Чӑвашлӑх
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен „Канаш“ хаҫачӗпе облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ ҫумӗнчи Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисен «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн «Атӑл юрри» илемлӗ литературӑпа публицистика альманахӗ кун ҫути курчӗ. Обществӑлла редколлеги 5 (7) номере Ҫӗнӗ чӑваш алфавитне 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак кунсенче хулари 17-мӗш номерлӗ наци вулавӑшӗнче унӑн хаклавӗ те иртрӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм 122 страницӑран, «Поэзи», «Проза», «Ҫамрӑк хунав», «Публицистика», «Таврапӗлӳ», «Юрӑ-кӗвӗ» пайсенчен тӑрать. Альманаха вырӑнти 27 ҫыравҫӑн илемлӗ хайлавӗсем кӗнӗ. „Атӑл юррин“ историйӗ пысӑк. Унӑн пӗрремӗш номерӗ 1920 ҫултах тухнӑ, иккӗмӗшӗ – 1921 ҫулта. Кун хыҫҫӑн ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнче наци политикин ҫӗнӗ хумӗ ялкӑшма тытӑнсан, чӑваш ҫыравҫисем „Шевле“ литература пӗрлешӗвне пухӑнсан, 2000 ҫулта тин 3-мӗш номерӗ кун ҫути курма пултарчӗ. Редакторӗ В.Ф. Ромашкин. Ҫӗнӗ ӗмӗрте вӑл — пӗрремӗш. Ҫавӑнпа номерӗ те иккӗллӗ ҫырӑнать — 1(3). 2012 ҫулта шевлеҫӗсемпе хаҫат редакцийӗ тепӗр номер кӑларчӗ — 2 (4). Редакторӗ Н.Н. Ларионов. 2019 ҫултанпа „Атӑл юрри“ кашни ҫулах — виҫӗ номер (3 (5), 4 (6), 5 (7) — вулакан патне ҫитрӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() «Хавал» ушкӑнри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Мускавра пурӑнакан Василиса тата Кирилл Ербулатовсем «Кушакпа йытӑ» юптарӑва пӑхмасӑр каласан панине ӳкерсе илнӗ, видеона «Ютуб» видеохостингра вырнаҫтарнӑ. «Маттурсем! Мӗнле вӑрӑм пулсан та вӗреннӗ, интонаци мӗне тӑрать!» – ырланӑ вӗсене «Хавал» ушкӑн «Контактра» страницӑра. Асӑннӑ ушкӑнра хыпарланӑ тӑрӑх, ачасем иккӗшӗ те Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Вӗсемпе мӗн ҫуралнӑран чӑвашла калаҫма ҫемье ятарлӑ ҫынна тупнӑ. Шупашкарти е чӑваш ялӗсенчи хӑш-пӗр ҫемьен вӗсенчен тӗлӗнмелӗх, чӑн та, пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ 20 ҫын кӑшӑлвирусран вилет. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ҫапах лайӑх хыпар пур: чирлекенсен йышӗ куллен чакса пырать. Ку таранччен республикӑра 46250 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 40364-шӗ сывалнӑ. Ку 87,3 процентпа танлашать. Паянхи куна 3811 ҫын чире парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 77 ҫын чирленӗ, 59 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 2057 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрлере пӗренесен хуҫи тӗлӗшпе суд пулнӑ. Арҫынна ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн айӑпланӑ, унӑн ирӗкне 10 уйӑхлӑха чикӗлеме йышӑннӑ. Арҫын судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Аса илтерер: ку кӑҫал авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Чкалов урамӗнчи 55-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче купаланса выртнӑ пӗренесем ҫине 7 ҫулти хӗрача хӑпарса кайнӑ. Пӗренесем сапаланса кайнӑ, хӗрача пӗрин айне пулнӑ. Шел те, вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкартан Хусана ҫӳрекен маршрутка аварие лекнӗ. Ку 20 сехет те 20 минутра Мари Элти Звенигово районӗнчи «Кокшайск – Красногорский» ҫул ҫинче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗ, 39 ҫулти арҫын, малта пыракан транспортран иртсе кайма тӑнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Аварире 5 ҫын шар курнӑ: ҫӑмӑл машинӑн 28 ҫулти водителӗ тата микроавтобусри 4 пассажир. Ҫӑмӑл машина водителӗ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл автобусри суранланнӑ ҫынсене медпулӑшу кӳнӗ. Чылайӑшӗ тутине, сӑмсине амантнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vnnews.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе апат-ҫимӗҫ гипермаркечӗсене QR-кодпа кӗртме тытӑнӗҫ. Ку апат-ҫимӗҫсӗр пуҫне ытти тавара сутакан пысӑк лавккасене пырса тивет. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Экономика министерствине «нормӑна» хатӗрлеме ыйтнӑ. Чи малтанах ку чару мӗн пысӑкӑш лаптӑклӑ лавккасене пырса тивнине палӑртмалла. Ку чаруна кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен вӑя кӗртӗҫ. Элтепер унччен ҫынсем хатӗрленессе шанать. 3 эрнере вакцинациленме ӗлкӗрӗҫ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазони» культурӑпа кану паркӗнче Хӗл Мучи ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Унта ачасене курма Хӗл Мучипе пӗрлех Юрпике те хавас пулӗ. Юмахри ҫав сӑнарсем ятарлӑ графкпа ӗҫлӗҫ: раштав уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенче 14:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен, кӑрлачӑн 1-9-мӗшӗсенче — 12:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен. Хӗл Мучие ачасем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартма, сӑвӑсем вуласа пама, юрӑсем юрлама пултарӗҫ. Паркра ҫавӑн пекех тӗрлӗ фотозона ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленине Елена Сахарова ертсе пыма тытӑннӑ. Тилхепене ӑна раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тыттарнӑ. Елена Петровна вӗренӳ тытӑмӗнче 22 ҫул ытла ӗҫлет. 2012 ҫултанпа вӑл вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн вырӑнӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Дмитрий Захарова республика Правительствине ӗҫлеме илсе кайсан (вӑл унта вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн должноҫне йышӑнчӗ) пушаннӑччӗ. Елена Сахарова ҫав кунранпа вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chgiki.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн культура сферинче тӑрӑшакан харӑсах темиҫе ҫын Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Сумлӑ йышра — Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн информаципе аналитика пайӗн заведующийӗ Вера Дилек, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта ӗҫлекен Лилия Иванова вӗрентекен, Йӗпреҫ районӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Наталия Романова, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнчи «Дуэт» бал ташшин халӑх ансамблӗн балетмейстерӗ Елена Яртукина. Республикӑри пултаруллӑ ҫынсене чысласси ҫинчен калакан хушӑва Олег Николаев Элтепер иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Карлос Папульяс. Фото: Darko Vojinovic / AP Каролос Папульяс, маларах Греци президенчӗн вырӑнне йышӑннӑскер, 92 ҫула ҫитсе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен Афинӑри хыпарсен агентстви пӗлтернӗ. Папульяс господин 2005–2015 ҫулсенче, икӗ пилӗк ҫулхи срокра, ҫӗршыва ертсе пынӑ. «Тӗнче политикине лайӑх пӗлсе тӑнӑран, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствинче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл Грецин витӗне ӳстерме пултарчӗ, пирӗн ҫӗршыв хамӑр тӑрӑхра ҫирӗплӗх факторӗ пулса тӑчӗ», — тенӗ Греци президенчӗ Катерина Сакеллуропулу. Политик юридицилле пӗлӳ илнӗ. Афина университечӗн юридици факультетне, Милан университечӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ, унтан Кельн университетӗнче право тӗлӗшпе тухтӑр степеньне илнӗ. Ҫар хунти ҫулӗсенче вӑл диктатурӑна хирӗҫ кӗрешнӗ. 1974 ҫултан пуҫласа 2004 ҫулччен Папульяс господин тӗрлӗ патшалӑх должноҫӗсенче ӗҫленӗ. 2005 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче иртнӗ парламент ларӑвӗнче Каролос Паульяса республика президентне суйланӑ. 2010 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче ӑна иккӗмӗш срока суйланӑ, ҫапла майпа вӑл ҫӗршыври аслӑ поста тепӗр хут суйланнӑ виҫҫӗмӗш президент пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |