
Республикӑра санитари авиацийӗ ӗҫлеме пуҫлани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Хальхинче вертолетпа пушарта шар курнӑ арҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Улатӑр округӗнче пурӑнаканскер пиҫсе кайнӑ. Малтанах ӑна районти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хулари специалистсемпе телемедицина консультацийӗ ирттернӗ хыҫҫӑн пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайма йышӑну тунӑ.
Темиҫе сехетренех ӑна хулари тухтӑрсем тӗрӗслеме, сиплеме пуҫланӑ. Арҫыннӑн кӗлеткин 35 проценчӗ тата сывлав ҫулӗсем пиҫсе кайнӑ. Халӗ вӑл сипленет. Кайран унӑн чылай вӑхӑт вӑй илмелле пулӗ.

Пухнӑ укҫа-тенкине ултавҫӑсене курьер урлӑ парса яраҫҫӗ. Кун пекки – анлӑ сарӑлнӑ тӗслӗх. Шупашкарти тивӗҫлӗ канури ҫынна вара укҫана 5-мӗш хутран пеме ӳкӗте кӗртнӗ.
64 ҫулти арҫын патне «коммуналлӑ служба ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл ҫурт чатне кӗме сӗннӗ те каҫӑ ярса панӑ. Кайран вара ӑна палламан ҫынсем ун ячӗпе доверенноҫ хатӗрленине ӗнентернӗ. Ҫак ӗҫе кам тунине палӑртмашкӑн пӗтӗм укҫана деклараци тумалла имӗш.
Арҫын ултавҫӑсем каланипе 20 950 евро тата 1000 доллар укҫана хутаҫа чиксе 5-мӗш хутри хваттер чӳречинчен аялалла пенӗ. Унта вара ӑна курьер илсе кайнӑ.
Кӗҫех ҫак ӗҫ-пуҫ пирки арҫыннӑн аппӑшӗ, чикӗ леш енче пурӑнаканскер, пӗлнӗ. Вӑл пӗлӗшӗсене шӑллӗне полицие илсе кайма ыйтнӑ. Ҫапла хӑть арҫыннӑн 2 миллион тенкине упраса хӑварма май килнӗ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларнисен аллейи пулӗ-и? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор. Вӑл Шӑмӑршӑри «Пӗрлӗхре — вӑй» культурӑпа истори центрӗнче пулмалла иккен.
Кун пек аллея пирки 10 ҫул каяллах калаҫма пуҫланӑ-мӗн. Вырӑнти район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Шадриков 2017 ҫулта ун пеккине Тутарстанри Ҫӗпрелте уҫнӑ. Анчах ун пекки Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, мӗншӗн ҫук тесе манран ыйтаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ Николай Кондрашкин. Чӗмпӗрте те ун пекки пур-мӗн. Ӑна Иван Яковлев шкул-музейӗ ҫумӗнчи ҫутӗҫ проекчӗ евӗр уҫнӑ иккен.
Халӑх хастарӗсем, ҫав шутра музей ӗҫченӗсем, Казаковсен ҫемйи, А.М. Богатов поэт, Александр Пешне педагог, Николай Кондрашкин, пӗр шухӑшлӑ ытти ҫын панулми йывӑҫҫи лартса хӑварнӑ. Анчах унта чӑвашсене ҫутта кӑларнисен бюсчӗсем ҫук-мӗн.
Шупашкарта Николай Ашмарин бюстне те вырнаҫтарма йышӑннӑ-мӗн, анчах бюста паян кун та вырнаҫтарман, вӑл хула ертӳҫисем ырласса кӗтсе пурӑнать.

Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине Колорадо нӑррисене пӗтермелли шӗвекпе наркӑмӑшланнӑ хӗрарӑма илсе килнӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Хӗрарӑм ҫӗрулми анине Колорадо нӑррисене пӗтермелли шӗвек сапнӑ. Анчах перчетке те, маска та тӑхӑнман.
Тепӗртакран вӑл хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ: йывӑррӑн сывланӑ, вӑйӗ пӗтнӗ, ӑшӗ пӑтранма тытӑннӑ, кӗлетки итлеме пӑрахнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пульницинчи тухтӑрсем унӑн сывлӑхне йӗркене кӗртнӗ, йывӑр чирсене аталанма паман. Халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.

Ҫулла пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре икӗ ача ҫӗлен сӑхнинчен шар курнӑ. Иккӗшне те Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе килнӗ.
11 ҫулти арҫын ача ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле дачӑра пулнӑ. Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне вӑл хура ҫӗлен ҫине пуснӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу машинипе Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем хура ҫӗлен наркӑмӑшне пӗтерекен сыворотка янӑ. Арҫын ача стационарта 10 кун сипленнӗ.
13 ҫулти арҫын тусӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ури тӗлӗнчен темӗн чикнине туйнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл ҫав вырӑнта хӗрлӗ пулнине асӑрханӑ. Вӑл та пульницӑра сипленнӗ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗнче республикӑра ҫичӗ ҫынна хура ҫӗлен сӑхнӑ.

Чӑваш Енре авторезина пухакан лапамсем уҫасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Правительствин халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗсенчен пӗринчи комментарире хыпараланӑ. Комментари авторӗ — республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерстви.
Йӑлари каяша пухса тирпейлессине халалланӑ тӳрӗ эфира анонслани айӗнче тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ, ҫав шутра усӑ курнӑ шинӑсене вырнаҫтарассине те.
Республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, ку енӗпе ӗҫе пуҫӑннӑ-мӗн. Пысӑк операторсенчен пӗринпе пӗрле ҫӗнӗ проект ӗҫлеттерсе ярасшӑн имӗш. Ҫапла вара авторезинӑна тӳлевсӗр пырса хумалли ятарлӑ лапамсем пулӗҫ. Вӗсене хулари кашни управа территорийӗнче вырнаҫтармалла.
Унсӑр пуҫне Шупашкар хулин администрацийӗ «Зеленая покрышка» (чӑв. Симӗс покрышка) акци пуҫарнӑ.

Чӑваш Енри философ Питӗрти конгреса хутшӑннӑ. Кун пирки эпир хулари ветерансен канашӗн хастарӗ, Чӑваш Республикин вӗрентӗвен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Януш Корчак премийӗн лауреачӗ Нина Димитриева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Сӑмах Эрбина Никитина пирки пырать. Вӑл Питӗр хулинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери философи конгресне хутшӑннӑ. Унтан килсен, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Эрбина Витальевнӑпа Чӑваш Енӗн наци конгресӗ тӗлпулу йӗркеленӗ.
Философи дискусси клубне тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тата тӗрлӗ темӑпа кӑсӑкланакансем пуҫтарӑннӑ.
«Клуб ларӑвӗ яланхиллех ӑшшӑн тата яланхиллех хӗрӳ иртрӗ. Эрбина Витальевнӑна итлеме питех те кӑмӑллӑ пулчӗ», — хыпарланӑ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ Нина Ивановна.

Шупашкар хулинчи Лакрей вӑрманӗнче «Пеледыш пайрем» наци уявӗ иртнӗ. Унта мари ҫыннисем пухӑннӑ. Ку уява ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен паллӑ тӑваҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнче.
Пирӗн республикӑра ҫак халӑх ҫыннисем сахал мар. Нумайӑшӗ кӳршӗ Мари Эл республикинчен пирӗн пата вӗренме е ӗҫлеме килет, теприсем ҫемье ҫавӑрса кунтах тӗпленеҫҫӗ. Надежда Шуйцевӑпа та ҫапла пулса тухнӑ ав. Вӑл 27 ҫул каялла качча тухнӑ та кунта тӗпленнӗ, ҫапах тӑван тӑрӑхӗ, Мари Эл, пирки манмасть.
Палӑртса хӑварар: официаллӑ даннӑйсем тӑрӑх, пирӗн республикӑра 3 пине яхӑн мари ҫынни пурӑнать.

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫемье парадне хутшӑнӗ. Ҫак пысӑк мероприятие Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунне халалланӑ.
Ӑна 2023 ҫулта Раҫҫейри «Ҫемье» общество юхӑмӗ пуҫарса янӑ. Халӗ ӑна кашни ҫулах утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунне тата ҫветтуй Петрпа Феврони Муромскисене халалланӑ парад вӑл.
Парад Ҫветтуй Мускав тата Пӗтӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл пилленипе иртет. Пӗлтӗр унта Раҫҫейри 100 ытла хула хутшӑннӑ.
Кӑҫал Шупашкарта мероприяти Анне палӑкӗ умӗнче иртӗ, 17 сехет ҫурӑра пуҫтарӑнма тытӑнӗҫ. Парад 18 сехетре пуҫланӗ.

Шупашкар хулинче тепӗр арт-объект пулассине пӗлтернӗ. Ку ӗҫ Алексей Чернов ӳнерҫӗн пулӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче «ФормАРТ» фестивале пӗтӗмлетнӗ. Палӑртса хӑварар: кӑҫалхипе вӑл улттӑмӗш хут иртнӗ.
Хальхинче фестивале 400 заявка килнӗ. Жюри пайташӗсем вӗсенчен 14-шне кӑна суйланӑ. Пӗлтерме питӗ кӑмӑллӑ: финала пирӗн ентеш те лекнӗ. Унӑн проекчӗ – «Лаша – пӗрлӗх символӗ» ятлӑ.
Ҫакнашкал мурал ӳкерсе Алексей Чернов ҫак шухӑша илсе ҫитересшӗн: мӗнпур халӑха ҫутҫанталӑка хисеплени, ҫемьепе тачӑ ҫыхӑнни, ирӗклӗх патне талпӑнни тата хамӑрӑн тымарсене упрани пӗрлештерет.
Мурал Граждан урамӗнче 83-мӗш ҫурт ҫинче пулӗ.
