Атăл шывĕ юха тăрать :: Патша арăмĕпе амăçынсем
Çĕр-анне вăл — Ама.
Ама — пурнăç пуçламăшĕ, вăлах пурнăçа тытса пыраканĕ.
Авалхи чăвашсем калани.
Тепĕр кун ирхине ирех Алмас хăй чатăрĕнче малалла мĕскер тăвасси пирки шухăшлама тытăнчĕ. Пăлхавçăсене хирĕç пухнă çара çаплах, вăрçа кĕмесĕрех, каялла илсе кайни пысăк мăшкăл тӳснине пĕлтерессе вăл лайăх ăнланать. Çук, ĕнер вăл хăйне мăшкăллама пачĕ. Паян вара тем тусан та Урака ним юлми çĕмĕрсе тăкмаллах!.. Ĕнер хĕрарăмсем чупса тухни те, алмăчавар вĕсемпе пĕрле пулни те уншăн питĕ кĕтмен япала пулчĕ. Çавăнпа çеç вăл çапла хăй шухăшĕнчен чакрĕ.
Çапла шухăшласа вăл кавалçăсене хушу пачĕ. Часах пĕтĕм тапăрта кавал сасси янăраса кайрĕ, текĕртсене çапăçу йĕркине тăма хушрĕ.
Патша çарĕ хускалнине, çапăçу йĕркине тăма тытăннине хирĕçле тапăрта та асăрхарĕç. Унта та кавал сассисем илтĕнсе кайрĕç. Сăкăтсен çарĕ те сăрт хӳттинчен маларах тухса çапăçу йĕркине тăма тытăнчĕ.
Акă ĕнтĕ икĕ çар пĕр-пĕрне хирĕç тăчĕç. Икĕ çарĕнче те пăлхарсем, пĕр чĕлхепе калаçакан эккелсем, пĕр юнлă халăх ачисем. Вĕсем хăйсен ертӳçисем хушасса кăна кĕтеççĕ. Пĕр-пĕрин çине хĕçĕсене çĕклесе, сăннисене кăнтарса кĕрсе кайма хатĕр.
Çав хушăра патша тапăрĕнчи сыхçар çыннисем кăшкăрашни илтĕнсе кайрĕ:
— Пирĕн хыçра темле утлă çар!
Чăнах та, патшан тапăнма хатĕрленнĕ текĕрчĕсен хыçне тӳперен вĕçсе аннă пек кĕтмен çĕртен пысăк утлă çар килсе тăчĕ.
— Амаçынсем!
— Амаçынсен çарĕ пирĕн хыçа килсе тăчĕ! — кăшкăрашни илтĕнчĕ.
Патша тинкерсерех пăхрĕ те чăнласах та ку хайхи хăй пĕлтĕр тĕл пулнă амаçынсен çарĕ пулнине ăнланса илчĕ: «Анчах мĕн шухăшпа кунта килсе тухнă-ха вĕсем? Кам майлă? Патшана пулăшас тесе-и? Е çав путсĕр Урак майлă пуласшăн-и вĕсем?»
Çав хушăра хыçра тăракан амаçынсен хушшинчен пĕр юланут сиктерсе тухрĕ те патша çарĕсем тăракан çĕрелле вĕçтерчĕ.
«Ара, ку амаçынсен патши Пикепи-çке! — палласа илчĕ ăна Алмас. — Анчах та мĕн кирлĕ-ха ăна?»
Пикепи учĕ йывăррăн чупать. Ахальтен мар иккен, Пикепи умне, ут ăмри çине темĕнле йывăр япала хунă.
Алмас хăйĕн теккерĕсемпе Пикепие кĕтсе илме кăшт маларах тухрĕ.
Акă ĕнтĕ амаçынсен патши ун умнех çитрĕ. Сасартăк вăл хăй учĕн ăмри çинче выртакан япалана тĕкрĕ те çĕре ӳкерчĕ. Этем ахлатни илтĕнчĕ.
Çĕре ӳкнĕ çын ури çине сиксе тăчĕ те уксахла-уксахла Алмас патнелле чупрĕ:
— Эй, аслă патша! Çĕрле, нимĕн систермесĕр пырса кĕчĕç те çак шуйтан çиесшĕсем пире йĕпе чĕпсем пек тытса илчĕç, — кăшкăрашрĕ чупа-чупа çак çын. — Хăтар! Çăл часрах хăвăн юратнă арăмна, ман хĕрĕме Ханияна!
«Ак япала! Ку вăл Абдаллах ибн-Башту пулчĕ мар-и?.. Çавă! Мĕнле лекнĕ-ха вара вăл амаçынсен аллине?..» — тĕлĕнсе шухăшларĕ патша.
Хайхискер Абдаллах ибн-Башту чупса çитрĕ те Алмас утне чĕлпĕрĕнчен ярса тытрĕ.
— Çĕрле пырса тапăнчĕç!.. Кермене çĕмĕрсе кĕчĕç!.. — кăшкăрашрĕ те кăшкăрашрĕ ибн-Башту. — Хания та вĕсен аллинче!.. Ăна часрах çăлас пулать!..
Çав вăхăтра Пикепин уçă сасси пĕтĕм тавралăха янăраттарса илтĕнсе кайрĕ:
— Ăнлантăн-и, аслă патша? Санăн арăму пирĕн алăра. Вăрçă пуçлатăн пулсан, чи малтан эпир ун пуçне касатпăр. Кайран сан çарна хыçалтан тапăнатпăр. Ăнлантăн-и, аслă патша!.. Эпир мĕнле вăрçă вăрçма пултарнине эсĕ пĕлетĕн. Пĕлтĕр пырса курнăччĕ. Кăçал вара пирĕн юрату вăййине пырăп тенĕччĕ. Ун вырăнне вăрçă пуçлатăн... Хăрушă варçă! Асту, кун пек вăрçă вăл пурне те çунтарса яма пултарать...
— Хăрушă çынсем вĕсем, амаçынсем! — ахлата-ахяата, Пикепи сăмахĕсене итлесе пĕтеричченех пакăлтатма тытăнчĕ ибн-Башту. — Тĕп тумалла вĕсене, аслă патша! Нимĕн юлми пĕтермелле. Ăнланатăн-и?.. Нимĕн юлми пĕтермелле! Часрах Ханияна çăлмалла!..
Алмасăн чăтăмĕ пĕтрĕ. Вăл сылтăм урине çĕклерĕ те пакăлтатса тăракан ибн-Баштăва кăкăрĕнчен кĕрĕслеттерсе тапрĕ. Лешĕ ахлатса та ĕлкĕреймерĕ, мечĕк пек патлатса йăванса кайрĕ.
— Атя, килĕшӳ тăватпăр! — янăраса кайрĕ çав хушăра Пикепи сасси. — Эпир сана хăвăн савнă арăмна ырă-сыввăн паратпăр. Эсĕ вара вăрçă пуçламастăн. Хăвăн çарупа каялла Пăлхара таврăнатăн та çамрăк арăмупа йăпанма тытăнатăн... Эпир те хамăр мĕнле пурăннă çавăн пек пурăнатпăр. Малашне те... Килĕшетпĕр-и? Эй, Алмас патша, сана калатăп!.. Е эсĕ вăрçăпа кăна чапа тухасшăн-и?.. Амаçынсемпе вăрçă вăрçнă хыççăн вара эсĕ пирĕн юрату вăййине пыраймастăн! Мантăн-им?.. Юрату вăййине кăçал пыратăп тенĕччĕ...
Пике-патша сасси мăшкăлланăн янăрарĕ.
Çав вăхăтра патша патне çамрăк çарпуçĕ Туркай-Муххаммет учĕпе сиктерсе пычĕ.
— Аслă патша! — кăшкăрса ячĕ вăл хаярланса. — Мĕн çав çапкаланчăк амаçынна култарса тăратпăр?!. Ирĕк парсам: пуçне касса сирпĕтем те хам текĕртпе çав амаçынсене ним юлми çĕмĕрсе тăкам!
Хаярланса, Туркай-Муххаммет хĕçне туртса кăларчĕ.
— Эпир — мăсăльмансем!.. Хĕрарăмсене çапла култарса тăни вăл — мăшкăл!.. Хĕрарăм вăл — çын мар, унăн арçынна çеç юраса пурăнмалла!..
— Мĕскер? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Пикепи, çак сăмахсене илтсен. — Пуç касасшăн-и эсĕ?.. Атя, çапăçса пăхар! Кам пуçĕ касăлĕ унта!..
Пикепи хĕçне туртса кăларчĕ. Самантрах кăшт йĕкĕлтерех калаçма пуçланă хĕрарăм-çарпуçĕнчен хаяр амаçын патши пулса тăчĕ.
Çакна курса, ним чĕнмесĕр тăма çуккине Алмас тӳрех ăнланчĕ.
— Тасал! — кăшкарчĕ вăл, учĕпе Туркай-Муххаммет çине кĕрсе. — Кам хушнă сана çапла патша калаçуне хутшăнма?!.
Туркай-Муххаммет сăнĕ самантрах улшăнчĕ. Вăл кăвакарса-симĕсленсе кайрĕ. Хирĕç темĕскер каласшăн та пулчĕ. Анчах хирĕçлеме хăяймарĕ пулас. Хĕçне йĕннине чикрĕ те утне кутăн чакара-чакара хăй текĕрчĕ патне кайса тăчĕ.
