Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.8 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ванюшкасси

Ял пурнӑҫӗ
"Чувашский край" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Чувашский край" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри фермер турист центрӗ йӗркелеме ӗмӗтленет. Красноармейски округӗнчи Ванюшкассинче пурӑнакан Александр Терентьев пӗтӗм ҫӗршыври туристсене Чӑваш Ене илӗртесшӗн.

Александр тӑван ялта ашшӗн ӗҫне малалла тӑсас тесе юлнӑ. 2012 ҫулта унӑн пӗр кӗсре тытнӑ. Паян лаша шутне вуннӑна ҫитернӗ. Унсӑр пуҫне сурӑх нумай усрать. Чӗлхесӗр янавара ӗрчетме арҫынна ҫемйи пулӑшать: арӑмӗ тата виҫӗ ывӑлӗ.

Ял арҫынни хӑйӗн выльӑх-чӗрлӗхӗпе час-часах тӗрлӗ ярмӑрккӑпа уява тухса ҫӳрет. Унта вӑл ачасене лашапа ярӑнтарть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30397
 

Ял пурнӑҫӗ

Красноармейски районӗнчи Ванюшкасси ялӗ те хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче ял халӑхӗ уяв лапамне пухӑннӑ.

Ванюшкассисем ҫуралнӑ куна тӗплӗн хатӗрленнӗ. Сценӑна вӗсем «С праздником» баннерпа илемлетнӗ, саксем лартнӑ. Малтанах ванюшкассисене Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Андрей Владимирович Ванюшкассинче ӗҫчен ҫынсем пурӑннине палӑртнӑ. Ав нумаях пулмасть Вадим Николаев РФ Федераци Канашӗн пайташӗ пулса тӑнӑ.

Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Ольга Белоусовӑна, Геннадий Владимирова, Анатолий Леонтьева, Олег Леонтьева, Василий Лукина, Марина Платоновӑна, Зинаида Яковлевӑна тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентина Петрова пухӑннисене Ванюшкасси ялӗн историйӗпе паллаштарнӑ. Унтан тӗрлӗ конкурссем ирттерсе чи маттуррисене чысланӑ.

Концерт вӗҫленсен ташӑ каҫӗ малалла тӑсӑлнӑ.

Сӑнсем (41)

 

Персона Вадим Николаев
Вадим Николаев

Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртрӗ. Унта чылай ыйту пӑхса тухрӗҫ. Сесси, пытармасӑр каласан, хӗрӳ иртрӗ. Тӗслӗх вырӑнне нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тӗплӗ юсассипе ҫыхӑннӑ саккун проектне илме пулать. Хысна укҫи-тенкипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ чух та депутатсем тӗрлӗ шухӑш каларӗҫ. Кам мӗн калани депутат хӑш партире тӑнинчен пачах килмен тени вулакансене улталама пӑхни пулӗччӗ.

Юрӗ, кӑсӑклӑ та пӗлтерӗшлӗ йышӑнусен шутне Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчен суйланине кӗртмелле. Кун валли сессие депутатсем икӗ кандидат сӗннӗ. Пӗри – «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Михайлов, тепри — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» кандидачӗ Вадим Николаев. Чӑваш парламенчӗ республика интересне Мускавра Вадим Николаев лайӑхрах хӳтӗлейрет тесе шухӑшларӗ курӑнать — уншӑн сасӑларӗ.

Вадим Николаев — «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен хупӑ обществин пуҫлӑхӗ. 1959 ҫулта Красноармейски районӗнчи Ванюшкассинче ҫуралнӑ. Халӗ унӑн кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи пуҫлӑх пуканне пушатма тивет. Унсӑр пуҫне паянтан вӑл республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма пӑрахрӗ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх Пӗрлӗх правленийӗн йышӗ
Пӗрлӗх правленийӗн йышӗ

Ҫапла ҫирӗппӗн те уҫӑмлӑн калама, хамӑр сассӑма пама сӑлтавӗ те пур пирӗн. Чӗрӗк ӗмӗр пурӑнатпӑр, тӑрӑшатпӑр, малалла утатпӑр вӗт эпир. 1989 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Ҫак кун Трак тӑрӑхӗнчи пултарулӑх лаҫҫинче вӑй хуракансемшӗн, сӳнми ҫӑлтӑр евӗр, нихӑҫан манӑҫми кун пулса юлчӗ.

Тӗрӗссипе, историн анлӑ ҫул-йӗрӗнче Красноармейски районӗнче Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) ячӗпе хисепленекен культурӑпа ӳнер тата литература пӗрлӗхӗ чӑмӑртанни тӑван республикӑра — Чӑваш Енре ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлчӗ тесшӗн эпӗ. Чӑн малтанах ӑна йӗркелеме, пӗрремӗш утӑма ҫирӗппӗн ярса пусма ӑс-хакӑл, вӑй-хал тата, ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас тенешкел, анлӑ шухӑш-пуҫарӑва ҫутта кӑларма ҫине тӑнӑ ентешӗмсене ят-хушаматранах асӑнассӑм килет. Ҫав хастар йышра пӗрремӗш ретре халӗ Красноармейскинчи вӑтам шкулта ҫамрӑк ӑрӑва чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗлӳ паракан, Ҫырмапуҫ Карайра ҫуралса ӳснӗ, мӗн ачаранах фольклор тӗнчине парӑннӑ патвар шӑмшаклӑ, ҫирӗп утӑмлӑ, чӑн-чӑн чӑвашлӑхшӑн чун-чӗре уҫҫипе ҫунакан Виталий Михайлович Михайлова палӑртасшӑн.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 03

1863
163
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1979
47
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