Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, 10 сехет те 45 минутра Элӗк районӗнчи Юнтапа ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Ладӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире пӗр ҫын, хӗрарӑм, вилнӗ. Вӑл иномаркӑри пассажир пулнӑ. «Ладӑри» 10-ри тата 15 ҫулти ачасем суранланнӑ. Тепӗр 4 ҫын аманнӑ. Суранланнисене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Раҫейре ял хуҫалӑх микроҫыавӗ иртрӗ. Халӗ цифрӑсене пӗтӗмлетеҫҫӗ. Регонсемпе илсен, пӗрремӗш кӑтартусем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче паллӑ пулӗҫ. 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хӑш-пӗр пӗтӗмлетӗве тунӑ. Уйрӑм ҫынсен пахчинче абрикос, виноград, айва, алыча, черешня, актиниди, лимонник, фундук, миндаль йывӑҫҫи, грек мӑйӑрӗ тата маньчжур мӑйӑрӗн йывӑҫҫисене ӳстереҫҫӗ. Кайӑк-кӗшӗке илсен, кӑркка, фазан, путене, мандаринка-кӑвакал, страус, павлин, араукан-чӑхсем (вӗсем кӑвак тӗслӗ ҫӑмарта тӑваҫҫӗ) ӗрчетеҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗхрен вӑкӑрсем, ашаксем, хир сыснисем, кӑтра сыснасем, вьетнам усӑк хырӑмлӑ сыснасем, альпаксем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт самлётпа ҫул ҫӳреме юратакансене ырӑ хыпарпа савӑнтарнӑ. 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкар аэропорчӗн расписанийӗнче Санкт-Петербурга каймалли рейссен шучӗ хушӑнӗ. «Red Wings» авиакомпани юнкунсерен тата вырсарникунсерен икшер рейс уҫӗ. «Sukhoi Superjet 100» маркӑллӑ самолётсем Шупашкартан 9 сехет те 40 минутра вӗҫсе кайӗҫ, Питӗре 11 сехет те 50 минутра ҫитӗҫ, Питӗртен 6 сехет те 30 минутра вӗҫсе тухӗҫ, Чӑваш Енӗн тӗп хулине 8 сехет те 40 минута ҫитӗҫ. Ҫул ҫинче 2 сехет те 10 минут иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта «Системпром» ҫывӑхӗнче «Лада Веста» водителӗ ӳсӗр пулни пирки хыпар килнӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ӑна тытса чарнӑ, медосвидетельствовани витӗр кӑларнӑ. Руль умӗнче 6-мӗш полици пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Матросов пулнӑ. Вӑл ку должноҫре 2019 ҫултанпа ӗҫленӗ, подполковник шайне ҫитнӗ. Ӗҫтешӗсем служба тӗрӗслевӗ ирттернӗ те Матросова ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ӑна явап та тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкасси ялӗнче пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен шыв башни ҫӗрле йӑтӑнса аннӑ, виҫӗ пая катӑлнӑ. Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх, пусӑм пысӑк чухне насос хӑй тӗллӗн сӳнмелли хатӗр ҫук, ҫавна май шыв тӑкӑнса башня хӗррипе пӑрланса ларнӑ. Ку башньӑна нумаях пумасть кӑна лартнӑ-мӗн. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 23 сехет те 30 минутра Шупашкарти Максимов композитор урамӗнче 3-мӗш ҫуртри хваттер ҫуннӑ. Унта пурӑннӑ 33 ҫулти хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн пичӗ тата аллисем пиҫсе кайнӑ. Унӑн ачисене те медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. 2014 тата 2018 ҫулсенче ҫуралнӑ пепкесене те тухтӑрсем пулӑшнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралука пула тухнӑ. Пушарта пӗтӗм пурлӑх ҫунса кайнӑ. Хӗрарӑмпа ачасен ӑшӑ тумтир те юлман. Ачасен тӑхӑнмалли ҫук. Укҫан е тумтирпе пулӑшас килсен ачасен кукамӑшӗпе ҫыхӑнма пулать: 89875764108, Петрова Елена Петровна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламас ялӗнче арҫын кӳршин пахчинчи чӑрӑша каснӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫакна лайӑххипе кӑна тунӑ, урама илем кӳресшӗн пулнӑ-мӗн. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 50 ҫулти арҫын 60-ти куршин анкартинчи 2 метр ҫӳллӗш кӑвак чӑрӑша каснӑ. Ҫухалнӑ йывӑҫа полицейскисем урамра тупнӑ. Ҫав арҫын ӑна килӗ умне кӳршисене савӑнтарас тесе лартнӑ-мӗн. Палӑртмалла: вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Тӗнче тетелӗ
2021 ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Малалла пире 2022 ҫул кӗтет. Мӗнле иртрӗ-ха кӑҫалхи ҫул, пур-и ҫитӗнӳсем, мӗнле йывӑрлӑхсем пулчӗҫ-ха? 2021 ҫулта ытлашшиех паллӑ самантсем пулмарӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» малтанхи ҫулсенче пухнӑ вӑйпа малалла утрӗ тесен йӑнӑш пулмӗ. Ҫӗнӗлӗхсем пулмарӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли — ҫухатусем те ҫук. Сайтпа кунсерен паллашакансен йышӗ кӑна ӳсрӗ. Статьясем«Чӑваш халӑх сайчӗ» хальхи вӑхӑтра МИХ евӗр ӗҫлет те ҫавна май пусӑмне ытларах хыпарсемпе статьясем вырнаҫтарасси ҫине тӑвать. Енчен те малтан кунта пирӗн кӑсӑклӑ сӳтсеявусем пурччӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра комментарисен пахалӑхӗ пысӑках мар. Акапасар (ӑна асӑнмасӑр епле иртӗн?) яланхилле пӗр-пӗр термина тӑрӑнса темӑна пӑрса яма тӑрӑшать, Микула яланах ача пахчинче ачасене чӑвашла вӗрентмелли пирки калать… Хӑш-пӗр статья авторӗ сайт хӑнисенчен кӑсӑклӑ сӳтсе явасса кӗтет, анчах унашкал ҫынсем пур чухне ӑҫтан ӑслӑ-тӑнлӑ тавлашу ҫуралтӑр-ха? Ӑслӑ-тӑнлин комментари ҫырма вӑхӑт ҫук, вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе аппаланать. Акапасар пеккисем кӑна, хӑшӗсен пушӑ вӑхӑчӗ пит нумай пулнӑран, кунне вуншар комментари ҫырайраҫҫӗ. |
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсенче те кӑшӑлвирусран прививка тумалли пунктсем ӗҫлӗҫ. Ҫав кунсенче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та ревакцинаци тума палӑртнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вакцинаци пункчӗсем ирхи 8 сехетрен ӗҫлӗҫ. Пациентсене 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1, 2, 7 тата 9-мӗшӗсенче те ҫак графикпех ӗҫлӗҫ. Кӑрлачӑн 3, 4, 5, 6 тата 8-мӗшӗсенче вакцинаци пункчӗсем 8-19 сехетсенче ӗҫлӗҫ. Канмалли кунсенче вакцинациленмелли пунктсем суту-илӳ центрӗсенче те ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумне Наталия Скворцовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ. Официаллӑ документра ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен. Дмитрий Захаров министрӑн паянхи куна икӗ заместитель тӑрса юлнӑ. Пӗрремӗшӗ — Алексей Лукшин, вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ шутланать, тепри — Ольга Хлебникова. Унсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫӑ пур. Вӑл — Оксана Назарова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |