Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
чеб.ру сӑнӳкерчӗкӗ
чеб.ру сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти кивӗ Правительство ҫуртне юсаса ҫӗнетме тата тепӗр 4 миллион та 775 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку укҫана юсавпа реставраци ӗҫӗн документацине ҫӗнетме уйӑрма йышӑннӑ.

Юсав ӗҫне 2022 ҫулта пуҫӑннӑ. Пӗрремӗш контракта Хусанти «Консорциум Строительных Компаний» предприяти алӑ пуснӑ. Иккӗмӗш контракта та унпах алӑ пуснӑ. Унӑн виҫи 616,06 млн тенкӗпе танлашнӑ.

Кайран контрактпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах ҫиеле тухсан контракта пӑрахӑҫланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи 75-ри арҫын авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче фура айне пулнӑ.

Фура пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыман-мӗн, хирӗҫ килекен машинӑсенчен пӗри автомобиле хӑрушлӑх пирки систерме хӑтланнӑ. Анчах пысӑк машина ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, тӗксӗм ҫипуҫ тӑхӑннӑ ватӑ ҫине пырса кӗнӗ.

Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 20 сехетре М-7 ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Шар курни кам иккенне унӑн арӑмӗ ирхине ҫеҫ палӑртма май килнӗ. Унӑн арӑмӗ упӑшки киле таврӑнманран йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

 

Персона
Ҫеҫпӗл ячӗллӗ вулавӑш пабликӗнчи сӑнӳкерчӗк
Ҫеҫпӗл ячӗллӗ вулавӑш пабликӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Агаковӑн «Хӗвел ӑшшиллӗ туйӑм» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Николай Агакова Канаш тӑрӑхӗнче аван пӗлеҫҫӗ тесе хыпарланӑ Ҫеҫпӗл ячӗллӗ вулавӑшра. Унӑн калавӗсем, повеҫӗсем, очеркӗсем «Канаш ен» хаҫатра час-часах пичетленеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ кӗнеке редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗсем – Игорь Кугураков тата Наталия Орлова.

Кӗнекене аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли тесе кӑларнӑ.

Николай Михайлович 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шуркассинче ҫуралнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
ru.pinterest.com сайтри сӑн
ru.pinterest.com сайтри сӑн

Синоптиксем кӗркунне мӗнле пулассине палӑртнӑ.

Авӑн уйӑхӗ сывлӑш температури, нӳрӗк тӗлӗшпе нормӑпа килӗшсе тӑрӗ. Пӗрремӗш ҫурринче «карчӑк ӑшши» пулӗ, иккӗмӗш ҫурринче вара кӗрхи нӳрӗ те сивӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ.

Юпа, чӳк уйӑхӗсем те сивӗ килӗҫ, нӳрӗк сахалрах пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн пӗрремӗш декади вӗҫӗнче хӗл ларӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра 20 градус таран сивӗтме пултарӗ. Раштава, ахӑртнех, 25 сантиметр ҫӳллӗш юрпа кӗрӗпӗр.

 

Пӑтӑрмахсем
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Ҫак самантра Шупашкарта «Нарспи» суту-илӳ ҫурчӗ ҫунать. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫулӑм алхасни виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн ҫӳлти хутӗнче курӑнать.

Суту-илӳ ҫурчӗ Кривов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

 

Культура
Ирина Александрова сӑнӳкерчӗкӗ
Ирина Александрова сӑнӳкерчӗкӗ

Музейсемпе тӗрлӗ культура учреждейӗсем пурри, вӗсем уҫӑлни аван-ха.

Акӑ, сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти краеведенипе истори музейӗ. Ӑна 2011 ҫулхи рашта уйӑхӗнче уҫнӑ. Вӑл Винокуров урамӗнче вырнаҫнӑ. Музей учредителӗ — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ.

Анчах учреждени ятне ҫырса хунӑ чухне йӑнӑшпа ҫавӑрттарса хунӑ. Васканӑ тес — вӑл сайта е тӗнче тетелӗнчи старницӑпа паблика хӑвӑртрах хыпар ҫырса хурасси мар. Ун пек ӗҫе васкаса пурнӑҫламасан та юрать пек...

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Тӑвай салинче 68 ҫулти арҫын 3-мӗш класс ачине мотоблокпа ҫапса кайнӑ.

Ку инкек ӗнер 12 сехет ҫурӑра пулнӑ. Тивӗҫлӗ канури арҫын Тӑвайра мотоблокпа пынӑ. Сарай еннелле пӑрӑннӑ чухне вӑл ҫулпа утса пыракан арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ.

Ачан ури суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, тухтӑрсем медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Ҫакӑ паллӑ: тивӗҫлӗ канури арҫын ӳсӗр пулман. Халӗ тӗрӗслев пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/6851
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти 38-мӗш шкулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учительне Иван Дубанова халалласа мурал уҫнӑ.

Иван Степанович ҫак шкулта 40 ҫула яхӑн ӗҫленӗ, ачасене географи предметне вӗрентнӗ. Вӑл Горький хулинчи педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Ачасене вӗрентнисӗр пуҫне Иван Дубанов экскурсисемпе экспедицисем йӗркеленӗ. Вӑл 15 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, ҫак йышра тавра пӗлӳ тата топонимика словарӗсем пур.

Иван Степанович пирӗнтен нумаях пулмасть, 2024 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче, ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14684
 

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Элӗк округӗнчи ҫамрӑк фермер тата блогер Кирилл Степанов ял пурнӑҫӗ пирки документлӑ сериалта ӳкерӗннӗ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ ун патне киле, Элӗк округӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялне, килнӗ. Юлашки кадрсене Шупашкарта вӗҫленӗ.

Хальлӗхе Кирилл Степанов мӗнле проекта тата платформӑна хутшӑнни пирки пӗлтермен – вӑрттӑнлӑхра ку. «Ӳкерӳ кунне тулли кӑмӑлпа аса илетӗп, ҫурӑм тӑрӑх ӑшӑ хум чупса иртет. Командӑна профессионаллӑхшӑн тавах!» - тесе ҫырнӑ ҫамрӑк фермер халӑх тетелӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23602
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри сухана чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Элита сорта Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ӑсатаҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Беларуҫе 80 тонна севок ӑсатнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара Беларуҫе, Молдовӑна, Казахстана, Монголие, Болгарие тата Румыние 1,5 пин тонна ӑсатнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, [90], 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, ... 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 734 - 736 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗнче тимлӗ пулмалла, тӑкакланма васкамалла мар. Унччен алӑ ҫитмен ӗҫсем юлнӑ тӑк халӗ шӑпах вӗсене пурнӑҫламалла. Ҫитес вӑхӑта плансем хатӗрлӗр, анӑҫлӑ самантсене ан вӗҫертӗр.

Раштав, 31

1898
127
Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ ҫыралнӑ.
1980
45
Шупашкар ГЭСӗн пӗрремӗш гидроагрегатне хута янӑ.
1995
30
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2012
13
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...