Ӗнер каҫхине, Кӑшарни умӗн, Чӑваш Енре 10 пин ҫын вакра шыва кӗнӗ. Ҫав йышран 1200-шӗ – Шупашкарта. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пур ҫӗрте те инкексӗр иртнӗ.
Республикӑра шыва кӗмелли 103 вырӑн хатӗрленӗ. Кашнин патӗнче тивӗҫлӗ службӑсем дежурствӑра тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 500 ытла ҫӑлавҫӑ, тухтӑр тата полици ӗҫченӗ.
Шыва кӗмелли вырӑнсенче ӑшӑнмалли 28 пункт ӗҫленӗ. Унта ҫынсен хывӑнса тӑхӑнма, вӗри чей ӗҫме май пулнӑ.