Шупашкарти Чапаев поселокӗнче «Атал» стадион умӗнче ларёксем уҫса тултарнӑ. Унччен унта маршруткӑсем хӑйсен рейсӗсене кӗтсе ларнӑ.
Темиҫе ҫул каялла Шупашкарта суту-илӳ павильонӗсене хупма тытӑнчӗҫ, ҫавна тӳре-шара киосксем хулана сӑнсӑрлатнипе сӑлтавларӗҫ. Халӗ, ав, каллех павильонсем уҫӑлма пуҫларӗҫ. Ӑна-кӑна тӗшмӗртекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсенче санитари нормине пӑхӑнса ӗҫлеме май ҫук, мӗншӗн тесен канализаци тата шыв ҫук. Ҫӗр лаптӑкне кама тата мӗнле майпа уйӑрса пани те иккӗлентерет тесе шухӑшлаҫҫӗ.