Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Шупашкар округӗнче паян велосипедпа пынӑ 67 ҫулти хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх автоинспекцийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» машинӑпа пынӑ 58 ҫулти водитель ҫул хӗррипе кайнӑ чухне велосипедистка ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм аманнӑ, ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу больницине илсе ҫитернӗ.

Водитель акӑ епле ӑнлантарса панӑ: хӗрарӑм кӗтмен ҫӗртен машина еннелле пӑрӑннӑ. Ун ҫине пырса тӑрӑнас мар тесе водителӗн хирӗҫ ҫул ҫине тухма тивнӗ. Анчах пур-пӗрех водитель велосипеда кӑштах пырса ҫапнӑ. Хӗрарӑм асфальт ҫине ӳкнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15065
 

Сывлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ксения Георгиева – икӗ ача амӑшӗ, клиника фармакологӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ преподавателӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пулӑшнипе йӗркеленӗ «Георгиева тухтӑрпа сывӑ пул» анлӑ сарӑлнӑ рубрикӑна ертсе пырать.

Хӑйӗн блогӗнче Ксения медицина пирки ансат чӗлхепе ӑнлантарать, медицинӑра сарӑлнӑ халапсене уҫӑмлатать.

Ксения Георгиевӑн проекчӗ Раҫҫейри чи лайӑх 30 медицина блогӗ йышне кӗнӗ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «ШУМ» ҫамрӑксен премийӗн финалисчӗ пулса тӑнӑ. Халӗ сасӑлав пырать – ҫапла чи лайӑххине суйлӗҫ. Ксенийӑна ҫӗнтерме пулӑшӑр! Сасӑлав юпан 18-мӗшӗччен пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24154
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти Антон Воронцов байкер мотоциклпа, машинӑпа хӑвалама тата ҫул ҫӳреме юратать.Вӑл пӗр вырӑнта лармасть: пуш хирсем тата тусем тӑрӑх ҫӳреме те кӑмӑллать. Халӗ ав нумаях пулмасть Кавказа мотоциклпа кайнӑ.

Антонӑн кунсӑр пуҫне урӑх чун киленӗҫӗсем те пур. Вӑл 36 тӗмӗ кӗлчечек ӳстерет, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи пулӑмсем пирки калавсем ҫырать.

«Пурнӑҫ пӗрре кӑна — йӑлтах туса ӗлкӗрмелле», — тет Антон.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24145
 

Спорт
vk.com/chuv_kray пабликра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
vk.com/chuv_kray пабликра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан 8 ҫулти Мия Кудряшова тӗнче чемпионки ята тивӗҫнӗ.

«Дебют» шахмат клубне ҫурекенскер Пӗтӗм тӗнчери шахмат федерацийӗн ӑмӑртӑвӗнче сакӑр ҫулчченхи хӗрачасем хушшинче ҫӗнтернӗ.

Ҫурла уйӑхӗнче вара вӑл «Шӑккалат кубокӗнче» мала тухнӑччӗ. Аса илтерер: ун чухне вӑл 9 ҫултан кӗҫӗнрех хӗрачасемпе тупӑшса 9 турта 8 очко пухнӑ, Ҫапла вара Раҫҫей кубокӗн Шупашкарти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗччӗ.

 

Культура

Чӑваш Енре ҫамрӑксем хушшинче «Честное кино» (чӑв. Ултавсӑр кино) ятпа видеороликсемпе компьютер анимацийӗн республикӑри конкурсне ирттерме йышӑннӑ.

Унӑн тӗллевӗ коррупци темине сарасси, коррупципе кӗрешесси иккен.

Конкурса хутшӑнакансене икӗ ушкӑна пайлӗҫ: 16-21 тата 22-35 ҫулсенчисем. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ чӳк уйӑхӗн 1-30-мӗшӗсенче икӗ тапхӑрпа пулса иртӗ: 1-мӗшӗнчен 20-мӗшӗ таран материалсене йышӑнӗҫ, унтан вӗсене хакласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ.

 

Раҫҫейре
vk.com/chuv_kray каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
vk.com/chuv_kray каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ч️ӑваш Енре пурӑнакан 17 ҫулти яш «Нива» машина выляса илнӗ. Ӑна Никитос текен блогер выляттарнӑ иккен.

17-ри Алексей «LADA 4x4» машинӑна тивӗҫнӗ. Блогер ӑна тусӗсемпе пӗр шухӑшла пулса япӑх ҫулпа ҫӑмӑллӑн ҫӳремелле тунӑ.

Машинӑна ҫӗнӗ хуҫана пама Никитос Алексея Мускава чӗннӗ. Унта яш ашшӗпе кайнӑ. Ҫул укҫине тата трансфер хакне блогер хӑй тӳленӗ.

«17-ре манӑн ҫавӑн пек машина пулнӑ пулсан эпӗ те питех те савӑннӑ пулӑттӑм», — тенӗ блогер яш хавасланӑвне кура.

 

Сывлӑх
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

«Атте тӑнне ҫухатрӗ, хӑрӑлтатма пуҫларӗ!» – юпан 1-мӗшӗнче Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшӑва ҫавӑн пек шӑнкӑрав ҫитнӗ. Анестезиологипе реанимаци бригади вырӑна темиҫе минутранах ҫитнӗ.

Ҫав вӑхӑталла пациентӑн клиника вилӗмӗ пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешме тытӑннӑ. 20 минутран унӑн чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ.

Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ чухне те тухтӑрсем лайӑх сӑнаса пынӑ. Унта вӗсене тухтӑрсем кӗтсе тӑнӑ. Ҫапла пациента вилӗм аллинчен туртса илнӗ вӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_79401
 

Экономика
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ Китая ҫӑнӑх ӑсатма тытӑннӑ. Предприяти Россельхознадзорӑн ҫирӗп тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ, ҫӑнӑха экспорт тума Китай влаҫӗсенчен ирӗк илнӗ.

Китая ӑсатма тытӑнни производство калӑпӑшне ӳстерме май парӗ. Ку, ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче шайӗнче чӑваш продукцийӗн пысӑк пахалӑхне ҫирӗплетет.

Палӑртмалла: Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ Узбекистанпа экспорт йӗркеленӗ. Хальччен 70 тонна ҫӑнӑх ӑсатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24144
 

Персона
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот

Калмӑк Республикинче пурӑнакан пирӗн ентеш Петр Леонтьев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн сюжетӗнче пӗлтернӗ.

Вӑрҫӑ ветеранӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи (халӗ — Шупашкар районӗнчи) Шорти Марка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

1943-мӗш ҫулта вӑл салтак атти тӑхӑннӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ.

Петр Леонтьев Сталинград ГЭСне тунӑ ҫӗрте те тӑрӑшнӑ, Элистари нимӗҫсем аркатнӑ университет ҫуртне юсама та хутшӑннӑ. Унтах ҫемье ҫавӑрса пӗр ывӑл ура ҫине тӑратнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Электросамокатпа ярӑннӑ арҫын ача машина айне лекнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, аварире автомашина водителӗ айӑплӑ. Руль умӗнче 33 ҫулти арҫын ларнӑ.

Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионерсен урамӗнче пынӑ чухне электросамокатпа пынӑ 11 ҫулти арҫын ачана асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Аманнӑ ачана Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиника больницине илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1 ... 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, [89], 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, ... 4092
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 09

1947
79
Матросов Юрий Петрович, чӑваш халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...