Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Сергей Кузнецова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев нумаях пулмасть алӑ пуснӑ.
Сергей Павлович Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вокалист-солист пулса ӗҫлет. Хисеплӗ ята ӑна театр ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫшӗн тата пултарлӑх енӗпе нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн пама йышӑннӑ.
Сергей Кузнецов Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл Раҫҫей тава тивӗҫлӗ арптистки, чӑваш халӑх артистки А. Сергеева-Зинкина класӗнче вӗреннӗ, кайран Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче аспирантурӑра пӗлӳ илнӗ. Унта вӑл Тутартсан халӑх артистки А. Шагимуратова класӗнче пултарулӑха туптанӑ.
2010 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет.
