Атăл шывĕ юха тăрать :: Хазарстан харапĕ
Харап пуçланас умĕн вуникĕ пирĕшти вуникĕ нăхрапа кăшкăртса тӳперен анаççĕ. Ку вăл тĕнче пĕтессине пĕлтерет.
Авалхи чăвашсен ĕненĕвĕнчен.
Вуннăмĕш ĕмĕр пуçламăшĕ тахçан аслă та чаплă пулнă Хазарстаншăн та питĕ йывăр тапхăр пулнă. Кăнтăртан вĕсем çине вĕçĕмсĕр арабсем тапăнса килнĕ, хăйсен Аллахĕн чăнлăхне хĕçсемпе те сăнăсемпе ку таврара та сарма тăрăшнă. Анăçран тата вырăссен çарĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр тапăна-тапăна кĕнĕ.
Хазарсене ĕлĕкрех византисемпе туслă пулни питĕ пулăшнă. Анчах ку тапхăрта вара, хазарсем иудей тĕнне кĕме тытăннине курса, византисем те вĕсемпе хирĕçсе кайнă. Хазарсем çине византисем те тапăнма тытăннă. Хазарсенчен çурçĕрте пĕр чĕлхеллĕ, пĕр юнлă, пĕр йăла-йĕркеллĕ пăлхарсем пурăнаççĕ. Вĕсем хазарсене пулăшма пултараççĕ те çав. Халь тин вĕсенчен те пулăшу кĕтсе илме çук ĕнтĕ. Хазарсем хăйсем айăплă. Хазарстанра иудей тĕнĕ хуçаланма тытăнсассăн, пăлхарсем хазарсемшĕн ют халăх пулма тытăннă. Çапла вара, ют тĕн йышăнса, хазарсем хăйсем ĕмĕр-ĕмĕр пурăннă çĕр çинчех ют пулса пынă.
* * *
Хазар патшалăхĕн ертӳçи хазар çынни мар, вăл — иудей çынни, ăна Бен-Иахем тесе чĕнеççĕ.
Бен-Иахем — çивчĕ ăслă, чее çын, вăл кунĕн-çĕрĕн ывăна пĕлми ĕçлеме пултарать. Хăй ертӳçĕ пулнăранпа иудей тĕнне хазарсем хушшинче сарас тесе вăл улăп пек ĕçлерĕ. Малтанласа ĕçлеме питĕ йывăрччĕ ăна. Укçа-тенкĕ те çитмесчĕ. Кайран, хăйĕн Рахиле ятлă çăлтăр куçлă вунпиллĕкри хĕрне хагана качча панă хыççăн унăн пурнăçĕ самаях çăмăлланчĕ. Ватăлса пыракан хаган кунĕн-çĕрĕн, хăйĕн кермененчен те тухмасăр, пĕтĕм вăхăтне çамрăк арăмĕпе ирттерме тытăнчĕ. Илĕртсе те йăпăлтатса, Бен-Иахем ăна патшалăх ĕçĕсене туса пырасинчен чиперех пăрса пычĕ. Анчах юлашки вăхăтра хагана тем пулчĕ, патшалăха тытса пырассине каялла хăй çине илесшĕн. Акă, паян хăйĕн теккерĕсемпе кунта килсе Бен-Иахем туса хунă визирьсен диванне салатса ярасшăн. Юрать-ха, кун çинчен Бен-Иахеме хĕрĕ Рахиле вăхăтра пĕлтерчĕ. Ăна хагана качча пани кунта та юрарĕ. Шел, паллах, вунпиллĕкри хĕрне утмăлти ватта пама. Анчах çĕршывра хуçа пулас тесен чăтмалла ĕнтĕ. Малтанласа Бен-Иахем хăйĕн хĕрĕ хагана ача çуратса парĕ тесе те шутларĕ. Паллах, арçын ача. Ашшĕ вырăнне юлма. Ун чухне вара пĕтĕм Хазарстан ĕмĕрлĕхех Бен-Иахем аллинче пулатчĕ. Анчах, тем, Рахиле васкамарĕ-ха. Тен, арçын артакĕ çитмест пуль тесе те шухăшларĕ Бен-Иахем. Эпи-карчăкне ярса ăна хăй упăшкине мĕнле юратмаллине те вĕрентрĕ. Упăшкине юрама пĕлет-ха Рахиле. Анчах турă ăна темшĕн ача памарĕ-ха...
«Вăхăт çитсен ачи пулĕ-ха вăл», — тесе хăйне хăй йăпататчĕ Бен-Иахем. Анчах, акă, кĕтмен инкек тупăнчĕ. Хаган, ватлăхне пăхмасăрах, патшалăх ĕçне хăй тытса пыма тытăнасшăн. Çук, кун пек тутарма юрамасть! Бен-Иахем çăмăллăнах парăнакан çын мар. Хирĕç тăма пĕлет вăл... Юрĕ, хăй теккерĕсемпе килтĕр хаган. Анчах унăн — нимĕн те ĕç тухмасть. Мĕнле килнĕ çавăн пекех каялла каймалла пулать унăн...
Палăртнă вăхăтра Бен-Иахем патне чи çывăх визирьсем киле пуçларĕç. Акă — Мошше, вăл патшалăхри хырăç-марăç пухас ĕçе йĕркелесе пырать. Ун хыççăнах суту-илӳ ĕçне тытса пыракан Эхуд килчĕ. Çар ĕçне йĕркелесе пыракан Шимон та кунтах. Паллах, Шимон хăйне çывăх, чунтан-чĕререн парăнса тăракан текĕртсене чĕнсе илсе хагана теккерĕсемпе пĕрлех ним те мар пуç хĕрлĕ çакса тухма пултарать. Анчах Бен-Иахем апла тума юраманнине лайăх пĕлет. Ун чухне вара иудей çыннинсене хазарсем, пăлхав туса, пĕр çын пек çĕкленсе, ним юлми касса тухаççĕ. Хазарстанра пĕр иудей çыннине те хăвармаççĕ. Кунта чеерех пулас пулать. Пăлханма тытăннă хагана хазарсен хушшинче сарăлнă хăйсен йăли-йĕркипех тăна кĕртес пулать те алăра тытса усрас пулать.
* * *
Акă ĕнтĕ хĕвел çӳле хăпарчĕ. Кăнтăрла çитсе килет. Урамра сасартăк ут ури сасси, кăшкăрашни, çынсем чупкалама тытăнни илтĕнсе кайрĕ.
«Хаган хăй сăмахне тытрĕ иккен!» — шухăшласа ĕлкерчĕ Бен-Иахем. Çав вăхăтра аслă çурта хаган теккерĕсем чупса кĕчĕç те, пĕтĕм пӳлĕмсене кĕрсе тулса, алăксем патне хурал тăратса тухрĕç.
Çавăнтах яриех уçса пăрахнă алăкран хаган хăй курăнса кайрĕ. Вăл самай ватă ĕнтĕ. Юлашки вăхăтра тата курпунланнă та. «Ытла çамрăк арăмпа пурăнасси çăмăлах мар иккен», — хăй ăшĕнче шухăшласа илчĕ Бен-Иахем. Хăй вара ларнă çĕртрен сиксе тăчĕ те, хагана хирĕç чупса пырса, ăна çĕре çитиех пуç тайрĕ.
— Хапăл тăватпăр, аслă хаган!
Ăна курса, ытти визирьсем те ури çине сиксе тăчĕç, хагана саламласа, пуç тайрĕç.
— Хапăл тăватпăр!..
Хаган ватă пулсассăн та çивĕчлĕхне çухатман чакăр куçĕсемпе пурне те питĕ сăнаса пăхса çаврăнчĕ.
Бен-Иахем ăна ларма кăшма сарса çемçетнĕ хитре хыçлă пукан йăтса пычĕ.
— Акă, аслă та чаплă хаган, ку сан вырăну, — терĕ. — Эпир, санăн чурусем, паян сан уруна та чуптума хатĕр. Питĕ хавас эпир, аслă та чаплă хаган, çапла кунта килсе пире чыс тунăшăн.
Хаган хăй валли хатĕрленĕ пукан çине ларчĕ.
Бен-Иахем йĕри-тавралла пăхса илчĕ те хагана каллех çĕре çитиех пуç тайрĕ.
— Аслă та чаплă хаган, кала-ха пире, — терĕ нимĕн пĕлмен пек, — мĕншĕн кунта пĕтĕм пӳлĕмсене сан теккерӳсем кĕрсе тулнă? Е эсĕ пире, хăвăн чурусене, пачах та шанми пултăн-и?
— Явап тытмалла, Бен-Иахем, — терĕ хулăн саспа хаган. — Явап тытмалла сирĕн пурин те. Çĕршыва çаратнăшăн... Ытлашши иртĕхсе кайнăшăн...
— О-о, аслă та чаплă хаган, — каллех пуç тайрĕ Бен-Иахем, — мĕнпе айăпа кĕтĕмĕр-ши çапла сан умăнта?.. — Унтан хайхискер сасартăк сассине улăштарчĕ: — Аслă та чаплă хаган, калама ирĕк парсам. Кунта — диван. Диванра мĕн калаçу пулнине ют хăлхасем итлени лайăх мар. Пĕр чĕрĕм вăхăтлăх кăна теккерсемсĕр калаçар-ха. Эпир сана патшалăх вăрттăнлăхĕ пулса тăракан япала çинчен каласшăн. Ăна никамăн та илтмелле мар. Çав вăрттăнлăха каланă хыççăн вара мĕскер тăвас тетĕн, çавна тума пултаратăн.
Бен-Иахем хагана каллех пуç тайрĕ. Ăна курса, ытти визирьсем те çĕре çитиех тайăлса илчĕç.
Хаган чакăр куçĕсемпе Бен-Иахем çине, унтан ытти-визирьсем çине тимлесе, сăнаса чылайччен пăхрĕ. Вĕсен куçĕсенче нимĕнле усал ĕç пуласси те курмарĕ вăл. Вара теккерсем енне çаврăнса аллипе сулчĕ. Лешсем самантрах пӳлĕмсенчен тухса кайрĕç.
— Итлетĕп, Бен-Иахем, — терĕ хаган, ертӳçĕ çине пăхса. — Кала, мĕн шухăшласа кăлартăн тата эсĕ. Анчах та мана улталатăп тесе ан та шухăшла. Çĕршывра мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлетĕп эпĕ.
Бен-Иахем пĕлет: халĕ хаган визирьсем аллинче, вĕсем ăна вĕлерме те пултараççĕ, вĕсене кунта никам та чараймасть. Анчах хагана иудейсем вĕлерсен пĕтĕм хазар халăхĕ пăлхава çĕкленет. Кунта пачах урăхла пулмалла. Пĕтĕм ĕçе хаган ирĕкĕпе туса пымалла. Вăл каллех хагана пуç тайрĕ.
— Темиçе çул хушши ĕнтĕ эпĕ те, ман визирьсем те пĕр пысăк вăртăнлăха хăйсен чунĕ-чĕри тĕпĕнче упраççĕ, — калама тытăнчĕ Бен-Иахем. — Сана юратнипе, сана хисепленипе, аслă хаган.
— Мĕнле вăрттăнлăх вара вăл? — тĕлĕнчĕ хаган.
— Эсĕ питĕ ватă пулнине, аслă та чаплă хаган, — хальхинче шăл витĕртерех каларĕ Бен-Иахем. — Хазарсен, ашшĕсемпе аслашшĕсем йышăннă тăрăх утмăлтан иртнĕ хаганăн хăй ирĕкĕпе лештĕнчене каймалла, астулне урăх çынна памалла. Эсĕ вара, хут çине çырнă тăрăх, тахçанах утмăлтан иртсе кайнă. Анчах эпир, аслă та чаплă хаган, сана юратнипе, çакна халăха пĕлтермесĕр тăратпăр.
Ку сăмахсем хагана пуçĕнчен асамлă йывăр чукмарпа пырса çапнă пекех пулчĕç. Чăнах та, хазарсен патшалăхĕнче çакăн пек йĕрке пур: утмăлтан иртнĕ хаган хăй ĕçне туса пыма пултараймасть, теççĕ, унăн хăй ирĕкĕпе лештĕнчене каймалла... Анчах, анчах хаганăн пĕрре те лештĕнчене каяс килмест-ха. Мĕнле-ха вара çакă ытарайми хитре çут тĕнчене, кунĕн-çĕрĕн ачашлама хатĕр çамрăк арăмне пăрахса унта, ним çук çĕре, хура тăпра ăшне кĕрсе выртмалла-ха унăн?.. Çук, çук, пулма пултарайман япала ку!..
Аптранипе хаган чĕлхесĕр пулса ларчĕ тейĕн çав. Унталла-кунталла пăхса илчĕ вăл, унăн вăйĕ пĕтсе çитрĕ. Ара, ертӳçĕ тĕрĕссине калать. Çакăн пек йăла-йĕркене хазарсем тахçантанпах тытса пыраççĕ. Хаган вара, нимĕн шухăшламасăр, нимĕн тумасăр пурăнса, кунĕн-çĕрĕн çамрăк арăмĕпе кăна йăпанса, çакăн çинчен йăлтах манса кайнă.
— Тĕрĕс турăмăр-и çак вăрттăнлăха никама та пĕлтермесĕр, аслă та чаплă хаган? — çĕлен пек явăнкаласа, мĕнле хурав пулассине пĕлсех, шăппăн ыйтрĕ çав хушăра Бен-Иахем.
Сăмах калама пултараймарĕ хаган, пуçĕпе сулса кăна вăл каланипе килĕшнине пĕлтерчĕ вăл.
— Эппин, çав вăрттăнлăха малашне те упрар, — терĕ çаплах пăшăлтатнăн ертӳçĕ. — Манăн пĕрре те хамăн юратнă хĕрĕме Рахилене савнă упăшкисĕр хăварас килмест. Визирьсене шанатăп эпĕ. Вĕсем те вăрттăнлăха никама та пĕлтерес çук.
Хагана ку сăмахсене итлесе ларма йывăртан йывăр пула пуçларĕ. Унăн часрах кунтан тухса каймалла. Унсăрăн вăл урайне ӳкме пултарать. Бен-Иахем çакна тӳрех асăрхарĕ. Вăл хаган патне чупса пычĕ.
— Эй, аслă хаган, калатăп-çке-ха сана тухса çӳреме юрамасть! — терĕ вăл. — Атя, аслă хаган, часрах хăвăн керменне кай та выртса кан.
Ертӳçĕ визирьсем енне çаврăнчĕ:
— Теккерсене калăр!.. Аслă хаган керменне каять!..
Пĕтĕм вăйне пухса, хаган ури çине тăчĕ. Çав хушăра пӳлĕме теккерсем чупса кĕчĕç те хагана хупăрласа илчĕç. Вĕсен варрине тăрса вара хаган диван пӳлĕмĕнчен тухса кайрĕ.
Хаган тухса кайсан, визирьсем пурте пукансем çине ларчĕç те, пысăк ĕç турăмăр-ха тенĕн, тарăннăн-тарăннăн сывласа илчĕç.
Бен-Иахем ура çинчех тăчĕ.
— Ну, ку ĕçе вĕçлерĕмĕр, — терĕ вара вăл хаваслăн. — Куртăр пуль ĕнтĕ, халь тин хаган пирĕн ĕçе хутшăнас çук.
Визирьсем ахăлтатса кулса ячĕç.
— Пирĕн пĕр ĕç татмалла, — терĕ ертӳçĕ пурте кулма чарăнсан. — Пĕлетĕр ĕнтĕ, Пăлхар хулинчен вăрттăн янă çын килсе çитрĕ. Алмас патша, Хазарстанпа çапăçма тамăр тупас тесе, Багдат халифĕ патне элчĕ ярасшăн. Элчĕ вара ыран-паян çула тухать. Унăн çулĕ Атăлăн сулахай çыранĕпе, çеçенхир урлă.
— Çар яратпăр та Алмас элчине капăрт кăна ярса тытатпăр! — ертӳçĕне чарсах кăшкăрса каларĕ çар ĕçне йĕркелесе пыракан Шимон.
— Тĕрĕс! Ăна Багдада çитме памалла мар! — унпа килĕшсе сасă пачĕ Мошше.
— Халифпа çыхăнса килĕшӳ тусассăн вĕсем пире икĕ енчен хĕстерсе илме пултараççĕ, — хăй шухăшне каларĕ Эхуд та.
— Тĕрĕс, — тӳрех килĕшрĕ унпа ертӳçĕ. — Эппин çар яратпăр. Мĕнле çар?.. Атя, хăв шухăшна кала! — Шимон енне çăврăнчĕ вăл.
— Атăлăн сулахай çыранĕнчи çеçенхирсем лайăх вырăн мар, — сăмахне пуçларĕ çар ĕçне йĕркелесе пыракан визирь. — Унта шыв та çук. Шăрăх, пăчă. Унта пурăнма та, вăрçма та йывăр. Иудейсенчен тăракан çарсене унта ярса хамăра вăйсăрлатма пултараймастпăр эпир. Унта кайнă çарсем каялла таврăнаймасан та пултараççĕ. Çакна шута хурса, эпĕ хазарсенчен тăракан çара унта ямалла пуль тетĕп.
— Ун пек çарсем çаплах юлнă-и вара пирĕн? — тĕлĕнчĕ Эхуд.
— Юлнă-ха, пысăк утлă çар. Вăтăр пин юланут, — ăнлантарса пачĕ Шимон. — Ăна юлашки хазар мăрса Ирдан ертсе пырать. Вăт, çавна леш енне ярас.
— Питĕ лайăх шухăш! — тӳрех килĕшрĕ ку сăмахсемпе Бен-Иахем. — Хăçан тухса кайма пултарать ку çар?
— Нумай хатĕрленме кирлĕ мар вĕсене, — çирĕппĕн каларĕ Шимон. — Паянах хушу паратăп та Ирхан мăрса пĕтĕм çарĕпе ыран мар тепĕр кун инçе çула тухса каять.
— Кирлĕ пек хатĕрленеймесĕр çула тухса кайсан вĕсене унта питĕ йывăр килет, — терĕ Эхуд. — Унта вĕсем ним йĕрсĕр пĕтме те пултараççĕ.
— Кулянмалли çук, — тӳрех хирĕçлере ăна ертӳçе. — Шимон каларĕ ĕнтĕ, вĕсем пурте хазарсем. Иудейсенчен тăракан çарсем ырă-сывă пулсан пире урăх нимĕн те кирлĕ мар...
Капла калани визирьсене пурне те килĕшрĕ.
Визирьсем тухса кайма тытăнсан, ертӳçĕ Шимона юлма хушрĕ.
— Пурин умĕнче калас мар терĕм, — сăмахне пуçларе Бен-Иахем. — Пăлхартан Багдата аслă евчĕ пулса пирĕн шанчăклă çын каять.
— Ăнлантăм, — пуçне ухса илчĕ Шимон. — Хазарсен...
Бен-Иахем унпа килĕшсе пуçне ухса илчĕ те малалла ăнлантарма тытăнчĕ:
— Ку вăл Алмаса кăна мар, пире те кирлĕ ĕç. Тен, пире ытларах та кирлĕ пулĕ. Кайран, пирĕн çын илĕртнипе тата арабсем чееленнипе, Алмас патша ислам тĕнне кĕрес теме тытăнсассăн, пĕтĕм Атăлçи Пăлхарстанрă вăрçă пуçланма пултарать. Ку вăл пире питĕ кирлĕ. Ку вăл пĕтĕм пăлхарсене вăйсăрлатать, эпир вара хыçран тапăнма пултарнă тесе шикленме пăрахатпăр та пĕтĕм вăя арабсемпе те вырăссемпе кĕрешес çĕре яратпăр. Арабсене те, вырăссене те ним юлми çĕмĕрсе тăкатпăр. Ку вара пире пĕтĕм Хазарстанра вăй илсе çирĕпленме пулăшĕ. Çакна пĕтĕмпех шута илсе, эпĕ çапла тумалла тетĕп. Ирхан мăрса утлă çарĕ пăлхар элчисене çине тăрса шырамалла, анчах вĕсене ниепле те тупмалла мар.
— Ăнлантăм, — пуçне ухса илчĕ Шимон. — Эппин, Ирхан мăрса çарĕ Атăл леш енне виçмине мар, тепĕр эрнерен кăна каçать. Вĕсен унта йĕрке япăхрах-ха. Хĕçĕсене хăйрамалла, учĕсене сиплемелле, тата ытти те.
— Тĕрĕс, — килĕшрĕ Бен-Иахем. — Ку хушăра пăлхар элчисем огузсен çĕрĕ çинче пулаççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...