— Тĕрĕс! Кутăн кайса тăнинчен лайăххи çук санăн! — йĕкĕлтесерех каларĕ те Пикепи патша енне çаврăнчĕ. — Атя, Алмас патша, хăвăн калас сăмахне кала! Килĕшу тăватпăр-и е вăрçă вăрçатпăр-и?.. Патша-и эсĕ е çав йĕпе сăмсаллă çамрăк çарпуçĕн юррине çеç юрлакан çын-и?!.
Алмас хирĕç те, майлă та нимĕн те чĕнмерĕ. Тĕрĕссине каласан, ĕçсем епле пулса пынине курса, вăл аптраса ӳкрĕ.
Патша хăйне хирĕç нимĕн те чĕнменнине курса, Пикепи тата тепĕр ĕç туса пăхас терĕ. Вăл хăй çумне, пилĕкĕнчен çыхса янă кавалне илчĕ те вăрăммăн кăшкартса ячĕ. Ун сассине илтсе, амаçынсен çарĕ тăракан çĕртен тепĕр юланут сиктерсе тухрĕ.
Акă ĕнтĕ çак юланут Пикепи патне сиктерсе çитрĕ. Ут çинче пĕччен мар иккен, унта та иккĕн. Пĕри — амаçын, тепри... Амаçынни вара Пикепи акамĕ Тинеслу.
— Атя, Тинеслу, пăтшана парне пар! — кăшкăрчĕ Пикепи.
Тинеслу текенни çĕкленчĕ те хăй умĕнчи хĕр-пикене çĕклесе илсе учĕ умне тăратрĕ.
— Алмас патша, куратăн-и? — кăшкăрса ячĕ Пикени. — Ку вăл Хания, санăн савнă арăму. Ырă-сывă вăл. Ун пуçне касмарăмăр эпир. Атя, итле эпир каланине!.. Килĕшӳ тăватпăр. Сана шанса, эпир сана савнă арăмна паратпар.
Хания, мĕн пулса иртнине курса, йăлт аптраса ӳкнĕ пулмалла. Ним тума пĕлмесĕр Тинеслу учĕ умĕнче ним хускалми тăчĕ: пĕрре пĕр еннелле, тепре — тепĕр еннелле пăхрĕ. Унтан сасартăк ахлатса кăшкăрса ячĕ те савнă упăшки патнелле чупса кайрĕ.
— Хания! Савнă мăшăрăм!..
Мĕн пулса иртнине манса, хăй камне те астумасăр, Алмас учĕ çинчен сиксе анчĕ те савнă арăмне хирĕç чупрĕ. Çитрĕ те ăна ыталаса илчĕ, унтан ача пек алли çине хурса, хăй тапăрне илсе çитерчĕ.
Çак ӳкерчĕке курса тăракан экккелсен чунĕсенче те, амаçынсен чунĕсенче те темĕнле хаваслă туйăм çуралчĕ. Эппин, юн юхтарни паян пулмасть. Патша, акă, халĕ, пĕтĕм халăх умĕнче хăй çарпуçĕ мар, çамрăк арăмне чунтан-вартан юратакан упăшка çеç пулнине питĕ лайăх кăтартрĕ.
— Маттур, Алмас-патша! — хыттăн кăшкăрчĕ çакна курнипе чутах куççульне кăларман Пикепи. — Эппин, килĕшӳ тăватпăр!..
Вăл кавалне çĕклерĕ те виçĕ хутчен кĕскен кăна кăшкăртса илчĕ. Ку вăл амаçынсен çарĕ тапăра канма тăмалллине пĕлтерет.
Ĕçсем питĕ шала кайнипе, вăрçă кăларнипе çĕршыва тытса тăма çуккине питĕ лайăх ăнланчĕ патша. Вăл хушнипе çарсем каялла чакса тапăра тăчĕç. Патша чатăрне вара виççĕн пуçтарăнчĕç: Алмас хăй, Урак тата Пикепи. Чылайччен калаçса тавлашнă хыççăн вара вĕсем килĕшӳ тăвас терĕç. Патша хăй çарĕпе Пăлхара таврăнать. Урак та хăй çарне салатса ярать. Амаçынсем те хăйсен тапăрне таврăнаççĕ, ĕлĕк мĕнле пурăнна, çавăн пек пурăнма тытăнаççĕ. Алмас вара ĕлĕкхи пекех пĕтĕм пăлхар йăхĕсемпе ăрăвĕсен патшиех пулать, никама та хĕсĕрлесе ислам тĕнне йышăнма хистемест. Кашни йăх, кашни ăру тĕн ыйтăвне хăй ăнланнă пек татса парать.
Çак килĕшĕве яланах тытса пыратпăр тесе, Алмас та, Урак та, Пикепи те хăйсен хĕçĕсене чуптурĕç, унтан çăкăр чĕлли çирĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...