Республикӑра
![]() www.filantrop.ru сайтран илнӗ скриншот Пултарулӑх енӗпе ӑнӑҫу тӑвакан Чӑваш Енре пурӑнакан сусӑрсен «Филантроп» пӗтӗм тӗнчери премие ҫӗнсе илес шанчӑк пур. Ун пек конкурса пуҫласа 2000 ҫулта ирттернӗ. Ӑна 2 ҫулта пӗрре йӗркелеҫҫӗ. Ҫак ҫулсенче унта 36 ҫӗршыври тата ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнчи 10 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Премие пурӗ 470 ҫын тивӗҫнӗ. «Филантроп» премие ӑслӑлӑхпа техника, вӗрентӳ, культура, литература тата ӳнер енӗпе палӑрнисем хутшӑнаяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "На связи" форумри сӑн Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртсен, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнче хӗрарӑм машина айне пулса вилнӗ. "Город грехов" проект пӗлтернӗ тӑрӑх, авари Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинче пулнӑ. Хӗрарӑм юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, ун ҫине "Мерседес" пырса кӗнӗ. Шел те, хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн черетлӗ, 98-мӗш сезонне, хупма хатӗрленет. Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пултарулӑх ушкӑнӗ сцена ҫине «Гордимся Родиной своей» (чӑв. Тӑван ҫӗршывпа мӑнаҫланатпӑр) программӑпа тухӗ. Ӑна Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен культура эткерлӗхне тата пуян историне халаллӗҫ. Программӑна «Сурский рубеж. Помни. Знай. Не забывай» (чӑв. Сӑр чикки. Асту. Пӗл. Ан ман) номерпе уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Концерта ҫавӑн пекех ансамблӗн классика фондӗнчи вокалпа хореографи композицйӗсене кӗртӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫсенчен Лолита Чекушкина музыкипе хатӗрленӗ «Чуна уҫма юрла тӑван» сюитӑна асӑнса хӑварма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() proprikol.ru сайтри сӑн Шупашкарти Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, сусӑрӗсене, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юлашки призыва хутшӑннисене таксипе тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗҫ. Ветеранӑн е унӑн официаллӑ представителӗн телефон номерне Пенси фондӗнче регистрацилемелле. Такси чӗнмешкӗн ветеран ҫумне ҫирӗплетнӗ соцӗҫчен патне шӑнкӑравламалла. Пӗр ҫын пуҫне 3 пин тенкӗ таран субсиди уйӑрса парӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен парнӑҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пӑши чупса ҫӳренӗ. Ӑна унта пурӑнакансем видео ӳкернӗ. Пӑши шкул умӗнче чупса ҫӳренӗ, ниҫта кайма пӗлмесӗр тимӗр карта ҫине те пырса тӑрӑннӑ. Кайран ҫак пӑшие водительсем Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче те курнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Улатӑр тата Шупашкар районӗсенче пӑшисене машина ҫапса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музей халӑх ҫипуҫӗпе «Во всех ты, Душенька, нарядах хороша! Весна» (чӑв. Мӗнпур тумпа эсӗ илемлӗ, ҫуркунне) куравра паллаштарать. Хальхи вӑхӑтра унта халӑх тумӗпе паллашма май пур. Музей коллекцийӗнче — халӑх ҫипуҫӗн 3 пин ытла япали. Ҫӗнетнӗ куравра хресчен тата хула ҫынни ҫуркунне тӑхӑнакан ҫипуҫа курса хаклама пулать. Экспозицин пӗрремӗш пайне ял пурнӑҫне, йӑла-йӗркене, уявсене халалланӑ. Ҫуркунне ҫурхи ӗҫсене ирттереҫҫӗ. Ун чухне Мӑнкуна уявлаҫҫӗ. Экспозицин иккӗмӗш пайӗ хула ҫыннисен ҫак вӑхӑтри пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян ирхи 10 сехетре Шупашкар районӗнчи Аркасси ялӗ ҫывӑхӗнче уйра типӗ курӑк ҫуннӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Аркасси ҫывӑхӗнче ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм коттеджсем патӗнчен "Вятка" ҫул еннелле "Ирбис" автозаправка еннелле сарӑлма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнче Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнине палӑртнӑ. Паян унта Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем пулнӑ. Шыва тӗрӗслемешкӗн илнӗ. Ведомство анализ пӗтӗмлетӗвне каярах пӗлтерӗ. Сӑмах май, Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнӗ тӗслӗх 2013, 2014 тата 2018 ҫулсенче пулнӑ. Икӗ хутӗнче айӑпли "Юрма" пулнине палӑртнӑ, кайран "Чӑвашбройлерӗ" тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса явап тыттарнӑ. Хальхинче кам айӑплӑ? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() vk.com/kugesionline Шуашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырӑнти хастарсем Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫулсеренех чупу йӗркелеҫҫӗ. Ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑртӑвне кӑҫал та ирттерме палӑртнӑ. Унта спорта юратакан тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тухма пултараҫҫӗ. Тупӑшса чупни кирлӗ мар. Чи кирли — хутшӑнни. Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чупӑва хутшӑнас кӑмӑллисен ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа 7 сехет ҫурӑччен пуҫтарӑнмалла. Старт 8 сехет те 30 минутра Иккассинчен тытӑнӗ. Ҫапла вара спортсменсем «Иккасси-Кӳкеҫ» маршрутпа чупса тухӗҫ. Вӗсем район центрӗнчи Паллӑ мар салтак ячӗпе лартнӑ палӑк умне ҫитсе чарӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Ҫӗнтерӳ кунне халалласа уяв программи хатӗрленӗ. Ушкӑнӑн пултарулӑхне хаклакансем концерта Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра тата Вӑрнарта курайӗҫ. Хӗрлӗ лапамра концерт ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ, Вӑрнар администрацийӗ ҫумӗнчи лапамра ҫав кунах 20 сехетре пулӗ. Куракансем валли ушкӑн «Ҫар ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗ», «Ҫуркунне» вокалпа хореографи сюитисем, «Гвардейская полька», «Яблочко», «Голубы её глаза» номерсем тата ытти те хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |