Атăл шывĕ юха тăрать :: Чăнлав е профессор «йăнăшĕ»
«Казанская писательница А. Фукс и мадьярский этнограф Hunfalfy считали чуваш потомками древних хазар... Академик Бартольд сближал чуваш с Древними хуннами».
Профессор В.Г.Егоров.
«И в науке, таким образом, стало укрепляться мнение, что чуваши — потомки древиих волжско-камских булгар и что язык чувашскии представляет собой новый этап в развитии древнебулгарского языка».
Профессор В.Г.Егоров.
Василий Георгиевич Егоров — ирхи кайăк. Вăл паллă тĕлчевçĕ, çапла ирех, кăвак урхамахпа пĕрлех тăрса сĕтел хушшине ларать те хăй тĕнчине каять. Ун тĕнчи — чĕлхе тĕнчи. Нумай чĕлхе пĕлет вăл. Пурнăçĕ те унăн йывăр та тумхахлă пулнă: чылай чухне тăван чăваш çĕрĕнчен аякра пурăнма тивнĕ ăна — Аравире те, Азербайджанра та, Тутарстанра та... Çапах вăл нихăçан та тăван халăхне манман. Унăн кашни шухăшĕ тăван халăх шăпи пирки пулнă. Василий Георгиевич пĕлет: чăваш халăхĕ çак çĕр çинче пин-пин çул пурăнать, чăваш йăхĕсем ĕлек-авал хунсен шутне те кĕнĕ, вĕсене Атăлçи пăлхарсем тесе те каланă. Чăваш чĕлхи авалхи пăлхар-хасар чĕлхин упранса юлнă пĕртен-пĕр тăсăмĕ. Çакăн çинчен çырать вăл хăйĕн темиçе уйăх ытла пуçланă пысăк тĕпчевĕнче.
Тĕпчевçĕ пуçне хут çинчен çĕклерĕ те урамалла пăхса илчĕ. Хула тин çеç вăранать-ха. Акă, энĕ вăрантăм тесе сасă панăн, урампа автобус иртсе кайрĕ. Ахăртнех, ирхи сменăна тухакан рабочисене пуçтарать пулĕ вăл. Василий Георгиевич шухăшĕнчен татăлас мар тесе, каллех çырма тытăнчĕ:
«Чăваш чĕлхи илемлĕ те янăравлă пулнине тĕрлĕ тĕпчевçĕсем палăртаççĕ. Акă, финсен тĕпчевçи Август Альквист чăваш чĕлхи пирки çапла çырать: «Чувашский язык очень благозвучный, и конструкция речи в нем отличается удивительной точностью и замысловатостью...»
Сасартăк, шарт! сиктерсе, телефон вăрăммăн, янăравлăн шăнкăртатма тытнăчĕ.
— Кам вара çапла ирех? — тĕлĕнче ученăй. Ара, вăл ирхине хавхалансах ĕçленине пĕлсе, юлгашĕсем те, ĕçтешĕсем те ăна чăрмантаракан марччĕ. — Темĕскер инкек пулман пуль те, — чĕри пăчăртанса ыратса илчĕ унăн.
Телефон çаплах чарсăррăн, вăрăммăн ăна хăй патне чĕнчĕ те чĕнчĕ.
— Эпĕ итлетĕп, — телефон трубкине илсе сасă пачĕ Василий Георгиевич. — Итлатĕп...
— Василий Георгиевич! — янăраса кайрĕ трубкăра хулăм сасă. — Обкомран. Пĕрремĕш секретарь помощникĕ. Сирĕ паян пĕрремĕш секретарь патне чĕнеççĕ. Ирхине, сакăр сехетре... Ăнланатăр-и?..
— Тăхтăр-ха, — урăх калаçмассине пĕлсех васкаса ыйтрĕ ученăй. — Мĕн ĕçпе?.. Тăхтăр-ха!..
— Пик-пик, пик-пик, пик-пик, — илтĕнчĕ трубкăран.
Василий Георгиевич пĕлет: обкомрисем кун пек чухне урăх нимĕн те каламаççĕ. Шăнкăравларĕç, хыпарларĕç, трубкăна хучĕç. Вĕсем лайăх пĕлеççĕ: обкома чĕннĕ пулсан никам та пымасăр чăтаймасть. Чĕнсен пыманнине вĕсем совет влаçне хирĕç тăни тесе хаклаççĕ. Василии Георгиевич телефон трубкине хăй вырăнне хучĕ.
— Чĕре ахальтен ыратса каймарĕ çав, — терĕ вăл хăй кăна илтмелле. — Мĕскер сиксе тухрĕ-ши ĕнтĕ тата?.. Пĕр-пĕр çăхав-ши?.. Çук, çăхав пулмалла мар. Ун пĕк чухне пĕрремĕш секретарь патне чĕнмеççĕ. Ун пек чухне ыттисем тӳпелесе илеççĕ, «мерă йышăнаççĕ». Ах-тур, питĕ путсĕр ĕçпе чĕнеççĕ пулас...
Çук-ха, ниепле те сĕтел хушшине лараймарĕ Егоров, вырăнне хунă телефон трубки çине пăхса, çаплах хăйпе хăй калаçрĕ те калаçрĕ.
— Тен, ырă ĕçпех пулĕ? — иккĕленсе каларĕ. — Мĕншĕн ялан усал ĕçпе чĕнмелле-ха?.. Ара, эпĕ нимĕнле усал ĕç те тумастăп. Никампа та хирĕçместĕн. Никама та кӳрентермен те... Çапла вĕт? — хурав кĕтнĕн ыйтрĕ телефон трубкинчен. Çавăнтах хайхискер аванмарланса кайрĕ. Ай-турă, пĕр шăнкăрав этеме мĕн тери улăштарма пултарать иккен. Ара, ăсран тайăлнă çын пек тыткалать мар-и вăл хăйне?.. Телефон трубкине юрама тăрăшса калаçа пуçларĕ те...
Çакна ăнланчĕ пусассăн та, Василий Георгиевич вырăнтан хускалаймарĕ-ха. Çук, тем тĕрлĕ пакăлтатса тăрсассăн та вăл хăйне мĕншĕн Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ патне чĕннине пĕлеймест. Пĕртен-пĕр çакă çеç паллă: обкома, уйрăмах вĕсен секретарĕсем патне, ырăпа чĕнмеççĕ. Е çынна таптаса тăкмалла, е ним юлми варласа вĕсенле «тӳрĕ çул» çине кăлармалла, урăхла каласан, хăйсене кирлĕ пек ĕçлеттермелле.
* * *
Хаяр та юнлă вăрçă иртни виçĕ çул кăна-ха. Совет çĕршывĕ пĕтĕм вăйне-халне пухса, большевиксен партийĕ тавра пĕр чăмăра чăмăртанса, тискер тăшмана çапса аркатрĕ. Халĕ ĕнтĕ пурин те телейлĕн çеç пурăнмалла. Пурнăçа çĕнетсе ырлăх курса пурăнма тăрăшмалла. Çук, ырлăх пирки ĕмĕтленни те кăлăхах... Каллех вĕçĕ-хĕррисĕр тăшмансем шырама тытăнчĕç, каллех ним айăпсăр çынсене пĕтереççĕ, каллех ыран мĕн пулассине никам та пĕлмест. Çынсем паян пур та ыран çук... Е тата вĕсене обкома е райкома чĕнеççĕ те... Унтан вара вĕсем килне таврăнаймаççĕ...
* * *
Василий Георгиевича Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕн помощникĕ хулăм саслă çутă пуçлă, пысăк сăмсаллă çын кĕтсе илчĕ.
— Вăхăтра килтĕр, — терĕ вăл, самаях кăмăллăн. — Акă, çакăнта, кабинета кĕмелли алăк çумне ларăр. Тепĕр вунă минутран сире чĕнеççĕ. — Хайхискер вара, ученăй кунта çук та пекех, хăй сĕтелĕ çинчи хутсене пăхкалама тытăнчĕ.
Вунă минут — нумай вăхăт мар. Анчах çав вунă минут хушшинче Василий Георгиевич мĕн шухăшланине сăмахпа та çырса пĕтереес çук. Вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне аса илсе тепре тĕрĕслесе тухрĕ. Ăçта йăнăш пулчĕ-ши? Мĕнле айăп шыраса тупрĕç-ши ĕнтĕ тата?
Василий Георгиевич халĕ утмăл сакăр çулта пырать. Вăл 1880 çулта, пысăк мар чăваш ялĕнче çуралнă. Унăн тăван ялĕ Энтрипасар, вăл ун чухне Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпӳ уесне кĕнĕ, халĕ — Чăваш АССРĕнчи Вăрмар районĕнче.
Чи малтан пĕчĕк Ваççа Кармалти пуçламăш шкулта вĕренме тытăнчĕ. Энтрипасарĕнчен виçĕ çухрăмраччĕ Кармал. Ир те, каç та шкула чупатчĕ Ваççа. 1892 çулта вуниккĕри Ваççа Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă училищĕне вĕренме кĕчĕ. Ăнчĕ ăна: Шĕнерпуç шкулĕ — паллă шкул, кунта хăй вăхăтĕнче чăваш литературин классикĕ, вилемсĕр «Арçури» балладăн авторĕ М.Ф.Федоров та, И.Я.Яковлевăн паллă вĕренекенĕ Н.М.Охотниковăн арăмĕ те, паллă педагог Владимир Ислентьев та ĕçленĕ. Шĕнерпуçĕнче вĕреннĕ чухне ĕнтĕ шăп та лăп Ваççара ĕмĕт çуралчĕ: епле те пулсан Чĕмпĕрти чăваш шкулне, Иван Яковлевич патне вĕренме кĕресси. Çак ĕмĕт çитрĕ: 1895 çулта вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме тытăнчĕ... Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтерсен вара каялла Шĕнерпуçне ачасене вĕрентме таврăнчĕ.
Василий Георгиевич обком секретарĕн помощникĕ еннелле пăхрĕ. Лешĕ ниме те курмасть те, илтмест те пек, хăйĕн хучĕсемпе аппаланать.
«Вунă минут, вунă минут!..» — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ ученăй пуçĕнче. Вăл кĕсйине чикнĕ кĕмĕл вăлчăраллă пĕчĕк сехетне кăларса пăхрĕ. Сакăр сехет çитме тата тăхăр минут. Кунта, ăна суд тумалли пӳлĕме кĕмелли алăк патне ларнăранпа пурĕ те пĕр минут çеç иртнĕ иккен-ха. Ах-тур, тискер суд умĕнхи вăхăт час иртмест иккен... Хăй те сисмерĕ, Василий Георгиевич каллех тахçан пулнисем патне таврăнчĕ.
Çапла Василий Георгиевич ялти учитель пулса тăчĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ питĕ нумай пачĕ ăна. Çавăнта вĕрентнисем ĕнтĕ çамрăк чăваша тĕпчев ĕçне кӳлчĕç: Шĕнерпуçĕнче ĕçленĕ чухне вăл тăван халăхăн сăвви-юррисене пуçтарма, вĕсен хăйнеевĕрлĕхĕ пирки шухăшлама тытăнчĕ. Çаках вара малалла вĕренес тени патне те илсе пычĕ. Анчах тĕттĕм ялта çуралса ӳснĕ чăваш ачин ăçта кайса вĕренмелле-ха? Эх, И.Я.Яковлев пек Хусанти университетра вĕренесшĕнччĕ те вăл!.. Анчах унта кĕме гимнази пĕтермелле... Чĕмпĕрги чăваш шкулне, тĕрĕсрех каласан, учительсен семинарине пĕтернисене вăл шута кĕртмеççĕ... Шĕнерпуçĕнче пачăшкă пурччĕ: пĕчĕк пӳллĕ, çинçе саслă — Йăван-атте. Ялти çынсем «Йăван-пуп» тетчĕç ăна. Самай ватăскер вăл темшĕн шкулти учительсемпе пĕрре те килĕштереймен. Василий Георгиевич вара çынпа урлă пулаканскер мар. Темле кансĕр чухне те кашни ĕçе килĕшӳллĕн пĕтерме тăрăшать. Çавăнпа юратса пăрахрĕ пулас вăл ăна. «Кай, атя, Ваççа, тĕн семинарине. Кайран сана тĕн академине кĕртетĕп. Архерей пулан!» — тетчĕ. Çавна итлесе-ши, е урăх ниçта та кайма çуккипе-ши, Василий Георгиевич 1901 çулта Чĕмпĕрти тĕн семинарин тăваттăмĕш класне вĕренме кĕчĕ. Кайран вара чăнах та, 1904-1908 çулсенче, Хусанти Тĕн академийĕнче вĕренчĕ. Çавăн чухне вăл хăйĕн чăн-чăн ăсталăхне ăнланса илчĕ: кирек мĕнле чĕлхене те питĕ хăвăрт ăнкарма тытăнать иккен вăл. Чăнах га, Василий Георгиевич çав хушăра авалхи грек, латинь, славян чĕлхисене, француз, нимĕç чĕлхисене йăлтах вĕренсе çитрĕ, арабла та, персла та чухлакан пулчĕ. Çавăнпа ĕнтĕ тĕн академине пĕтернĕ хыççăн ăна Сирие, аякри Хомс хулине вырăс-араб шкулне ĕçлеме ячĕç. Анчах, те чăваш юнĕнче пурри, ислам тĕнчи килĕшмерĕ ăна. Çулталăкранах Василий Георгиевич каялла таврăнчĕ те Елабуга хулинчи хĕрсен училищинче вырăс чĕлхи вĕрентме тытăнчĕ. Ĕçленĕ хушăрах тем те пĕлме юратакан çамрăк аслă шкул пирки те шухăшлама пăрахмарĕ. Çак ĕмĕт ăна 1912 çулта Петербургри университета илсе çитерчĕ. Кунта вара вăл славян-вырăс уйрăмне вĕренме кĕчĕ. Кунта вăл чи чаплă вырăс чĕлхеçисен лекцийĕсене итлерĕ.
Василий Георгиевич куçĕ умĕнче йĕрки-йĕркипе тахçан-тахçан хăйне вĕрентнĕ чаплă ученăйсен сăнĕсем ирте-ирте кайреç. Вĕсен хушшинче — А.А.Шахматов та, И.А.Бодуэн-де-Куртенэ те, Л.В.Щерба та. Çавăнтах тата Василий Георгиевич университетпа пĕрлех археологи институтĕнче вĕреннине те асаилчĕ. Çапла, икĕ аслă шкулта лекцисене çӳретчĕ вăл. Питĕ тăрăшуллă студенчĕ вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ университета пĕрремĕш степенле дипломпа пĕтерчĕ. Ун хыççăн каллех Елабугана таврăнчĕ, реальнăй училищере вырăс чĕлхи вĕрентме тытăнчĕ. Çавăн чухне вара хăйĕн чи пирвайхи пысăк тĕпчевне пичетлесе кăларчĕ: «Согласование числительных с существительными в великорусских юридических памятниках ХV-ХVII веков» ятлăччĕ вăл.
1917 çул пуçламăшĕнче Василий Георгиевича Златоуст хулине, халăх училищисен инспекторĕ пулса ĕçлеме куçарчĕç. Кайран Февральти революци, Октябрьти революци, граждан вăрçи... 1918 çулăн иккĕмĕш пайĕнче Златоуст хули шуррисен аллинче пулчĕ.
«Тăхта-ха, — шухаш вĕлтлетсе иртрĕ тĕпчевçĕ пуçĕнче. — Çавăн чухнехи ĕçсем пирки мар-ши?..»
Хăйĕнче ним айăп çук пулсассăн та, Василий Георгиевич çав вăхăтри ĕçсене тимлеме тытăнчĕ. Вăл лайăх пĕлет: НКВДăшан, кирлĕ пулсан, ним айăпсăр çын çук. Темле айăп та тупса, такама та ним айăпсăр пĕтерме пултарать вăл.
Шуррисем ăна, Совет влаçĕ майлă çын тесе, ĕçрен кăларса ячĕç те кайран тата тытса хупрĕç. Хăйне персе вĕлереççĕ пуль тенĕччĕ вăл. Анчах шуррисен ун пек çынсемпе аппаланма вăхăчĕ пулмарĕ, хĕрлисем хĕснипе вĕсен чакса кайма тиврĕ. Хайхискерсем хăйсемпе пĕрле тытса хупнисене те илсе кайрĕç. Çапла майпа Василий Георгиевич Омск хулине лекрĕ. Кунта вара, нимĕн айăп тупаймасăр, ăна ирĕке кăларчĕç.
Питĕ тискер вăхăтчĕ ун чухне. Пĕтĕм çĕршыв вутра çунать. Хĕрлисемпе шуррисем, симĕссисем, кăваккисем, бандитсем... Анчах этемĕн пурăнмалла-çке-ха!.. Василий Георгиевич вара ĕç шырама тытăнчĕ, аран-аран бухгалтер çуммине илчĕç ăна. Каярахпа, вăл питĕ тип-терлĕ те ĕçе тĕплĕ тăвакан çын иккенне курса, делопроизводитель туса хучĕç. Эх, тĕнче таканари шыв пек тăратчĕ кунта... 1919 çул вĕçĕнче шуррисем хуларан тухса тарчĕç, хĕрлисем килчĕç, пурне те тĕрĕслесе ала витĕр кăларма тăрăшрĕç.
«Ун чухне тĕрĕслесе ним усалли те тупмарĕç те çав», — хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ Василий Георгиевич.
— Мĕскер? — ун сассине илтсе, пуçне çеклерĕ пĕрремĕш секретарь помощникĕ. — Кĕмелле пулмарĕ-ши, тетни? Çук-ха, тепĕр пилĕк минут.
Хайхискер каллех хăй ĕçĕпе аппалана пуçларĕ.
Василий Георгиевич пуçĕнче каллех иртсе кайнă пурнăçĕ ăшă енне вĕçекен хуркайăк кĕтĕвĕ пек тĕрлене пуçларĕ. Ăна Омск хулинчех ĕç тупса пачĕç, халăха вĕрентес ĕç пайĕн инструкторĕ туса хучĕç: 1920 çулта Чăваш автономилле облаçне турĕç. 1921 çулта вара Шупашкарта Чăваш рабфакĕ уçас терĕç. Ăна ертсе пыма вара Василий Георгиевича хушреç. Эх, ăçта кăна ĕçлеме тивмерĕ пулĕ ăна!.. 1923 çулта вăл Хусанти чăваш педагогика техникумĕнче ачасене вĕрентрĕ. Тепĕр икĕ çултан хайхискер Тухăçьен педагогика институтĕнче, каярахпа Тутарсен коммунистла университетĕнче лекцисем вулама тытăнчĕ. Пурнăç тăнăçланма тытăнни ăна тĕпчев ĕçесем патне тавăрса пычĕ. Вăл «Гармония гласных в чувашском языке» ятлă тĕпчев çырчĕ. Çав пысăк тĕпчев 1928 çулта, Тухăçьен педагогика институчĕн «Наукăпа педагогика сборникĕн» тăваттăмĕш кăларăмĕнче пичетленчĕ. Ун хыççăнах Василий Георгиевич хăйĕн чи паллă ĕçне «Введение в изучение чувашского языка» çырчĕ. Ку тĕпчев 1930 çулта Мускавра тухрĕ. Ку хушăра Василий Георгиевич чăваш чĕлхипе çырнă ĕçсен библиографине тума тытăннăччĕ. Çак ĕç тепĕр икĕ çултан пичетленсе тухрĕ. 1933 çулта ăна Шупашкара, чăваш шкулĕсем валли вĕренӳ кĕнекисем хатĕрлесе кăларма чĕнсе илчĕç. 1935 çулта вăл учебниксем çырнипе пĕрлех «Чăвашла-вырăсла словарь» кăларчĕ, «Вырăсла-чăвашла словарь» тума тытăнчĕ, Н.И.Ашмарин çинчен кĕнеке çырчĕ.
