Атăл шывĕ юха тăрать :: Çеçенхирти çĕнтерӳ
Çĕнтерӳ, çĕнтерӳ, çĕнтерӳ!..
Пире савнăç кӳрет пĕлтерӳ.
Юрăран.
Атăлăн сулахай енчи вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирпе пысăк çар пырать. Малта пĕр ушкăн юланут, вĕсем улма-чăпар ут утланнă капмар пӳ-силлĕ çын мĕн калаçнине итлесе пыраççĕ. Ку вăл — Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕн элтеперĕ Алмас. Ку çарĕ — ун çарĕ. Вĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирте Атăлăн сулахай çыранне каçнă хазарсен çарне шыраççĕ.
Яланхи пекех Алмас мала та икĕ енне те куç-хăлхасем кăларса янă, вĕсем тĕп çартан аякра, вунă-вуникĕ çухрăмра мĕн пулнине пĕлсе пыраççĕ.
Сасартăк сулахай енче тӳпене çунакан çĕмрен вĕçсе хăпарчĕ. Çавăнтах хайхи çунакан çĕмрен вĕçсе хăпарнă енчен виçĕ юланут вĕçтерсе килни курăнчĕ.
— Хахайт! — кăшкăрса ячĕç вĕсем Алмас чарăнса тăнă çĕре çитнĕ-çитменех. — Хазарсен çарĕсем!.. Пиртен пилĕк-ултă çухрăмра. Сăрт çине çар йĕркипе тăрса тухнă. Тапăнма хатĕрленеççĕ!..
— Хахайт! — аслатиллĕ саспа кăшкăрса ячĕ Алмас. —Шĕкĕр элем!.. Çапăçăва кĕретпĕр!..
Чĕрĕм хушшинче пĕтĕм çар йĕрки улшăнчĕ. Патша хыçĕнче шĕкĕр-элем курăнса кайрĕ, вăл çӳле çĕкленсе вĕлкĕшме тытăнчĕ. Текĕртсем çурмаункăн-çурмаункăн тăрса тухрĕç. Халь тесен халь тăшман çине кĕрсе каймалла. Анчах тăшман курăнмарĕ-ха.
— Ман хыççăн! — хушрĕ те патша хăй утне сиккипе ячĕ. Пĕтĕм çар, çĕр чĕтретсе, ун хыççăн хускалчĕ. Пурте хĕçĕсене çĕкленĕ...
Часах сиккипе пыракан пăлхарсем пысăк мар сăрт çине хăпарчĕç. Малта пыракан Алмас хăй пыракан вырăнтан кăшт сулахаярах пĕр ушкăн юланутçă хаяр çапăçу пуçласа янине курчĕ.
«Пирĕн куç-хăлхасем çине тапăннă», — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ ун пуçĕнче. Вăл утне кăшт тытса чарчĕ те юнашар пыракан хăйĕн теккерне кавалпа икĕ хутчен кăшкăртма хушрĕ.
Часах аслă çеçенхирте кавал сасси вăрăммăн, хушуллăн янăраса кайрĕ. Çакна илтсен, пăлхарсен пĕтĕм çарĕ тăпах чарăнчĕ. Хыçаларах пыракан текĕрт тĕп вăйран иртсе кайрĕ те, çурмаункă туса, çапăçу пынă çĕрелле ыткăнчĕ. Ку текĕрте Шукай мăрса ертсе пырать.
Алмас питĕ кирлĕ маневр туса ĕлкĕрчĕ. Сулахайри лапамра хазарсен пысăк мар текĕрчĕ çеç иккенне патша питĕ лайăх ăнланчĕ. Вĕсен тĕп вăйĕ инçе мар, пĕр-пĕр сăрт хыçĕнче пулмалла. Чăнах та, Шукай мăрса текĕрчĕ çапăçăва кĕчĕ кăна, çулех мар сăрт хыçĕнчен пуçĕсене шĕвĕр вĕçлĕ сапар тăхăннă хазарсен текĕрчĕсем курăнса кайрĕç.
Алмас хăй патне юлашки çулсенче палăрнă маттур çарпуçне Теккепея чĕнсе илчĕ.
— Эсĕ хăв таманупа кунтах юл! — хушрĕ ăна. — Текĕртсене çапăçăва эпĕ хам ертсе каятăп. Кавал виçĕ хутчен кăшкăртни вара санăн çапăçăва кĕмеллине пĕлтерет. Халлĕхе эсĕ сăрт хыçнерех, айлăма тăр. Сан таману пуррине ан курччăр...
— Итлетĕп, аслă патша! — сылтăм аллипе сулахай кăкăрне, чĕри тĕлне çапса илчĕ Теккепей. Унтан чĕвен тăчĕ те сулахай аллине çĕклесе хыçалалла кăтартрĕ. Вунă пин юланутçă самантрах вăл мĕн калас тенине ăнланчĕ, учесене кутăн чакарса, сăрт айлăмне анса та тăчĕ.
Алмас патша çывхарса килекен тăшман çине пăхса сулахай аллине çĕклерĕ. Кавал хыттăн кăшкăртса ячĕ. Çавăнтах пăлхарсен тĕп çарĕ виçĕ пая пайланчĕ: сулахайри çар, сылтăмри çар тата варринчи çар.
Кавал кĕскен кăна тепре кăшкăртса илчĕ. Ку вăл сылтăмри тата сулахайри çарсем тăшмана хирĕç каймаллине пĕлтерет.
Ку хушăра сулахайри лапамра çапăçу пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Шукай мăрса хăй текĕрчĕпе пăлхарсен куç-хăлхисене тапăннă хазарсене хупăрласа илчĕ те ним шеллемесĕр пĕр самантрах касса тухрĕ. Анчах çапăçу пынă май вăл сăрт хыçĕнчен тăшманăн тĕп вăйĕ хăпса тухса хăй тăракан çĕре çывхарнине асăрхаймарĕ, çавăнпа Алмас патша таманĕсен хӳттине чакма ĕлкĕреймерĕ. Чĕрем хушшинче ăна хазарсем пур енчен те хупăрласа илчĕç.
— Хахайт! — хастарланса хыттăн, аслатиллĕ саспа кăшкăрчĕ Шукай. — Утăрья!.. Вилсессĕн те пăлхар ятне çĕртместпĕр!..
Часах хаяр та юнлă çапăçу тепĕр хут пуçланса кайрĕ. Шукай мăрса ертсе пыракан пăлхарсем пĕрин хыççăн тепри, аманса е сывлайми пулса, учĕ çинчен сĕвĕне-сĕвĕне анчĕç. Хăйсен мала тухса пăлхарсен куç-хăлхисене тапăннă текĕртне касса тухни хазарсене питĕ тăрăхтарса янă пулмалла. Вĕсем, пăлхарсене тавăрас тесе, пĕтĕм вăйĕпе Шукай мăрса текĕртне тапăнчĕç, ăна ним юлми пĕтерес тесе тăрăшрĕç.
Анчах хазарсен çарпуçĕ пысăк йăнăш турĕ. Ахăртнех, вăл Алмас патша ертсе пыракан тĕп вăйсем килсе çитиччен Шукай мăрса çарне ним юлми пĕтерсе ĕлкĕретĕп терĕ пулмалла. Çавăнпа Шукай мăрса текĕртне пĕтĕм çарепех хӳптĕрлерĕ. Çук çав, вăл шутланă пек пулмарĕ. Шукай — ăста çарпуçĕ. Вăл хăйĕн эккелĕсене ункăн туса тăратрĕ те тăшмана хăйсен хушшине кĕрсе кайма памарĕ. Çавăнпа хазарсем пăлхарсене питĕ час çĕнтереймерĕç. Хазарсен пĕтĕм çарĕ юнлă çапăçăва кĕчĕ. Вĕсем йышлăнччĕ, пĕр-пĕрне кансĕрле-кансĕрлех пăлхарсен пысăк мар текĕрчĕпе çапăçрĕç.
Çав хушăра вара Алмас хăйĕн пĕтĕм çарĕпе çапăçу пынă вырăна çитсе, хазарсене хупăрласа илчĕ. Кунта халĕ тĕлĕнтермĕш ӳкерчĕк пулса тăчĕ. Чи шалти ункăра — пăлхарсем, иккĕмĕш ункăра — хазарсем, виççĕмĕш ункăра — каллех пăлхарсем. Юнлă, питĕ хаяр çапăçу пуçланса кайрĕ.
Хазарсем те маттур çарçыннисем. Вĕсен текĕрчĕсем те тем тĕрлĕ вăрçăра та пиçĕхне. Пăлхарсен пысăк вăйĕ виççĕмĕш ункă туса хăйсене хупăрласа илнине ăнланчĕç вĕсем. Çавăнтах икĕ пая пайланчĕç. Пĕрремĕш пайĕ хăйсем хупăрласа илнĕ Шукай мăрсапа çапăçать. Иккĕмĕш пайĕ хăйсене çавăрса илнĕ пăлхарсен тĕп вăйĕпе çапăçать.
Çапăçу нумая пычĕ. Юнлă çапăçу никама та шеллемест çав. Шукай мăрса çарĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех пĕтрĕ. Шукай мăрса хăй вара, аманса-юнланса пĕтнĕскер, хазарсен ункинчен тухса, патша хӳттине тăма васкарĕ.
Анчах хазарсем Шукай мăрсана каплахаллĕнех ярас темерĕç пулмалла. Вĕсен пĕр çĕрнийĕ таçтан сиксе тухрĕ те Шукай мăрсапа унăн сывă юлнă нукерĕсене çавăрса илчĕ.
Çӳллĕ тĕмĕ çинчен çакна курса тăракан Алмас хăй нимĕн те туса ĕлкĕреймессине ăнланчĕ. Халь ĕнтĕ Шукай мăрсана ниепле те çăлса ĕлкĕрме çук... Тăхта-ха, тăхта!.. Тахăш самантра пĕр вăтăр-хĕрĕх юланут çĕр тĕпĕнчен тенĕ пек сиксе тухрĕ те ним тăхтаса тăмасăрах хазарсем çине кĕрсе кайрĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, хазарсем учĕсене çавăрса тарса кайрĕç. Шукай мăрса вара хăйĕн сывă юлнă нукерĕсемпе патша хӳттине пырса тăчĕ.
— Кам пулчĕ вăл — сана çăлаканни? — кăшкăрса ыйтрĕ Алмас, Шукай мăрса сывă юлнăшăн савăнса.
— Сăкăт çарпуçĕ, Саксар, — хуравларĕ Шукай. — Никам çĕнейми паттăр!.. Хĕçпе çапăçнă чухне унран маттурри никам та çук...
«Çапăçу хыççăн тав тума манас марччĕ ăна, — шухăшласа илчĕ Алмас. — Çавăн пек паттăрсем пуррипе ĕнтĕ пире, пăлхарсене, никам та çĕнтереймест...»
Ку хушăра хазарсен вăйĕ чакма тытăнни палăрчĕ. Юлашкинчен хайхискерсем хăйсем çĕнтереймессине, пĕтĕмпех çакăнта пĕтме пултарассине ăнланчĕç те учĕсене çавăрса тĕк татнă пек тарма тытăнчĕç. Анчах темиçе сехет пынă çапăçура вĕсен учĕсем йăлтах ывăнса çитнĕччĕ, çавăнпа вĕсем инçех кайса ĕлкĕреймерĕç. Пĕтĕм çеçенхире янăратса, пăлхарсен кавалĕ икĕ хутчен янăраса кайрĕ. Çавăнтах пин-пин çĕнĕ ура сасси çĕре чĕтретсе илчĕ. Халиччен пытанса тăнă Теккепей çарĕ, сăрт хыçĕнчен сиксе тухса, тарма тытăннă хазарсене пур енчен çавăрса илчĕ. Халь тин ĕнтĕ, çак вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирте тарса кайса та хăтăлма çуккине курса хазарсем пĕрин хыççăн тепри, кайран ушкăнăн-ушкăнăн пăлхарсене парăнма тытăнчĕç.
Аслă çеçерхирте çĕнтерӳллĕн, паттăррăн вĕл-вĕл вĕлкĕшрĕ пăлхарсен шĕкĕр-элемĕ. Калăн, пĕлет çав вăл тейĕн, ăна вĕл-вĕл вĕлкĕшме чаракан вăй çак аслă çеçен-хирте паян кун çук, ӳлĕмрен те пулас çук...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...