Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ӳнер музейӗ. 2010 ҫул, раштав уйӑхӗ. Админ сӑнӗ.
Ӳнер музейӗ. 2010 ҫул, раштав уйӑхӗ. Админ сӑнӗ.

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Александр Никонорович Алимасов куравӗ уҫӑлать. Ӑна пултаруллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ.

Курав раштавӑн 17-мӗшӗнче 16 сехетре пуҫланать.

Ӳнер музейӗн адресӗ: Шупашкар хули, Калинин урамӗ, 60 ҫурт.

 

Алимасов Александр Никонорович — чӑваш ӳнерҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. 1935 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Ермолкино ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1995). Шупашкарти ӳнер училищине (1964 ҫулта), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне (1974) вӗренсе пӗтернӗ. Телевиденире ӗҫленӗ, педагогика институтӗнче, ӳнер училищинче вӗрентнӗ. Чӑваш Республикин Мускаври елчӗлӗхӗ ыйтнипе Александр Никонорович чӑвашсен чи паллӑ ҫыннисен сӑнӗсене (Н.Я. Бичурин, Н.И. Ашмарин, И.Я. Яковлев, П.

Малалла...

 

ЧПГӐИ ҫурчӗ
ЧПГӐИ ҫурчӗ

Раштавӑн 21-мӗшӗнче, ытларикун, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче „Чӑваш тата тутар халӑхӗсен кун-ҫулӗнчи атӑлҫи пӑлхарӗсен эткерлӗхӗ“ ятпа ӑслӑлӑхпа теори семинарӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 15 сехетре. Семинар институтӑн вулав пӳлӗмӗнче пулӗ.

 

ЧПГӐИ адресӗ: Шупашкар, Мускав пр., 29, 1 корп. Кунта 3, 4, 7, 12, 19 троллейбуссемпе, 1,15, 22, 23 автобуссемпе ҫитме пулать.

 

«Ак Барс» кану центрӗ
«Ак Барс» кану центрӗ

Раштавӑн 22-мӗшӗнче Хусанти ҫамрӑксен «Ак Барс» кану центрӗнче 18.30 сехетре чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем хусансене ҫывхаракан Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламлӗҫ.

Сире кӗтеҫҫӗ — Валентина Кузнецова, Алексей Московский, Григорий Вакку тата ыттисем.

Концерт вӑхӑтӗнче куракансем «Сувар» хаҫата ҫырӑнма пултараҫҫӗ.

«Ак Барс» адресӗ: Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 1 ҫурт.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/
 

Раштавӑн 1-мӗшӗнче, «Трак Ен» сайт пелтернӗ тӑрӑх, Красноармейски районӗнче Германири Ангальт ҫӗрӗн Хресченсен Пӗрлӗхӗн директорӗ Гайнц Фиренклес господин пулнӑ.

Вӑл Трак ене, «Чӑваш Енри ялти тӑрӑхсене аталантарасси» чӑвашсемпе нимӗҫсен пӗрлехи проекчӗпе интересленнӗ май, кӗске вӑхӑтлӑх эксперт пулса килнӗ. «Эпӗ отпускра мар, ӗҫре. Сирӗнтен вӗренмелли ҫук мар», — терӗ Гайнц Фиренклес. Хӑна, чӑн та, ку тӑрӑхра пӗрремӗш хут мар. Кӑҫалхи шӑрӑх ҫу кунӗсенче вӑл В. А. Васильева хресчен-фермер хуҫалӑхӗн Сартӑванти ӗне ферминче пулса курнӑччӗ. Хальхинче те кунта ҫитсе килме шухӑшланӑ иккен. «Унчченхипе танлаштарсан, фермӑра ырӑ улшӑнусем ҫук мар», — палӑртрӗ Германи хӑни. Сартӑван ферминче, Венера Андреевна ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пысӑк юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ертӳҫӗ шухӑшӗпе вӗсене ирттермесӗр, фермӑра вӑй хуракансене тивӗҫлӗ условисем туса памасӑр ӗнесен продуктивлӑхне малалла хӑвӑрттӑн ӳстереймӗн. Паллах, лайӑх та паха опыта та алла илмеллех, малта пыракансенчен, сӑмахран, Германири туссенчен те, вӗренмелле.

