Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Тутарстанри куракансем чӑваш спектаклӗсене курса киленеҫҫӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн гастролӗ паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Кӳршӗллӗ региона артистсем ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Виҫӗ кунлӑх гастроль вӑхӑтӗнче чӑваш артисчӗсем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван икӗ ӗҫне кӑтартма палӑртнӑ: Евгений Моисеев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Секрет волшебной комнаты» музыкӑллӑ квест-спектакле тата Алексей Дударевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ан пӑрахсам мана» спектакле. Артистсем Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Ҫӗпрел тата Упи ялӗсене, Теччӗ хулине ҫитме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх флармонийӗнче ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче патриотла юрӑсен концерчӗ иртӗ. Ӑна Олег Лундстремӑн культурӑпа ӳнере пулӑшас енӗпе ӗҫлекен фончӗ тата Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли йӗркелӗҫ. «Великого Отечества сыны» (чӑв. Аслӑ ҫӗршывӑн ывӑлӗсем) концерт 18 сехет те 30 минтура пуҫланӗ. Сцена ҫине Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин эстрадӑпа джаз оркестрӗ тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Андрей Макаров тата Наталья Ильц, Олег Лундстремӑн культурӑпа ӳнере пулӑшас енӗпе ӗҫлекен фончӗн солисчӗсем: Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Берестенко, пӗтӗм ҫӗршыври тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ Елена Цой — тухӗҫ. Программӑна «Знаете, каким он парнем был», «Я тоскую по Родине», «Все, что было», «Проснись и пой», «Эти глаза напротив», «Карнавал», «Синий лен», «Чёрный кот», «Притяжение земли» тата ытти композицие кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗмӗрт ҫурӑлнӑ. Апла, халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, ҫанталӑк сивӗтмелле. Чӑннипе вара кӑҫал ҫу уйӑхӗнче ӑшӑ йӗркеллӗ те пулман. Пӗрремӗш декада сивӗ тӑчӗ. Синоптиксем пӗлтерне тӑрӑх, унашкалли 15 ҫул пулман. Паллах, ҫынсем ӑшӑ ҫанталӑк кӗтеҫҫӗ. Анчах синоптиксем савантармаҫҫӗ: ҫумӑр сахалтан та 1 эрне ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ыран 13-18 градус таран ӑшӑтӗ. Тунтикун каллех сивӗтме пуҫлӗ. Кӗҫнерникун чи сивви пулӗ: 8-10 градус ҫеҫ. Ҫитес эрне вӗҫне ӑшӑтма тытӑнӗ, 20 градус ӑшӑ ҫу уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче анчах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем кондитер фабрикинче ӗҫлекен хӗрарӑм аманнӑ тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман. Инкек кӑҫалхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра пулнӑ. Шупашкарти предприятисенчен пӗринчи кондитер цехӗнчи газ кӑмакин операторӗ вафли кӑмакине тасатнӑ. Хӗрарӑм аллине кӑмакана чиксе ярсан сылтӑм ал лапписӗр тӑрса юлнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра суд экспертизисем иртӗҫ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Канаш районӗнче ӳсӗр водитель инкеке лекнӗ. Анат Сурӑм ялӗ ҫывӑхӗнче А-151 автоҫулпа пыракан водитель ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӑтӑрмах 21 сехет те 32 минутра пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн управленийӗнче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «Renault Megane» автомобиль (унӑн патшалӑх номерӗ — В759СС 21) ҫула май пыракан «Volvo» машина ҫине пырса кӗнӗ, ун хыҫҫӑн кювета чӑмса кутӑн ҫавӑнса ӳкнӗ. «Renault Megane» рулӗ умӗнчи водитель, 25 ҫулти каччӑ, ӳсӗр пулнӑ. Вӑл ӳсӗрле руль умне ларнӑран пакунлисен куҫӗ тӗлне унччен те ҫакланнӑ. Ӗҫнӗ хыҫҫӑн каллех машинӑпа ҫула тухнӑшӑн ӑна пуҫиле майпа явап тыттарӗҫ. Хальлӗхе вӑл больницӑра суранӗсене сиплет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче 16 тата 17 ҫулсенчи ҫамрӑксем пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӗсене ҫынна малтанласа калаҫса татӑлса, хӗҫпӑшал евӗр япалапа усӑ курса ҫаратнӑшӑн явап тыттарӗҫ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин подъездӗнчи 4-мӗш хутра пулса иртнӗ. Ӳсӗр икӗ ҫамрӑк хӑйсем унччен палламан 37 ҫулти хӗрарӑма тапӑннӑ. Пӗри ӑна водка кӗленчипе пуҫӗнчен ҫапнӑ, тепри хӗрарӑмӑн карас телефонне туртса илнӗ. Хӗрарӑма ҫапла майпа 10 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Яшсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫесем суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 1zoom.ru сайтри сӑн Республика уявӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 23-26-мӗшӗсенче, Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» фестиваль иртӗ. Унта Раҫҫейри тата хамӑр патри сӑра савучӗсем, сӑра вӗретекенсем хутшӑнӗҫ, чи лайӑх ӗҫмен дегустацийӗ пулӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку мероприятие кашни ҫулах ирттерме палӑртнине каланӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен – Раҫҫейре хӑмла чи нумай туса илекен регион. Пирӗн патра ҫулталӑкра 180 тонна хӑмла пухаҫҫӗ, Раҫҫейӗпе - 7,5-8 пин тонна. Пирӗн республикӑра ҫӗршывра туса илне хӑмлан 90 процентне хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ҫухалнӑ. Тӑванӗсем кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. 61 ҫулти Николай Кириллович Арюхин ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ӑҫталла? Никам та пӗлмест. Тепӗр кунхинех тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Николай ҫухалнине малтан арӑмӗ асӑрханӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен кун пек нихӑҫан та ҫухалман. Николай Арюхин килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм шӑлавар, ҫутӑ футболка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89613472998 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() © AP Photo / Kirsty Wigglesworth Нумай вӑхӑт хушши чирлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн Пӗрлешнӗ Араб Эмирачӗсен 73 ҫулхи президенчӗ Халифа бен Зейд Аль Нахайян вилнӗ, кун пирки официаллӑ Эмиратсен агентстви пӗлтернӗ. «Президент ӗҫӗсен министерстви ПАЭ халӑхне, арабпа ислам нацине тата пӗтӗм тӗнчене ПАЭ Аслӑ Президенчӗ шейх Халифа Бен Зейд Аль Нахаян вилнишӗн хурланнине пӗлтерет», — тенӗ пӗлтерӳре. Вӑл Эмирата никӗсленӗ Зейд Аль Нахайянӑн аслӑ ывӑлӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче ПАЭ президенчӗ ҫӗршыва ерсе пырас ӗҫсене хутшӑнман та темелле, ҫак пӗтӗм ӗҫе Абу-Даби эмирачӗн тӗп хулин принцне Мухаммед бен Зейда туса пыма шаннӑ пулнӑ. Халифа бен Зейд Аль Нахайян президентӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑран Пӗрлешнӗ Араб Эмирачӗсен ертӳлӗхӗ ҫӗршывра виҫӗ кунлӑх траур пулнине пӗлтернӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче мӗнпур патшалӑх учрежденийӗсемпе уйрӑм ҫынсен компанийӗсем ӗҫлемӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Чапаев. Вечность за час» премьерӑна кӑтартнӑ. Пьеса авторӗ — Владислав Николаев, режиссёрӗ — Дмитрий Михайлов. Тӗп сӑнара, Василий Чапаев рольне, моноспектакльте Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Леонид Яргейкин калӑпланӑ. Пьеса авторӗ Владислав Николаев калашле, пирӗн тӑрӑхран мухтавлӑ ентешсем йышлӑн тухнӑ. Вӗсем — Петр Егоров, Никита Бичурин, Иван Яковлев, Алексей Крылов, Василий Чапаев, Андриян Николаев... Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ легендарлӑ Василий Чапаев ҫинчен спектакль хатӗрлес тенӗ. Моноспектакль валли пьеса ҫырса пама драматургран Дмитрий Михайлов режиссёр ыйтнӑ. Ӗҫе пуҫаниччен Владислав Николаев Василий Иванович ҫинчен нумай кӗнеке вуланӑ, документлӑ фильмсем пӑхнӑ, тӗнче тетелӗнчи тӗрленчӗксемпе паллашнӑ, Фурмановӑн романне те вуласа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |