Пӑтӑрмахсем
![]() vk.com/kugesionline сӑнӳкерчӗкӗ Ҫуркунне кахал ҫын та урампа пахчана тирпейлеме вӑй-халпа вӑхӑт тупатех. Кӳкеҫри 27-мӗш професси училищинче (темиҫе ҫул каялла ӑна Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗпе пӗрлештерчӗҫ) вӗренекенсем вӗренӳ заведенийӗ тавралли территорие тасатса тирпейленӗ. Анчах ҫӳп-ҫап миххисене урамрах купаласа хунӑ. Ҫамрӑксем ӗҫлени харама каясси те часах. Ара, йытӑсем туртса-ҫурса пӗтерсен е вӑйлӑ ҫилпе михӗсем ҫӗтӗлсе пӗтсен ҫӳп-ҫап каллех сапаланса пӗтӗ. Кӳкеҫсем тӗнче тетелӗнчи пабликсенчен пӗринче ҫӳп-ҫап купине ӳкерсе илсе вырнаҫтарнӑ, вырӑнти пуҫлӑхсене михӗсене турттараса кайма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче «Татары и чуваши – ветви одного древа» кӗнекене хӑтлӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑма 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тӑрӑх кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене пухса хатӗрлеме Ш. Марджани ячӗллӗ Истори институчӗ тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ хутшӑннӑ. Кӗнеке хӑтлавӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче 11 сехетре иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре Муркаш районӗнчи Ильинкӑра йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Шел те, пушарта кил хуҫи, 68 ҫулти арҫын, ҫунса вилнӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Ӗнер ирхи 9 сехетре Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи строительство базинче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Пушар вӑйлӑ сарӑлман, 2 тӑваткал метра ҫеҫ ярса илнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне асӑрханманран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи пӗвере пулӑсем вилнӗ. Мӗн пулнӑ унта? ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем вырӑна тухнӑ. Ҫак тата ытти ведомство специалисчӗсем ял ҫыннисемпе пӗрле пӗвене пӑхса ҫаврӑннӑ, пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ. Пӗвери шыва тӗрӗслемешкӗн илнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ пирки министерство каярах пӗлтерме шантарнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Канаш тата Шупашкар районӗсенче те пӗвере пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тухтӑрсем телемедицина мелӗпе тӑтӑшах канашлаҫҫӗ, ҫавна май вӗсем ҫынсене вилӗмрен те ҫӑлса хӑвараҫҫӗ. Кӑҫалхи 4 уйӑхра 1500-е яхӑн телемедицина консультацийӗ ирттернӗ. Районсенчи тухтӑрсем республикӑрисемпе канашлаҫҫӗ, республикӑрисем — федераци клиникисенчисемпе. Пысӑк шайри пултаруллӑ тухтӑрсем хӑйсен ӗҫтешӗсене видеомелпе тӗрлӗ канаш параҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне медицина консилиумӗсем пухаҫҫӗ. Телемедицина пулӑшӑвӗ аталаннине пула пациента тепӗр больницӑна илсе кайса кӑтартма хӑтланмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен прокуратуринче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Прокурор ҫумӗ пулма 45 ҫулти Евгений Кима шаннӑ. Хушӑва РФ генпрокурорӗ Игорь Краснов алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн надзор органӗнче ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен вӑл Магадан облаҫӗнче прокурор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Евгений Ким 1976 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хабаровскри патшалӑхӑн экономикӑпа право академийӗнче вӗреннӗ. Прокуратура тытӑмӗнче 1999 ҫултанпа ӗҫлет. 2012-2016 ҫулсенче Хабаровскра, Хабаровск крайӗнче прокурорта тӑрӑшнӑ. Кайран вӑл Магадан облаҫӗнче прокурор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() гибдд.рф/r/21 сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 19 сехет те 10 минутра Канаш районӗнче ҫӑмӑл машина инкеке лекнӗ. Автомобиль «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫулпа пынӑ. 21 ҫулти хӗр тытса пыракан «Тойота Каролла» машина кювета чӑмнӑ. Унччен вӑл хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ, унтан ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонти пассажир аманнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫихиийӗпе ҫыхӑнман. Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке лекнӗ машинӑн малти урапи шӑтса кайнӑ, ҫавӑнпа вӑл пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче тата республикӑн тӗп хулипе юнашар районсенче пурӑнакан арҫынсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтма пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнченпе тытӑнса кайнӑ. Вӗсем хӑйсем патне хӗрсене чӗнес тесе шӑнкӑравланӑ та арҫын патне лекнӗ. Хайхи этем: «Эпӗ — хулара пӑхса тӑраканӗ», — тесе хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Пӑтӑрмаха ҫакланас мар тесен арҫынсене укҫа тӳлеме хистенӗ. Хӑраса ӳкнӗ арҫынсем ултавҫа 250 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Ултавҫӑ капкӑнне 5 арҫын ҫакланнӑ. Ҫынсене улталаканни Сарту облаҫӗнчи Энгельс хули ҫывӑхӗнчи таборсенчен пӗринче пурӑнакан 25 ҫулти арҫын пулнӑ иккен. Хӑй шар кӑтартнисене вӑл парӑма саплаштарма шантарнӑ. Пуҫиле ӗҫе йӗрке хуралҫисем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗр арҫын 14 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ. Усал шухӑшлӑ арҫын лавккаран тухакан 14 ҫулти пикене асӑрханӑ. Вӑл ӑна аллинчен ярса илнӗ те общество чарӑнӑвӗн хыҫне илсе кайнӑ. Унта хайхи этем хӗрача ҫумне ҫулӑхма тытӑнса кайнӑ. Пӑтӑрмаха ҫулпа иртсе пыракан машинӑри арҫын асӑрханӑ. 34 ҫулти Владимир Григорьев автомбильтен чупса тухса пырса вӑл хӗрачана пулӑшнӑ. Арҫынна халӗ Раҫҫей Следстви комитечӗн Тав хучӗпе чыслама тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem сайтр сӑн «Шупашкар – Сӑр» автоҫулӑн 6 ҫухрӑмне, Улатӑр районӗнчине, юсӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Малтанхи хак – 193,4 миллион тенкӗ. Пӗр ҫухрӑм 32,2 миллион тенке кайса ларӗ. Аукцион ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Улатӑр районӗнчи Чӗмпӗр облаҫӗ еннелле каякан 6 ҫухрӑм ҫула юсӗҫ. Аукционра ҫӗнтернӗ организацин ӗҫе 6 уйӑхра вӗҫлемелле. Анчах ку тапхӑра виҫӗ ҫула тӑсӗҫ: кӑҫал утӑ уйӑхӗнче, ҫитес ҫул ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче, 2024 ҫулта ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче. Хушма укҫа пулсан ҫула кӑҫалах сарса пӗтерӗҫ. Ҫук тӑк асфальта 2024 ҫулта сарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |