Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн пӗр заместительне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министерствӑри пысӑк вырӑнпа Сергей Фролов сывпуллашнӑ. Унта вӑл 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ, унтан — ахаль заместитель. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, патшалӑх службинче тимлеме пуҫӑниччен вӑл ял хуҫалӑх культурисем туса илекен организацире ӗҫленӗ. Паян Сергей Артамонов министрӑн икӗ заместитель: Инна Волкова (пӗрремӗш ҫум) тата Ольга Кудрявцева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |