Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш ҫыравҫи, поэт-прозаик, журналист-публицист Лидия Филиппова пӗтӗм Раҫҫейри общество наградине — «Василий Шукшин» ылтӑн медале — тивӗҫнӗ. Лидия Ивановна пултарулӑхне 2021 ҫулшӑн ҫавӑн пек хаклама Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗ йышӑннӑ.

Лидия Филиппова 2003 ҫултанпа — Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ. Вӑл — 18 кӗнеке авторӗ. Лидия Ивановна 100 ытла публикаци ҫырнӑ, ҫав шутра — 4 вӗренӳпе методика тата 11 ӑслӑлӑх ӗҫӗ.

Лидия Михайлован литературӑри псевдонимӗсем — Лидия Филиппова, Амина Турхан, Алла Давыдова.

 

Раҫҫейре
cheboksari.bezformata.com сайтран илнӗ сӑн
cheboksari.bezformata.com сайтран илнӗ сӑн

Чӑваш Енре 5-9-мӗш класс ачисем валли ҫӗнӗ туризм программи пурнӑҫланма тытӑнӗ. Пирӗн республика ҫак сӑнава хутшӑнакан 18 регионтан пӗри.

Раҫҫей Правительстви уйӑрнӑ 500 миллион тенке сӑнав проектне хутшӑнакан регионсене пайласа парӗҫ. Чӑваш Ене 15889600 тенкӗ лекӗ.

Программӑна 5-9-мӗш классем ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ. Ачасем 24 сехетрен кая мар тӑсӑлакан ҫулҫӳреве кайӗҫ. Хакӑн 7 пин тенкине патшалӑх тӳлӗ. Ҫулҫӳрев хаклӑрах ларӗ тӗк ыттине ашшӗ-амӑшӗ тӳлӗ.

Проект тӗллевӗ – ачасене пӗчӗк ҫулҫӳрев урлӑ тӑван ен культурипе паллаштарасси. Кӑҫал субсиди пулӑшнипе 100 пин ытла шкул ачи ҫак мелпе усӑ курайӗ.

 

Чӑвашлӑх
https://25.mukcbs.org/yunym-kraevedam сӑнӳкерчӗкӗ
https://25.mukcbs.org/yunym-kraevedam сӑнӳкерчӗкӗ

Чӗмпӗрте «От пиктограммы до буквы» (чӑв. Пиктограммӑран пуҫласа саспалли таран) чӑваш ҫырулӑхӗпе ӗҫ тетрадьне чысланӑ.

Ӗҫ тетрадьне чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӑна тӑвас тесе Чӗмпӗрти тӗп вулавӑш тытӑмӗпе асӑннӑ хулари культура управленийӗ пулӑшнипе ҫине тӑнӑ.

Чӗмпӗрти ҫав культура учрежденийӗ «Смотрю и вижу» (чӑв. Пӑхатӑп тата куратӑп) ярӑмпа 11-мӗш кӑларӑм кун ҫути кӑтартнӑ. 11-мӗшне, ав, чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ.

Ӗҫ тетрачӗпе Б.В. Аржанцев ячӗллӗ 25-мӗш ача-пӑча вулавӑшӗн сайтӗнчи «Рабочие тетаради» ярӑмра паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://25.mukcbs.org/yunym-kraevedam
 

Статистика
911forum каналтан илнӗ скриншот
911forum каналтан илнӗ скриншот

Иртнӗ ҫул Шупашкарти хӑна ҫурчӗсене 2020 ҫулхинчен 21% ытларах хӑна вырнаҫтарнӑ. Тӗп хулари хӑна ҫурчӗсем хӑйсем патӗнче пурӗ 144 пин ҫын валли вырӑн тупса панӑ. Сӑмах май, вӗсенчен 2 пинӗшӗ кӑна ытти патшалӑхсен гражданӗсем пулнӑ.

Унчченхи ҫулхипе танлаштарсан 2021 ҫулта Шупашкара теплоходсемпе килекен туристсен шучӗ те ӳснӗ (+11%). Ҫавӑн пекех Шупашкарта чарӑннӑ теплоходсен тӑмалли вӑхӑт тӗлӗшпе те ӳсӗм пуррине палӑртнӑ. Вӑтам чарӑну вӑхӑчӗ 5,5 сехетпе танлашнӑ.

Чӑваш Республикин тӗп хулине вӗҫсе килнӗ пассажирсем тӗлӗшпе статистикӑра пысӑк ӳсӗм. Ҫак виҫе 65% танлашнӑ. Сывлӑш карапӗсем ҫинче вӗҫсе килнӗ пассажирсен йышӗ — 225,5 пин ҫын.

Туристсене ытларах Хӗрлӗ тӳреме туртнине палӑртнӑ. Вӗсен кӑмӑлне каякан иккӗмӗш вырӑнта — Мускав ҫыранлӑхӗ. Шупашкарти ҫак вырӑнсем республикӑра пурӑнакансемшӗн те илӗртӳллӗ пулнине палӑртнӑ.

 

Персона
Андрей Попов. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Андрей Попов. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Культура учрежденийӗн тилхепине Андрей Попова тыттарнӑ. Андрей Викторович пирки ҫак самантра нимех те пӗлместпӗр.

Хыпара каярах ҫӗнетӗпӗр.

PS. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Попов 36 ҫулта. Пермьри патшалӑх хореографи училищинчен балет артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ, каярах унти патшалӑх ӳнерпе культура академийӗнче балетмейстер-репетитора тата Аслӑ экономика шкулӗнче юриста вӗреннӗ.

2003-2010 ҫулсенче Пермьри П.И. Чайковский ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче балет солистӗнче ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Екатеринбургри оперӑпа балет театрӗнче, Пермьри хореографи училищинче, Пермьри патшалӑх ӳнерпе культура академийӗнче, Питӗрти балет театрӗнче балет труппин заведующийӗнче тата директор заместителӗнче тӑрӑшнӑ. 2020 ҫултанпа вӑл Екатеринбургри «ТанцТеатр» балет труппин филиалне ертсе пынӑ.

 

Культура
www.opera21.ru сайтӗнчен илнӗ анонс
www.opera21.ru сайтӗнчен илнӗ анонс

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Кун пирки театрӑн сайтӗнче хыпарланӑ.

Анонс тӑрӑх хакласан, фестиваль Фёдор Васильевӑн «Шывармань» оперипе уҫӑлӗ. Тепӗр кунне, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, куракансене Фёдор Васильевӑн «Сарпике» икӗ пайлӑ балетне йыхравлаҫҫӗ, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче — Георгий Хирбюн «Гарспи» оперине. Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ.

Сӑмах май каласан, асӑннӑ мероприяти ытти ҫул та иртнӗ. 2019 ҫулта ӑна халалласа пресс-конференци йӗркелесен театр ертӳҫисем наци кадрӗсем енӗпе йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнине палӑртнӑ. «Чӑвашла пӗлекен солистсем сахал пирӗн. Аслӑ ҫулти рольсене калӑпламашкӑн артистсем ҫителӗклӗ тӗк, ҫамрӑккисем валли специалистсем ҫук. Пирӗн республикӑри аслӑ шкулсенче те ку енӗпе уйрӑммӑн ӗҫлемеҫҫӗ», — тенӗ ун чухне Анатолий Ильин режиссер. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнчеАндрей Михайлов корреспондент пӗлтернӗччӗ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Александр Вражкинӑн фотопортречӗшӗн сасӑланӑ. Унта фотограф Любовь Вазюкова тӗрӗ ӑстине сӑнланӑ.

Аса илтерер: Раҫҫей журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин ҫӗршыв шайӗнчи «Самобытная Россия» (чӑв. Хӑйне евӗр Раҫҫей) конкурса хутшӑнать. Унта вӑл чӑваш тӗррипе, чӑваш сӑрипе, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштарать.

Сасӑлав ыран, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Сӑнӳкерчӗксемшӗн 10-ран пуҫласа 100 балл таран лартма пулать.

 

Республикӑра
g-switch.org/ru
g-switch.org/ru

Тутарстан арҫынни, 30 ҫултискер, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьеле килнӗ те пасарта тумтир тӑхӑнса пӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл енчӗкне сак ҫине хунӑ. Унта документсем, укҫа пулнӑ. Арҫын пасартан тухса кайнӑ, енчӗкне вара манса хӑварнӑ. Аса илсен каялла таврӑннӑ, анчах сак ҫинче енчӗк пулман.

Оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатнӑ вӑхӑтра общество туалетӗнче енчӗк тупни пирки хыпар ҫитнӗ. Анчах унта докуменчӗсем ҫеҫ пулнӑ, укҫи курӑнман. 30 ҫулти арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, енчӗкре 21 пин тенкӗ выртнӑ.

Йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене пӑхнӑ та павильона арҫын хыҫҫӑн пасарти тепӗр сутуҫӑ, 53-ри хӗрарӑм, кӗнине палӑртнӑ. Хайхискер арҫынна укҫа-тенке каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/76667
 

Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнааан 10 ҫулти Саша сывлӑх енчен хавшак. Вӑл пуйӑспа кайса курма ӗмӗтленнӗ. Унӑн ӗмӗтне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем пурнӑҫланӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцие хутшӑннӑ.

Ведомство ӗҫченӗсем арҫын ачана Трактор савучӗн территорине илсе килнӗ. Унта Саша тепловоз ҫине ларса курнӑ, хӑйне чӑн-чӑн машинист пек туйнӑ. Саша тепловоза пиклеттерсе, пускӑчсене пусса курнӑ, куншӑн питӗ савӑннӑ. "Эпӗ тепловозпа хамах кайнине никам та ӗненмӗ!" - тенӗ савӑнӑҫлӑн арҫын ача транспортран ансанах. "Ҫав вӑхӑтра ачан куҫӗнче мӗн чухлӗ савӑнӑҫ пулчӗ. Ҫакна кура эпир уншӑн чӑннипех те пӗлтерӗшлӗ япала тунине ӗнентӗмӗр", - тенӗ следстви управленийӗн ӗҫченӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/76670
 

Культура

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев профессионал коллективсене пултарулӑх проекчӗсене пурнӑҫлама грантсем уйӑрса парасси пирки хушу алӑ пуснӑ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ "Сӑр чикки" оперӑна лартмашкӑн 5 миллион тенке тивӗҫнӗ. Кӑҫал Вырӑс патшалӑх драма театрӗ 100 ҫул тултарать, ҫавна май уяв мероприятийӗсене ирттерме 5 миллион тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ.

Чӑваш наци музейӗ чӑваш тӗррин шкулӗпе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫлама 3 миллион тенке тивӗҫнӗ. Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли "Симфо-фолк - пур вӑхӑт кӗвви" проекта 3 млн тенкӗпе пурнӑҫлӗ. Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗ тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫламашкӑн 1-шер миллион тенке тивӗҫнӗ.

Сӑмах май, кӑҫалтан 6 проекта пурнӑҫлама пӗтӗмпе 18 миллион тенкӗлӗх грант параҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 921, 922, 923, 924, 925, 926, 927, 928, 929, 930, [931], 932, 933, 934, 935, 936, 937, 938, 939, 940, 941, ... 3851
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 15

1916
109
Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1920
105
Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ.
1921
104
Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ.
1939
86
Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ.
1956
69
Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1989
36
Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...