Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Кӳкеҫри сусӑр ачасен интернат шкулӗнче ике педагог ачана пусахласах сулахай алӑран сылтӑм алӑпа ҫырма вӗрентнӗ. Ку видеокамера ҫине лекнӗ.

Педагог ачана пӑвнӑ, аллине ҫатӑрласа тытса вӑйпах парта ҫумне пӑчӑртанӑ. Хӑш-пӗр ҫӗре тепӗр вӗрентекен те хутшӑннӑ.

ЧР Вӗренӳ министерстви ку тӗслех тӗлӗшпе комментари панӑ. Икӗ педагога та ӗҫрен кӑларнӑ. Вӗсене явап тыттарасшӑн.

Палӑртмалла: ку пӑтӑрмах пуличчен шкулта вӗрентекенсемпе «профессире ҫунса кайни» пирки калаҫу пулнӑ.

 

Сывлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мари Элте пурӑнакан арҫынна Республикӑри кардиологи диспансерне илсе килнӗ. Вӑл хӑйне питӗ япӑх туйнӑ: йывӑррӑн сывланӑ.

Диагностика унӑн чӗрин клапанӗпе япӑх пулнине кӑтартнӑ. Операци тумасан арҫын темиҫе эрне ҫеҫ пурӑнма пултарнине каланӑ.

Кӳршӗ республика ҫыннине часрах операци тунӑ. Опытлӑ кардиохирургсен командине Николай Трофимов ертсе пынӑ. Операци 4 сехет пынӑ.

«Клапана юсаса мана пурнӑҫа каялла тавӑрчӗҫ», - пӗлтернӗ Иван ятлӑ пациент. Вӑл халӗ хӑйне аванах туять.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19172
 

Культура
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсем халӑх коллективӗ ята хӳтӗлӗҫ.

Карлач уйӑхӗн 21-30-мӗшӗсенче Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче (вӑл Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ) Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗнчи, «Салют» культура ҫуртӗнчи, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округсенчи халӑх коллективӗсен концерчӗсем иртӗҫ.

Кӑрлач уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн йышӗнчи 7 коллективӑн пултарулӑхне хаклӗҫ. Ҫав шутра «Уяв» фольклор ансамблӗ, «Мадригал» академи камера хорӗ, «Нарспи» юрӑ ансамблӗ, «Сарпике» ташӑ ансамблӗ, «Тантӑш» ача-пӑча ташӑ ансамблӗ.

 

Раҫҫейре
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Усӑ курман ҫӗрсем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн муниципалитет харпӑрлӑхне куҫӗҫ.

Хуҫасӑр ҫӗр пайӗ — хӑй вӑхӑтӗнче колхоз ҫӗре пулнӑ лаптӑк. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗре ҫынсене валеҫсе тухрӗҫ. Хӑшӗҫем унпа уйрӑлса тухса фермер хуҫалӑхӗ йӗркелесе пӑхрӗҫ. Анчах ӗҫлесе кайма пурин те май килмерӗ. Ҫер пайне Куҫман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче ҫыртарманнисем те пур.

Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, усӑ курман ҫӗр пайӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарма халӗ унчченхи пек суд тӑрӑх ҫӳреме тивмӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Элӗк округӗнчи Анатри Хурасан ялӗнчи 51 ҫулти арҫынна хӗрарӑма вӗлернӗшӗн 9 ҫул та 7 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ.

Пӗлтӗр ҫӗртмен 6-мӗшӗнче вӑл пӗлӗшне, 45 ҫулти почтальонкӑна, машинипе леҫнӗ. Вӗсем ҫывӑх ҫыхӑнура пулнӑ. Кайсан-кайсан хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын хӗрарӑма шампань эрехӗн кӗленчипе ҫапнӑ. Лешӗ тӑнне ҫухатнӑ. Кайран ӑна машинӑран кӑларса пӑвса вӗлернӗ, вӑрмана кайса ҫулҫӑсемпе, туратсемпе хупланӑ. Кун хынҫҫӑн машинӑра унӑн сумкине ухтарнӑ, 2018 пин тенке илнӗ. Унпа вӑл кредит тӳленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2847
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Муркаш округӗнчи Нискасси ялӗ ҫывӑхӗнче тӑракан инспекторсем патӗнче водитель чарӑннӑ. Вӑл Етӗрне округӗнче ҫул хӗррипе утакан арҫын ачана курнӑ та ӑна лартнӑ. Ача Шупашкара кайма тухнине пӗлтернӗ.

Аслӑ инспектор Алексей Илларионов напарникӗпе Алексей Филимоновпа пӗрле арҫын ачана полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлне ӑна опекӑна илнӗ ҫынсем те ҫухални пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ.

10 ҫулти арҫын ача никама каламасӑр Хӗрлӗ Чутай округӗнчен Шупашкара аппӑшӗ патне кайма тухнӑ иккен, 10 ҫухрӑм утнӑ.

Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Элӗк округӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пурӑнакан Лаврентьевсем туй тунӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсен юратӑвӗ ҫемьери ҫамрӑк ӑру валли ырӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ.

Вениамин Федоровичпа Ольга Дмитриевна виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗр ӳстернӗ. Халӗ сакӑр мӑнукпа, икӗ кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ҫемьери килӗшӳ вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре-ха? Пӗр-пӗрне килӗштернинче, хисепленинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12712
 

КӐР
20

Юр ҫӑвӗ, сивӗтӗ
 Софья Савнеш | 20.01.2025 15:40 |

Ҫутҫанталӑк

Паян юр ҫӑвать, ҫил-тӑман вӗҫтерме те пултарать. Каҫхине ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 19-21 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.

Ыран та ҫил лӑпланмӗ, 8-13 градус таран сивӗтӗ. Чӑннипе вара 23-27 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Ытларикун ҫӗрле ҫил лӑпланӗ. Юнкун ирхине термометр 17-22 градус кӑтартӗ. Пӗлӗтсем сирӗлӗҫ, хӗвел тухӗ.

Кӗҫнерникун вара каллех пӗлӗтленӗ, ҫил вӑйланӗ. Кӑнтӑрла 7-8 градус сивӗ пулӗ. Канмалли кунсенче юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтеркелӗ, кӑштах ӑшӑтӗ, Анчах сивӗ кӑштахран каллех таврӑнӗ.

 

Персона
https://vk.com/wall-62965884_453086 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.com/wall-62965884_453086 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри паллӑ юрӑҫа, илемле сасӑллӑ Алина Фёдоровӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Алина Никифоровна – 2007 ҫултанпа Эстрада артисчӗсен союзӗн президенчӗ. Элӗк районӗнчи Исванкӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарпти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вокал енӗпе вӗренне. Унӑн вӗрентекенӗ Станислав Кондратьев профессор пулнӑ. Кайран вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче культуролога вӗренсе тухнӑ.

 

Персона
 chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗн директорне Галина Ертмаковӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.

Галина Васильевна архив сферинче 1985 ҫултанпа тӑрӑшать. Ун чухне вӑл Елчӗк районӗнчи патшалӑх архивӗн заведующийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1998 ҫулта Архив фончӗн Республикӑри служине ертсе пыма тытӑннӑ. 2002 ҫулта Чӑваш Республикин патшалӑхӑн тӗп архивне (халӗ Истори архивӗ) ертсе пырать.

 

Страницӑсем: 1 ... 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, [80], 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, ... 3890
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 10

1906
119
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1916
109
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
77
Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1994
31
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...