Республикӑра
![]() Ыран, шӑматкун, Чулхуларан Шупашкара хӑвӑртлӑхлӑ «Валдайсем» ҫӳреме тытӑнӗҫ. Вӑл Чулхуларан ирхи 6 сехетре ҫула тухӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫак рейса тест режимӗнче темиҫе рейс тутарнӑ. Кӑҫал вара тахҫанхи йӑлана чӗртес тенӗ, ҫак маршрута навигаци графикне кӗртнӗ. «Валдай» ҫул ҫинче 4,5 сехет ирттерӗ, Шупашкарта тепӗр ҫавӑн чухлӗ ларӗ. Кун тӑршшӗ вӑрӑмланнӑ май 5 сехетех ларма пуҫлӗ. Ҫак вӑхӑт туристсене хула курса ҫаврӑнма ҫитетех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() buketleta.com сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче лавккасенче мӗн хакланнӑ? Мӗн йӳнелнӗ? Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрах, хакӗ самай ӳснисен йышӗнче - пуҫлӑ сухан, шампунь тата чӗрчунсене ҫитермелли типӗ апат. Ытти таварӑн хакӗ 3 процентран ытларах хӑпарман. Мӗн йӳнелнӗ? Хӑяр, ҫӑмарта, ача-пӑча подгузникӗ, арҫын нуски. Ҫавӑн пекех сӑнаса тӑракан чылай эмелӗн хакӗ чакнӑ. Шурӑ эрех 2,23 процент йӳнелнӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Как ходят деревья. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — паллӑ ҫыравҫӑ, классик Лев Толстой. Ҫӗнӗ кӑларӑма ача-пӑча валли ҫырнӑ калавсем кӗнӗ. Чӗрчунсен тата ӳсентӑран пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнекене икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетлесе кӑларнӑ. Калавсене вырӑсларан чӑвашла Валерий Алексеев куҫарнӑ. Кӑларӑма Светлана Бритвина художникӑн ӳкерчӗкӗсем илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "На связи" форумри сӑн СПИДран вилнисене асӑнмалли кун ҫывхарнӑ май ыран Шупашкарти "Каскад" суту-илӳ центрӗнче ҫак чир тата ВИЧ пуррипе ҫуккине тӗрӗслӗҫ. Унта кашниех пырса анализ пама пултарать. Йӑлтах анонимлӑ тата тӳлевсӗр. Анализа 13 сехет ҫурӑран пуҫласа 15 сехет ҫурӑччен илӗҫ. Республикӑри СПИД центрӗн консультанчӗсем ыйтусене хуравлӗҫ, ВИЧ пирки, ӑна мӗнле майпа ертме палтарни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫыннӑн ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче юбилейне паллӑ тума укҫа пулман. Вӑл никамӑн та мар тесе шухӑшланӑ машинӑна, «копейкӑна», тимӗр-тӑмӑра пама шутланӑ. Машина Мир проспектӗнче унӑн килӗнчен инҫех мар ларнӑ. «Копейка» ҫухалнине хуҫи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑрра тӳрех тытса чарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра унӑн ют ҫӗре тухса ҫӳреме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн варринче Йӗпреҫре пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑмӑн кредит тата пенси куҫмалли карточкӑсем ҫухалнӑ. Хӑҫан? Ватӑскер лайӑх астуман та, унӑн килне пӗрмаях шавлӑ ушкӑн пухӑннӑ. Телефон ҫине укҫа тӑкакланни пирки пӗлтерекен смс-ҫырусем килме тытӑнсан ҫеҫ кинемей карточкӑсем ҫухалнине ӑнкарса илнӗ. Пӗтӗмпе 5 пин ытла тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫакӑ палӑрнӑ: карточкӑсемпе Мускавра тата Мускав облаҫӗнче лавккасенче тӳленӗ. Ҫав шавлӑ ушкӑнри пӗр ҫын ҫеҫ ҫав регионта пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 47 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хайхискер кинемей ӗҫкӗ хыҫҫӑн ҫывӑрса каясса кӗтнӗ, унтан карточкӑсене вӑрланӑ та Мускава тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() tv21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра лифт ӗҫлеменнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки телеканалсенчен пӗри хыпарланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ. Видеорепортажра сӑмах 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи ҫуртсенчен пӗри пирки пынӑ. Унти 6-мӗш хутра 98 ҫулти ветеран пурӑннӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн управляющи компани лифта юсанӑ. Унтисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, электродвигатель юсавсӑр пулнӑ иккен. Надзор органӗ тӗрӗслевпе ҫитсен лифта темиҫе сехет хушшинче юсаса хута та яма май тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() auto.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын руль умне ӳсӗрле ларма питех те юратнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна юсанмалли колоние ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе пӗтеймен-ха. Ӳсӗр пуҫпа руль умне ларакан ҫынна унччен виҫӗ хутчен пуҫиле майпа явап тыттарнӑ. Пӗрре — 2018 ҫулхи ака уйӑхӗнче, тепре — 2019 ҫулхи ака тата утӑ уйӑхӗсенче. Ӑна ирӗкрен те хӑтарнӑ. Колонирен тухнӑ хыҫҫӑн вӑл права ҫук пулин те икӗ хутчен (2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тата юпа уйӑхн 17-мӗшӗнче) «ВАЗ – 21093» автомобиль рулӗ умне ларса тухнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӑна пӗринче Шупашкарти Ашмарин урамӗнче, тепрехинче Крупская урамӗнче тытса чарнӑ. Кайран вӑл йӗрке хуралҫисенчен пытанса пурӑннӑ. Халӗ ӑна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 1 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатас, транспорт рулӗ умне 5 ҫул хушши лартас мар тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.ru сайтри сӑн Паян Шуппашкарти Президент бульварӗнче вырнаҫнӑ Правительство ҫуртӗнчен ҫынсене эвакуациленӗ. Кӑнтӑрла электронлӑ почтӑна унта бомба хуни пирки ҫыру ҫитнӗ. Правительство ҫуртӗнче ӗҫлекен ҫынсене, унта килнисене - пӗтӗмпе 450 яхӑн ҫынна - урама кӑларнӑ. Телее, "бомба хунӑ" тесе килнӗ хыпар суя пулнӑ. Аса илтерер: кӑҫал нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче электронлӑ почтӑсене бомба хуни пирки хыпар килнӗ тесе чылай ача пахчипе шкула, суту-илӳ центрӗсене эвакуациленӗ. Кашнинчех ку суя хыпар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Евгений Питомцев сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗн ҫывӑхӗнче Андриян Николаев летчик-космонавтӑн агропортретне йӗркене кӗртме пуҫланӑ. Ҫакна пурнӑҫлаканӗсем – студентсемпе хӑйирӗкҫӗсем. Космонавтӑн агрпортретне 2012 ҫулта ӳкернӗ. Ун чухне ӑна энтузиастсем пурнӑҫланӑ, ҫӗре тракторпа тата мотоблокпа сухаланӑ. Сас паллисене вара ҫынсем кӗреҫепе чавнӑ. 2014 ҫултанпа унта никам та нимӗн те туман. Паллах, портрет санӗ 8 ҫулта ҫухалнӑ. Агропортрет Ҫавал юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ, вӑл 100x15 метр калӑпӑшлӑ. Проект пуҫаруҫи Юрий Иванов каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта вӗсем агропортрета ҫӗнетме хӑтланнӑ, анчах укҫа ҫитмен. Кӑҫал ӗҫсене нумаях пулмасть пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |