Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче смарт-куҫлӑх туянас тенӗ. Анчах кирлӗ тавар вырӑнне сутуҫӑ ӑна сӗлӗ хӑрпӑкӗ ярса панӑ.
Кун хыҫҫӑн каччӑ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑл смарт-куҫлӑх илес тесе сутуҫа 24 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Тавара постамта илсе ҫитерессе кӗтнӗ. Унта вара ӑслӑ куҫлӑх вырӑнне селӗ хӑрпӑкӗ пулнӑ.
ШӖМ тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне питӗ асӑрханма ыйтать. Шел те, ултавҫӑсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ тӗслӗхсем нумайлансах пыраҫҫӗ.
