Атăл шывĕ юха тăрать :: Алмас патша элчи
Элчĕ вăл Çӳлти турă сассипе калаçмалла...
Авал калани
Аслă Пăлхар — Атăлçи Пăлхарстанăн шĕкĕр хули. Вăл Аслă Атăлăн сулахай çыранĕнче, шывран пилĕк çухрăмра, виçĕ кӳлĕ тавра вырнаçнă. Кашни кӳллин ячĕ пур — Акăшкӳл, Юхан-Васак тата Шерпеткӳл. Вĕсенчен иртсе тухăçалла кайсассăн вара вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман пуçланать. Вăрманта кутамас юмансем, хитре те яштака тупăлхасемпе çăкасем, хурăнсемпе ăвăссем, яхтăсемпе чăрăшсем ӳсеççĕ. Хурăн катисенче пăлхарсем хурăн шывĕ юхтараççĕ, шĕшкĕ катисенче лавĕ-лавĕпе мăйăр gуçтараççĕ. Пăлхарсем тата вăрмантах хăмла та ӳстереççĕ, катăркас татса тем тĕрлĕ сиплĕ эмел тăваççĕ. Хурăн çулçисене касса питĕ сиплĕ милĕксем тума та пĕлеççĕ.
Çак ытарайми хитре вăрманgа çурçĕртен кăнтăралла пысăк мар çырма юхса иртет. Туп-тулли шывлă вăл. Тем тĕрлĕ йывăçсен хушшипе васкамасăр юхать-юхать те вара Аслă Çарăмсанпа пĕрлешет. Ăна Хĕлечче çырми теççĕ.
Аслă патша Алмас час-часах çак вырăна, Хĕллечче çырми хĕррине килсе çӳреме юратать. Акă, паян та вăл кунта пĕр-пĕччен.. Çук-çук, пач пĕр-пĕччен мар. Унăн теккерĕсем пур. Анчах вĕсем патшана курăнмаççĕ те. Вĕсем патшана такам усал çын систермесĕр тапăнасран çеç сыхлаççĕ. Патша вара вĕсене курмасть те. Вăл пĕр-пĕччен, хăйĕн йывăртан та йывăр шухăшне шухăшлать.
Тĕнче питĕ хăвăрт улшăнса пырать. Тĕрлĕ халăхăн тĕрлĕ йăла-йĕрки улшăнать. Авă, хазарсен патши, ламтайсен йăли-йĕркине манса, иудейсен тĕнне йышăннă. Ĕлĕк вĕсене пăлхарсенчен нимĕнпе те уйăрма çукччĕ. Вĕсен чĕлхи те, йăли-йĕрки те, çынсен ячĕ-шывĕ те йăлтах пăлхарсенни пекехчĕ. Халĕ вара вĕсен ячĕсем урăхла. Вĕсен турри те урăх. Вĕсем пăлхарсемпе урса кайса çапăçаççĕ. Хăйсене валли урăх тăшмансем тупайман пек. Тăшманĕсем те пур-çке-ха вĕсен! Кăнтăртан вĕсем çине арабсен çарĕсем тинĕс хумĕ пек каплана-каплана килсе тапăнаççĕ. Çавсемпе çапăçасчĕ вĕсен! Çук, пăлхарсемпе çапăçаççĕ... Эппин, эппин, пăлхарсен çав хазарсене вĕçĕ-хĕррисĕр тапăнакан арабсемпе туслашмалла мар-и?.. Çак шухăш Алмас пуçне пырса çапрĕ те тĕлĕнтерсех ячĕ. Ара, питĕ тĕрĕс шухăш-çке ку!.. Эппин, Алмасăн арабсемпе туслашмалла. Нимĕн тăхтаса тăмасăрах Багдата, арăбсен халифĕ патне элчĕсем ямалла, Атăлçи Пăлхарстан патши унпа туслă пуласшăн иккенне пĕлтермелле!
Аслă патша Алмас хăй патне чи çывăх çыннисене чĕнме хушрĕ. Акă ĕнтĕ чĕннĕ çынсем хăйсен вырăнĕнче... Алмасăн аслă телĕ Яштупай, шанчăклă мăчаварĕ Кеччекей, хазарсемпе вăрçса харап тӳснĕ карпуç Аксупай тата патшан икĕ ывăлĕ — Хусанпа Ялкăшпӳ. Весем пурте патшана хирĕç ларнă. Аслă патша хăйсене мĕн ĕçпе чĕннине халлĕхе пĕри те пĕлмест-ха.
— Хазарсем иртĕхнĕçемĕн иртĕхсе пыраççĕ, — калаçа пуçларĕ пăтша, кирлĕ çынсем пуçтарăнсассăн. — Вĕсем пире, пĕтĕм тĕнчерен татса, Атăл хĕррине хĕссе лартасшăн. Пирĕн Византипе çыхăнма хушнă карапсене вĕсем грексен вучĕпе çунтарса янă. Халĕ ĕнтĕ эпир ламтайсен çĕрĕнче пурăнакан пăлхарсемпе те, Тăнай çинчи пăлхарсемпе те çыхăну тытаймастпăр. Çакна шута хурса, эпĕ хазарсемпе чылайранпа вăрçакан аякри арабсемпе çыхăну тытас тетĕп. Ман тăшманăн тăшманĕ — манăн тус, теççĕ. Çакна шута хурса, Багдата, араб халифачĕн ертӳçи патне элчĕсем ярас тетĕп. Араб халифачĕн, урăхла каласан, вĕсен патшалăхĕн ертӳçине халиф теççĕ. Вăл Джавар аль-Мухтадир ятлă. Унпа туслашса, эпĕ çав питĕ иртĕхсе кайнă хазарсене ăса кĕртесшĕн. Çакăн пирки кам мĕскер шухăшлать? Атьăр, калăр. — Патша пурин çине те тимлĕн пăхса илчĕ. — Атя, Кеччекей, эсĕ кала!..
— Аслă патша пире пухса, пирĕнпе канашласа шухăшланине эпĕ питĕ ырлатăп, — кĕх-хĕм те кĕх-хĕм туса илнĕ хыççăн питĕ аякран пуçларĕ хăй сăмахне ватă мăчавар. — Хазарсене византисем пулăшса пынипе, çавна пула çеç вĕсем вăйлăланса кайнине пĕлеттĕмĕр-ха эпир. Халĕ эппин византи хазарсене грексен вучĕпе усă курма та вĕрентнĕ. Ку вăл, паллах, хазарсене пире хирĕç тата та хаяртарах çапăçма хушниех ĕнтĕ. Астăватăр пулĕ: темиçе çул каялла византисем пирĕн Тăнай çинчи йăхташсем çине тискеррĕн пырса тапăннăччĕ. Вĕсене пулăшма эпир хамăрăн никам çĕнейми текĕртсене янăччĕ. Вара пăлхарсен пĕрлешнĕ çарĕсем византисене ним юлми çĕмĕрсе тăкнăччĕ. Çавăншăн пире тавăратпăр теççĕ ĕнтĕ вĕсем. Çавăнтанпа вĕсем хазарсене пирĕн çине уйрăмах хытă вăслатма тытăнчĕç. Пирĕн çакна пĕлсе-астуса тăмалла. Хазарсене усă курса, çав путсĕр византисем пирĕн шыв çинчи çула пӳлнине шута хурса, ӳлĕмрен типçĕр çинчи аслă çулсене тата та ытларах сыхламалла, вĕсене хӳтĕлесе тăракан кармансене тата та ытларах çирĕплетмелле. Уйрăмах Тăнай çинчи тăвансем патне каякан аслă çула куç шăрçи пек сыхламалла. Çав çул пире ӳлĕмрен те кирлĕ пулать.
Патшан шанчăклă мăчаварĕ нумай калаçрĕ. Çапах та пурте ăна тимлĕн итлерĕç.
— Халĕ вара арабсем патне элчĕ ярасси пирки, — сăмахне малалла тăсрĕ Кеччекей. — Аслă патша шухăшне килĕштеретĕп эпĕ. Пĕр хушăра эпĕ хазарсемпе кĕрешме хамăрăн Тăнай çинчи тăвансенчен пулăшу ыйтмалла мар-ши тесе те шухăшлаттăм. Анчах, пĕлетĕр ĕнтĕ, вĕсене халĕ хăйсене те питĕ йывăр килет. Вĕсем çине, ав, анăçран темле тискер йăхсем тапăнсах тăраççĕ. Çавна шута хурса, хамăра валли эпир çĕнĕ тамăр шырама тытăнмаллла. Пирĕн тамăр кам пулма пултарать? Паллах, хазарсемпе вăрçă вăрçакан халăх. Ун пек халăх пур. Ун пек халăх вăл арабсем. Ун пек патшалăх — Багдат халифачĕ. Çапах та чи малтан ыйтасшăн-ха эпĕ, — терĕ мăчавар. — Элчĕ пулса кам кайма пултарать вара?
— Янпăлата ярас тетĕп, — тӳрех хуравларĕ патша. — Вăл арабсен йăли-йăркине лайăх пĕлет.
— Янпăлат вăл хăй те ислам тĕнне кĕнĕ, — хушса каларĕ Ялкăшпӳ. — Арабла ят та илнĕ. Ăна халĕ Абдаллах ибн-Башту теççĕ.
— Пĕлетĕп, — килĕшрĕ патша. — Çавăнпа суйласа илтĕм те ĕнтĕ. Виçĕ çул каялла вăл элчĕ пулса хазарсем патне те кайса çӳренĕччĕ. Хазарсем мĕнле пурăннине те пĕлет. Вĕсем çинчен халифа тĕплĕнрех каласа пама пултарать. Хазарсем патне кайса çӳренипе ĕнтĕ ăна хăшпĕр чухне Хазарин тесе те калаççĕ.
— Арабсемпе туслă пулни питĕ аван, — терĕ каллех Кеччекей, пурне те хăй сăмахне вĕçлеменнине систерсе. — Анчах пире вĕсен тĕнĕ кирлĕ мар. Эпир — пăлхарсем, эпир мĕн авалтан-ĕлĕкрен хамăр тĕне, пăлхарсен тĕнне тытса пурăнатпăр, аслă Танкăра пуççапатпăр.
— Халĕ кун пирки калаçмăпăр, — чарчĕ мăчавара патша. — Чи кирли — арабсемпе туслă пурăнма тытăнасси. Ытти пирки кайран калаçăпăр. Чи кирли — хазарсене çĕнтересси.
— Кунпа килĕшмелле, — патша хушмасăрах калаçăва кĕчĕ ватă тел Яштупай. — Эпир — аслă халăх. Анчах пире пĕтĕм тĕнчене тухма хазарсем чараççĕ. Вĕсене пула эпир кăнтăрти аслă патшалăхсем патне те тухаймастпăр. Пирĕн халĕ, тамăрсем тупса, иртĕхсе кайнă хазарсене çĕнтермелле.
— Яштупай мучи пирĕн хальхи вăхăтри чи кирлĕ тĕллеве питĕ тĕрĕс ăнлантарса пачĕ, — килĕшрĕ ватă телпе кăнар-тикки Хусан. — Ислам тĕнне тухăпăр тесе хăраса тăмалла мар пирĕн...
Пурте калаçрĕç, хăйсен шухăшĕсене каларĕç. Пĕртен-пĕр Аксупай карпуçĕ кăна нимĕн те чĕнмерĕ. Вăл вĕçĕмсĕр хăйĕн темĕнле шухăшне шухăшларĕ, анчах ун çинчен халлĕхе никама та калас мар терĕ пулмалла.
* * *
Каçкӳлĕм патша патне Янпăлата илсе пычĕç. Иккĕш кăна юлсассăн, Алмас ăна инçе çула тухас умĕн хăйне мĕн кирлине калама тытăнчĕ.
— Эсĕ — пăлхар, — терĕ патша. — Апла каласа, эпĕ чи малтан пăлхарлăх пирĕншĕн чи пысăк пурлăх иккенне ĕнентересшĕн. Маншăн этем мĕнле тĕнпе пурăнни мар, кам пулни, çак çĕр çинче мĕншĕн пурăнни чи хакли. Эпир — пăлхарсем, пирĕн аслă пăлхар патшалăхне çирĕплетмелле, вăйлăлатмалла. Эпир — аслă халăх. Эпир никама та пăхăнса пурăнмалла мар.
— Калама ирĕк пар, аслă патша, — терĕ Янпăлат, Алмаса пуç тайса.
— Кала, — хушрĕ патша.
— Ислам — чи тĕрĕс тĕн, — терĕ Янпăлат. — Ислам тĕнне илнипе ĕнтĕ арабсем аслăланса кайнă, çур тĕнчере хуçа пулса тăнă. Вĕсене тĕнче хуçи Аллах хăй пулăшса пырать. Çавна шута хурса, пăлхарсем пурте ислам тĕнне куçни чи лайăх ĕç пулĕччĕ. Аллах пулăшнипе вара пăлхарсем çĕкленсе-аслăланса кайĕччĕç. Каçар, аслă патша, — пуç тайрĕ Хазарин Алмаса, — ку ĕçе татасси, паллах, манран килмест. Ку вăл — сан ирĕк.
— Тĕрĕс калатăн, — килĕшрĕ Янпăлатпа патша. — Эпĕ те сан пекех шутлатăп: ку ĕçе татасси вăл патшаран, урăхла каласан, манран килет. Çавăнпа санăн кун пирки шухăшламалла мар, чи малтан пире Багдат халифĕпе туслаштарасси пирки шухăшламалла. Сана паян татсах калатăп: ислам тĕнне тухма халлĕхе патшалăхри пĕтĕм халăх хатĕр мар-ха. Çавăнпа пĕтĕм халăха ислам тĕнĕпе пурăнма хушассине халех пуçламăпăр. Халифа кала: эпĕ хам тӳрех ислам тĕнне йышăнма хатер, анчах халех мар. Ку ĕçе тума пирĕн питĕ тĕплĕн хатĕрленмелле.
Ку сăмахсене Алмас патша ăна хавхалантарас тесе çеç каланине Янпăлат лайăх ăнланчĕ. Çапах та ку сăмахсем ăна питĕ килĕшрĕç. Вăл патшана çĕре çитиех пуç тайрĕ те:
— Ку сăмахсене илтсессĕн, халиф питĕ савăнать, — тесе хушса хучĕ.
Янпăлат каланине илтмен пекех Алмас малалла калаçрĕ:
— Халиф пирĕн пата хăйĕн элчисене ятăр. Вĕсен хушшинче ислам Тĕнне лайăх пĕлекен, çав тĕне тытса пыма пулăшакансем те пулччăр. Пире кунта кăнтăрти пек çирĕп чул кармансем тума пулăшакансем пулни те кирлĕ... Çавсем пирки калаç. Халĕ вара кайсан шухăшла та çырса хатĕрле: çула тухма сана мĕн кирлĕ, кама илсе каясшăн. Ман шутпа, санăн тухăçри çулсемпе, огузсен çĕрĕсем урлă каймалла пулать. Вăл çула эсĕ лайăх пĕлетĕн, хăв каларăн, çав çулпа таварсем илсе килтĕм тесе. Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕмпе шухăшла та ыран ирхине кил. Сӳтсе явăпăр. Тепĕр икĕ кунтан вара санăн çула тухас пулать.
* * *
Абдаллах ибн-Башту тухса кайсанах тепĕр енчи пӳлĕмрен патша патне иккĕн кĕчĕç — Шукай мăрсапа çамрăк çарпуçĕ.
— Акă, çакă ĕнтĕ вăл Туркай, — патшана пуç тайса, хăйпе пĕрле килнĕ çамрăк çарпуçĕ çине катартрĕ Шукай. — Питĕ маттур çарпуçĕ. Манпа пĕрле нумай çӳрерĕ, нумай вĕренчĕ. Манăн кашни сăмаха итлет, çар ăсталăхне йăлтах алла илчĕ. Уншăн хăйшĕн те арабсем патне кайса çӳрени усăллă пулать. Вĕсенчен мĕн вĕренмелли пур, çавна вĕрентĕр.
Алмас, çемçе пӳйя çинче таянса ларса, Шукай мăрса ертсе килнĕ çамрăк çарпуçĕ çине питĕ тимлесе пăхрĕ. Ытла пысăках мар, çутă çамкаллă, пысăк куçлă, тĕреклĕ хул-çурăмлă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...