Атăл шывĕ юха тăрать :: Муххаммет ибн-Хасан
Кам хăйĕн ашшĕ-амăшне сутать, çавă ĕмĕрне те ырлăх курмасть.
Авалхи чăвашсеи калани.
Сусан ар-Расси питĕ калаçакан çын пулчĕ.
— Тĕнчере мĕн тĕлĕнтермĕш пур, çавсене пурне те Багдатра курма пулать, — калаçрĕ те калаçрĕ вăл. — Багдат вăл çут тĕнче илемĕ. Багдат вăл — çут тĕнче мерченĕ те, ахахĕ те. Эпĕ сана Багдат пасарĕсене те, Багдат урамĕсене те кăтартатăп. Кирлех пулсан, Багдат пикисемпе те паллаштарма пултаратăп. Эпĕ, паллах, çурмаарçын ĕнтĕ, халь тин нимĕн тума та çук. Багдат пикисем çине ăмсанса кăна пăхма пултаратăп. Сана вара, çап-çамрăк та маттур каччăна, пĕр-пĕр Багдат пикипе паллаштармаллах. Мĕнле-ха вара, Багдатра пулса та, Багдат пикисем сан пек маттур каччăсене епле йăпатма пултарнине тутанса пăхмалла мар...
Çапла калаçа-калаçа, Ар-Расси аякран килнĕ хăнана Багдат урамĕсене, ытарма çук чаплă керменĕсене кăтартса çӳрерĕ. Темиçе пасарта та пулчĕç вĕсем. Юлашкинчен хайхи евнух Туркая куç хĕсрĕ:
— Ну, мĕнле, Багдат пикисемпе паллашас килет-и?.. — Туркай вăтаннă пек пулса тутине пăрса, çĕрелле пăхнине курчĕ те кулсах ячĕ: Ну, юрĕ, юрĕ, ан вăтан, — терĕ. — Атя, питĕ чипер пикесемпе паллаштаратăп сана. Пур-ха кунта манăн паллакансем...
Çапла калаçа-калаçа, Ар-Расси пăлхар хăнине Багдат хĕрринче пĕчĕк кантăклă пысăк çурт картишне ертсе кĕчĕ, алкумĕнче тем ĕçпе çӳрекене курса, кăшкăрса ячĕ:
— Ахмет тусăм, хăнасене кĕтсе ил!..
* * *
Çӳллĕ ту çине хăпарать Туркай. Ах-тур, питĕ чăнкă та çӳллĕ-çке тăвĕ!.. Вăйĕ йăлтах пĕтсе çитрĕ унăн. Уринчен ури те аран иртет. Выртас та вилес килет унăн. Мĕн ĕнтĕ çапла тертленни. Пурпĕр ту тăррине хăпарса çитеймест вăл. Çитнин те усси çук. Хыçалтан хăвалакансем пурпĕрех ярса тытаççĕ. Акă, епле тискеррĕн кăшкăрса, хĕçĕсемпе сулса, ун хыççăн чупаççĕ вĕсем. Эх, ниçта та çăлăнмалли çук-шим?.. Тăхта-ха, тăхта, кунта мĕскер?.. Ара, сарлака юханшыв мар-и ку?.. Чăнах та, питĕ сарлака юханшыв. Акă, пĕртен-пĕр кимĕ. Ун çине ларать те Туркай юханшыв леш енне каçать, вара хăйне хăвалакансенчен çалăнать. Кимĕсĕр вĕсем леш енне каçаймаççĕ... Чăнах та, Туркай кимĕ çине ларчĕ те ишсе кайрĕ. Ах, мĕнле лайăх! Уçă та ирĕк пулса кайрĕ...
Урайĕнче, çемçе тӳшек çинче выртакан Туркай, темĕскер пуçĕнчен пырса çапнă пек, шарт сиксе вăранса кайрĕ те куçне уçрĕ. Эй, турă! Тĕлĕк кăна иккен ку!... Тăхта-ха, тĕлĕк мар, çапла аташса выртнă пулас вăл...
Туркай йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Тăхта-ха, тăхта, ăçта вара вăл? Палламан пӳлĕм!.. Ку тата мĕскер?.. Эй, турă! Çаппа-çарамас иккен Туркай!.. Кĕпи те, йĕмĕ те çук. Амăш мĕнле çуратнă, çавăн пек!.. Хăранипе Туркай çамки çине тар тапса тухрĕ. Хăйпе мĕн пулнине самантрах асаилчĕ те вăл, пушшех те хăраса, тăрса ларчĕ, хăйпе юнашар выртакан темле çĕтĕк виткĕçе хăй патнелле туртса, кăштах та пулин витĕнме тăрăшрĕ. Ара, ĕнер ăна Сусан ар-Расси çакăнта илсе кĕчĕ-çке-ха!.. Питĕ чипер пикепе паллаштарчĕ. Пики питĕ çепĕç кăмăллă, арçын артакне юратаканскер пулчĕ пулмалла: Ар-Рассипе Туркая тутлă эрехпе хăналама тытăнчĕ. Астăвать-ха Туркай: кайран Ар-Расси таçта тухса кайрĕ, вĕсем çав пикепе кăна тăрса юлчĕç. Пике кула-кула ун чĕркуççийĕ çине пырса ларчĕ, ачашлама, кăтăклама тытăнчĕ. Кайран... кайран мĕн пулнине вара Туркай астумасть...
Çапла мĕн пулнине аса илсе ларнă хушăра сасартăк шалтăртатса хыçал енчен алăк уçăлса кайрĕ те пӳлĕме çутă анкар тытнă вăрăм сухаллă икĕ çын кĕрсе тăчĕç.
— Акă, — терĕ пĕри, ырханкка та тăрнаккаййи, Туркай çине кăтартса, — çакă ĕнтĕ вăл Аллах пăхса тăракан пикене мăшкăлаканни!.. Ăна, хăна тесе, ĕçтереççĕ, çитереççĕ. Вăл пур, пирĕн пике çине сиксе ӳкет, ăна тискеррĕн мăшкăлать, пусмăрлать!.. Кайран тата ним те мар унăн вырăнĕ çинче харлаттарса çывăрать...
Ку сăмахсене илтсессĕн, Туркайăн пĕтĕм шăмшакки çине сивĕ тар тапса тухрĕ.
— Юрать-ха, тухса тарма ĕлкĕреймен! — хулăн саспа каларĕ тепри, сарлака хул-çурăмли.
— Ăçта тухса тартăр! — хихиклетсе кулса илчĕ тăрнаккаййи. — Пирĕн пике маттур пулнă, хăйне пусмăрлаканĕ çывăрса кайсанах унăн мĕнпур тумне пытарса хунă. Халĕ вăл, акă, çаппа-çарамас! — Хайхискер Туркай витĕннĕ çĕтĕк виткĕçе туртса илчĕ.
— Ха-ха! — ахăлтатса кулса ячĕ сарлака хул-çурăмли. — Амăш панă тумтирпе çеç иккен!.. Ну, юрĕ, тамăкра унта мĕнле пусаççĕ, эпир те ăна çапла пусатпăр! — анкарĕпе хăмсарчĕ вăл Туркая.
Туркай, хăй халиччен курман-илтмен темле çынсенчен хăраса, чĕрĕп пек хутланса ларчĕ. Çаппа-çарамас пулни пĕтерчĕ ăна. Атту пулсан, çак путсĕрсене пăлхар канарĕ мĕне пултарнине кăтартатчĕ те-ха вăл...
— Э-э-эпĕ, ара, вăл хăй ĕнер ман чĕркуççи çине пырса ларчĕ, — аранах чĕлхине çавăрса калама тытăнчĕ Туркай. — Ар-Расси ăçта? Вăл илсе килчĕ мана кунта!..
— Эс çакăн пек путсĕррине пĕлмен вăл, — хаяррăн пăшăлтатса каларĕ тăрнаккаййи. — Аптранипе пăрахса кайнă вăл. Текех ку енне ура та ярса пусмасть. Сана вăл курасшăн та мар.
— Мĕн калаçса тăран унпа! — хаяррăн чашкăрчĕ сарлака хул-çурăмли, анкарĕпе хăмсарса. — Атя, пусар та... ĕçĕ те пĕтрĕ!..
— Тăхтăр-ха, тăхтăр! — тархаслама тытăнчĕ кусене Туркай. — Эпĕ ахаль çын мар. Эпĕ Пăлхарстан патши элчин канарĕ. Эпĕ сире мăшкăл кутĕм пулсан, мĕнле те пулсан та саплаштарма çук-и? Атьăр, калаçса татăлар!.. Тен, укçа тӳлемелле...
— Эсĕ, мĕн, ытлашши пуян-им? — çаплах чашкăрчĕ сарлака хул-çурăмли. Мăшкăльчăк пулма çуралман эпир. Атя, тамăка кайма хатĕрлен!.. Мăйна касатăп!..
— Тăхта-ха, тăхта! — тархасларĕ Туркай. — Мĕн кирлĕ, пурне те пама хатĕр эпĕ!
— Çук! — кăшкăрашрĕ сарлака хул-çурăмли çаплах! — Мăйна касатăп! Хатĕрлен!
— Чарăн-ха, — чарчĕ çав хушăра çакскере тăрнаккаййи. — Ан тив-ха. Тен, хăй çылăхне каçарттарма хатĕр мар-и вăл.
— Хатĕр, хатĕр! — çăлăнăç пуррине сиссе, анчах мĕн пирки калаçу пынине ăнланаймасăрах кăшкăрса ячĕ Туркай. — Тем тума та хатĕр!..
— Вăт, ку кирлĕ калаçу, — савăннă пек пулчĕ тăрнаккаййи, çакна илтсессĕн. — Калатăп-çке-ха, ăнланакан çын вăл, тетĕп.
— Тĕрĕс, тĕрĕс, ăнланатăп эпĕ, — ухмаха тухнă пек пакăлтатрĕ Туркай. — Эсир мĕн калатăр, пурне те тăватăп!..
— Аллах хушнă пек, Аллах хĕрне пусмăрларăн пулсан, Аллаха пуççапма тытăнмалла, — терĕ тăрнаккаййи. — Ислам тĕнне кĕрес пулать санăн!..
— Мĕскер? — куçĕ-пуçĕ чарăлса кайрĕ Туркайăн. — Çапла никампа канашламасăрах-и?..
— Атя, пуçна касам та тамăкра унта шуйттанпа канашлатăн! — сиввĕн кăшкăрса пăрахрĕ сарлака хул-çурăмли. Анкарне çĕклерĕ те Туркая çӳçенчен ярса тытрĕ.
— Çук, çук! — çухăрса ячĕ Туркай. — Килĕшетĕп, килĕшетĕп эпĕ. Паянах, халех ислам тĕнне кĕме хатĕр!
* * *
Туркай çухални Абдаллах ибн-Башту элче малтан тĕлĕнтерчĕ те кулянтарчĕ. Махмут ибн-Сулейман та малтан питĕ аптраса ӳкрĕ, тӳрех Туркая шырама каяс терĕ. Кайран тăна кĕнĕ пек пулчĕ те килтисенчен кунта мĕн пулнине ыйтма-тĕпчеме тытăнчĕ.
Килтисем ăна кунта Сусан ар-Рассй евнух килнине, Туркай вара чылайччен калаçнă хыççăн унпа тухса кайнине каласа пачĕç. Çакна илтсен, ибн-Сулейман кулса ячĕ те пуçне енчен-енне сулкаласа илчĕ:
— Ан кулян, Абдаллах, — терĕ элче, кăшт кулараххăн. — Пурте йĕркеллĕ, Аллах хушнă пек пулса пырать. Ака, пилĕк-ултă кунтан хăйех килсе кĕрет пирĕн чупкăн.
— Эсĕ вара мĕн, ăна мĕскер пулма пултарнине чухлатăн-им? — тĕплĕнрех пĕлес тесе ыйтрĕ Абдаллах кил хуçинчен.
— Мĕнле калас, — аптранă пек пулса тăчĕ лешĕ. — Чухлатăп пулмалла... Анчах ытлашши васкар мар-ха. Эпир пурте Аллах хӳттинче пурăнатпăр. Мĕн пулмалли пулнă ĕнтĕ. Малалла çак ĕç мĕнпе вĕçленнине кĕтер...
Çапла ултă кун иртрĕ. Çиччĕмĕш кунне Абдаллахпа ибн-Сулейман килне питĕ савăнса таврăнчĕç. Ыран вĕсене халиф йышăнать. Ку вăл çав тери пысăк савăнăç.
— Пирĕн иксĕмĕрĕн кăна халиф патне каяс пулать ĕнтĕ, — калаçа-калаçа пычĕ ибн-Сулейман. — Халиф патне гяурсен кĕме юрамасть. Халĕ çавăн пек уяв уйăхĕ пырать.
— Юрĕ, иксĕмĕр те мĕн каламаллине калăпăр, — килĕшрĕ Абдаллах. — Парнесем пама вара сан çыннусене илĕпĕр.
Çапла калаçа-калаçа Абдаллахпа ибн-Сулейман килне çитрĕç кăна, вĕсене такамсем килнине пĕлтерчĕç. Ак япала! Туркай алăк патĕнче тăра парать!.. Унпа пĕрле — темиçе араб çынни.
— Салам сире, ырă çынсем! — терĕç вĕсем ибн-Сулейманпа Абдаллаха. — Акă, сирĕн пата эпир Ислам тĕнне тухнă пăлхар çыннине илсе килтĕмĕр. Ĕлĕк вăл Туркай ятлă пулнă, халĕ — Муххаммед ибн-Хасан...
Абдаллахпа Махмут ибн-Сулеймана Туркай, халĕ ĕнтĕ, Муххаммед ибн-Хасан, хăйпе мĕскер пулса тухнине нимĕн пытармасăр каласа пачĕ.
— Аллах пире тĕрĕс çулпа илсе пырать, — терĕ çакна илтсен ибн-Сулейман. — Савăн, ачам, эсĕ халĕ тĕрĕс тĕнпе çуталнă этем.
— Мĕншĕн вара çакăн чухлĕ вăхăт çухалса пурăнтăн? — кил хуçине чарсах вăрçма тытăнчĕ Абдаллах хăйпе пĕрле килнĕ канара. — Санăн кунта, хăвăн эккелӳсемпе пĕрле пулмалла!..
— Тăхта-ха, тăхта! — чарчĕ ăна ибн-Сулейман. — Ара, манса кайнă-им? Кастарнă хыççăн ик-виçĕ кун е ытларах та ура çине тăрайми выртнă ĕнтĕ вăл.
— Чăнах та, — ăнланнă пек пулчĕ те йĕкĕлтенĕн кулса илчĕ Абдаллах. — Халĕ чиперех-и?.. Нимĕн те кансĕрлемест-и?
— Çук, — кĕскен кăна хуравларĕ темиçе кун каялла Туркай пулнă Муххаммед ибн-Хасан.
— Атя, хатĕрлен, — терĕ Абдаллах, — ыран пире халиф йышăнать, Эсĕ халĕ ислам çынни. Санăн пирĕнпе пыма юрать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...