Ӗмӗрхи чикӗ урлӑ каҫнӑ Япони гражданӗсен шучӗ паян 92 139 ҫынна ҫитет. 1970 ҫултанпа кунашкал хисеп пулман. Кӑмӑла ҫӗклекен статистикӑна наци Минздравӗ ҫирӗплетнӗ. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗршывра Ваттисене сума сумалли куна паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ.
2023 ҫул хушшинче ҫӗр ҫулхи юбилее уявланӑ ҫынсен шучӗ 1 428 ӳснӗ, вӑл шутра 88,5 процент — хӗрарӑмсем.
Чи ватӑ хӗрарӑм хисеплӗ ята 116 ҫулхи Фуса Тацуми тивӗҫнӗ. Чи ватӑ арҫын ҫак планета ҫинче Хӗвел тавра 111 хут ҫаврӑнма пултарнӑ. Унӑн ячӗ — Гисабуро Сонобэ.
Палӑртса хӑвармалла, нумай пурӑнакансен шучӗпе рекорда Хӗвел хӑпаракан ҫӗршыв ҫур ӗмӗр ытла хушши ҫӗнетсе пырать, ҫапах та унашкал граждансен шучӗ 90 пин кӑтарту урлӑ каҫни — пӗрремӗш хут.
Ҫӗршывра нумай пурӑнакансен йышӗн статистикине 1963 ҫулта шута илме тытӑннӑ. Ун чухне ҫӗр ҫул урлӑ каҫнисен шучӗ 163 граждан кӑна пулнӑ.