Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «И.П. Прокопьев – учитель, воин, государственный деятель» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Илья Прокопьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин участникӗ, 1974-1988 ҫулсенче КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. Ӑна ултӑ хутчен Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ.
Куравра Илья Прокопьев кӗнекисен коллекцийӗ вырӑн тупнӑ. Ҫав шутра ӑна паллӑ ҫынсем автографпа парнеленӗ кӗнекесем те пур. Вӗсене Андриян Николаев космонавт, Расул Гамзатов поэт, Федор Моргун аграри-ученӑй, Василий Дмитриев историк, Вера Кузьмина артситка, Николай Овчинников художник тата ыттисем ала пусса парнеленӗ.
Куравра сӑнӳкерчӗксем, архив докуменчӗсем те пур.
