Атăл шывĕ юха тăрать :: Тĕрев
Тĕрев инçе çула чĕнет...
Авалхи юрăран.
Абдаллах ибн-Башту инçе çула тухса кайнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Кĕркунне те çитсе килет ĕнтĕ. Сасартăк чикĕри çарсенчен кĕтмен хыпар килсе çитрĕ: хазарсем Атăл ку енне каçса, пăлхарсен çĕрĕ çине кĕрсе кайнă.
Çакна илтсенех Алмас çар канашĕ пухас терĕ.
Çар канашне патшалăхри чи сумлă, чи паттăр çынсем килчĕç те керменри курăнчари вăрăм саксем çине ларса тухрĕç.
— Хазарсем каллех иртĕхсе кайрĕç, — терĕ Алмас, пурин çине те хăйĕн çивчĕ куçĕсемпе тинкерсе пăхса. — Атăл ку енне каçса, пирĕн çĕрсем çинче иртĕхсе çӳреме тытаннă. Çапла хушатăп: пĕтĕм çара пухса, вĕсене уçă çеçенхирте шыраса тупмалла та ним юлми пĕтермелле. Ӳлĕмрен вĕсен Атăл ку енне куçасси пирки шухăш та ан пултăр!
— Шыв çинче иртĕхсе, грексен вучĕпе хăратакансем пирки те шухăшламалла мар-и? — сасă пачĕ Аксупай карпуç.
— Малтан вĕсене хирĕç шыв çинче кĕрешме вĕренмелле! — хыттăн каларĕ патша. — Пĕлтĕр пирĕн карапсене çунтарса янине мантăн-им?
— Вĕсене хирĕç мĕнле кĕрешмеллине пĕтĕмпех тунă ĕнтĕ, — лăпкăн хуравларĕ карпуç.
— Эсĕ мĕн каласшăн ку сăмахсемпе? — хастарланса ыйтрĕ патша. — Мухтанса илес терĕн-и? Ун пек калаçу кирлĕ мар паян пире...
— Ирĕк парсам, аслă патша, — ура çине тăрса, кашт маларах иртрĕ Аксупай. — Эпир пĕлтĕрхи Атăл çинчи çапăçăва питĕ тимлĕ тĕпчерĕмĕр те, хазарсемпе мĕнле кĕрешмеллине пĕтĕмпех ăнланса илсе, малалла мĕн тумаллине хатĕрлерĕмĕр.
— Итлетĕп, — терĕ патша, кăсăкланса. — Эппин, ку санăн мухтанса çеç калани мар. Атя, каласа пар...
Аксупай пĕрре-иккĕ ӳсĕрсе илем пекки туре те малалла калама тытăнчĕ:
— Грексен вучĕ вăл кайăк мар, аякранах вĕçсе çитеймест. Грексен вучĕпе çунтарас текенсем пирĕн карапсене вут хыптарас тесен çывăха пымалла. Пирĕн вара хамăр карапсене вут хыптарас мар тесен, вĕсене çывăха ямалла мар.
— Тĕрĕс, çавна калатăп та ĕнтĕ эпĕ, — терĕ патша. — Вĕсене çывăха ярас мар тесен мĕн тумалла?
Патша сăмахне илтнĕ хыççăн кăштах шухăшлам пекки туса тăчĕ те карпуçĕ малалла калама тытăнчĕ:
— Çавна шута хурса, эпир карапсем çинче тăрнакку турăмăр. Мĕн-ха вăл тăрнакку? Тăрнакку вăл карап умне маларах кăларса тăратнă çекĕллĕ вăрăм шăчă. Вăл çывăхарах пынă хазарсен киммине çаклатса илет те малтан çĕклет, кайран лаплаттарса ӳкерсе шыва путарать.
— Ку вăл карап сăмси патне пынă кимĕсене, — сасă пачĕ итлесе ларакансенчен пĕри. — Карап айккине е хыçне пырсан?..
— Тăрнакку мал енне кăна мар, тĕрлĕ еннелле çаврăнма пултарать. Айккине пыма тăнă кимĕсене те çаклатса илет. Тĕрĕс, карап хыçне пыракан кимĕсене çывăха çитсен кăна çаклатма пултарать. Кунта хăрушлăх пур, — ăнлантарчĕ карпуç. — Эпир тата тепĕр меслетпе те усă куратпăр. Тăшмана хирĕç каякан пысăк карап пĕрре кăна пултăр. Унпа пĕрле темиçе çăмăл кимĕ пулать. Вĕсем хазарсен киммисене хирĕç хăйсене кирлĕ пек кĕрешеççĕ.
— Эппин, тăрнакку тенине иккĕ тумалла мар-и? — хăй шухăшне каларĕ патша. — Карап умĕнче те, хыçĕнче те пултăр вăл.
— Вăт, кун пирки шухăшласа пăхма пулать, — терĕ карпуç, патшана пуç тайса.
Çарканашĕ питĕ хĕрӳ иртрĕ, вăрăма пычĕ. Калаçакансем те нумай пулчĕç. Хазарсем иртĕхсе кайни пурне те тарăхтарать.
Юлашкинчен, пурте каланисене, сĕнӳ панисене пĕтĕмлетсе, патша çапла каларĕ:
— Лайăх калаçу пулчĕ. Эппин, чи малтан пирĕн хазарсен Атăл çинчи шывçисене1 пĕтермелле. Атăл ку енне каçнă çарĕ вара çакна илтсенех пирĕн серепене çакланас мар тесе, часрах каялла каçмалли вырăн шырама тытăнать. Пирĕн çав вырăна тупса, хазарсен ку енне каçнă çарне те пĕтĕмпех пĕтермелле.
Тепĕр эрне ытла иртсен, Пăлхар хули çумĕнчи шыв кукăрĕнче тăракан икĕ çар карапĕпе темиçе кимĕ Атăл тăрăх шыва май инçе çула тухса кайрĕç. Карапсем çинче те, кимĕсем çинче те лайăх кăралланнă шывçăсем. Карапĕсем çинче тата, малта та, хыçалта та, — тĕлĕнтермĕш вăрăм шăчăсем. Шăп та лăп çавсем ĕнтĕ Аксупай карпуç шутласа кăлăрнă тăрнакку. Вĕсем пăлхарсене хазарсем усă куракан грексен вуттинчен упранма пулăшмалла. Хальхинче пăлхарсем ниепле те хазарсен мăшкăлĕ пулмалла мар ĕнтĕ.
Шыв çинчи çар вăйĕсем инçе çула, юнлă та хаяр харçа тухса кайнăранпа тепĕр виçĕ кун иртсен, Пăлхар хулинчен тата пысăк утлă çар тухса кăнтăр еннелле çул тытрĕ. Ăна Алмас патша хăй ертсе пырать. Ăна пулăшаканĕ — Шукай мăрса. Вăлах çăмăл утлă çара ертсе пыраканĕ.
Çанталăк лайăх тăрать. Тӳперĕн сап-сарă хĕвел хĕртсе пăхать. Вăл та иртĕхсе кайнă хазарсене хирĕç хаяр вăрçа каякан пăлхарсене пулăшма тăрăшать, тейĕн çав.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...