«Эх, мĕн чухлĕ вăхăт хушши ĕçсĕр ларатăп!» — сасартăк ăнланмалла мар шухăш пуçне пырса кĕчĕ тĕпчевçĕнне. Чăнах та, çак тарана çитсе, пĕр минут та ĕçсĕр ларса курман вăл. Учебниксемпе тĕпчев ĕçĕсем çырнă, пушăрах чухне е Шупашкарти педагогика институтĕнче, е Хусанти пĕр-пĕр аслă шкулта лекцисем вуланă... Кайран тата тискер вăрçă пуçланчĕ. Ăна, утмăл пĕр çулхи çынна, вăрçа илмерĕç, ватă терĕç. Вăл вара тата та тимлĕрех тĕпчев ĕçесем çырчĕ, 1942 çулта филологи наукисен кандидачĕ пулса тăчĕ.
«Вăрçă вăхăтĕнчипе те мана нимшĕн те айăплама çук», — хăйне хăй шухăшпа çирĕплетрĕ ученăй.
Вăрçă пĕтнĕренпе пиллĕкмĕш çул пырать ĕнтĕ. Космополитсем тесе хăшпĕрисене вăрçма тытăнчĕç. «Мана та çапла айăпламаççĕ пулĕ те, — шухăшласа илчĕ ученăй. — Сăлтавĕ пур. Нумай чĕлхе пĕлетĕп. Ют çĕршывра та пулнă...»
Çав хушăра обком секретарĕн помощникĕ сĕтел хушшинчен тăчĕ.
— Кайрăмăр! — терĕ.
Ун сăмахне илтсен, Василий Георгиевич шарт! сикрĕ. Хăй мĕн каланине хăй те ăнланмасăр персе ячĕ:
— Вăхăт çитрĕ те-и вара?
Василий Георгиевич тăрасшăн пулчĕ, анчах урисем тытмарĕç. Обком секретарĕн помощникĕ çакна тӳрех асăрхарĕ:
— Хускалмасăр ларнипе юн çывăрчĕ пуль, — терĕ ун патне пырса. — Атя, тăма пулăшам. Пĕрер утăм тусан иртсе каять вăл.
* * *
Кун пек пысăк пӳлĕм Василий Георгиевич ĕмĕрне те курман пуль. «Ампар пек пӳлĕм!» — терĕ вăл хăй ăшĕнче обком секретарĕ патне кĕрсенех. Таçта аякра, тем вăрăмăш сĕтел хушшинче çын ларать. Пĕчĕк пукане пек курăнчĕ вăл малтанласа ученăя.
— Иртĕр, Василий Георгиевич! — терĕ обком секретарĕн помощникĕ, чĕннĕ çынна хăй пуçлăхĕ патнелле утмаллине систерсе.
Егоровăн ирĕксĕрех сĕтел хушшинче ларакан çын патнелле утмалла пулчĕ. Лешĕ, ăна кĕтсе илме хатĕрленсе, ларнă çĕртен тăчĕ. Ак тĕлĕнтермĕш!.. Ара, ку вăл ахаль çын мар, улăп пулĕ!.. Обком секретарĕ хăйĕнчен çуррине яхăн пысăккине курса шалт! тĕлĕнчĕ тĕпчевçĕ. Патнерех пырсан кăна ун пуканĕ ларакан вырăна хăпартса тунине ăнланчĕ вăл. Çавăнпа обком секретарĕ ахаль çын пек мар, улăп пек курăнать иккен.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...