Атăл шывĕ юха тăрать
Халăх — вилĕмсĕр...
Авалхи юрăран.
Çарăмсан шывĕ ейӳ хыççăн тин çеç çыранне кĕнĕ-ха, çапах, акă, ик-виçĕ кун каялла кăна шыв айĕнче пулнă айлăм çине ешĕл курăк хăйĕн симĕс чатăрне карса хума ĕлкĕрнĕ те.
Хĕвел хĕртсех пăхать. Ăшă, кассăн-кассăн килекен çил çеç иртсе кайнă сивĕ хĕл хăварнă çӳçенчĕклĕхе тепре аса илтерет.
Ватă Ашмар хĕвел çине кăларса хунă тăртаннă ӳтлĕ çап-çара урисене хăй айне сарнă сурăх тирĕпе витсе ячĕ, унтан хуллен мăкăртатса илчĕ:
— Сивĕ Хĕл Мучи ытарайми хитре Çуркунне пикене вăрттăн чĕпĕтет: "Ах мур хĕрĕ, Çулла каччăна юратса пăрахнă та эпĕ çывăрма выртасса кĕтмесĕрех чупса килчĕ", — тет. Ватăскер, хăйне хисеплеменшĕн çилленет курăнать. Мĕн тăвăн, пикене уншăн ятлаймăн çав, вăл ахальтен савнине курма васкамасть ĕнтĕ...
Пĕчĕк Урак çĕре сарса хунă сурăх тирĕ çине месĕрле çаврăнса выртнă та ним чĕнмесĕр пĕлĕтелле пăхать. Аслашшĕ калаçнине илтмест вăл, тарăн шухăша путнă. Шурă-шурă çăмламас пĕлĕтсем ывăна пĕлми анăçалла чупаççĕ. Вĕçĕмсĕр чунаççĕ, вĕçĕмсĕр таçта васкаççĕ. Ăçтан тупăнаççĕ-ши вĕсем? Çитменнине тата хăйсем çав тери йышлăн. Урак вĕсем çине пăхса тĕлĕнет. "Ăçталла чупаççĕ-ши çав пĕлĕтсем?! Ăçта çити каяççĕ-ши вĕсем? Кам утланнă-ши вĕсем çине? Мĕн çиеççĕ-ши вĕсем?" — тет Урак. Уншăн, çут тĕнчери мĕнпур япала пекех, пĕлĕтсем те — чĕрĕ чунсем.
Тен, вĕсем Урак аслашшĕн аслашшĕсем пурăннă ту-сăртлă сăваплă вырăна та çитеççĕ пулĕ. Эх, Уракăн та пĕлĕтсем çине ларса унталла вĕçтересчĕ те çав... Çук, кайма юрамасть çав халĕ. Вăл йĕкĕт мар-ха, çула тухма унăн хĕçĕ те, уххи те çук. Эх, йĕкĕт пулсан вăл ларĕччĕ те пĕр-пĕр урхамах çине, сăптăрĕччĕ пĕлĕтсем хыççăн.
Урхамах тенĕрен, Урак чавси çине çĕкленчĕ те хăйĕнчен инçех те мар курăк çисе çӳрекен утсем çине пăхса илчĕ. Пĕлĕтсенчен мĕнрен кая вĕсем? Кашнийĕ кирек мĕнле пĕлĕтрен те хăвăртрах чупать. Анчах чупсан-чупсан утсем ывăнаççĕ çав, пĕлĕтсем вара нихăçан та канса тăмаççĕ. Çапах та утпа çӳреме лайăхрах, утă ăна йĕнерлеме те, çăварлăхлама та пулать. Пĕлĕт тенине, тен, çăварлăхлама та çук пулĕ. Ĕрĕхĕ те кайĕ вăл...
Капла шухăшлани Урака çырлахтарчĕ. Утсемпе чăнах та лайăхрах ĕнтĕ. Хăйĕн учĕ çеç пултăр. Учĕ вăл ӳссе çитсен пуласса пулĕ те-ха. Халлĕхе аслашшĕпе иккĕшĕн те учĕ-темĕ çук вĕсен. Кайран пулĕ-ха. Учĕ те, хĕçĕ те, уххи те пулĕ. Ун чухне вăл вара тахçан-тахçан аслашшĕсен аслашшĕсем пурăннă çĕре çитсе курĕ.
Анчах пĕччен çул çӳреме аванах мар. Юлташ тупмалла та çав. Кам пыма пултарать-ши унпа? Лаиш-и, Тимма-и? Лаишпа кайсан лайăхрах. Лаиш нимĕнрен те, кашкăр кĕтĕвĕнчен те хăрамасть. Анчах вăл чăваш мар. Лаиш вăл Эскел йăхĕнчи пăлхар. Апла унăн хăйпе пыма Тимманах чĕнес пулать ĕнтĕ. Тимма — чăваш йăхĕнчи пăлхар. Анчах вăл кашкăрсенчен питĕ хăрать-çке. Кашкăр кĕтĕвĕпе тĕл пулсан вара? Тимма ухăна та пит тĕлех переймест. Çук, Лаишпах каймалла пулĕ. Вăл эскел пулсассăн та питĕ пултарать. Тепĕр тесен, эскел те, чăваш та пĕр халăхах, пăлхар халăхех.
Чим, ара, чăвашсене мĕншĕн халĕ чылай чухне пăлхар теме пăрахрĕç.
— Асатте, асатте, эсĕ пĕлетĕн пулĕ, эпир мĕншĕн çапла чăваш пулса каинă? Пăлхарах-çке эпир те! Лаиш, ав, хăйне: "Эпĕ — пăлхар!" тет. Вăл эскел те-ха, çапах пирĕн чĕлхе пĕрех, пурнасса та пĕрлех пурăнатпăр-çке!
Ашмар мучи пĕчĕк Урак енне хуллен çаврăнса пăхрĕ те ăшшăн кулса ячĕ. Юратать вăл хăйĕн пĕчĕк мăнукне, маттур пулнишĕн, темтепĕр пĕлес тенишĕн юратать.
— Санăн çавна пĕлес килет-и, Урак-ачам? — хуллен ыйтрĕ вăл савăнăçне пытараймасăр. Старик тахçантанпах ĕнтĕ Урак çапла ыйтасса кĕтетчĕ. Ытти ачасен аслашшĕсем тахçанах ĕнтĕ мăнукĕсене ĕлĕк-авал пулса иртнĕ пысăк ĕçсем çинчен, пăлхарсен пĕр йăхне мĕншĕн чăвашсем теме тытăнни çинчен каласа кăтартнă пулъ ĕнтĕ. Ашмар çеç Урака кун çинчен каласа пама васкамарĕ, мăнукĕ хăй ыйтасса кĕтрĕ. "Хăй пĕлес тесе ыйтнă япала асĕнче ытларах юлать", — тесе шухăшларĕ вăл.
— Пĕлес килет çав, асатте. Питĕ пĕлес килет! — хуравларĕ Урак.
— Итле эппин, ачам. Итле те çакна, эпĕ каланине, нихăçан та ан ман. Эпĕ çĕре кĕрсен кайран ху ачусене, вĕсен ачисене çакна каласа кăтарт. Пирĕн асаттесен йăли çапла хушать. Кун çинчен чăвашсен пурин те пĕлмелле.
Кĕххĕм-кĕххĕм ӳсĕркелесе илчĕ те старик хуллен калама тытăнчĕ:
— Ку, ачам, тахçан-авалах, пирĕн асаттесен аслашшĕсем çӳллĕ ту-сăртлă çĕршывра асла тинĕс хĕрринче пурăннă чухнех пулса иртнĕ.
Ун чухне пăлхарсем çине урăх çĕрте пурăнакан тискер йăхсем пырса тапăннă. Пăлхар патши, тăшмансем çав тери йышлăн пулнине курса, çав тери хăраса ӳснĕ, вĕсене парăннă, кашни çул тем чухлĕ ылтăн-кĕмĕл, чура-хăрхăм парса тăма тытăннă. Çавăнтанпа вара пăлхарсемшĕн чĕртамăк пуçланнă. Кашни çул çичĕ ютсем килсе кашни çуртран кайăк кĕшĕк тирне, вăйпитти çынсене, чипер пикесене чуралăха е хăрхăм тума иле-иле кайнă.
Пăлхарсем йăлтах тарăхса çитнĕ. Вĕсем хăйсен патши патне пынă та пуççапнă, çичĕ юта хирĕç кĕрешӳ пуçлас, тенĕ. Анчах хăравçă патша вĕсен шухăшĕпе килĕшмен.
Çав вăхăтра пĕр аслă пăлхар йăхĕнче Чăваш ятлă кĕтӳçĕ пулнă. Вăл пирĕн пекех турхансемпе тăрăнсен учĕсене кĕтсе çӳренĕ. Хăй вара питĕ паттăр, питĕ маттур пулнă. Никам та ун пек инçете çĕмренпе переймен, утпа та ун пек чăрсăррăн çӳреймен, хĕçпе те ун пек пуçтах çапăçайман.
Çак Чăваш хайхи çичĕ ют тăван халăха епле хĕн-хур кăтартнине тӳсеймесĕр патша патне пырăть те çапла калать:
— Эй, аслă патша, мĕнпур пăлхарсене пĕрле пухсан пиртен вăйлă халăх та пулас çук Мĕншĕн çапла çичĕ ют хурри пулса пурăнмалла-ха пирĕн? Алла хĕç тытса кĕрешĕве çĕкленес пулать пирĕн!..
Патша çак кĕтӳçрен кулма тытăннă:
— Тен, эсĕ пуринчен те паттăр пуль. Апла-тăк, аллуна хĕç тыт та тăшмана хуса яр! — тенĕ вăл ăна, йĕкĕлтесе те мăшкăлласа.
Чăваш вара çапла патшапа нимĕн çинчен те калаçса татăлайман, каялла тăван çуртне тухса кайнă. Анчах тăван çеçенхирне таврăнсассăн вăл çуртне те тупайман. Вăл патша патĕнче çӳренĕ чухне кунта çичĕ ют килсе пĕтĕмпех тустарса кайнă, ватă ашшĕне те, амăшне те хĕçпе касса вакласа хăварнă иккен.
Чунĕ тăвăлса çитнĕ вара Чăвашăн. Вара вăл çав кунах хăй пек маттур йĕкĕтсене пуçтарнă та инçех те мар çаратса çӳрекен çичĕ ютăн çарне тапăннă, ăна ним юлмичченех çĕмĕрсе тăкнă.
Тепĕр кунне вара Чăваш хăйĕн йăхĕнчи çынсене кĕрешĕве çĕкленме чĕнсе çапла каланă:
— Кам усал тăшмана тĕп тăвас тет, кам тыткăнри ачасене, чипер пикесене хăтарас тет, çавă ман пата килтĕр!
Вара пĕтĕм йăх çыннисем, хăйсен турханĕсемпе тăрăнĕсене пăрахса, Чăвашпа пĕрле тăшман çине кайнă. Пыра-киле вĕсем патне пăлхарсен ытти йăхĕсенчи йĕкĕтсем те пыма тытăннă. Паттăр Чăваш ертсе пынипе пăлхар йĕкĕчĕсем çĕнтерӳ хыççăн çĕнтерӳ тунă, çичĕ юта хăйсен çеçенхирĕсенчен таçти тусен хушшине хаваласа янă, мĕнпур тыткăнри пăлхар çыннисене ирĕке кăларнă. Çавăнтан пуçласа вара çак Чăвашпа пĕрле кĕрешĕве çĕкленнĕ пăлхар çыннисем хăйсене çулпуçĕ ячĕпе чăвашсем теме тытăннă...
Ашмар мучи шăпланчĕ те Урак çине тинкерсе, вăл хăй каласа панине ăнланнипе ăнланманнине пĕлес тенĕн пăхса илчĕ.
Ачан куçĕсем тĕлĕнмелле вутпа çунаççĕ.
"Мĕн пулчĕ-ха мăнукăма? — сасартăк хăраса ӳкрĕ старик. — Тем усал ермерĕ пуль те ун çумне?.."
Хĕвел çӳл тӳпе маччинче çӳресе çитет тесе шутларĕ пулмалла, хуллен-хуллен анăçалла шума тытăнчĕ.
— Пирĕн мăн асаттесем, пирĕн мăн ламтайсем тахçан-тахçан анăçри çĕршывсене те çитнĕ, унти халăхсене пурне те пăхăнтарнă, хĕвел çĕр каçма анакан вырăнта та пулнă теççĕ, — ялтăр куçĕсемпе хĕвел анакан еннелле пăхса ыйтрĕ çак хушăра Урак. — Çакă та тĕрĕс-и, асатте?
— Тĕрĕс, — тӳрех хуравларĕ Ашмар мучи. — Ун чухне пирĕн мăн ламтайсен питĕ чаплă патши пулнă. Ăна Аттил тесе чĕннĕ.
— Ун çинчен тĕплĕнрех каласа пар-ха! — ыйтрĕ Урак.
— Ун çинчен каламалли нумай, — тарăннăн сывласа илчĕ те Ахмар хăй калавне пуçларĕ...
Тупмалли
- Пролог
- Атăлçи Пăлхарстан
- Чăнлăх çулĕ шыраса
- Чăнлав
- Аслă Атăл çинче
- Амаçынсем
- Аксупай-карпуç
- Алмас патша элчи
- Алмăчавар тарăхать
- Сăкăт шахчи — Урак
- Курултай
- Вĕл-вĕл вĕлкĕш, пăлхар элемĕ...
- Чăнлав е Гимади «Эврики»
- Хазарстан харапĕ
- Тĕрев
- Шыв çинчи çапăçу
- Çеçенхирти çĕнтерӳ
- Хазар мăрси Ирнак
- Аслă хирĕç-тăру
- Чăнлав е профессор «йăнăшĕ»
- Çут тĕнче мерченĕ Багдат
- Муххаммет ибн-Хасан
- Кустантин хăнисем
- Сементер салам ярать
- Танкăр элчи — алмăчавар
- Юрату пурне те çĕнтерет-шим?..
- Эпир пурте пăлхар йăхĕнчен
- Чăнлав е «Авалхи чăвашсем»
- Багдат элчисем
- Кавар
- Кĕçĕн канаш
- Абдаллах ибн-Джавар
- Керменри çапăçу
- Танкăр нукерĕсем
- Патша арăмĕпе амăçынсем
- Киремет тавăрăвĕ
- Татах тепĕр кавар
- Çул йӳппинче
- Эпилог
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...