Малалла...

 

Энӗшпуҫ ял сӑнӗ
Энӗшпуҫ ял сӑнӗ

Нумай пулмасть Атӑлҫи федераллӑ округра халӑх ӗҫӗ-хӗлӗнчи хӑрӑшсӑрлӑха тивӗҫтерес тӗлӗшпе ирттернӗ ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Пурӗ 200 ытла хутшӑннӑ, вӗсен хушшинче Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗ пӗрремӗш вырӑна тивӗҫме пултарнӑ, тесе пӗлтерет Чӑваш наци радиовӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ ку ял тӑрӑхӗнче кашни кил умӗнче шыв катки ларать, кашни ҫул халӑхпа вут-кӑвар хӑрӑшлӑхӗ пирки калаҫу ирттереҫҫӗ, 2 пушар машини (вӗсем 4 яла пӑхса тӑраҫҫӗ) пур. Ҫавӑн пекех кунта ял халӑхне пушар пирки пӗлтерессине те лайӑх йеркеленӗ — пурӗ 5 сасса вӑйлатакан аппарат пур.

Ҫакна та каласа хӑварас пулать: Энӗшпуҫ ялӗнчен пушарпа кӗрешекен хӗсмете 30 ытла офицер вӗренсе тухнӑ. Вӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ. Ялти шкулта та вӗсен ӗҫне ҫутатакан музей пур.

 

Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи (Тутарстан) Упи ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул юрӑ-ташӑпа, кӗвӗ сассипе кӗрлесе тӑчӗ. 150 ача вӗренекен шкул алӑкне уҫса кӗрсенех праҫник тумӗ тӑхӑннӑ ачасем, тӗрлӗ тӗслӗ бал кӗписем тӑхӑннӑ чиперккесем, хӑнасем нумай пулни кунта уяв пынине систерчӗ. Ҫак кун кунта пуҫламӑш классенче вӗренекенсен эрни вӗҫленнӗ, Аннесен кунне уявланӑ, тата ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ поэт, драматург, куҫаруҫӑ тата журналист Георгий Васильевич Зайцев-Тал-Мӑрса ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Анне кунне паллӑ тума ачасем ҫӗр ҫинчи чи юратнӑ та чи ҫывӑх ҫыннисене — амӑшӗсене йыхравланӑ. Вӗсем валли концерт лартса панӑ, ӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ, унтан хӑйсен аллисемпе хатӗрленӗ тӗрлӗ сувенир, ӳкерчӗк, теттесем парнеленӗ. Вӗсене вара мӗнле материалтан кӑна хатӗрлемен: тӗслӗ хутсенчен, ҫулҫӑ, ҫип, ҫитсӑ пусмаран, пластилинран, кӑранташ вӗҫленӗ турпасӗсене те сая яман. Ачасене ертсе пыраканӗ — Людмила Петровна Сердцева.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/3402.html
 

Ҫатра-Лапсар шкул ачисем ӑсталанӑ лашасем
Ҫатра-Лапсар шкул ачисем ӑсталанӑ лашасем

Раштавӑн 18-мӗшӗнче, шӑматкун, Шупашкарти вӗренӳ институтӗнче кӑҫал иртнӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмартӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслатпӑр! Пуҫламӑшӗ — 11 сехетре!

Чыслава эпир ӑмӑртура мала тухнӑ пур шкул ачине те пур вӗрентекене те чӗнетпӗр! Сире, ҫак ӑмӑртура хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултарнисене, хаклӑ парнесем кӗтӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хӑйсен хайлавӗсемпе те паллаштарӗҫ пулӗ тетпӗр.

Мероприяти 2-3 сехет пырӗ.

 

Программӑра: ӑмӑрту йӗркелӳҫисен, вӗренӳ институтӗнчен ӗҫлекенсен сӑмахӗ, пӗчӗк кӑна концерт (Вера Панкратовӑпа Валерий Архипов пулӗҫ). Ачасемпе тӗлпулма Георгий Краснов ҫыравҫа чӗнме пулӑртнӑ. Мероприятие ертсе пыма Вера Никоноровӑна шанса патӑмӑр.

 

РАШ
02

И.Я.Яковлев ячӗллӗ обществӑн — ҫӗнӗ пуҫлӑх
 Николай Ларионов-Йелмел | 02.12.2010 15:51 |

Чӗмпӗр облаҫӗнчи И.Я.Яковлев ячӗллӗ ҫутӗҫ обществи — регионти ҫӗнӗ саманари чӑваш наци юхӑмӗнчи пӗрремӗш пӗрлешӳ. Пӗрремӗш председатель И.С.Кирюшкин пулнӑ. Ҫак общество тӑрӑшнипе «Канаш» хаҫат, чӑвашла телекӑларӑм уҫӑлнӑ, ытти ӗҫсем пуҫланнӑ.

Ҫак кунсенче общество правленийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта С.Г.Ярославская хӑйне председатель ӗҫӗнчен хӑтарма ыйтрӗ. Правлени членӗсем ун ыйтӑвне тивӗҫтерчӗҫ.

Обществӑн ҫӗнӗ председателӗ пулма Алексей Алексеевич Мордовкина суйларӗҫ.

 

Чӳкӗн 26-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалланӑ студентсен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Пурӗ икӗ секци ӗҫлерӗ: «Филологири актуаллӑ ыйтусем» тата «Культурологири ҫивӗч ыйтусем». Студентсем хӑйсем хатӗрленӗ ӑслӑлӑх доклачӗсемпе тухса калаҫрӗҫ, хӑйсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Пӗрремӗш секцире О. Иванова, С. Садовникова, Н. Блинова; иккӗмӗш секцире А. Николаева, С. Леонтьев, Т. Яковлева дипломсем илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Конференцине хутшӑннӑ студентсене тата вӗсен наука ертӳҫисене ҫывхарса килекен факультет уявӗн ячӗпе саламлатпӑр.

 

Сивӗ... Сивӗ ҫанталӑк... Сивӗ ҫанталӑк ку ӑшӑ чӳк уйӑхне кӗтмен-ҫитмен пек килсе кӗчӗ, пӗр самантрах хӗл кунӗ тавралӑха хӑй аллине илчӗ. Хӑй ҫинчен асаилтерчӗ. Хӗл ҫитрӗ. Урамра та, календарьпе те. «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума та вӑхӑт ҫитрӗ. Унпа паллашнӑ май вӑл сире кӑшт та пулин ӑшӑтатех тесе шутлатпӑр. Сивӗ хӗл сивви те туйӑнмӗ...

Кӑҫалхи ӑмӑрту епле иртни самай пирӗн кӑмӑла кайрӗ. Малтанхисене вӗренӳ министерстви хутшӑнатчӗ пулсан, кӑҫалхи йӗркелӳҫӗсен шутӗнче вӗсем пулмарӗҫ. Вӗсене те ҫӑмӑлрах пулчӗ пулӗ, пире те ку самай ирӗк пачӗ. Вӗсем пӗлтернине кӗтмесӗр пӗтӗмлетӗве эпир паянах, раштавӑн пӗрремӗш кунӗнчех, пӗлтерме пултаратпӑр! Пурӗ 140 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ытларах та ярса пачӗҫ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрине, ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳсӗр пулнӑран, йышӑнма май пулмарӗ. Чылайӑшӗ эпир фантастика конкурсне ирттерни ҫинчен манса кайнӑ пулас — пӗр чӗптӗм те пулин тупма май ҫуккӑччӗ. Эпир вӗсене йышӑнтӑмӑр, анчах та хайлавӗ темле чаплӑ пулсан та вырӑн памарӑмӑр.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3788, 3789, 3790, 3791, 3792, 3793, 3794, 3795, 3796, 3797, [3798], 3799, 3800, 3801, 3802, 3803, 3804, 3805, 3806, 3807, 3808, ... 3912
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...