Вӗренӳ
Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре шкулсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру йывӑрланнӑ. Паян кун пирки оперштаб ларӑвӗнче вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра шкулта ӗҫлекен 27 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Пӗлӳ илекен 145 ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, шкулсенче чирлесси вунӑ хутчен ӳснӗ. Ун чухне кӑшӑлвируспа чирлекенсем 8-ӑн пулнӑ. Паянхи кун икӗ шкул дистанци мелӗпе вӗренет: Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри шкул-интернат тата Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗ. 31 шкулти 57 класс дистанци мелӗпе вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫул каҫхине арҫын ҫухалнӑ. Унтанпа ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ку хыпара «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку хыпара ШӖМ те ҫирӗплетнӗ. 54 ҫулти Юрий Жигалев раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑннӑ. Нимеҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын республикӑри кирек хӑш районта е хулара пулма пултарать. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, шакла вырӑнсем пур, куҫӗ хӑмӑр. Килтен тухса кайнӑ чухне арҫын хура куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Юрий Артемьев профессор, «Халӑх шкулӗ – Народная школа» журнал ӗҫченӗсем Канаш районӗнчи Сиккассинчи шкулта пулнӑ. Вӗсем унти учительсемпе, шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. ЧР Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ литература пӗлӗвҫи, критик, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Артемьев кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 81 ҫул тултарать. «Сиккасси – унӑн ҫуралнӑ енӗ. Чаплӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗнчи пӗрремӗш тӗлпулу уншӑн уйрӑмах хумхануллӑ. Савӑнмалли те, куҫҫуль юхтарса каласа памалли те чылай унӑн аса илӗвӗнче. Юрий Михайлович вӗрентекенсемпе вӗренекенсене хӑйӗн ачалӑхӗ, ялтан тухса кайнӑ хыҫҫӑнхи кун-ҫулӗ, паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки кӑсӑкли нумай пӗлтерчӗ. Сумлӑ хӑнана литература пӗлӗвӗн уҫлӑхӗнче, вӗрентӳ анинче хӑварнӑ ӗҫӗсемшӗн чунтан тав турӗҫ, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ», — тесе пӗлтернӗ хыпарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре тин кӑна омикрон штампа чирленӗ пӗр ҫын кӑначчӗ. Пӗр эрнере инфекциленнӗ тепӗр ултӑ ҫынна тупса палӑртнӑ. Кун пирки паян оперштаб ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ. Омикронпа чирленӗ ултӑ ҫынран пиллӗкӗшӗ Шупашкарта пурӑнать, тепри – районта. Вӗсем пурте 18 ҫултан аслӑрах ҫынсем, ачасем ҫук. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов омикрон штампа вакцинациленменнисем чирленине палӑртнӑ. Прививка тутарнисем пачах чирлемеҫҫӗ е ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пӗр хваттерте 41 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Ӑна вӗлерме пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти арҫын. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра пулнӑ ку. Ҫак 50 ҫулти арҫын, ӳсӗрскер, 41 ҫулти пӗлӗшӗн хваттерӗнче пулнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗнреххине кӑкӑрӗ тӗлӗнчен икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Пӗлӗшӗ ҫавӑнтах вилнӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
aerocheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ «ИрАэро» авиакомпани Шупашкартан пассажирсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине турттарма тытӑннӑ. Ҫапла вара асӑннӑ авиакомпани самолёчӗсемпе пирӗн республикӑран Краснодар, Минеральные Воды, Ҫӗнӗ Уренгой тата Дон ҫинчи Ростов хулисене ҫитме пулать. Ҫула «Sukhoi Superjet 100» суперджетсем тухаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Уренгойран самолёт эрнекун вӗҫсе килет. Вӑл унтан 12 сехетре хускалать, кунта 16 сехет те 50 минутра ҫитет. Краснодара пирӗн республикӑн тӗп хулинчен эрнекунсерен 17 сехет те 50 минутра тухса каять, 19 сехет те 50 минута ҫитерет. Краснодартан Шупашкара шӑматкунсерен килме пулать. Унтан суперджет 7 сехет те 25 минутра ҫула тухса Шупашкара 9 сехет те 35 минутра ҫитерет. Ҫав кунах самолёт Дон ҫинчи Ростов хулине 11 сехетре вӗҫсе каять, унта 13 сехете ҫитет те каялла килме 14 сехетре тухать. Дон ҫинчи Ростоври пассажирсем Шупашкара 16 сехете ҫитеҫҫӗ. 17 сехетре самолёт кунтан Минеральные Воды хулине вӗҫсе каять, унта 2 сехетрен ҫитерет. Минеральные Воды хулинчен Шупашкара самолётпа вырсарникунсерен килме пулать. Унтан самолёт 7 сехет те 40 минутра хускалса 9 сехет те 40 минута ҫитерет. Ҫав кунах самолётпа Ҫӗнӗ Уренгоя тухса кайма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче харӑсах темиҫе машина пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑннӑ. «Безопасный город» (чӑв. Хӑрушсӑр хула) аппаратпа программа комплексӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Е377ТВ 21» номерлӗ «Гранта» ҫула май пыракан «Патриот» хӑваласа ҫитнӗ те унран иртес тесе хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ, унтан «Тойотӑпа» ҫапӑннӑ. «Тойота» «Соляриспа» тата «Нивӑпа» ҫапӑннӑ. Инкекре никам та аманман. Инкекшӗн айӑплин хуҫи машинӑна страхламан пулнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Ҫӗктерте пурӑнакансем пӗр кунзне ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. «Волжские зори» урамри нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен ҫав нушана тӳсме тивнӗ. «Пирӗн чӑтӑмлӑха тӗрӗслеҫҫӗ курӑнать», — тесе ҫырнӑ ҫав ҫуртра пурӑнакансем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи пабликра. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енри регион управленийӗн центрӗн специалисчӗсем ҫӑхава яваплисем патне ҫитернӗ. Вӗсем вырӑнтан хӑвӑрт хускалнӑ. Тепӗр куннех ҫынсене ӑшӑ пама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри организацисенче тӑрӑшакансене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерсшӗн. Кун пирки оперштабӑн паян иртнӗ ларӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Капла тума республика ертӳҫм Олег Николаев ыйтнӑ. Ҫавна вӑл малтанах бизнес-пӗрлӗхсен ячӗпе каланӑ. Элтепер май килнӗ таран ытларах ҫынна килтен ӗҫлеттерме ыйтса каланӑ. Сахалтан та — ҫитес икӗ эрнере. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн йышланнӑ иккен. Ҫынсем килте ӗҫлесе ларсан транспортра та халӑх сахалрах ҫӳрӗ. Халӑха турттаракан транспорт Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта епле ӗҫленине вара ЧР Транспорт министерствине ҫирӗпрех тӗрӗслесе тӑма хушнӑ. Автобуссене вӑхӑтра дезинфекцилемелле, пассажирсемпе водительсен маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Pinterest сайтри сӑн ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви омикрон штампа чирленӗ пӗрремӗш ҫын хӑйне мӗнле туйнине пӗлтернӗ. Республикӑри тӗп терапевт Лариса Тарасова каланӑ тӑрӑх, вӑл 67 ҫулта, республика тулашне тухса ҫӳремен, вакцинациленнӗ пулнӑ. Анчах унтанпа 21 кун ҫитменнипе антителӑсем пулса ӗлкӗреймен. Пациентӑн чирӗ вӑтам йывӑр иртет, сывлӑхӗ тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем сиксе тухман. Сӑмах май, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейре 42 регионта 1682 ҫын омикрон штампа чирленӗ. Вӗсен 28 проценчӗ кӑшӑлвирусран икӗ компоненчӗпе те вакцинациленнӗ. Инфекциленнисен 70 проценчӗ чикӗ леш енче пулман. Лариса Тарасова тӗп терапевт прививка тутарнисем те омикронпа чирленине, анчах вӗсем чире ҫӑмӑллӑнрах ирттернине палӑртнӑ, халӑхӑн пысӑк пайӗ вакцинациленсен тин пандеми пӗтессине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |