпах командировкӑран таврӑннӑ.

Арҫын сахӑр диабечӗпе тата гипертонипе аптӑрать иккен. Ҫитменнине, самӑртарах хӑй.

Дмитрий Арсютов пассажирӑн юн пусӑмне тӗрӗслесе тӑнӑ, самолет анса ларичченех ун ҫумӗнче пулнӑ. Арҫын йывӑр самантра пӗччен юлман.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре пурӑнакан 43 ҫулти арҫын 150 килограмм тайнӑ. Хӑй 170 сантиметр ҫӳллӗш. Вӑл самӑрлӑхпа чылай ҫул кӗрешнӗ.

Арҫын чылай вӑхӑт сывлӑхне тимлемен, апатлану йӗркине пӑхӑнман, сахал хускалнӑ. «Пурӑна киле сывлӑх хавшанине туйма тытӑнтӑм, хам тӗллӗн начарланма хӑтлантӑм: рациона улӑштартӑм, диетологсенчен пулӑшу ыйтрӑм. Анчах пӗр хушӑ тытӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн каллех ҫапла ҫиме тытӑнаттӑм. Нумайран та 10 килограмм чакма пултараттӑм, вӑл вара уйӑхран каялла таврӑнатчӗ», — каласа кӑтартнӑ арҫын.

Шупашкар хулинчи Васкавлӑ медпулӑшу пульницин тухтӑрӗсем операци туса хырӑмлӑхне пӗчӗклетме йышӑну тунӑ. Кӑтарту нумай кӗттермен – виҫӗ уйӑхран тараса 105 килограмм кӑтартнӑ. Ҫапла арҫын 45 килограмм чакнӑ.

Тухтӑрсем пациента малалла сӑнаса тӑраҫҫӗ.

 

Хулара
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче Максим Горький проспектӗнче 8 ҫулти хӗрача люка кӗрсе ӳкнӗ.

Ку Максим Горький проспектӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Самант видео ҫине лекнӗ: виҫӗ хӗрача утса пыраҫҫӗ, пӗри люк урлӑ ӑнӑҫлах сиксе каҫать, иккӗмӗшӗ вара ун ҫине пуссан аялалла кӗрсе ӳкет.

Ҫумӑр шывӗ анакан канализаци люкӗ самай тарӑн. Хӗрачана тухтӑрсем медпулӑшу панӑ. Хула администрацийӗ прокуратурӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе кун маларах специалистсем люка тӗрӗсленӗ, ӑна хупнӑ-мӗн.

Ведомство тӗрӗслев ирттерсе инкек сӑлтавне палӑртӗ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхе тупса палӑртсан айӑплисене явап тыттарӗҫ.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Большаков ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ аса илӳ каҫӗ иртӗ.

Геннадий Арсентьевич театрта 1983 ҫултанпа ӗҫленӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа пӗрле тӑрӑшнисем ӑна ансат психолог тата философ тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем чаршав хупӑнсан та сцена ӑстипе пулнӑ.

Актер хӑйӗн пурнӑҫӗнче ытти артистпа пӗрле Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Ӗпхӳ сценисем ҫине тухнӑ. Тӗрӗк халахӗсен «Туганлык» (1991) и «Науруз» (2002) фестивалӗсенче ҫӗнтернӗ.

Аса илӳ каҫӗнче пурнӑҫран ир уйрӑлса кайнӑ ӑстана унпа пӗрле ӗҫленисем, ҫывӑх ҫыннисем аса илӗҫ, фото- тата видеоматериалсем пулӗҫ.

 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Елизавета Иваноцова паян, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.

Елизавета Петровна пурнӑҫӗ вӑл вӑхӑтри ытти чылай ҫынран, тӗрӗссипе каласан, нимпех те уйрӑлса тӑмасть. Вӑл та вӑрҫӑ нуши-тертне тӳснӗ. Хаяр вӑрҫӑ пынӑ ҫулсенче «Буревестник» насус станцийӗнче тӑрӑшнӑ. Уншӑн ӑна та тӗрлӗ юбилей медалӗ парса хавхалантарнӑ.

Кайран вӑл Шупашкарти промышленность тракторӗсен заводне тирпейлӳҫӗне кайса вырнаҫнӑ. Унта 40 ҫул тӑрӑшнӑ.

Паян Елизавета Петровна уйрӑм ҫуртра, хӑтлӑ йывӑҫ пӳртре, пурӑнать. Пахчапа йӑпанмалӑх 6 сотка ҫӗр пур. Икӗ ача амӑшӗн тӑватӑ мӑнук тата мӑнукӗсен ултӑ ача. Кинемей ӑспа-тӑнпа пурӑнать, кил-тӗрӗшӗнче утса ҫӳрет. Чи кирли вара — ҫывӑх ҫыннисем юнашар пулни.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ... 1149
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 03

1884
142
Морев Иван Михайлович, Чемей пӑлхавӗн ертӳҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
2014
12
Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть