Атăл шывĕ юха тăрать :: Атăлçи Пăлхарстан
Народы, загадочных финских племен —
Мордва, черемиса, мещера —
В Поволжье рассеялись с давних времен,
Когда еще не был на Русью волжен
Светильник спасительной веры.
Там дальше, к Востоку от устья Оки,
(В соседстве с мордвою) изстари
По берегу Волги и Камы реки
Имели селенья свои, городки
Могучее племя — болгаре...
Паллă мар поэт çырнинчен.
Аслă та чаплă Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕ. Йышлă халăх пурăнать кунта. Вуншар-вуншар чаплă хула, çĕршер-çĕршер чаплă ял çак аслă та мухтавлă патшалăхра. Ытарайми пуян та тулăх çĕрсем. Виçĕ тĕслĕ çĕршыв кунта. Кăнтăрта — пушхирсемпе çеçенхирсем варринче — çеçенхирсемпе тĕллĕн-тĕллĕн вăрмансем, çурçĕрте вара —вăрманлăхсемпе сăртлă-туллă уйсем-хирсем.
Темĕн тĕрлĕ пысăк юханшывсем те пур ку çершывра. Малъенче — Ейĕк юханшывĕ, кайъенче — Аслă Атăл.
Çурçĕр енчерехрен вара Чулман Атăл юхса анать, Аслă Атăла чалăшшăн пырса кĕрет. Чулман Атăла хăйне мальенчен тата Шуратăл юхса кĕрет. Шуратăл шывĕ Чулман Атăл шывĕпе хутшăнса пĕтет кăна, шăп та лăп çурçĕртен тата çак Чулман Атăлах тепĕр аслă шыв — Нухрат Атăл юхса кĕрет. Вĕсем вара пĕрлешсе, хăватлăн шарласа, Аслă Атăла юхса кĕреççĕ.
Çак аслă çĕршыв варринче тата урлă та пирлĕ юхакан пĕчĕкрех шывсем те нумай. Акă, Ирхис, Самар, Сук, Аслă Çарăмсан, Сĕве, Сăр Аслă Атăла юхса кĕреççĕ. Шуçăм, Сай, Ах, Тим вара Чулман Атăла кĕреççĕ. Сакмарпа Салмăш тата Ейĕке юхса кĕрсе кăнтăралла васкаççĕ.
Атăлпа Ейĕк хушши вăл чăнласах та питĕ пуян. Кунти çеçенхирсемпе пушхирсенче тем тĕрлĕ чĕрчун пурăнать. Вĕсене çисе ӳсме кунта тем тĕрлĕ курăк кашласа ӳсет. Çурçĕререх, вăрманлă вырăнсенче вара — тĕрлĕрен йывăç: хырсем, юмансем, çăкасем, чăрăшсем, ăвăссем; вĕсем çурт-йĕр тума та, кимĕ-карап валли те, вутăлăх та. Тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр тума вара вĕренесем, хурамасем, йĕлмесем, каврăçсем, çирĕксем, хурăнсем, йăмрасем, хăвасем. Кунтах тĕрлĕрен тутлă çимĕç параканнисем те сахал мар — шĕшкĕсем, улмуççисем, пилешсем, палансем, пĕтнĕксемпе кĕтмелсем, чиесемпе ĕшпелсем. Çак çеçенхирсемпе вăрмансенче пурăнакан чĕрчунсен шутне каласа та тухаяс çук. Акă, тем тĕрлĕ паха тирлĕ йăнарсем, ăтăрсем, сăсарсем, хăнтăрсем, юссесемпе пакшасем. Акă, питĕ тутлă какайлă пăшисемпе хирсыснисем, пăлансемпе пурăшсем, хирлашисем... Кунтах тата тем тĕрлĕ вĕçенкайăк — кавакалсемпе пăчăрсем, акăшсемпе ăсансем, карăксемпе тулатасем. Пур çĕрте те пылхурчĕсем ĕçлеççĕ, пыл пуçтараççĕ. Вĕсен пылне пуçтарма кăна ан ӳркен. Кӳлĕсемпе юханшывсенче вара шутласа пĕтерме çук пулăсем — шурпак, çăрттан, çĕкĕ, шăлани, çупах, çавран, шампа, парттас, хĕçпул, хурапул, ăрхаль тата ыттисем те.
Пăлхарсем ку таврара ĕмĕртенпе пурăннă йăхсемпе килĕштернĕ, тăванлашнă, вĕсемпе пĕрре те вăрçман. Купрат патшан пехилне, вăл çапла пуринпе те май килнĕ таран килĕшӳллĕ пурăнма сĕннине вĕсем нихăçан та манман. Вырăнти йăхсем пулăшнипе вĕсем çĕнĕрен-çĕнĕ хуласем лартнă, вĕсене çӳллĕ хӳмесемпе никам пырса кĕреймесле çирĕплетнĕ. Хуласенче чаплă керменсем тунă. Хăйсен çав ытарайми керменĕсене вĕри шыва тăмран тунă пăрăхсем тăрăх ярса ăшăтнă. Çӳллĕ тусем çинчен тата керменсемпе ытти çуртсене тăмран тунă пăрăхсем тăрăхах таса шыва юхтарса антарнă. Мунчасем, вĕренӳ çурчĕсем, караван-сарайсем туса тĕнчене тĕлĕнтернĕ. Суту-илӳ, алăсти ĕçне аталантарнă, çĕр ĕçлеме вĕреннĕ. Пушă чухне сунара çӳренĕ, пулă тытнă. Çапла пурăнса, вĕсем ламран лама пуянланса, вăйлăланса пынă, хăйсен çĕршывне çурçĕрелле те, анăçалла та, тухăçалла та аслăлатнăçемĕн аслăлатнă. Пыра-киле анăçра Хура Атăл1 патнех çитнĕ. Тухăçра вара Урал тăвĕсем урлă та каçнă. Çурçĕрте Пăрлă тинĕссем тĕлнех тухнă.
Анчах кăнтăрта Атăлçи Пăлхарстан ӳссе-аталанса пырайман. Кунта пăлхарсене ӳссе-аталанса пыма юлашки вăхăтра питĕ вăйлăланса кайнă хазарсем кансĕрленĕ.
* * *
Аслă çеçенхирпе пысăках утлă текĕрт пырать. Ку пăлхарсен текĕрчĕ2. Пурте çирĕп кӳпе, сапар тăхăннă. Кашнин çумĕнче çичĕ тĕрлĕ кăрал3 — ухă, хĕç, анкар, пăрпик, сăнă, укрăк тата çавра питлĕх. Ку вăл пăлхарсен чикĕри çарĕ, çĕрни4.
Юлашки вăхăтра кăнтăртан час-часах Атăлçи Пăлхарстан çĕрĕ çине хазарсем киле-киле тапăна пуçларĕç. Çавăнпа пăлхарсем кунта чикке сыхлама уйрăм çарсем турĕç. Вĕсене пеçерменсем теççĕ. Пеçерменсен текĕрчĕсем пысăк мар, кашнийĕ çĕр эккелтен5 тăрать. Вĕсем вăхăт-вăхăтпа чикĕри çĕрсемпе иртеççĕ, тăшмансем кĕрсе кайман-и, хурахсем çаратса çӳремеççĕ-и тесе тĕрĕслеççĕ. Хăйсен патшалăхĕн çерĕ çине кĕрсе кайнă тăшмана курсассăн, вĕсем нимĕн шухăшласа тăмасăрах, паттăрланса, çапăçăва кĕреççĕ. Хăйсене пулăшма çывăхри текĕртсене те чĕнеççĕ. Кун пирки питĕ тĕплĕ калаçса татăлнă: пĕр-пĕр текĕрт йышлă тăшмана курсассăн, чи малтан тӳпене çунакан çĕмренсем вĕçтерсе яраççĕ. Ку вăл таврари текĕртсен нимĕн тăхтаса тăмасăрах çакăнта пуçтарăнмаллине пĕлтерет. Кашни текĕрт пĕлет: çунакан çĕмренсене курсассăнах вĕсене пулăшма çавăхри текĕртсем килсе çитеççĕ. Çавăнпа вĕсем нимĕн тăхтаса тăмасăрах тăшман çине кĕрсе каяççĕ.
Пеçерменсен ку текĕртне Шукай-мăрса ертсе пырать. Вăл çăлтăр-хушка утпа пуринчен те малта пырать. Унпа юнашар — çамрăк çарпуçĕ Туркай. Вăл хăла утпа.
— Эпир вăйлă халăх, — чарăна пĕлми калаçать Туркай. — Пирĕн текĕртсене нимле тăшман та çĕнеймест. Мĕншĕн эпир çапла вĕçĕ-хĕррисĕр чăтатпăр-ха çав путсĕр хазарсем урса алхасса çӳренине? Пĕтĕм çарсене пуçтармалла та хазарсен патшалăхне пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкмалла.
— Эс, ачам, пурне те питĕ хăвăрт тăвасшăн, — хуравларĕ ăна Шукай-мăрса. — Пурнăçра апла пулмасть çав. Хазарсен вăйĕ мĕнлине пĕлетĕн-и-ха эсĕ?.. Мĕн чухлĕ таман вĕсен?.. Калама кăна канас. Византипе туслашнă хыççăн вĕсем те питĕ вăйлăланса кайнă. Çăмăллăнах çĕнтерме çук вĕсене.
— Пурпĕрех вĕсем пире, пăлхарсене, хирĕç тăма пултараймаççĕ, — çаплах хăйĕннех печĕ Туркай.
— Пирĕн патша пур, — ăнлантарса парас терĕ çамрăк тусне Шукай. — Патшаран иртсе каяр мар, çамрăк тусăм. Вăл пиртен нумайран пĕлет. Акă, хушать пире хазарсен çĕрĕ çине кĕрсе кайма. Каятпăр!.. Хушать пире хазарсене йăлтах çĕмĕрсе тăкма. Çĕмĕрсе тăкатпăр!.. Тăхта-ха, тăхта, эсĕ, мĕн, хăв манпа калаçатăн, эпĕ каланине вара пачах та итлеместĕн, — тĕлĕнчĕ Шукай, çамрăк тусĕ ăна итлемесĕр малалла тинкерсе пăхнине курса. — Мĕн пур унта?.. Мĕн куртăн вара эсĕ?
— Ав, куратăн-и, пысăк мар вăрманăн сылтăм енче çăхансем ушкăнĕ-ушкăнĕпе вĕçеççĕ, — хуравларĕ Туркай. — Ку вăл ахальтен мар. Унта темĕскер пурах.
— Чăнах та, — тĕлĕнчĕ Шукай. — Кур-ха, çамрăк куç мĕнле курать. Унта темĕскер пурах, эс калани тĕрĕсех. Атя-ха, васкар!.. — Вăл, хыçалалла çаврăнса, эккелсене чĕнчĕ: — Ман хыççăн!
Шукайпа Туркай учĕсене сиккипе ячĕç. Пĕтĕм çар вĕсем хыççăн васкарĕ.
Пăлхарсен текĕрчĕ тарăн вар урлă каçса сарлака уя тухрĕ. Кунта, вăрман хĕрринче, вуншар-вуншар çын вилли выртать. Хăш-пĕрисем учĕсемпе пĕрлех çĕре ӳкнĕ те çаплипех выртаççĕ. Чылайăшĕн аллинче хĕçĕ. Ахăртнех, юлашки сывлăшĕ тухми пуличченех пурнăçшăн кĕрешнĕ ĕнтĕ вĕсем, Çăхансем вĕсен тавра явăннă иккен.
— О-хо!.. Мĕнле тискер вăрçă пулнă кунта! — тĕлĕнчĕ Туркай. — Кур-ха, мĕн чухлĕ виле!.. Анчах кампа кам çапăçнă вара?
— Хазарсен виллисем, — тӳрех палласа илчĕ хĕрлĕ атă тăхăннă вилĕ çарçыннисем çине пăхса Шукай. — Кампа çапăçнă-ха вара вĕсем?
Хазарсен виллисем нумаях мар. Ытларах кунта пăлхарсем пек тумланнă эккелсем выртаççĕ. Анчах вĕсем пăлхарсем маррине Шукай лайăх пĕлет. Пăлхарсем çар-тумĕ çинчен хура сунчăк6 тăхăнмаççĕ. Кусем вара пурте хура сунчăксемпе.
— Мĕнле-ха хазарсем кунта çитиех çитнĕ? — тĕлĕнчĕ çав хушăра Туркай. — Пирĕн чикĕри текĕртсем вĕсене мĕнле асăрхаман-ха вара? — тарăхрĕ вăл. — Епле иртĕхсе кайнă путсĕр хазарсем!..
Çав хушăра пăлхар эккелĕсем вилнĕ çынсен хушшипе кĕрсе кайрĕç.
— Кунта чĕррисем те пур! — кăшкăрни илтĕнчĕ.
Чанах та, лутра хăва тĕмми çумĕнче выртакан хура сунчăклă çын ахлата-ахлата тăрса ларма пикенчĕ, анчах вăйĕ çитмерĕ унăн, каллех çĕре лаплатса ӳкрĕ.
Шукайпа Туркай учĕсене ун патнелле васкатрĕç.
Туркай учĕ çинчен сиксе анчĕ те аманнă çын патне пĕшкĕнчĕ.
Лешĕ, ахлатса, чавсиссм çине çĕкленчĕ. Такамсем хăй патне пынине чухларĕ пулас вăл.
— Ах, пулăшăр-ха!..
— Халех, халех! — аманнăскере аллинчен пырса тытрĕ Туркай. — Халех. Тăрса ларма пулăшам-ха сана.
— Ах, пуç ыратать, нимĕн те курмастăп, — калаçа пуçларĕ çав хушăра аманни. — Камсем эсир?..
— Эпир — пăлхарсем, — хуравларĕ Туркай. — Эсе ху кам?.. Мĕнле килсе лекнĕ кунта?
— Ох, аслă Танкăр пулăшрĕ иккен апла, — савăнса кайрĕ тăна кĕме тытăннă аманнă çын. — Атăлçи пăлхарсем-и?
— Атăлçи пăлхарсем, — хуравларĕ Туркай. — Эсе ху кам?.. — Тепре ыйтрĕ вăл. — Мĕнле килсе лекнĕ кунта?
— Эпĕ те пăлхар çынни, — терĕ аманнă çын. — Кавказ пăлхарĕ. Сире шыраса килтĕмĕр эпир... Тавтапуç турра, çапах та тупрăмăр иккен апла сире...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...