Нарӑс уйӑхӗн ҫирӗм тӑххӑрмӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнчи культура ҫуртне кӑвак ҫулӑм ҫитрӗ. Ҫав ятпа ӗнер, пуш уйӑхӗн ултӑмӗшӗнче, культура ҫуртӗнче уяв пулчӗ. Пӗтӗм ял-йыш уява пухӑнчӗ. Халӑх умӗнче Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрахӗн пуҫлӑхӗ Михайлова Манефа Александровна тухса калаҫрӗ. Вӑл газ кӗртнӗ чух ӗҫлесе пулӑшнӑ ҫынсене тав турӗ. Ҫавӑн пекех малалла та кар тӑрса нимесене хутшӑнса хамӑр пурнӑҫа лайӑхлатма чӗнчӗ. Уяв хаваслӑ иртрӗ. Халӑх умӗнче Сӗнтӗрпуҫӗнчи шкулта вӗренекенсен ушкӑнӗ концерт лартса пачӗ. |
«News mail.ru» хыпарӗсем
Ульяновск пуҫлӑхӗ Сергей Ермаков хулана малтанхи ятне — Чӗмпӗре (вырӑсла — Симбирск) тавӑрас пуҫару ӗҫне тапратса янӑ.
Авал хула ҫак ятпа 1924 ҫулчен пурӑннӑ. Облаҫне вара хальхи ятнех – Ульяновск (вырӑсла) облаҫӗ — хӑварма сӗннӗ. «Чаплӑ янташӑн астӑвӑмне хисеплесе, облаҫ ячӗ Ульяновск юлтӑрах», — шутлать хула ертӳҫи.
2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӗмпӗр карманӗ туса лартнин 360 ҫулӗ ҫитет. Унсӑр пуҫне, 2012 ҫулта хула шӑпипе тачӑ ҫыхӑннӑ Иван Гончаров ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 200 ҫул тулать.
Чӗмпӗрте нумай паллӑ ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем: Иван Гончаров, Денис Давыдов, Николай Языков, Николай Карамзин тата патшалӑх ӗҫтӗшӗсем: Александр Керенский, Владимир Ульянов (Ленин) ҫуралнӑ. Чӗмпӗре (Симбирска) Ленин вилнӗ хыҫҫӑн 1924 ҫулта Ульяновск ята куҫарнӑ, ас тивтерет ИТАР-ТАСС. |
Иртнӗ эрнере Тури Ҫӗрпӳкасси шкулӗ 90 ҫул тултарнине халалланӑ мероприяти иртрӗ. Юбилее паллӑртма шкултан вӗренсе тухнисем, вырӑнти пуҫлӑхсем тата ыттисем ҫитрӗҫ. Пуринчен те ытларах уява пуҫтарӑннисем пенсине тухнӑ вӗрентевҫӗсемпе ветерансене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ хӑнасем шутӗнче Сергеев Владимир Максимовичпа Лев Васильевич Медведев та пурччӗ. Пӗри 1971-78 ҫулсенче, тепри 1978-87 ҫулсенче шкул директорӗ вырӑнне йышӑннӑ. Уява пуҫтарӑннисем шкул ҫитӗнӗвӗсене аса илчӗҫ, уйрӑмах шкултан вӗренсе тухса пысӑк вырӑна ҫитнӗскерсене. Шкултан вӗренсе тухнисем шутӗнче 6 ӑслӑлӑх кандидачӗ, 1 тава тивӗҫлӗ ял хуҫӑлӑх ӗҫченӗ. 12 ҫынна тӑван колхозра вӑй хунӑшӑн орденпа чысланӑ. Уява шкул директорӗ Живоев Игорь Нестерович уҫрӗ. Вӑл ку вырӑна 1996 ҫултанпа йышӑнать. Игорь Нестерович пухӑннӑ ханасене шкул кун-ҫулӗпе, йывӑрлӑхӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех ырӑ сӑмахсемпе район ертӳҫи Александр Криков, районӑн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Шереметьева тухса калаҫрӗҫ. Ачасем те ку уява тӑрӑшса хатӗрленнӗ — вӗсем ку куна кӗтсе сочиненисемпе сӑвӑсем ҫырнӑ, ӳкерчӗксем ӳкернӗ. |
Элӗк районӗн ЗАГСӗ иртнӗ 2 уйӑха пӗтӗмлетрӗ. Кӑҫал ку вӑхӑт хушшинче районта 34 ача ҫуралнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхипе танлаштарсан 10 ачапа ытларах. Пурӗ 19 арҫын ачапа 15 хӗрача ҫуралнӑ. Арҫыначасене ытларах Дмитрийпе Артемий ятсене, хӗрачасене Анастасия ята хунӑ. Сайра тӗл пулакан ятсене илсен Синтийӑпа Симира ятсене асӑнмалла. Пӗрремӗш ача 6 ҫемьере ҫуралнӑ, 13 кил-йышра — 2-мӗш ача, 11-ӗшӗнче 3-мӗш ача пулнӑ. Икӗ ача тӑваттӑмӗш, тепӗр икӗ ача пиллӗкмӗш ача шутӗнче ҫуралнӑ.
2 уйӑх хушшинче района 50 ҫын вилнӗ (ку вӑл пӗлтӗрхипе танлаштарсан 9 ҫын сахалрах).
|
Паян Чӑваш Енре Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Сӑвӑҫ ҫуралнӑ районта ку куна халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ — литература каҫӗсем, кӗнеке куравӗсем, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем. Шупашкарта вара асӑну каҫӗ иртрӗ, унта сӑвӑҫ пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех паллашма тата сӳтсе явмашкӑн ҫыравҫӑсем, сӑвӑҫсем, журналҫӑсем, вӗрентевҫӗсемпе вӗренекенсем пухӑнчӗҫ. Мероприяти валли ятарлӑ «Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сасӑм. Каллех ян хурҫӑ пек таса!…» курав та хатӗрленӗ. Куравра хӑнасем сӑвӑҫ пурнӑҫӗпе, унӑн пултарулӑхӗпе паллашма пултарчӗҫ. Митта Ваҫлейӗ кирки ӳкернӗ фильма та хӑнасене кӑтартрӗҫ.
Митта Ваҫлейӗ нумай ҫыншӑн вӗрентӳҫӗ пулнӑ. Геннадий Айхи те ӑна хӑйӗн вӗрентевҫи тесе шутланӑ.
|
РБК сайтӗнчи «Боль Японии» статья
Тӗнчери калӑпӑшӗпе иккӗмӗш экономика халиччен те ура ҫине тӑраймасть – политикӑна пула. Японин "ҫухатнӑ вунпӳлӗхӗн" ӗмӗлки АПШ-на та йӗрлесех пырать. Америкӑн хаплатнӑ ипотекӑ "супӑнь хӑмпин" хумӗсем халӗ те урӑх финансӑ пасарӗсенче туйӑнаҫҫӗ. Япунсен ипотекӑпа тӗплӗх "супӑнь хӑмпийӗ" 1990 ҫулта пӑчланнӑ, каялла тавӑрман ҫав тери нумай кредит пуххи тулса ҫитнӗ, вӗсен пӗтӗм сумми ҫӗршывӑн 1/5 ШПП таран шутланать. Экономика 12 ҫул иртсен ҫеҫ каллех ҫӗкленме тытӑнса, 2005 ҫул тӗлне ӗнтӗ, финансӑ хыпӑнӑвӗпе кивҫенлӗх дефляцийӗ (хаксем ӳкни) Японишӗн хыҫала юлаҫҫӗ. Ҫапах та ҫӗршывӑн паянхи номиналлӑ ШПП хӑйӗн 90-мӗш ҫулсенчи чи ҫӳллӗхне ҫитеймеҫҫӗ-ха. Паллах, ҫав чухнехи Японипе хальхи АПШ хушшинчи пӗрпеклӗхсем пур, вӑл — финансӑ кризисӗ чӑн экономикӑна сиен кӳме пултарни. Ҫапах уйрӑмлӑхӗсем чылайрах. Японири ӳсӗмӗ АПШ-ринчен ҫӳлерех кайнӑ пулнипе Японири рецесси те америкӑринчен калӑплӑрах шутланать. Тӗслӗхрен, тӗплӗх пасарӗ ӳкни. Хӑйӗн 1999 ҫулхи тӳпипе танлаштарсан S&P 500 америка индексӗ 8% кӑна ӳкет. |
Нумай пулмасть конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Пӗтӗмлетӗве икӗ ушқана уйӑрчӗҫ. 7-9 классенче вӗренекенсен хушшинче чи лайӑх ӳкерчӗксем ҫаксен пулчӗҫ: чи лайӑххи 7-мӗш класра вӗренекен Алена Кокаревӑн, иккӗмӗш вырӑнта — Инна Шамбинӑн (8-мӗш клас). Виҫҫӗмӗш вырӑна 8-мӗш класра веренекен Анастасия Андреевӑпа Екатерина Ахметова ӳкерчӗкӗсем йышӑнчӗҫ.
10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче Марина Косовӑн (11б клас), Татьяна Алексеевӑн (10в клас), Михаил Хреновӑн (10б клас) ӗҫӗсене палӑртрӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсене пачӗҫ. Чи лайӑх ӗҫсене район конкурсне тӑратӗҫ.
|
|
Нарӑсӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн «О» корпусне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. 2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа кунта юсав ӗҫӗсем пыратчӗҫ, халӗ вара вӗсем вӗҫленчӗҫ. Корпус уҫӑлнине уйрӑмах химипе фармацефтика тата управленипе психологи факультечӗсен студенчӗсем хаваслӑн кӗтсе илчӗҫ. Факультет ертӳҫисем (Насакин Олег Евгеньевичпа Кадышев Евгений Николаевич) тата студентсен канашӗн ертӳҫисем Кураков Л.П. тав сӑмахӗсене, строительсене ырӑ сӑмах каларӗҫ. Лев Понтелеймонович савӑнӑҫлӑ уява ҫитнӗ студентсене корпуса уҫнипе саламларӗ, малашне «чаплӑ» паллӑсемпе ҫеҫ вӗренме халал пачӗ.
Кураков Л.П. тата ҫакна та каласа хӑварчӗ: Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи хӑвӑрт утассипе ирттерекен Тӗнче Кубокӗ тӗлне «Г» корпуса мраморпа витсе тухмалла.
Хӗрлӗ хӑйӑва Лев Пантелеймоновичпа Стедентсен канашӗн председателӗ Иванов А.В. касса татрӗҫ.
|
Ҫитес вӑхӑтра Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫулӗ ҫитӗ. Ҫавна май пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Турхан ялӗнчи тӗслӗх вулавӑшӗнче вырӑнти шкулта 5-мӗш класра вӗренекен ачасем хушшинче «Пултарулӑхӗ – халӑх пуянлӑхӗ…» ятлӑ пӗлӳ сехечӗ иртрӗ.
Вулавӑш заведущийӗ Шелякова А.В. ачасене «Чунри черченлӗхӗн чечекӗ» кӗнеке куравӗпе, Митта Ваҫлей кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ.
Ачасем Митта Ваҫлейӗн «Ҫӗршӑвӑм пилле ман чуна» ярӑмри сӑввисене вуларӗҫ. Уйрӑмах «Сиктермерӗн мана кӗленче сӑпкара», «Ҫуралнӑ ҫӗршывра» сӑввисем вӗсене кӑмӑла кайрӗҫ.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |