Политика
![]() chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере тата тепӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр 15-мӗш ларӑва пухӑннӑ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем хушшинче райадминистраци пуҫлӑхӗпе ҫыхӑнни те пулнӑ. Депутатсем Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне татассине тишкернӗ. Николай Евгеньевичӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ. Халӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Николава пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Унта хула ҫыннисем те, ялта пурӑнакансем те пынӑ. Муркаш районӗнчи Ҫармӑҫкассинче пурӑнакан Виталий Хлебников, ялта шыв ҫук тесе республика ертӳҫи патне ҫитнӗ. Ҫак нуша ялти 101 хуҫалӑха, вӗсенче 215 ҫын пурӑнать-мӗн, пырса тивнине пӗлтернӗ вырӑнти хастар. Шыв башнине тӗпрен юсама проектпа смета документацине йӗркеленӗ иккен-ха, анчах экспертсем ӑна хальлӗхе ырласа ӗлкӗреймен. «Проект экспертиза витӗр тухсан ӗҫе малалла тӑсӑпӑр», — шантарнӑ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Богданка» микрорайонти уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен хуҫалӑхӗсене тӗп шыв тытӑмӗпе ҫыхӑнтарасшӑн. Кун пирки ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Олег Николаев патне йышӑнӑва пынӑ Дмитрий Чернышов каланӑ. Ҫурт-йӗр хуҫисем хулари пуҫаруллӑ проектсен конкурсне хутшӑннӑ иккен, анчах вӗсен проектне суйласа илмен. Хула ҫыннисем тӑкакӑн 15 процентне хӑйсем ҫине илме кӑмӑл тунӑ-мӗн. Анчах паян саккун тӑкакӑн 20 процентран кая мар пайне саплаштарма ыйтать. Ыттине республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Пуҫаруллӑ проектсен конкурсӗнче ҫӗнтерес тесе тепӗр ҫӗрте ҫынсем тӑкакӑн 30 процентне те саплаштарма хатӗр иккен. Олег Николаев «Богданка» микрорайонти уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансене проекта ҫӗнӗрен йӗркелеме сӗннӗ. Вара конкурса тепӗр хутчен 2023 ҫулта хутшӑнма май килӗ. Е «Водоканал» акционерсен обществи уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсене шывпа тивӗҫтерме тытӑнассине кӗтсе пурӑнма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре малашне кӑшӑлвирусран ҫине тӑрсах вакцинациленмелле мар. Ку йышӑнӑва паян Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Надежда Луговская тунӑ. Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, вакцинаци тума плана кӗртнӗ ҫынсен 90 проценчӗ вакцинациленнӗ. Ҫавна май малашне ку йӗрке обязательнӑй майпа пулмӗ. Аса илтерер: юпан 11-мӗшӗнче сывлӑх сыхлавӗнче, социаллӑ хӳтлӗх, вӗренӳ тытӑмӗсенче тӑрӑшакансене пурне те прививка тума йышӑннӑ. Каярахпа ку списока 18 ҫул тултарнӑ студентсене, 60 ҫалтан аслӑраххисене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Малашне пуйӑҫра медицина маски тӑхӑнмасан та юрать. Ку инҫе ҫула каякан пуйӑссене пырса тивет. Кун пирки Раҫҫей чукун ҫулӗ пӗлтерет. Малашне проводниксем пассажирсен ӳт температурине виҫмӗҫ. Ҫавӑн пекех вакун-бисторсенче, вакун-ресторансенче социаллӑ дистанцие пӑхӑнмалла мар. Ҫапах хальлӗхе унчченхи пекех пуйӑса дезинфекцилӗҫ. Уйрӑмах – алӑксене, алӑк хӑлӑпӗсене, порученьсене. Сӑмах май, Мускавра нумаях пулмасть маска режимне пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче паян ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫунма тытӑннӑ. Унтан-кунтан тухнӑ ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ. Анчах полигон тӗтӗмпе йӑсӑрланса выртать. Кун тӗлӗшпе Чӑваш Ен прокуратури тӗрӗслев ирттерет. Ҫӳп-ҫап купине тивӗҫлипе пӑхса тӑманшӑн ведомство «Манӑн ҫурт» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Халӗ административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр ку организацие 250 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулса иртнӗ инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан водителӗн машининче унӑн икӗ ачи (пӗри тӑваттӑра, тепри улттӑра) пулнӑ. Инкек каҫхи ултӑ сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмахра 3 ҫын аманнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын хӑй тытса пыракан «Опель Корса» автомобильпе пӗр вырӑнта ларакан «Хендай Солярис» машинӑпа, унтан кайран «Киа Спортейдж» автомобильпе ҫапӑннӑ. Инкекре «Опель Корса» водителӗн икӗ ачи тата «Киа Спортейдж» машинӑн 27 ҫулти хӗрарӑм-водителӗ аманнӑ. «Опель Корса» машинӑн водителӗ хӗрӗнкӗ пулнӑ. Унӑн водитель удостоверенийӗн вӑхӑчӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчех тухнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна правасӑр тата ӳсӗр пуҫпа ҫула тухнӑшӑн патшалӑхӑн автоинспекторӗсем явап тыттарнӑ. Ун хыҫҫӑн та арҫын йӗркене кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви культурӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсене хаклама сӗнсе ведомствӑн сайтӗнче пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех хыпарланӑ. Ҫынсем вӑл е ку ӗҫе пахалама кая юлман-ха. Сасӑлава https://nk.cap.ru/poll/128 каҫӑпа иртсе хутшӑнма пулать. Хаклава Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 13-мӗш хутри 4-мӗш пӳлӗме ҫырупа та ярса пама май пур. Преми илме тӑратнӑ ӗҫсем хушшинче — «Хуркайӑк ҫулӗ» балет; «Чебоксары: город и горожане в работах художников из собрания Чувашского государственного художественного музея» тата «100 лет Чувашской автономии в произведениях Чувашского государственного художественного музея» кӗнекесем; «Цикл произведений живописи, посвященной Чувашии» ӗҫ; «Герои эпохи» документлӑ фильм; Ювенальевсем сувар-пӑлхарсен историне тӗпчесе кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти Октябрь: 50 ҫул урамра вырнаҫнӑ лавккана 42 ҫулти арҫын кӗрсе эрех, улма-ҫырла, шӑккалат йӑкӑртса тухнӑ. Вӑрра тупса палӑртма видеокамера пулӑшнӑ. Ҫак арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ пулнӑ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӑна раштавӑн 31-мӗшӗнче тата нарӑсӑн 2-мӗшӗнче лавккаран тавар вӑрланӑшӑн 360 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хальхинче те лавккана кӗрсе вӑрланине вӑл тунман. Ҫав каҫ арҫын алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ, унтан пӗр ывӑҫ иҫӗм ҫырли, икӗ мандарин, икӗ шӑккалат тата виҫӗ кӗленче эрех йӑкӑртса тухнӑ. Вӗсене кайран йӗрке хуралҫисем унӑн килӗнче тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтран илнӗ скриншот Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев муниципалитета ертсе пыма пӑрахнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Райадминистрацин ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйламалли конкурс комиссине паян республика шайӗнче палӑртнӑ та. Йыша «Чӑваш Республикинчи муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗ» ассоциацин ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов, ГКЧСӑн республикӑри комитечӗн председателӗ Сергей Павлов, республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Надежда Столярова, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республикин Администрацийӗн Шалти полтика управленийӗн консультанчӗ Юрий Ямсков кӗнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн адмнистрацийӗн пуҫлӑхне суйлама та паян конкурс комиссине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |