Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Нерядово ялӗнче хӗрлӗ армеецӑн Алексей Семенович Масловӑн ӳчӗн юлашкине пытарнӑ. Ӑна «Воин» шырав отрячӗ тупнӑ.
Ҫав вырӑнта 1942 ҫулхи чӳк вӗҫӗнче 24-мӗш ҫар Дон патӗнче малалла кайса тӑшмана ҫавӑрса илме палӑртнӑ. Анчах операци ӑнӑҫсӑр иртнӗ, нимӗҫсем Дон урлӑ каҫса ҫӗнӗ позицисене йышӑннӑ.
Алексей Маслов 1909 ҫулта ҫуралнӑ, авланнӑ, мӑшӑрӗпе 3 ача ӳстернӗ. Фронта ӑна 1942 ҫулхи ҫулла илнӗ.