Атăл шывĕ юха тăрать :: Шыв çинчи çапăçу
Тăшман вăл урнă йытă пекех. Сана шеллесе тăрас çук. Унран ырлăх кĕтсе илеес çук. Çавăнпа ĕнтĕ мĕнпур вăя пухса унпа кĕрешмеллине нихăçан та манмалла мар.
Авалхи чăваш паттăресем калани.
Пĕлтĕр, пăлхарсен пĕтĕм шыв çинчи карапĕсене çунтарса янă хыççăн, хазарсем хăйсене никам çенейми вăй пек туйма тытăнчĕç. Çавăнпа кăçалах пăлхарсен урăх карапĕсем Анат Атăла çитме пултарасси пирки шухăшламан та вĕсем.
Хазарсем Çурçĕр Кавказ çеçенхирĕсенче, Атăлăн сылтăм çыранĕнче пурăнаççĕ. Атăлăн сулахай çыранĕ — пăлхарсен çĕрĕ, вĕсенчен кăнтăрарах — огузсем пурăнаççĕ. Хазарсем вĕсемпе те килĕштереймеççĕ. Мĕншĕн тесен, огузсен патши Этрек хăйĕн хĕрне Алмаса качча панă, пăлхарсемпе тăванлашнă. Çавăн хыççăн ĕнтĕ пăлхарсем пушшех те вăйлăланса кайрĕç, хазарсене ăçта çитнĕ унта хĕсме тытăнчĕç. Пĕлтĕр вĕсен карапĕсене грексен вучĕпе çунтарса яни питĕ кирлĕ ĕç пулчĕ-ха. Эппин, каппайланма пăрахĕç.
Çапла шухăшлатчĕç хазарсем. Анчах пăлхарсен патши Алмас Багдат халифачĕпе туслашма, кайран пĕтĕм вăйсене пĕрлештерсе хазарсене хирĕç кĕрешме хатĕрленни çинчен илтни пурне те пăлхантарса ячĕ. Эппин, хазарсен вĕсене Багдат халифĕ патне çитме памалла мар.
Багдата элчĕсем тухса кайнине пĕлсессĕнех хазарсем вĕсен çулне пĕлме тăрăшрĕç. Ку вăл ытла йывăрах пулмарĕ. Ара, кашни патша çумĕнче вĕсен куç-хăлхи пур. Вăл элчĕсем çула тухнине кăна мар, мĕнле çулпа каяссине те пĕлтерчĕ: Пăлхартан — Сăвара, унтан вара Ейĕк шывĕ çине, унтан каçсан — огузсем патне, кайран Туран урлă Хороссана...
Хазарсем вара пăлхарсене Ейĕк тăрăхĕнчи çеçенхирсенче тытса илес тесе, часрах хăйсен утлă çарне Атăл урлă каçарчĕç те лайăх хыпар пуласса кĕтме тытăнчĕç. Пăлхарсен шыв çинчи çар вăйĕсем Анат Атăла килсе тухма пултарасси вĕсен асĕнче те пулмарĕ.
* * *
Аксупай ертсе пыракан пăлхарсен шыв çинчи çар вăйĕсем, Шукăль тăвĕсем патĕнчен иртсе, Анат Атăл тăрăхне çитрĕç. Хазарсем çавăн чухне кăна хăйсен тăшманĕ шутланакан пăлхарсем епле хастарланса кайнине, пĕлтĕрхи харапа манса, каллех Атăл çине тухнине пĕлчĕç. Эппин, пăлхарсене каллех ăса кĕртмелле. Хазарсем вара хăйсен шыв çинчи пĕтĕм çар вăйĕсене пухса, Атăл тăрăх тăвалла, пăлхарсене хирĕç хăпара пуçларĕç.
Шыв çинчи икĕ çар Сарту патĕнче тĕл пулчĕç.
Пĕлтĕрхи çапăçăва астуса, хазарсем тӳрех тапăнма тытăнчĕç. Вĕсен çăмăл киммисем пăлхарсен пысăк карапĕсене чи малтан çунтарса ярас терĕç. Пĕлтĕрхине шута хурса, вĕсен çăмăл киммисем тĕрлĕ енчен пĕр харăссăн тапăнчĕç. Анчах... мĕн япала ку?.. Икĕ çар карапĕ çинче те, малта та хыçалта та — вăрăм шăчăсем, вĕсем сасартăк пĕр харăс çĕкленчĕç те хазарсен чи çывăхри киммисене çекĕлĕсемпе çĕклесе илсе шыва çавăрса пăрахрĕç. Хазарсен эккелĕсем шывра чăмпăлтатма тытăнчĕç. Хазарсемшĕн ку ытла та кĕтмен пулăм пулчĕ. Пĕр тапхăра вĕсем, аптраса ӳксе, ним тума пĕлеймесер тăчĕç. Вĕсен çăмăл киммисем те такам тытса чарнăн пĕр вырăнтах тăчĕç. Анчах ку вăл самантлăха кăна пулчĕ. Хазарсен канарĕсем хушу парса кăшкăрни илтĕнчĕ. Çавăнтах хазарсен ытти киммисем çĕмренрен персе янă евĕр малалла хускалчĕç те пăлхар карапĕсем еннелле вĕçтерчĕç.
Аксупай карпуç шыв çинчи çапăçу шăп та лăп çакăн пек пуçланасса кĕтнĕччĕ. Пĕлтĕрхи çапăçăва асра тытса, кăçал та пăлхарсен карапĕсене ним те мар çунтарса яратпăр тесе, хазарсем тӳрех тапăнчĕç. Вĕсен темиçе киммине пăлхарсен çар карапĕ умĕнчи тăрнаккусем çаклатса илсе сывлăша çĕклени те, кайран вĕсене йĕпе чăх пек шыва путарни те хазарсене тăна кĕртмерĕ. Ахăртнех вĕсем малтанласа мĕн пулнине ăнланаймарĕç те пулас.
— Малти тăрнакку — сулахая! — хыттăн хушрĕ Аксупай, хăйĕн карапĕ патнех тăшман кимми çывхарнине курса.
— Хыçалти тăрнакку — сылтăма! — кăшкăрчĕ карап хыçне сылтăмран çывăхах пырса çитнĕ тăшман киммине куçласа.
Самантрах тăшманăн икĕ кимми çӳле çĕкленсе виле пулă пек çакăнса тăни курăнчĕ.
Иккĕмĕш карап çинчисем те ăнăçлах ĕçлеççĕ, вĕсем те тăшманăн икĕ киммине путарма ĕлкĕрнĕ те иккен.
Анчах хазарсен çăмăл киммисем çаплах сĕкĕнчĕç те сĕкĕнчĕç.
Чакăркки сасси вăрăммăн, хушуллăн янăраса кайрĕ. Ку вăл пăлхарсен карапĕсен çумĕнчи çăмăл кимĕсене хушни. Çавăнтах хайхискерсем, карапсем хӳттинчен тухса, тăшмансен çывхарма ĕлкĕрнĕ киммисене пыра-пыра çапрĕç. Хазарсен киммисем те, пăлхарсен киммисем те çаврăна-çаврăна ӳкрĕç. Çĕршер çын шывра чăмпăлтатать. Пĕр-пĕрне çапаççĕ, чышаççĕ. Анчах вĕсен çăлăнас пирки те шухăшламалла-çке-ха!.. Пăлхарсен çăлăнăçĕ çумрах. Карапсем çинчисем вĕсене вĕрен ывăта-ывăта парса хăйсем патне туртаççĕ. Хазарсен вара шыва путас мар, çăлăнас тесен, çыран хĕррине ишсе тухмалла. Атăл кунта сарлака. Çапăçу шыв варринче пырать. Çыран хĕррине ишсе çитеймен хазарсем чăмпăлт та чăмпăлт пута пуçларĕç.
Ку хушăра тата пăлхарсен икĕ карапĕ çинчи тăватă тăрнакку каллех темиçе кимме путарма ĕлкĕрчĕç.
Хайхи вара тин хазарсем çапăçăва выляса янине, пăлхарсене хальхинче çĕнтерме çуккине ăнланчĕç. Вĕсен ырă-сывă юлнă киммисем чăл та пар саланса тĕрлĕ çĕрелле тарма тытăнчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...