Атăл шывĕ юха тăрать :: Чăнлав
И.Н. Смирнов впервые назвал болгарский язык древнечувашским языком, впервые ввел понятие "Болгарская цивилизация" и показал ее роль в развитии финских народов Поволжья и Приуралья в средневековье...
Академик В.Д.Димитриев.
Иван Николаевич Смирнов — ватă тĕпчевçĕ, истори наукисен докторĕ, Хусан университечĕн профессорĕ. Вăл хăйĕн пĕтĕм ĕмĕрĕ тăршшĕпех Атăлçи халăхĕсен историне, йăли-йĕркине тĕпчет. Хăй те Атăл тăрăхĕнче, Хусан кĕпĕрнинчи Царевококшайск уездне кĕрекен Арино ятлă пысăк мар ялта, 1856 çулта çуралса ӳснĕ. Мĕн пĕчĕкрен Атăл тăрăхĕнчи халăхсен пурнăçĕпе интересленнĕ.
Вăл пĕлет: Атăл тăрăхĕнче сĕм авалтан тĕрлĕ халăхсем пурăнаççĕ — чăвашсем, тутарсем, пушкăртсем, марисем, ирçе-мăкшăсем, удмуртсем, бесермянсем. Вĕсен пурнăçĕ чылай енчен пĕр пек, çав хушăрах вĕсен хушшинче уйрăмлăхсем те нумай. Уйрăмах чăвашсем ыттисенчен уйрăм тăраççĕ. Акă, ирçе-мăкшăсем, марисем, удмуртсем — угро-финсен шутне кĕреççĕ. Тутарсемпе пушкăртсем — тӳрксем. Чăвашсемпе бесермянсем вара... Бесермянсем пирки нумай калаçни усси çук. Пĕтсе пыракан халăх. Хăйсен авалхи чĕлхине çухатса удмуртланса пыраççĕ. Ĕлĕк вĕсене вырăссен чăнлавĕсенче чăвашсем тенĕ. Чăнах та, йăли-йĕрки, тумĕ, тĕрри — пĕтĕмпех чăвашсенни пек. Çавсене шута хурса, вĕсене чăнласах та чăвашсен пĕр татăкĕ теме пулать. Чăвашсене хăйсене вара пĕрисем утро-финсен шутне кĕртсе те пăхаççĕ. Ытларах тĕпчевçĕсем вĕсене авалхи тӳрксем теççĕ.
Çапах та камсем-ха вĕсем?
Иван Николаевич сĕтелĕ çинче чылайранла ĕнтĕ темиçе тĕрлĕ карттă выртать. Миçе кун хушши ĕнтĕ, пĕтĕмпех пĕлет пулсассăн та, çав карттăсене тĕпчет ватă профессор. Акă, авалхи саманана кăтартакан карттă. Унта та Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсене палăртнă: пăрттассем, мордвасем, Атăлçи пăлхарсем, марисем, пушкăртсем, арсем, урăхла каласан, удмуртсем.
Хальхи карттă çине пăхать Иван Николаевич. Акă, çак халăхсем пурăннă çĕрте халĕ мĕнле-мĕнле халăхсене палăртаççĕ-ха? Мордвасем, марисем, тутарсем, пушкăртсем, удмуртсем, бесермянсем, чăвашсем. Кунта темиçе ыйту çуралать:
1. Пăрттассем ăçта кайса кĕнĕ?
2. Атăлçи пăлхарсем ăçта кайса кĕнĕ?
3. Тутарсем ăçтан тупăннă?
4. Бесермянсемпе чăвашсем ăçтан тупăннă?
Пăрттассем ăçта кайса кĕни паллă. Вĕсем — угро-финсем, мăкшăсемпе ирсесене çывăх халăх, вĕсемпе хутшăнса пĕтнĕ.
Тутарсем ăçтан тата хăçан ку тăрăха килни те паллă. 1236 çулта Батый ертсе килнĕ вĕсене.
Атăлçи пăлхарсем ăçта кайса кĕнĕ вара? Вĕсем аслă халăх пулнă. Вĕсен пĕтĕм тĕнче мухтанмалли культури пулнă. Ун пек халăх çĕр çинчен ним йĕрсĕр çухалма пултараймасть.
Бесермянсемпе чăвашсем тата ăçтан тупăннă? Пăлхарсемпе вĕсен хушшинче çыхăну çук-ши?.. Чăнах та, Атăлçи пăлхарсем каярахпа бесермянсемпе чăвашсем пулса тăман-и? Çакăн пек ыйтусем вĕçе-вĕçĕн çуралаççĕ паллă тĕпчевçĕ пуçĕнче. Чылайранпа ĕнтĕ...
Çакăн пирки шухăшласа, вăл авалхи авторсен, çулçӳревçĕсен кĕнекисене, хальтерехри паллă тĕпчевçĕсен ĕçĕсене вулама тытăнчĕ. Чи малтан вăл 1869 çулта Санкт-Петербургра пичетленсе тухнă Д.А.Хвольсонăн "Известия о хазарах, буртасах, болгарах, мадьярах, славянах и руссах Абу-Али Ахмеда бен Омар ибн-Даста" кĕнекине питĕ тĕплĕн тĕпчерĕ. 1870 çулта Санкт-Петербурграх пичетленнĕ А.Я.Гарькавин "Сказания мусульманских писателей о славянах и русских (с конца VII века до конца X века)" кĕнекине те, А.Ф.Лихачевăн 1876 çулта пичетленнĕ "Быговые памятники Великой Болгарии" тĕпчевне те шĕкĕлчесе тухрĕ. А.Ф.Лихачевăн ку тĕпчевĕ "Труды II археологического сьезда" кĕнекен пĕрремĕш томĕнче пичетленнĕччĕ.
Иван Николаевича уйрăмах Н. И. Золотницкин 1875 çулта Хусанта пичетленсе тухнă "Корневой чувашско-русский словарь" ятлă кĕнеки питĕ пулашрĕ, тем чухлĕ шухăш çуратрĕ.
* * *
Çак пулăмсемпе чăнлавсене çине тăрсах тĕпченĕ хыççăн И.Н.Смирнов тĕпчев ĕçĕ çырма ларчĕ. Унта вăл пĕрремĕш хут хальхи чăвашсем авалхи Атăлçи пăлхарсен тăхăмĕ пулнине çирĕплетсех каларĕ. Çармăссен чĕлхинчи тӳркизмсене тĕпченĕ чухне вăл çав сăмахсем хальхи чăваш сăмахĕсемпе пĕр пек пулнине курчĕ. Вара çапла çырчĕ: "По своему звуковому составу большая часть нетатарских заимствований тождественна с словами чувашского языка. Говорить о культурном влиянии чуваш на черемис в настоящее время может показаться странным: чуваши ничем не культурнее черемис... Но чуваши не всегда были таким диким народом, как теперь. Существует весьма основательная гипотеза, что это племя представляет собою потомков болгар, создавших цивилизации Среднего Поволжья.
Рассмотрение заимственных черемисами у чуваш слов показывает, что культурное воздействие тюркских народов на черемис было громадно. Под тюркским влиянием у черемис создался переход от охотничьей жизни к скотоводству и земледелию, сложился оседлый быт, домашняя обстановка, костюм, возникла торговля и связанная с нею экономическая дифференциация, явились зародыши общественной организации, получили дальнейшее развитие верования..."
Çапла çырнă хыççăн Иван Николаевич хальхи чаваш сăмахĕсене усă курса, авалхи çармăссем Атăлçи пăлхарсенчен мĕне-мĕне вĕреннине çырса кăтартма тытăнчĕ.
"Под болгарским влиянием развивалась дальнейшая история черемисского жилища" тесе çырчĕ те вăл тĕслĕхсем илсе кăтартма тытăнчĕ. Пӳрт, çурт, кăмака, тĕнĕ, нӳхреп, мунча, вите, пахча, сарай, хапха, выльăх, лаша, сурăх, така, пӳтек, улăх, утар, кĕтӳ, кĕтӳçĕ сăмахсене çырчĕ.
Унтан вара пăлхарсем çармăссене уйран, тăпăрчă тума, выльăх-чĕрлĕх пăхма вĕрентнине, çĕр ĕçне хăнăхтарнине çырса кăтартрĕ, тĕслĕхсем илсе çырчĕ. Пăлхарсене кура çармăссем килтĕрĕшне те илемлетме, сентре, тенкел, пукан тума тытăннине палăртрĕ. Пăлхарсемех вĕсене суту-илӳ тума та, укçа, япала хакĕ, тӳлес, усламçă, тарçă, хуçа йышши сăмахсемпе паллаштарнине те çырчĕ. Ун чухне çармăссем сунар ĕçĕпе çеç пурăннă. Пăлхарсенчен вĕсем супăньпе усă курма, тӳшекпе вырăн сарма, шăнасемпе ӳпресенчен чаршав сарса упранма, тĕрĕсем тĕрлеме, хитре тум тума вĕреннĕ. Çапла вара çармăс чĕлхине масмак, хушпу, сурпан, кĕнчеле, ама, шӳлкеме йышши сăмахсем кĕнĕ. Пăлхарсенченех вĕсем йĕркепе ларакан ял тума вĕреннĕ. Усал ĕç тăвакансене суд тума хăнăхнă, патшалăха ясак тӳлесе тăмалла иккенне ăнланнă. Хăйсен тĕнне те пăлхарсенчен вĕренсе йĕркене кĕртнĕ. Çавăн чухне вĕсен чĕлхине тĕн, эсрел, çылăх, тамак, хăямат, тӳре, шуйттан, ийе, çанталăк, тĕнче, вутăш, этем, чун, сывлăш, ăс, ирĕк йышши сăмахсем кĕнĕ. Пăлхарсенченех вĕсем килйыша кирлĕ пек йĕркелеме хăнăхнă: ясар, йыш, юлташ, хулăм, тăлăх йышши сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланса, вĕсемпе пурнăçра усă курма тытăннă.
Çармăс чĕлхине те, хальхи чăваш чĕлхине те Иван Николаевич лайăх пĕлет. Çакăн йышши танлаштарусем туса вăл пысăк тĕпчев çырчĕ те хальхи чăваш чĕлхи Атăлçи пăлхарсен чĕлхин тӳрĕрен те тӳрĕ тăхăмĕ пулнине питĕ лайăх, ĕненмелле çирĕплетрĕ. Чăвашсем авалхи пăлхарсен аслă та чаплă культурине, пурнăç йĕркине малалла тăсакан халăх иккенне каларĕ. Вара хăйĕн ĕçне пичетлесе кăларма шутларĕ.
Çак ĕç вара чăнах та Хусанта, 1889 çулта Император университечĕн типографийĕнче пичетленсе тухрĕ. Кĕнекен ячĕ — "Черемисы: Историко-этнографический очерк.
Кун хыççăн Иван Николаевич çине тăрсах, Атăлçи пăлхарсемпе чăвашсене танлаштарса, çĕнĕ пысăк тĕпчев ĕçĕ çырас терĕ. Ăна "Волжские болгары" тесе ят памалла пуль терĕ. Паллах, ун чухне ăна çăмăл марччĕ. 1889 çулта пичетленсе тухнă ĕçĕнче пĕрремĕш хут хальхи чăвашсем Атăлçи пăлхарсен тăхăмĕ тесе каласан, ăна урса кайса тапăнма тытăнчĕç. Хăшпĕрисем ăна "чăвашсене хӳтĕлекен историк", "суя историк", "легендăсен ашшĕ", "шутласа кăларса çыракан çын" тесе тем тĕрлĕ айăплама пăхрĕç. Эпиграммăсем те çырчĕç. Çапах та вăл пуçне усмарĕ. Элекçĕсемпе кĕвĕçекенсене хирĕç çапăçмарĕ, ĕçлерĕ те ĕçлерĕ. Ку тĕле 1895 çулта тата Киевра П.В.Голубовский хушаматлă тĕпчевçĕн "Болгары и хазары — восточные соседи при Владимире святом" ятлă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ку та Иван Николаевича чылай чăнлавсем тупма, хăй шухăшне çирĕплетме пулăшрĕ.
Çав çулсенчех тата Санкт-Петербургра нумай томлă "Энциклопеди словарĕ" пичетлеме хатĕрленчĕç. Вĕсене Ф. А.Брокгаузпа И.А.Ефрон пухса хатĕрлеме тьггăннăччĕ. Атăл çинчи халăхсен историне, пурнăçне, йăли-йĕркине И.Н.Смирновран лайăх никам та çырса кăтартайманнине пĕлчĕç пулать вĕсем. Чăвашсем çинчен çырма та вара Иван Николаевичах ыйтрĕç Иван Николаевич хапăлах пулчĕ, чăнласах та питĕ кăсăк статья çырчĕ, унта хальхи чăвашсем Атăлçи пăлхарсен тăхăмĕ пулнине тӳреммĕнех каларĕ. Статйине "Чуваши" тесе ят пачĕ. Вăл вара çав Ф.А.Брокгаузпа И.А.Ефронăн "Энциклопеди словарĕ" кĕнекин ХХХVIIIА томĕнче пичетленсе тухрĕ.
Ку вăл 1903 çулта пулчĕ.
Иван Николаевич вара çак хушăра ырми-канми хăйĕн "Волжские болгары" тĕпчевне малалла, хушăм хыççăн хушăм туса, çырчĕ те çырчĕ. Ку тĕле тата 1902 çулта, паллă чĕлхеçĕ Н.И.Ашмарин хăйĕн "Болгары и чуваши" ятлă пысăк тĕпчев ĕçне Хусанта пичетлесе кăларчĕ. Ку вара чылай куштансен пуçне кăшт шухăшлаттарма тытăнчĕ. Вĕсем хăйсене сивĕ шыва чиксе кăларнă чăх чĕпписем пек туйма тытăнчĕç. Çакна шута хурса, Иван Николаевич хăйĕн пысăк тĕпчевне хăюлла, çĕнĕ шухăшсем кĕртсе çырчĕ: "Наличность чувашизмов в памятниках ХIII-ХIV вв., когда, как уже сказано было выше, чуваши, как таковые, истории еше были неизвестны; в словах. которые вкраплены в чуждый арабский текст надписей, как единственный показатель народности, которой служили эти надписи, устанавливает совершенно ясно отношение между загадочным древнечувашским языком и болгарским: древнечувашский язык был языком болгар..." .
Чăваш чĕлхи авалхи тӳрк чĕлхи пулнине те çирĕнлетрĕ вăл. Вара çапла çырчĕ: "Установивши этот факт, мы поймем древние чувашизмы в угро-финских наречиях и одновременно определим место болгар в урало-алтайском мире: народом, оказавшим могущественное культурное влияние на угро-финский мир в бассейне Волги и Камы и оставившим слелы этого влияния в его наречиях в виде чувашизмов, и были болгары; памятники языка древних болгар, уцелевшие в угро-финских наречиях, свидетельствуют совершенно ясно, что язык этот, древняя форма нынешнего чувашского — тюркский..."
Хăйĕн "Волжскне болгары" тĕпчев ĕçне Иван Николаевич темиçе пая уйăрчĕ. Пайĕсене "Национальность волжских болгар", "Источники для изучения истории болгар", "Быт болгар". "Земледелие", "Торговля", "Жилища", "Утварь", "Скандинавское влияние", "Керамика", "Металлические изделия", "Одежда", "Восточное влиянне", "Социальный и политический строй", "Суд", "Религия" тесе ят пачĕ.
Смирновăн çак пысăк тĕпчевĕ вара 1904 çулта, М. В. Довнар -Запольский редакцилесе Мускавра пичетлесе кăларнă "Книги для чтения по русской истории" кĕнекен пĕрремĕш кăларăмĕнче кун курчĕ. Канран тата çак тĕпчеве М.В.Довнар-Запольский хăй хатĕрленĕ "Русская история в очерках и статьях" кĕнекере тепре пичетлерĕ. Ку вăл 1910 çулта пулчĕ.
Çапала вара хальхи чăвашсем авалхи Атăлçи пăлхарсен тăхăмĕ пулнине Иван Николаенич Смирнов пĕтем тĕнчене ĕнентерчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...