Атăл шывĕ юха тăрать :: Кĕçĕн канаш
Эй, Аслă Танкăр, канашлакан çынна канăç парччĕ!.
Авалхи кĕлĕ сăмахĕнчен.
Чăнласах та хальхинче Кĕçĕн Канашра нумай çын пулмарĕ. Кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту — Багдатран килнĕ элчĕсене мĕнле йышăнмалла тата малалла мĕнле пурăнмалла. Патша патне пухăннисем пурте пĕлеççĕ, ислам тĕнĕ пирки калаçу пулать кунта. Çакăнта калаçса, патша хăйне валли тамăрсем тупас тенĕччĕ. Анчах Кĕçĕн Канашра ĕç-пуç йăлтах урăхла çаврăнса тухрĕ.
— Багдат элчисем пирĕн пата ахальтен килмен, — калаçу пуçларĕ Абдаллах ибн-Башту. — Аслă патша, вĕсене эсĕ ху йыхăртăн. Ху малтан халиф патне мана элчĕ туса ятăн. Халиф пире пулăшма хатĕр. Кăнтăрти пек чаплă керменсем тума ăстасем те яратăп тет. Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ халăх пурăнать. Пурте пĕр тĕн, ислам тĕнĕ йышăнсан, çĕршыв та çирĕпленет. Çакăн пирки те шухăшласа пăхма ыйтатăп, аслă патша!..
Абдаллах мĕн калассине Алмас патша пĕлетчĕ. Çавăнпа ăна вăл калани пĕрре те тĕлĕнтермерĕ. Кеччекей калани вара ăна шалтах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ:
— Çĕршывра мĕн пулса иртни пирки эпĕ те питĕ нумай шухăшларăм, — аякран пуçларĕ Кеччекей хăй сăмахне. — Халĕ вара, питĕ нумай шухăшланă хыççăн, эпĕ пĕтĕмпех Абдаллах ибн-Башту сăмахĕпе килĕшетĕп. Пирĕн çĕршывра пĕр халăх, пĕр патша тата тĕн пулмалла. Ку тĕн вăл — ислам тĕнĕ. Эпир вара чăнах та вăйлăланса та чаплăланса каятпăр. Ислам тĕнне тытса-пăхса тăракан пĕр имам пулмалла. Эпĕ çав имам пулма та килĕшетĕп...
Ку сăмахсене илтсессĕн, Багдат элчисем пĕр-пĕрне пӳле-пӳлех ислам тĕнĕн лайăх енĕсем пирки, вăл мĕнле çĕршыва аталанма, патшана хăй астулне çирĕплетме пулăшасси пирки калама тытăнчĕç.
Питĕ тимлĕ итлесе ларчĕ патша тухса калаçакансен сăмахĕсене, Пурте, кавар тунăн, çапла ислам тĕнне тухма чĕнни ăна питĕ тĕлĕнтерчĕ, тарăн шухăша ячĕ. Анчах вăл нимĕнле хусканупа та, нимĕнле сăмахпа та хай мĕн шухăшланине, мĕн тума хатĕррине пĕлтермерĕ.
— Никам та хирĕçлесе нимĕн те каламасть-и? — ыйтрĕ вăл юлашкинчен.
Ларакансенчен никам та нимĕн те чĕнмерĕ.
— Эсир, мĕн, пурте ислам тĕнне куçмарăр пуль те? — каллех ыйтрĕ патша.
Анчах хальхинче те никам та нимĕн те чĕнмерĕ.
— Кайăр, — алă сулчĕ патша. — Кун пек калаçни вăл канаш мар. Ку вăл кавар туни пекрех...
Пурте нимĕн чĕнмесĕр тухса кайрĕç.
Патша вара хăй пĕчченех пӳлĕмре ларса юлчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...