Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
https://forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта кӑнтӑрла ҫӑмӑл машина микроавтобус айне пырса кӗнӗ.

«Паджеро Спорт» хулари Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче хӑйӗн ҫулӗ ҫинчен тухса кайса хирӗҫ пыракан пассажирсене Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара турттаракан 331-мӗш автобуспа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре аманнӑ пилӗк ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Пульницӑна илсе кайнисен шутӗнче: «Мицубиси Паджеро» машинӑн 52 ҫулти водителӗпе унта ларса пынӑ хӗрарӑм тата автобусри виҫӗ пассажир.

 

Культура
Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗчи Кӳкеҫре фольклор уявӗ иртнӗ. Вӑл ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, пулнӑ.

Фольклор уявне Кӳкеҫ поселокӗн кунне палӑртнӑ май йӗркеленӗ. Унта Шупашкар тӑрӑхӗнчи фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнса пынӑ.

Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫуртӗнчи «Шупуҫ» фольклор коллективӗ те хутшӑннӑ. Коллектив ертӳҫи — Иван Васильев.

 

Кӳршӗре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш округӗнчи Сикккасси ялӗнчи Шпаковсен «Тарават» ҫемье ансамблӗ Тутарстанри Ҫӳлти Услон районӗнче иртнӗ фольклор ушкӑнӗсен фестивалӗнче пулнӑ.

Куракансем чӑваш юрӑҫисене кӑмӑллӑн йышӑннӑ, тӗрлӗ енлӗ культурӑна тивӗҫлипе хакланӑ. Чӑваш сӑрине те асӑрхамасӑр хӑварман. Ӑна Шпаковсем ӗлӗкхи рецептпа вӗретнӗ. Хӑнасем ӑна хаваспах тутанса пӑхнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15202
 

Спорт

Чӑваш Енри паллӑ спортсмен Владислав Поляшов ТНТ каналпа кӑтартакан «Титаны» спорт реалити сезонне хутшӑнать. Вӑл тӗп парнешӗн – 10 миллион тенкӗшӗн – кӗрешӗ.

Владислав 5 ҫултанпах спортпа кӑсӑкланма тытӑннӑ. Халӗ вара вӑл хӑй ҫамрӑк гимнастсене спортпа туслаштарать. Вӑл – спорт гимнастики енӗпе тӗнче чемпионӗ, тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Владислав 2020 ҫулта Токиора иртнӗ Олимп вӑййисене хутшӑннӑ.

Спортсмен шоуна хутшӑнма юлашки самантра заявка панӑ та суйлав витӗр тухнӑ. Шупашкар ятӗнчен унта хутшӑнакан пӗрремӗш ҫын вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23524
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пурӑнакан мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ.

Кулясовсем 1972 ҫултанпа пӗрле. Владимир Михайлович – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ. Валентина Ивановна вара тӑван ялӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.

Вӗсем пӗр ывӑл ӳстернӗ. Халӗ икӗ мӑнукпа тата пӗр кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15193
 

Культура
pravdapfo.ru сайтран илнӗ санӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ санӳкерчӗк

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн коллективӗ тесе алӑ пуснӑ ҫырӑва кӗскетсе пичетленӗ.

Ҫав ҫырӑва ӗненсен театр директорӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулма Андрей Попова лартнӑранпа театрта влаҫ сывлӑшӗ кӑна сисӗнет, театр пурнӑҫӗ сӳннӗ имӗш.

Ҫырура ҫырнӑ тӑрӑх, театртан пӗрне кӑларса яраҫҫӗ, теприне илеҫҫӗ, паха премьерӑсем те лартмаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, каҫхине, Шӑмӑрша районӗнчи Кивӗ Чукал ялӗнче ҫынна хӗненӗ. Шар курнӑ 24 ҫулти каччӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Вырӑнти йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмах тӗлӗшпе тӗпчев пуҫарнӑ та малтанласа ҫакна палӑртнӑ. Икӗ водитель ҫулпа ҫыхӑннӑ ыйтупа (мӗн пайлайманнине Чӑваш Енӗн Шӗмӗн кӗске хыпарӗнче пӗлтермен) тавлашса кайнӑ та ҫӑпӑҫсах кӗрсе кайнӑ-мӗн.

Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ.

 

Культура

Пирӗн ентеш Дмитрий Еремеев «Голос. Дети» проекта хутшӑнать. Ку – вокал конкурсӗ. Ӑна халӗ Мускавра хӗрсех ӳкереҫҫӗ.

Проект кӑҫалхипе вун иккӗмӗш сезонта иртет. Хальхинче наставниксен тивӗҫӗсене Аида Гарифуллина, Наталья Подольская, Дима Билан тата Владимир Пресняков пурнӑҫлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Валентина Кузнецова чунне пуканепе йӑпатать. Анчах выляса мар, паллах. Ҫамрӑк мар хӗрарӑм урӑхла чун киленӗҫӗ тупнӑ. Вӑл вӗсене ӑсталать.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗ ал ӗҫне мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхса ӳснӗ. Ку ӗҫе ӑна асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-тӗр, вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ) хӑнӑхтарнӑ. «Манӑн пуканесем яланах питӗ капӑрччӗ. Эпӗ вӗсене хитре тумлантарма кӑмӑллаттӑм», — каласа кӑтартать хӗрарӑм.

Пуканесене паян вӑл тӗрлӗ мелпе ӑсталать: пластикран, ҫӗтӗкрен те, мамӑкран та.

«Ал ӗҫӗ кӑмӑла уҫать», — тет ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑм.

 

Хулара
Just Brass ушкӑн
Just Brass ушкӑн

Ыран Ҫӗнӗ Шупашкар хули 65-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Концерт 16 сехетре пуҫланӗ. Унта хулари пултарулӑх ушкӑнӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх бульварӗ тата фудкорт ӗҫлӗҫ.

20:10 сехетре Just Brass ушкӑн сцена ҫине тухӗ. 21 сехетре фейерверк вӗҫтерӗҫ те ун хыҫҫӑн уҫӑ тӳпе айӗнчи ташӑ каҫӗ пуҫланӗ.

Ҫавӑн пекех Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче тата Тӗкӗрҫ ращинче те лапамсем ӗҫлӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, [94], 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, ... 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 734 - 736 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗнче тимлӗ пулмалла, тӑкакланма васкамалла мар. Унччен алӑ ҫитмен ӗҫсем юлнӑ тӑк халӗ шӑпах вӗсене пурнӑҫламалла. Ҫитес вӑхӑта плансем хатӗрлӗр, анӑҫлӑ самантсене ан вӗҫертӗр.

Раштав, 31

1898
127
Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ ҫыралнӑ.
1980
45
Шупашкар ГЭСӗн пӗрремӗш гидроагрегатне хута янӑ.
1995
30
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2012
13
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...