Ваççа Аниççи (Анисия Васильевна Княгинина) 1893 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи Анатри Тимĕрçенте чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1901-1904 çулсенче ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Пĕр çулталăк Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсен каллех ялти шкула таврăнать. 1908-1911 çулсенче вăл Тутарстанри Сумароковăра икĕ класлă шкулта вĕренет. 1916 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче экзамен тытать те учитель ятне илет. Ун хыççăн Чĕмпĕр облаçĕнчи ялсенче учительте ĕçлет. 1947 çулта пенсие тухать, Димитровград хулине пурăнма куçать. Поэтесса 1976 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче вилнĕ.
Литература ĕçне Ваççа Аниççи 1905-1907 çулсенче хастар хутшăннă: сăвăсемпе кĕске калавсем çырнă, вырăс юррисене чăвашла куçарнă. 1907 çулта «Хыпар» хаçатра унăн «Ялта» сăввипе Г.Гейнен вăл куçарнă «Камран пулăшу ыйтас?» сăвви тата «Хура халăх» поэми пичетленсе тухнă.
Ваççа Аниççи совет тапхăрĕнче те литература ĕçне пăрахман. Шкулта ĕçленĕ вăхăтра халăх юмахĕсене пьесăсем туса çырнă. Н.Гоголĕн «Ревизорне», А.Чеховăн «Упине» куçарнă. 1960-1970 çулсенче каллех вăл поэзире хĕрсе ĕçленĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...