Атăл шывĕ юха тăрать :: Багдат элчисем
«И отъехал царь от воды, называемой Хеллечче, к реке под названием Джаушыр, и оставался около нее два месяца. Кроме того, он захотел, чтобы произошла перекочевка, и послал к народу, называемому суваз, приказывая им перекочевку вместе с ним. (Они) же отказали ему. И (они) разделилнсь на две партии. Одна партия с отребьем, и под ними провозгласил себя (самозванным) царем некто по имени Вырыг. И послал к ним царь и сказал: «Воистину, Аллах Могучий и великий даровал мне ислам и верховную власть повелителя правоверных, и я — раб его, и это — дело, которое он возложил на меня, и кто будет мне противиться, того я накажу мечом.»
Другая же партия была вместе с царем из (кочевого) племени, известным как царь эсекэлов. Он был у него в повиновении, но только он еще не принял ислам. Когда же он (царь булгар) послал им это послание, то (они) испугались его намерения, и все вместе, совместно с ним, поехали к реке Джаушыр. Эта река небольшой ширины, — ширина ее пять локтей. Вода ее до пупа, а местами до ключицы, а наибольшая — в рост (человека). Вокруг нее — деревья. Многие из этих деревьев высокие. Недалеко отнее обширная степь.»
Ахмед ибн-Фадлан 922 çулта çырса хаварни.
Çапла сисенмесĕрех кĕркунне çитрĕ, унтан хĕл ларчĕ. Кăçал хĕл пите юрлă та сивĕ пулчĕ. «Самана улшăнасса, — калаçрĕç ваттисем. — Кун пек нумай юрлă хĕл пулнине те астумастпăр. Турă пулăштăрах, вăрçă кăна ан пултăрччĕ.»
Акă ĕнтĕ шавласа-кĕрлесе çуркунне çитрĕ. Юр нумай пулнипе кăçалхи çуркунне питĕ шывлă пулчĕ. Çавăнпа-ши, юр кайса шыв юхма тытăнсанах пур çĕре те çерем-курăк шăтса тухрĕ. Пăлхарсен çĕрĕ-шывĕнче ытарма çук хитре çурхи тĕнче пуçланчĕ.
Çакăн пек вăхăтра ĕнтĕ Пăлхарстан патши Алмас патне лайăх хыпар килсе çитрĕ. Багдат элчисем Ейĕк шывĕ урла каçнă, ыран-паян пăлхарсен çĕрне кĕреççĕ те Сăвара çитсе кăштах канма чарăнаççĕ.
Çакна илтсен вара Алмас элчĕсене кĕтсе илме Сăвара çити хăйĕн чи çывăх çыннисене кăларса ячĕ.
* * *
Истори тăрăх паллă ĕнтĕ: Пăлхар çĕршывĕн патшин Алмасăн çыруне Багдат халифĕ патне ислам тĕнĕпе пурăнакан пăлхар çынни Абдаллах ибн-Башту илсе кайнă. Халăхра ăна темшĕн ятпа мар, Хазар çынни, тĕрĕсрех каласан, Хазарин, тесе чĕннĕ. Ахăртнех, вăл маларах хазарсемпе суту-илӳ туса е урăх темле паллă мар ĕçсемпе çыхăнса пурăннă пулĕ.
Абдаллах ибн-Башту халиф патне 921 çулта çитнĕ. Ун чухне Багдат халифĕ пĕтĕм мусульмансен ертӳçи шутланнă. Багдат халифĕ Джавар аль-Муктадир Атăлçи Пăлхарстан çĕршывĕнчен килнĕ элчĕсене питĕ лайăх йышăнать. Çав çулхинех вара Алмас патша патне хăйĕн элчĕлĕхне кăларса ярать.
Элчĕлĕхе Багдат халифĕн питĕ шанчăклă çынни Сусан ар-Расси ятлă евнух ертсе пырать.
Элчĕлĕхĕн хăйĕн çыруçи пулнă — историк тата ученăй Ахмед ибн-Фадлан. Унăн пĕтĕм ятне-шывне те истори упраса хăварнă — Ахмед ибн-Фадлан ибн-аль-Аббас, ибн-Рашид ибн Хаммед. Эппин, унăн тăватă лама тăсăлакан паллă хушамат пулнă. Ку вăл ибн-Фадлан йăхĕнчен ĕлĕкренех ятлă-сумлă учёнăйсем тухнине пĕлтерет. Ибн-Фадлан вăл вăхăтра Багдатра Египета çĕнсе илнĕ Мухаммед ибн-Сулейман хӳттинче пурăннă. Хăшпĕриçем тата ибн-Фадлан араб мар, пĕр-пĕр арабланнă пăлхар е хазар е тата сăвар çынни пулнă пуль тесе те калаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл пăлхар чĕлхине те питĕ лайăх пĕлнĕ.
Ибн-Фадлан Атăлçи Пăлхарстана килсе çӳренĕ чухне хăйĕн çулçӳревне питĕ тĕплĕн çырса пынă. Çавăн тăрăх ĕнтĕ эпир халĕ Багдат халифĕн элчĕлĕхĕн пĕтĕм çул-йĕрне питĕ лайăх пĕлетпĕр.
Элчĕлĕх малтанах, Багдатран тухсан, типĕ çĕрпе хальхи Туркменистан çĕрне-шывне çитнĕ, Нишапур, Мерв хулисем витĕр тухнă. Чарджоу хули патĕнче элчĕлĕх Аму-Дарья урлă каçать те Бухарана çитет.
Бухарара кăштах каннă хыççăн вара элчĕлĕх, Аму-Дарьян сулахай çыранĕпе пырса, огузсен çĕрне çитет.
Ун чухне огузсен патши Этрек пулнă. Пăлхарсем огузсемпе туслă пурăннă. Огузсен патши Этрек хăйĕн пĕр хĕрне Алмаса качча панă. Огузсен елик-пики вара Алмасăн аслă арăмĕ шутланнă. Çавăнпа огузсем Алмас патне кайма тухнă Багдат халифĕн элчĕлĕхне питĕ лайăх йышăннă.
Çав хушăра хĕл пуçланнă. Элчĕсем вара малалла кайман, огузсем патĕнчех хĕл каçнă.
Çуркунне пуçлансанах хайхискерсем каллех çула тухнă. Вĕсем Ейĕк шывĕ урлă каçнă та Пăлхарстанри чи пысăк хуласенчен пĕрне, Сăвара çитнĕ.
Сăвартан вара Пăлхар хулине çитме икĕ е виçĕ кун çеç каймалла.
Алмас хăнасене мĕнле кĕтсе илни çинчен В.Ф.Смолин хăйĕн «Древние предки чуваш» кĕнекинче питĕ тĕплĕн çырса кăтартать. Ку кĕнеке 1921 çулта Хусан хулинче пичетленсе тухнă. Алмас патша Багдат халифĕн элчĕлĕхне епле кĕтсе илсе епле йышăннине çырса кăтартнă чухне вăл Харьков университетĕнче араб чĕлхине тĕпчесе вĕрентекен А.П.Ковалевский профессорăн тĕпчевĕсене тĕпе хурать. А.П.Ковалевский хăй вăхăтĕнче çак элчĕлĕх çулçӳревĕ çинчен çырнисене арабларан вырăсла куçарса, «Книга Ахмеда ибн-Фадлана» ятлă пысăк тĕпчев пичетлесе кăларнă. Эпир те хамăрăн романра çав кĕнекесенче çырса кăтартнă историлле пулăмсене пурне те шута хуратпăр. Çав хушăрах, Атăлçи Пăлхарстанри пурнăç тытăмне шута хурса, хăшпĕр тӳрлетӳсем те тăватпăр. Ибн-Фадлана пĕтĕмпе ĕненсе лартни вăл тĕрĕс мар. Унăн килсе çӳренин, çырса кăтартнин тĕп тĕллевĕ ислама мухтаса, ăна Пăлхарстанра ырласа йышăннă пек кăтартасси. Анчах нимле çĕнĕ тĕне йышăнасси те питĕ час, питĕ çăмăл пулакан чăнлав мар — патшашăн та, унăн çывăх çыннисемшĕн те, пĕтĕм халăхшăн та. Кун пек чухне тем тĕрлĕ кĕрешӳ те пулса иртет.
* * *
Çапла çав этем: хăйне вĕçĕ-хĕррисĕр мухтанине ниепле те чăтаймасть, мухтакансен енне çаврăнма тытăнать. Виçĕ кун хушши арабсем те, ибн-Башту та Алмас патша çумĕнчен хăпмарĕç, вĕçĕмсĕр ăна мухтарĕç, тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш ятсем те парса пĕтерчĕç — «Багдат халифĕн чи çывăх тусĕ», «Аллах вĕрентнине пĕтĕмпех пĕлекенĕ», «Аллах çутнă çула витĕр кураканĕ» тата ытти те.
Çапла кала-кала вĕсем Алмас пуçне çавăрма тăрăшрĕç, ăна ислам тĕнне кĕме илĕртрĕç.
Пуринчен ытла пăлхарсен патшине ислам тĕнне кĕртес тесе чупса çӳрекенни Туркай канар пулчĕ.
— Аслă патша, — йăпăлтатса та юраса калаçма тăрăшрĕ вăл патша керменĕнче, — эх, Багдатра пулса кăна эпĕ чăн-чăн пурнăç мĕн иккенне ăнланса илтĕм. Пĕлетĕн-и, Багдат — чи чаплă хула! Мĕн кăна çук пулĕ унта!.. Анчах ислам тĕнне кĕриччен эпĕ унта ниме юрăхсăр çынччĕ. Ислам тĕнне кĕтĕм те вара Багдатăн пĕтĕм ырлăхĕ ман ытамра пулчĕ. Мĕн чухлĕ хăрхăм унта!..
— Кирлĕ мара калаçан, Туркай! — тарăхрĕ пĕррехинче Алмас. — Эпĕ сана ĕретлĕ çын тесе. Эсĕ вара, мĕн, Багдата хăрхăм шырама кайнă-им? Эх, Туркай, Туркай!..
— Эпĕ халĕ Туркай мар, — кӳреннĕн каларĕ хайхи канар. — Эпĕ халь ислам тĕнĕпе пурăнакан çын, таса тĕн çутипе çуталнă çын. Ятăм та манăн урăх. Эпĕ халь — Муххаммет, кĕскетсе каласан — Мехмет. Аттене те çĕнĕ ят патăм. Халь вăл Хасан ятлă. Манăн пĕтĕм ят вара — Муххаммет ибн-Хасан.
— Тăхта-ха, тăхта, — тĕлĕнчĕ патша. — Эсĕ аçуна астумастăп е пĕлместĕп тенĕччĕ мар-и? Тахçан эпир ун пирки калаçнăччĕ.
— Çук, аттесĕр ниепле те юрамасть, — мухтаннăн калаçрĕ Мехмет-Муххаммет. — Ислам тĕнне кĕрсен атте ячĕ кирлех, — хĕвел пек ялкăшрĕ çамрăк канар. — Куратăн-и, аслă патша, эпĕ ахаль ят илмерĕм. Муххаммет вăл ислам тенне пуçласа яраканĕ, ислам тĕнĕн пророкĕ, Аллаха питĕ çывăх çын. Вилсессен те ăна Аллах тӳрех хăй патне илнĕ. Муххаммет ят илнĕ çынсем вĕсем пурте Аллаха питĕ çывăх.
— Эс вара, мĕн, халĕ çапла ятна улăштарнипе савăнатăн-и? — тĕлĕнчĕ патша. — Тăхта-ха, тахçан эсĕ пĕрре ятна улăштарнăччĕ мар-и?.. Чи малтанхи яту санăн Çерçиччĕ. Кайран эсĕ Туркай пулса тăнă. Халĕ тата — Муххаммет-Мехмет. Енчен те Кустантина лексен вара мĕн ятлă пулăн. Е тата Китай çĕрне лексен... Кай-кай, санпа калаçса та тăрас килмест! — хуса кăларса ячĕ ăна патша.
Апла пулин те аслă патшана ислам тĕнне кĕртес текенсем хăйсен ĕçне манмарĕç. Тем те каласа пăхрĕç вĕсем. «Ислам тĕнне тухсан Багдат халифĕ ăна хăй патне хăнана чĕнет», «Ислам тĕнне тухаканран пĕтĕм тăшман хăрама тытăнать» тесе те илĕртрĕç. Çук, Алмас вĕсен сăмахĕсемпе пачах та килĕшмерĕ, хăйĕн йăли-йĕркисене, ятне, хăйĕн авалхи туррисене сутма та, улăштарма та килĕшмерĕ.
Капла ĕç тухманнине кура, Алмас патшана часрах ислам тĕнĕпе пурăнтарма тытăнас текенсем урăхла меслетсем шыраса тупас терĕç. Багдатăн аслă евчи — евнух, арçынна мĕнле илĕртмеллине вăл питĕ лайăх пĕлет.
— Абдаллах, ырă çыннăм, — терĕ вăл ибн-Башту патне кĕрсе, — ара, эсĕ Алмас патша сан хĕвел питлĕ хĕрне Ханияна вилес пекех юратать тесе каламанччĕ-и-ха?.. Мĕншĕн çакăнпа усă курмастăн?.. Муххаммет ибн-Хасана шанни пустуй пулчĕ. Вăл çамрăк-ха, патшасемпе калаçма пĕлмест. Атя, Ханияпа илĕрт хăвăн патшуна...
— Чăнах та, — савăнчĕ ибн-Башту, — эпĕ çакна аса та илмен.
Алмас патша юлашки вăхăтра Багдат элчисемпе темиçе те тĕл пулса калаçрĕ. Элчĕсемпе пĕрле яланах патша патне Абдаллах ибн-Башту та килет. Пĕррехинче вара, элчĕсем тухса кайсан, вăл патша патне юлчĕ те ăна Хания çинчен каласа пама тытăнчĕ.
— Аслă та чаплă патша, каçар, — пуçне çĕре çитиех тайрĕ ибн-Башту, — патшалăх ĕçесем туса пынă çĕртех сана хам сăмахăмпа чăрмантаратăп-ха. Хĕрĕм, савнă хĕрĕм Хания канăç памасть мана. Салам калама ыйтать. Алмас патша мана манса каймарĕ-ши, тет.
Хания çинчен илтсенех Алмас чĕри ялт! туса чĕтренсе илчĕ те сиксе тапа пуçларĕ.
— Тавтапуçах! — терĕ вăл сутăçа. — Питĕ савăнатăп Хания мана манманшăн. Эсĕ те ăна салам кала. Мĕнле пурăнать вăл? Сывах-и?
— Ырă сывах, — пуçне тайса хуравларĕ ибн-Башту. — Анчах юлашки вăхăтра питĕ хурлăхлă-ха. Ялан йĕме тытăнчĕ.
— Ак япала! — тĕлĕнчĕ патша. — Мĕн пулнă вара? Кам та пулин кӳрентерет пуль ăна.
— Пур çав кӳрентерекенĕ, — ассăн сывласа илчĕ ибн-Башту.
— Кӳрентерекенĕ кам?!. Кам вара вăл? — çав çынна халь тесен халь тытса çурма хатĕр пек ыйтрĕ Алмас.
— Каçар та, асла патша, пуçне тайрĕ ибн-Башту, — тĕрĕссинех каламалла-и вара?
— Тĕрĕссине каламалла, паллах. Унсăрăн мĕн калаçу пултăр-ха пирĕн!
— Калатăп, эппин, — хăюлланнă пек пулчĕ ибн-Башту. — Ман хĕрĕме, ман чĕппĕме Ханияна кӳрентерекенĕ, ăна вĕçĕмсĕр йĕртекенĕ эсĕ, аслă та чаплă патша!..
Ку сăмахсене каланă хыççăн питĕ хăраса ӳкнине палăртма ибн-Башту патшана çĕре çитиех тайăлса пуç тайрĕ.
— Тăхта-ха, тăхта, — тĕлĕнчĕ Алмас, — мĕнле кӳрентеретĕп пулам-ха эпĕ. Ара, юлашки вăхăтра эпĕ ăна пачах та курман.
— Курнипе мар, — куляннăн каларĕ ибн-Башту. — Эсĕ çаплипех ислам тĕнне тухманни кӳрентерет те йĕртет ăна. Саншăн Аллаха кĕлтуса йĕрет вăл. Эх, аслă та чаплă патшамăр, пĕтĕмпех каласа пĕтерме ирĕк парсамччĕ. Эпир пурте питĕ лайăх пĕлетпĕр-çке-ха: Аллах сана хăй тĕнчине чĕнет...
Патша нимĕн те чĕнмерĕ, шухăша кайса ибн-Башту çине пăхрĕ те пăхрĕ.
— Итле-ха, Абдаллах ибн-Башту, ыйтмалли пур манăн, — терĕ юлашкинчен. — Эсĕ Багдата ман элчĕ пулса кайсассăн пирĕн пата кунта Сементер хулинчен хазарсем килсе кайрĕç. Темиçе кун та пурăнчĕç вĕсем шĕкĕр хулара. Тĕрлĕ çĕрте пулнă. Анчах сан лавккунта вара пуринчен те ытла пулнă. Ханияпа та питĕ нумайччен, çын илтмелле мар калаçнă. Кала-ха, мĕн кăсăкĕпе вĕсем сан лавккунта питĕ нумай хушши пулнă? Ханяияпа тата мĕскер çинчен калаçнă?
Ку сăмахсене илтсессĕн, ибн-Башту малтанласа аптраса ӳкрĕ. Çапах та часах хăйне алла илчĕ.
— Эй, аслă патша, — терĕ, — ара, ман пек сутăç лавккине килен-каякансем кĕрсе çӳреççĕ ĕнтĕ. Хания каласа панăччĕ мана, Хорассан таварĕсем епле тупмалла-ши тесе ăшталанса çӳренĕ вĕсем. Ханияпа та çавсем çинченех калаçнă. — Хайхискер сутăç хихихлетсе калам пекки турĕ. — Эй, аслă патша, кăштах кĕвĕçетĕн те пулмалла. Ан кĕвĕç!.. Хания сансăр пуçне урăх никама та юратмасть. — Ибн-Башту каллех хăйне кирлĕ калаçу çине куçрĕ. — Эпĕ çуккипе кăна ĕнтĕ унăн çав путсĕр хазарсемпе калаçмалла пулса тухнă. Ара, ашшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ те-ха ĕнтĕ вăл. Тепре çирĕплетсех калатăп: сансăр пуçне, аслă патша, ман Ханияна никам та кирлĕ мар!.. Эх, ислам тĕнне паян-ыранах кĕрес пулсассăн!..
Алмас нимĕн те чĕнмерĕ, каллех хăйĕн темĕнле вăрттăн шухăшне вĕçне çитиччен ăнланас тĕсе, ибн-Башту çине пăхрĕ те пăхрĕ.
— Ислам тĕнчинче эсĕ уйăх та хĕвел пулатăн, — çав хушăра каларĕ те каларĕ патшана ислам тĕнĕпе пурăнакан пăлхар çынни. — Ислам тĕнне кĕрсессĕнех санăн пĕтĕм тĕнче çĕнĕрен уçăлса каять. Çав кунах вара сан патна савнă арăму пулса ман Хания килсе кĕрет. Эх, пĕлесчĕ санăн! Мĕн тери юратать вăл сана, аслă патша! Ир те, каç та сан çинчен кăна шухăшлать... Сан ытамна лекесси уншăн çăтмах та, Аллах патĕнчи пурнăç та...
Çук, пурпĕрех патша хăйĕн халăхне сутма, хăйĕн йăли-йĕркине, хăйĕн туррисене улăштарма килĕшмерĕ.
Багдат элчисемпе ислам тĕнне тухнă пăлхарсем, уйрăмах Ибн-Баштупа Ибн-Хасан, патшана хăйсем майлă çавăрса, илĕртсе ислам тĕнне йышăнтарас тесе, тем те туса пăхрĕç. Анчах вĕсен ĕçĕ те ниепле те ăнмарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...