Культура
![]() Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче пурӑнакансемшӗн ку питӗ савӑнӑҫлӑ хыпар. Унта ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Малтанхи хак - 31,8 миллион тенкӗ. Аукциона нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ӑна выляса илнӗ организацин культура ҫуртне кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшеччен хута ямалла. Культура ҫурчӗ икӗ хутлӑ пулмалла, унта 100 ҫын вырнаҫмалла. Пӗрремӗш хутра вестибюль, хывӑнмалли пӳлӗм, туалет, куракансен залӗ тата ытти пӳлӗм пулмалла. Иккӗмӗш хутра пӳлӗмсем, кружок ирттермелли пӳлӗмсем вырнаҫӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал 5 культура ҫуртне хута яма тата 11-шне юсама хыснаран 220 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 2022-2026 ҫулсенче республикӑра пӗтӗмпе 25 культура ҫурчӗ хута яма, 55 клуба юсама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Раҫҫейре
Нумай пулмасть «Новые известия» (чӑв. «Ҫӗнӗ хыпарсем») тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра статья пичетленсе тухрӗ, сире унӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе паллаштарасшӑн. Статьяна куҫарнин тепӗр сӑлтавӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫавна май вӑл вырӑсла текста питӗ ҫывӑх. Харпӑр опыт: хамӑн хӗрача ҫӳрекен шкулта спортзал урайне мӗнле улӑштартӑм тата ҫакӑ мӗнпе вӗҫленчӗПатшалӑхран пӗчӗк юсав ирттерме уйӑрнӑ укҫана самантрах вӑрласа пӗтернӗ, урая вара физкультура вӗрентекенӗн сӑрлама тивнӗ. Пирӗн ҫӗршывра пулса иртекен лару-тӑрӑва уҫӑмлӑн кӑтартса паракан историе Евгений Пятковский Ҫӗнҫӗпӗрти усламҫӑ хӑйӗн блогӗнче ҫапла каласа панӑ: «Авӑн уйӑхӗнче эпӗ 146-мӗш шкул ашшӗ-амӑшӗсене ал пустартӑм, мэрине хуталарӑм: ыйтаттӑм, хистеттӗм, ятлаттӑм. Ҫапла май спортзал урайне юсама мэри 600 пин тенкӗ уйӑрма килӗшрӗ. Урайне тӗппипех юсамалӑх мар, пӗр пайне ҫеҫ… Кайран вара эпӗ ҫак укҫа урая сӑрлама ҫеҫ ҫитнине, ӑна та пулин физрук тунине пӗлтӗм… Ну, эпӗ ытла хӗремесленсе тӑмарӑм, прокуратурӑна каймарӑм, ҫав шкулта унччен директор пулса ӗҫленӗ ҫынран ҫак ҫӗршывра мӗншӗн АПЛА пулса иртет-ха тесе ыйтрӑм? |
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Михайлова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп та чавнӑ, Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере те юсанӑ. Анастасия Михайлова хӑйӗн ӗмӗрӗнче 40 ытла ҫул ӗҫленӗ. Юбилейра вӑл Раҫҫей Президентӗнчен Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗ. Анастасия Михайловӑн ҫулӗсем самай пулин те вӑл хваттерте хӑй тӗллӗнех утса ҫӳрет, парка уҫӑлма та тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tulapressa.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнче пурӑнакан 16 ҫулти каччӑ тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмӑн укҫине илнӗ. Вӑл ӑна ҫуртне юсаса пама шантарнӑ. Анчах сӑмахне тытман. Ватӑ хӗрарӑмӑн полицие кайма тивнӗ. 74 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл дачӑра строительство ӗҫӗсене пурнӑҫлама пулӑшни пирки хыпарланӑ пӗлтерӗве курнӑ. Унти номерпе шӑнкӑравланӑ, каччӑпа карта улӑштармалли пирки калаҫса татӑлнӑ. Лешӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ. Кайран вӑл ӑна ҫурта тулаш енчен ҫапма, тӑррине витме хушнӑ. Стройматериалсем туянма тесе каччӑна 135 пин тенкӗ панӑ. Анчах ӗҫе ниепле те пуҫӑнман, вӑл укҫана тавӑрса пама ыйтнӑ. Каччӑ укҫине хӑйех хуратӑп тесе кинемейрен банк карттине, унӑн пин-кодне ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Карттӑ ҫинче укҫа пулман. Анчах блокировка пулнӑ. Каччӑ ӑна илме темиҫе хутчен укҫа ыйтнӑ. Кинемей тепӗр 145 пин куҫарса панӑ. Каччӑ укҫана тавӑрмассине вӑл темиҫе уйӑхран тин ӑнланнӑ. Полицейскисем 16-ри каччӑна часах шыраса тупнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӗҫе ҫуркунне пуҫӑнма шутланӑ, укҫине хӑй пӗлнӗ пек тӑкакласа пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ене Китайран тӳрремӗнех чей илсе килнӗ. Кун пеки хальччен пулман. Карантинри продукцие илсе ҫитернине Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ тӗрӗслесе танӑ. Пӗтӗмпе 600 килограмм чей кӳрсе килнӗ. Ҫав йышра – ферментланӑ тата ферментламан симӗс чейсем, улун. Чей партине «Шупашкар» производствӑпа технологи комплектацийӗн управленин складне вырнаҫтарнӑ. Экспортер ҫӗршывӑн фитосанитари сертификачӗ пур паллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vokzal-kanash.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Канаш районӗнче халӑха турттаракан транспорт епле ӗҫленине тӗрӗслӗҫ. Муниципалитетсем хушшинчи 9-мӗш маршрут ҫынсене Канашри автовокзалтан «Лесхоз» чарӑнӑва ҫити турттарать. Унта виҫӗ транспорт ҫӳрет. Вӗсенчен пӗринче ҫеҫ инвалидсене турттармалли вырӑн пур. Асӑннӑ маршрутра транспорт палӑртнӑ вӑхӑтра ҫула тухмасть. 203-мӗш маршрут Шӑхасана ҫӳрет. Реестрта 4 транспорт ҫӳремелле тесе кӑтартнӑ, анчах иккӗшӗ ҫеҫ ҫӳрет. 209-мӗш маршут халӑха Тури Юнтапана турттарать. Транспортра ҫул ҫинчи хӑрушӑ участоксемпе тарифа кӑтартманнине шута илмесен тек кӑлтӑк тупӑнман. 121-мӗш маршрутра (вӑл Кайри Ӑнтавӑша – Ҫӗнӗ Туҫана ҫӳрет) пысӑк кӑлтӑк тупӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() op21.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» (Чӑваш Ен ертӳҫин йышӑнӑвӗнче ҫавӑн пек каланӑ) Шупашкарти юханшыв порчӗн генеральнӑй директорне Ванифатий Шайкина «Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ванифатий Васильевич 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Вӑтаелӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи пӗлӗвне вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ, историк пулма вӗренсе тухнӑ. 1996 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче – аппарат ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2003 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Шупашкарти юханшыв портӗнче гендиректорӑн пӗрремӗш ҫумӗнче, 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе гендиректорта тӑрӑшма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем редис вӑррин хутаҫӗнче ҫумкурӑк – армути ҫулҫиллӗ амбрози – тупнӑ. Ҫавна май вӑрӑсене тӗп тума тивнӗ. «Родос» сорта Шупашкара Мускавран кӳрсе килнӗ. Ведомство специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, амбрози тавралӑха, тӑпрана сиен кӳрет. Вӑл ӳсекен вырӑнта тӑрук тухӑҫ чакать. Уй-хирте ҫак ҫумкурӑк ытти ӳсен-тӑрана тӗп тӑвать, утӑ пахалӑхне чакарать. Вӑл ҫын сывлӑхӗшӗн те сиенлӗ: чечеке ларнӑ вӑхӑтра аллерги пуҫланма пултарать. Ҫак ҫумкурӑк республикӑра ан сарӑлтӑр тесе Россельхознадзор ӗҫченӗсем редис вӑррине – пӗтӗмпе 337 хутаҫ – ҫунтарса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() rg.ru сайтри сӑн Шупашкарти общество транспортӗнче Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем пирки каласа кӑтартма пуҫласси пирки пӗлтернӗччӗ. «Тӑван ятсем» проект пурнӑҫланма тытӑннӑ ӗнтӗ. Унӑн авторӗ – Анжелика Иванова. Хальлӗхе паллӑ ҫынсем Шупашкарти пирки 5 троллейбусра тата 5 автобусра каласа кӑтартаҫҫӗ. Пӗр-пӗр паллӑ ҫын ячӗпе хисепленекен чарӑнӑва ҫитиччен ун пирки мини-лекци итлеме пулать. Анжелика Иванова паллӑ ҫынсем пирки информаци пухас тӗллевпе архивсенче, вулавӑшсенче сахал мар ларнӑ. Пысӑк биографирен чи кӑсӑклине ҫеҫ илме май пулнӑ, мӗншӗн тесен троллейбус чарӑнуран питӗ хӑвӑрт иртсе каять. Эсир 1981 ҫулччен Николай Бауман революционер урамӗ хальхи пек ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче мар, кӳлмекреп пулнине пӗлнӗ-и? 1-мӗш троллейбуспа ҫӳрекенсем вара халӗ пӗлеҫҫӗ. Ҫапла, питӗ интереслӗ проект ку. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑра кӑшӑлвируспа чирленӗ /кунта ПЦР-тест вирус пуррине ҫирӗплетнисем ҫеҫ кӗреҫҫӗ/ кашни 15-16-мӗш ҫын вилет. Ӳпке шыҫҫинчен пурнӑҫран уйрӑлнисем ку статистикӑна лекмеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 8 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Нарӑс уйӑхӗнче пӗтӗмпе 98 ҫын чире парӑнтарайман. Пандеми пуҫланнӑранпа вара 4,3 пин ытла ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки вӑхӑтра чирлекенсем нумай. Иртнӗ талӑкра республикӑра 1073 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 548 ҫын сывалнӑ. 194 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Паянхи кун республикӑра 12,5 пин ҫын кӑшӑлвирусран килте е ковид-стационарта сипленет. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑна лекнисен нумайӑшӗн дельта штамм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.