Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Пӑтӑрмахсем
max.ru/pcheb_21 сӑнӳкерчӗкӗ
max.ru/pcheb_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Ҫӗрпӳ районӗнче «Ниссан» автомобиль ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. «М-7» федераци ҫулӗпе Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ чухне вӑл пӑрӑннӑ чухне руле йӗркеллӗ пӑрса ӗлкӗреймен, йывӑҫ ҫине кайса ҫапӑннӑ. Ун хыҫҫӑн машина хыпса илнӗ.

Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче пулнӑ 22 ҫулти каччӑпа 18 ҫулти хӗр-пассажира больницӑна илсе кайнӑ.

Шупашкарта вара паян тепӗр инкек пулнӑ. «Лада» машина Трактор тӑвакансен проспектӗнче пӑрӑннӑ чухне юпа ҫине пырса ҫапӑннӑ. «ВАЗ-2107» рулӗ умӗнче 22 ҫулти каччӑ пулнӑ. Унӑн водитель прави те, асӑннӑ транспорт руле умне ларма ирӗк паракан документ та пулман. Пӑтӑрмаха ҫакаланнӑ каччӑ ҫӑмӑл машинӑпа каҫхи клубран таврӑннӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнипе ларманнине тӗрӗсленӗ те ӗҫни ҫиеле тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/pcheb_21/AaEVlJFDJEw
 

Ҫурт-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре сутакан ҫӗнӗ хваттерсем кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта каллех хакланнӑ. Кун пирки «Мир квартир» порталта пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ хваттерсенчи пӗр тӑваткал метр лаптӑкӗ унчченхинчен 8,6 процент хакланнӑ. Маларах асӑннӑ портал хыпарланӑ тӑрӑх, ку вӑл Раҫҫейри чи пысӑк 70 хулана илсен чи пысӑк цифрӑсенчен пӗри.

Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта ҫӗнӗ хваттерти пӗр тӑваткал метр лаптӑк 153,7 пин тенкӗ тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах хваттерсем, пӗтӗмӗшле илсен, 3,4 процент йӳнелнӗ. Апла пулин те Шупашкарта ҫӗнӗ хваттер туянас тесен 9,5 миллион тенкӗ таран кирлӗ.

Раҫҫейри пысӑк хуласене илсен, унта пӗр тӑваткал метр хакӗ 4,2 процент хакланнӑ, вӑл 166,9 пин тенке ҫитнӗ. Ҫӗнӗ хваттерсенчи хак 3,5 процент ӳссе вӑтамран 8,6 миллион тенке яхӑн тӑраҫҫӗ.

 

Персона
hypar.ru сайтри сӑн
hypar.ru сайтри сӑн

«Пуринчен малтан» Макс-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Чӑваш халӑх поэчӗн Николай Теветкелӗн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл — пултаруллӑ сӑвӑҫ, ӑста ӳнерҫӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ.

Николай Александрович Петровский 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗн ятне вӑл 2023 ҫулта тивӗҫнӗ. Шкул хыҫҫӑн Николай Александрович Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, А.М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн литература курсӗсенче ӑс пухнӑ. Кайран столярта, платникра, малярта, ӳнерҫӗре ӗҫленӗ. Вӑл поэт, прозаик, критик, публицист тата куҫаруҫӑ пек паллӑ. Сӑвӑсен пӗрремӗш пуххине, «Ҫамрӑклӑх сӑввисем» ятлӑскере, Халӑх поэчӗсем Петӗр Хусанкай, Александр Алка, Стихван Шавли лайӑх хак панӑ.

Николай Теветкел Европа литературин классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш сонетне классика шайне хӑпартнӑ.

Тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр…

 

Ҫутҫанталӑк
gs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта 25 хунав пилеш лартнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн пресс-служби парламент сайтӗнче хыпарланӑ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин экологи шӑматкунлӑхне хутшӑннӑ. Пӗччен мар-ха. Ачасемпе пӗрле. Депутатпа пӗрле йывӑҫ лартма хулари 57-мӗш шкулта вӗренекен арҫын ачасемпе хӗрачасем тухнӑ. Вӗсем автовокзал патӗнчен пуҫласа таможня патне ҫити ҫул хӗррипе пилеш лартса тухнӑ.

«Ачасем хавхаланса ӗҫленине пӑхма кӑмӑллӑ пулчӗ. Ҫулсем иртсен вӗсем: «Ку йывӑҫа эпӗ лартнӑ», — тесе аса илӗҫ», — тенӗ пӗрлехи ӗҫшӗн хавхаланса парламентари.

Чӑн та, ҫутҫанталӑка юратасси, ӑна перекетлесси ҫавӑн пек пӗчӗк ӗҫрен пуҫланать. Кашни пӗрер хунав лартсан та мӗн чухлӗ йывӑҫ пулмалла.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана чутах таптаса кайман. Пӑтӑрмах Коммуналлӑ слобода урамӗнче пулса иртнӗ. Ҫав самант тепӗр водителӗн авторегистраторӗ ҫине лекнӗ.

«Аутлендер» автомобиль 12-мӗш шкул патӗнче светофорӑн симӗс ҫутипе каҫакан икӗ ача ҫине чутах пырса кӗмен. Кроссовер светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнмасӑр малалла вӗҫтернӗ. Темле майпа вӑл тормоза пусса ӗлкӗрнӗ — машина ачасем ҫине пырса кӗрсе каяйман.

Видеорегистратор «Mitsubishi Outlander» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑнта светофорӑн хӗрле ҫутине пӑхмасӑрах каҫса кайма тӑни курӑнать. Ҫав вӑхӑтра ачасем светофорӑн симӗҫ ҫутипе ним пулман пек ҫул урлӑ каҫнӑ.

Ку ачасем кипкепе ҫуралнӑ тесси ҫеҫ юлать. Ахальлӗн чипер ҫӗртех шар курма пулать.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинчи васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ: вӗсем унӑн чарӑнса ларнӑ чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ.

Тухтӑрсене ирхине «пуҫа суранлатнӑ» тесе шӑнкӑравласа чӗннӗ. Анчах фельдшерсем вырӑна ҫитнӗ те урӑх ӳкерчӗк курнӑ: пациент тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ, чӗри тапман. Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр экстреннӑй пулӑшу патне шӑнкӑравланӑ.

Ирхи 5 сехет тӗлнелле вырӑна реанимаци бригади килнӗ. Ҫав йышра Елена Федорова тухтӑр, Юлия Артемьева медсестра тата Сергей Кураков медбрат пулнӑ. Вӗсем часрах реанимаци тума пуҫланӑ. Телее, темиҫе минутран пациентӑн чӗри тапма пуҫланӑ. Стационара кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, вӑл хӑй тӗллӗн сывлама тытӑннӑ. Артери юн пусӑмӗ те йӗркеленнӗ.

Пациента пульницӑна хӑвӑрт илсе ҫитерекенни — Александр Кузнецов.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче ачапа ҫыхӑннӑ тепӗр пӑтӑрмах пулнӑ. 5 ҫулти арҫын ача самокатпа ярӑнса кӑнтӑр-анӑҫ районӗнчен Президент бульварне пӗчченех ҫитнӗ.

Самокатне йӑтса вӑл ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫак ачана курсан пӗр водитель чарӑннӑ. Хайхи арҫын унпа калаҫма хӑтланнӑ, анчах лешӗ хӑйӗн пирки нимӗн те калайман. Вӑл полицейскисене чӗннӗ. Вырӑна ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Вӗсем ҫийӗнчех ача кӑнтӑр-анӑҫ районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьерен пулнине палӑртнӑ.

Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл ывӑлӗ ҫухалнине сиснӗ, анчах сехӗрленсе ӳкмен, ӑна хӑй тӗллӗн шырама пуҫланӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть 4 ҫулти арҫын ача амашӗ лавккана кӗрсен самокатпа Чапаев скверӗнчен «Ача-пӑча тӗнчи» чарӑнӑва ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/mvd21
 

Хулара
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинчи полицейскисем ҫухалса кайнӑ 4 ҫулти ачана тупнӑ.

Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ. Амӑшӗ самокатпа ярӑнакан 4 ҫулти ывӑлне Чапаев скверӗ ҫывӑхӗнче хӑварса лавккана кӗнӗ. Унтан тухнӑ та – ача ҫук. Ӑна хӑй тӗллӗн шыраса тупма хӑтланнӑ – усси пулман.

Телее, хӗрарӑм ҫывӑхра Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем тӑнине асӑрханӑ та вӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Полицейскисем нарядсене кун пирки пӗлтернӗ. Кӗҫех арҫын ачана «Ача-пӑча тӗнчи» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ патӗнче тупнӑ.

Ачан ашшӗ полицейскисене пулӑшнӑшӑн чунран тав тунӑ.

 

Республикӑра
lenta.ru сайтри сӑн
lenta.ru сайтри сӑн

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче Украинӑран вӗҫсе килнӗ 12 БПЛАна ҫапса антарнӑ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ Раҫҫей Хӳтӗлев министерстви тата регион влаҫӗсем.

Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хӳтӗлев министерстви пирӗн регионта 2 БПЛА ҫапса антарнине пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулине нумай беспилотник тапӑннӑччӗ. Ун чухне миҫе ҫапса антарнине хыпарламан. Кун хыҫҫӑн утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тата 29-мӗшӗнче БПЛАсене тӗп тунӑ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче регион влаҫӗ 2 беспилотнике пенине хыпарланӑ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каллех БПЛАсене пенӗ – миҫине пӗлтермен. Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче регион влаҫӗ пирӗн патра 2 беспилотнике тӗп тунине хыпарланӑ.

Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре «БАРС» отряд ӗҫлет. Вӗсем республикӑри пӗлтерӗшлӗ объектсемпе предприятисене беспилотниксенчен сыхлаҫҫӗ.

 

Культура

Шупашкарта Росгвардин Чӑвашри управленийӗн «Волжские берега» ҫар оркестрӗн музыканчӗсем хула ҫыннисем умӗнче концерт кӑтартнӑ. Вӗсем куракансене Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе саламланӑ. Уяв концерчӗ «Салют» культура керменӗнче иртнӗ. Унта кирек кам та килме пултарнӑ.

Ку оркестр культура керменӗпе нумай ҫул ӗнтӗ тачӑ ҫыхӑну тытать. Вӗсем хӑнасене юратнӑ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарнӑ. Вячеслав Иванов аслӑ прапорщик ертсе пынипе музыкантсем уяв маршӗсене вылянӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем совет вӑхӑтӗнчи киносенчи паллӑ юрӑсене шӑрантарнӑ.

Ҫар музыканчӗсемсӗр пуҫне сцена ҫине «Салют» культура керменӗн пултарулӑх ушкӑнӗсем те тухнӑ. Концертра пурнӑҫ, юрату, тӑван ен тата ҫывӑх ҫынсем ҫинчен юратнӑ юрӑсем янӑранӑ. Артистсем хӑнасене юрӑ-кӗвӗпе лайӑх кӑмӑл кӑна мар, чи кирлине – чӑн-чӑн уяв туйӑмне парнеленӗ.

Куракансем артистсене нумайччен алӑ ҫупса ӑсатнӑ, уяв кӑмӑлне парнеленӗшӗн тав тунӑ.

«Ҫар ҫыннисем юрласа-выляни яланах чунри кӑмӑла ҫӗклет. Ҫар оркестрӗ пире малашне те нумай хутчен хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ тесе питӗ шанатпӑр», – тесе пӗлтернӗ хӑйсен шухӑшне концерта куракансем.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 1145
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 14

1933
93
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
55
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