Атăл шывĕ юха тăрать :: Сăкăт шахчи — Урак
Чăнлăх шыракансен çулĕ вăрăм, ĕмĕрĕ кĕске.
Авалхи чăвашсем калани.
Пăлхар патшалăхне кĕрекен Сăкăт йăхĕ — питĕ паллă йăх. Ку йăх çыннисем пуян та пур енĕпе те çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче сутăçсем те, пӳлевсем те, чаплă çарпуçĕсем те нумай. Хăйсен çĕрне вĕсем Тракки тесе калаççĕ. Тракки вăл Пăлхар хулинчен çурçĕререх, анлă та сарлака Чулман Атăлăн сулахай енне вырнаçнă.
Пăлхар патшалăхне кĕрекен кашни йăхăнах хăйĕн шахчийĕ пур. Сăкăт йăхĕн шахчийĕ — Урак. Вăл питĕ авалхи, çапах та паян кунхине те пурте хисеплекен чаплă ăруран. Уракан тахçанхи-тахçанхи ламтайĕсем авалхи Сăкат патшалăхĕнче патшасем пулнă. Ун чухне вĕсем темле тискер йăхсемпе те вăрçă вăрçнă, яланах çĕнтерсе пынă. Анчах историн темле çулĕсенче Сăкăт патшалăхĕ вăйсăрланса юлнă, кайран ытти вăйлă йăхсемпе пĕрлешсе кайса хунсен шутне те кĕнĕ. Хунсен патшалăхĕ арканса кайсассăн вара сăкăт йăхĕ пăлхарсен патшалăхĕнчи чи ятлă-сумлă йăхсенчен пĕри пулса тăнă.
Сăкăтсем ĕлĕк-авал тĕнчери чи аслă тĕнсенчен пĕрне, Саратуштра тĕнне пуçласа янă, ăна пӳлев тесе пурăннă. Каярахпа ытти пăлхар йăхĕсен сĕмне пула вĕсен тĕнĕ самаях улшăннă, вĕсем аслă та чаплă, пĕтĕм тĕнчене тытса тăракан Танкăра пуççапма тытăннă. Çакна пĕтĕмпех шута илсе ĕнтĕ алмăчавар хăйĕн çывăх çыннисемпе паян Урак патне килчĕ.
Вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирте темĕнле хылар та чи маттур урхамахран та хăвăрт чупать иккен. Урак килĕнче хăйсем патне алмăчавар килессине пĕлме ĕлкĕрнĕ. Ăна хисеплесе те чысласа кĕтсе илчĕç, сăкăтсен йăлипе питĕ чаплăн сăйлама тытăнчĕç.
Питĕ хаклă хăна пулнă хыççăн Уракпа алмăчавар иккĕш кăна керменре калаçса ларас терĕç.
— Хыпар, чăнах та, питĕ хăвăрт сарăлать, — терĕ алмăчавар. — Эсĕ, Урак, пĕлетĕн пуль ĕнтĕ, пирĕн патша, аслă та чаплă Алмас аякри Багдат халифĕ патне элчесем ярасшăн.
— Багдат халифĕ — питĕ вăйлă патшалăх, унпа çыхăну тытас тени пĕрре те япăх япала мар, — хăй шухăшне каларĕ Урак.
— Кун пирки эпĕ те çапла шутлатăп, — тӳрех унпа килĕшрĕ алмăчавар. — Анчах кунта çыхăну тытас тени кăна мар-çке-ха. Питĕ лайăх пĕлетĕп, унта элчĕсем ярас тени вăл ахальтен мар. Пыра-киле ислам тĕнне кĕресси патне илсе çитерме пултарать. Çавăнпа эпĕ кун пирки санпа канашласа пăхас терĕм.
— Ку шухăша, ислам пирки апла-капла юмахланипе, эпĕ те илтнĕ-ха, — куляннине тӳрех палăртрĕ Урак. — Енчен те çак шухăш чăнах та патша пуçĕнче пурах пулсан, ку вăл пирĕн патшалăха пĕтĕмпех кисрентерме, йăхсем хушшинче вăрçă кăларма пултарать.
— Куртăн-и, хăвах каларăн эпĕ калас тенĕ сăмахсене, — терĕ алмăчавар. — Хамăр тĕне пĕтерни вăл — халăха пĕтерни. Акă, хазарсемпе эпир пĕр халах. Пирĕн пĕрле, килĕштерсе пурăнмалла. Анчах хазарсем хамăр тĕнрен татăлса ют тĕне, иудей тĕнне илме тытăнчĕç те пирĕнпе, пăлхарсемпе, вăрçă хыççăн вăрçă кăларма тытăнчĕç.
— Çав иудейсен тĕнне илнĕ хазарсем вĕçĕ-хĕррисĕр тапăннипе кăна çапла Багдат халифĕпе туçлашас темест-ши пирĕн патша? — иккĕленсе ыйтрĕ Урак. Аптранă енне вăл, ури çине тăрса, урай тăрăх утса çӳреме тытăнчĕ. — Кунта чăнах та тем те шухăшлама пулать.
— Каласса чăнах та çапла калать-ха вăл, — килĕшрĕ унпа алмăчавар. — Хазарсемпе вăрçă вăрçма тамăрсем кирлĕ тет, — утса çӳрекен Уракран куçне вĕçертмесĕр каларĕ вăл. — Ун пирки ыйтса пĕлтĕм эпĕ. Анчах ку вăл тĕп шухăшне пытарни çеç пулсан?.. Багдат халифĕпе туслашса ислам тĕнне тухас тесен?..
— Кун пеккине шанмастăп. Хазарсем Багдат халифĕпе вĕçĕ-хĕррисер вăрçă вăрçаççĕ. Тен, пирĕн çинчен пĕлсен, Багдат халифĕ пире те пулăшас тейĕ? Ман шутпа, пирĕн патша Багдат халифĕ патне тамăр шыраса, пулăшу илессе шанса çеç элчĕ ярать.
— Пулăшнăшăн ислам тĕнне йышăнăр тесе каласассăн?
Ку сăмахсене илтсессĕн, Урак тарăн шухăша путрĕ.
— Тĕрĕс çав, ун пек те пулма пултарать, — терĕ юлашкинчен. — Вара мĕскер тумалла-ха пирĕн? Мĕскер пулса тухассине кĕтмелле-и е халех мĕн те пулин тумалла-и?
— Кĕтме юрамасть! — çирĕппĕн каларĕ алмăчавар. — Пирĕн халех курултай пухса пĕтĕм халăхпа калаçмалла. Пĕтĕм халăх умĕнче аслă та чаплă патша хăйĕн тĕп шухăшне пире каласа патăр. Эпир те ăна кирлĕ ыйтусем пама пултарар. Курултая пынисем те калаçчăр.
— Чăнах та, ку питĕ кирлĕ, питĕ тĕрĕс шухăш! — алмăчаварпа тӳрех килĕшрĕ Урак. — Ырлатăп! Çынпа çын канашлать те чăнлăх çулне тупать. Курултай вăл лайăх япала. Ун çинчен пирĕн нихăçан та манса каймалла мар.
— Эппин, санăн Пăлхара пымалла та патшана курултай пухас тени пирки каламалла.
— Мĕншĕн манăн каламалла? — тĕлĕнчĕ Урак.
— Ара, авалтан пыракан йăла-йĕрке тăрăх курултай пухас ыйтăва патша хăй е пĕр-пĕр шахчи кăна çĕклеме пултарать.
— Чăнах та, — хăйĕнчен хăй тĕлĕннĕн кулса ячĕ Урак.
— Кун пирки шутламан та эпĕ. Чăнах та, патша хăй тĕллĕн ку ыйтупа курултай пуçтарас çук. Унăн пуçĕнче шухăш çирĕпленнĕ ĕнтĕ... Эппин, ку ыйтăва пĕр-пĕр йăх шахчин çĕклес пулать.
— Çавна калатăп та! — шухаша çирĕплетрĕ алмăчавар.
Урак каллех, шухăша кайса, урай тăрăх утса çӳреме тытăнчĕ.
— Атя, эпĕ килĕшетĕп, — терĕ вара юлашкинчен.
— Эппин, ыранах Пăлхар хулине тухса каятпăр, — савăнса хăйпе пĕрле чĕнчĕ ăна алмăчавар.
— Юрать, — килĕшрĕ Урак. — Эппин, эпĕ çынсене хатĕрленме хушам...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...