Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти спортсмен, 6-мӗш класра вӗренекен Дамир Васильев, хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ тупӑшура, йӗлтӗрпе чупассипе тата биатлонпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗ.

Дамир йӗлтӗрпе чупса икӗ ылтӑн медаль илнӗ. Биатлонра вара икӗ кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Саламлатпӑр ҫамрӑк спортсмена!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_268193
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян республикӑна беспилотниксем тапӑнсан 1 ҫын аманнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.

Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр пек хаклаҫҫӗ. Пациент пульницӑра, унӑн пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх ҫук.

Аса илтерер: паян ирхине Шупашкара тата Шупашкар округӗнчи Явӑш ялне беспилотниксем вӗҫсе килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине Шупашкара тата Шупашкар округӗнчи Явӑша беспилотниксем вӗҫсе килнӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче малтанах 2 беспилотник пирки хыпарланӑ. 7 сехет иртсен тӗп хулари ҫӗнӗ кӑнтӑр районне тепре вӗҫсе килнине пӗлтернӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнисем ҫук.

Вырӑнта ятарлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе хӑрушлӑх режимне пӑрахӑҫламан, асӑрханмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкарти общежитире кӗҫӗр пушар алхаснӑ. Инкек Ильбеков урамӗнчи общежитире пулнӑ.

Ҫӗрле подъездра упранакан япаласем ҫунма тытӑннӑ. Тӗтӗм-сӗрӗм хӑвӑрт сарӑлнӑран ҫынсем урама тухса ӗлкӗреймен.

Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Вӗсем 10 ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Телее, никам та шар курман.

Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 7 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер каҫ енне асар-писер тӑман тапранса кайнине пула Шупашкартан самолётсем те вӗҫсе каяйман. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Мускава каймалли икӗ рейс та ҫула тухайман.

Сургутран Шупашкара вӗҫсе килсе Минеральные Воды хулине 20 сехет те 50 минутра каяканнине темиҫе хутчен те урӑх вӑхӑта куҫарнӑ. Кайран вара паян ирхине 8 сехетре ҫула тухассине пӗлтернӗ.

Авиакомпани ҫынсене каҫхи апатпа (бургерпа) тивӗҫтернӗ, хулари хӑна ҫурчӗсене вырнаҫтарса тухнӑ. Унта трансфер йӗркеленӗ. Самолет паян кӑнтӑрла иртсен ҫеҫ ҫула тухнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, нарас уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Тӑван ҫӗршыв кӗввисем» концрет иртнӗ. Ӑна Чӑваш музыкин республикӑри XV фестивальне ирттерне май йӗркеленӗ.

Концерта тӑван халӑхӑмӑрӑн нумай енлӗ культура эткерлӗхне хисепленине палӑртса хатӗрленӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурт тӑррин пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ. Каллех – юр йывӑрӑшне пула. Ку Энергетиксен тӑкӑрлӑкӗнчи 5-мӗш ҫуртра пулнӑ.

Ҫурт 1971 ҫулта хута янӑскер. Вырӑнта комисси тӗрӗслевӗ ирттернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем те ҫитнӗ.

Сӑмах май, кун пекки спутник хулара унччен те пулнӑ. Иртнӗ канмалли кунсенче Силикат урамӗнчи 12-мӗш ҫурт тӑрри йӑтӑнса аннӑ.

 

Сывлӑх
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын пӗр кун ирхине пысӑк температурӑпа тата ӳслӗкпе вӑранса кайнӑ. Хайхисен килӗнче антибиотик пулнӑ, унпа вӑл мӑшӑрне укол туса яма ыйтнӑ. Хӗрарӑм хирӗҫлемен.

Унччен те пулман — арҫын ӳчӗ ҫине шатра тапса тухнӑ, тути шыҫса ларнӑ, сывлӑш пулӗнме пуҫланӑ.

Вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ку япала анафилактика шокӗ пулнине палӑртнӑ. Арҫын тӑнне ҫухатса ӗлкӗреймен, юн пусӑмӗ вара унӑн чакса кайнӑ. Арҫынна тухтӑрсем Шупашкарти тӗп пульницӑн реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унта ӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Лиза Алерт»  сӑнӳкерчӗкӗ
«Лиза Алерт» сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта 35 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫтине нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Константин Ярисова шырать. Константин Андреевич 176 см ҫуллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫырӑ ҫӳҫлӗ, куҫӗ симӗс. Хӑй хура курткӑпа, тӗксӗм кӑвак джинс шӑлаварпа, хура кроссовкипе, хура рюкзакпа, хура кепкӑпа, пулнӑ.

 

Хулара

Ҫанталӑк ӑшӑтсан Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пурӑнакансем шар курма тытӑннӑ.

Ку ҫурт тӑрринчен шыв анма пуҫланӑ. Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, шыв фасад тӑрӑх кӑна юхмасть, вӑл подъезда та кӗрет – стенасем йӗпенеҫҫӗ, маччаран шыв тумлать. Нӳрӗке пула электропралук тата шалти отделка сиенленесрен хӑраҫҫӗ ҫынсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi
 

Страницӑсем: 1 ... 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, [20], 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, ... 1110
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 24

1887
139
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1966
60
Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем