Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Николай Фёдоров
Николай Фёдоров

Астӑватӑр пулӗ, пирӗн тӳре-шара ҫӳлтен «Президент» ятран хӑтӑлма ыйтсан республика ертӳҫин ятне питӗ хӑвӑрт «Пуҫлӑх» ҫине улӑштарчӗ. Ун чухнех асӑрхакансем пурччӗ — Президент ҫук имӗш, Шупашкарта вара Президент бульварӗ пур иккен. Хайхи ҫав сас-хура тӳре-шара патне те ҫитнӗ курӑнать. Нумай пулмасть ЛДПР партинчен сӗнӳ тухнӑ: ҫак урам ятне улӑштарасшӑн вӗсем, Николай Фёдоров ятне парасшӑн.

Хӑйсен сӗнӗвне ЛДПР партин вырӑнти уйрӑмӗ ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкар мэрне Леонид Черкесова тата сити-менеджера Алексей Ладыкова ярса панӑ иккен. Хула администрацийӗ 30 кун хушшинче хуравламалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i717.html
 

«Хавал» обществӑлла пӗрлешӳ хатӗрленӗ «1000 те 1 сӑмах» кӗнеке сутлӑха тухнӑ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ илемлӗ кӗнеке чӑваш чӗлхине ҫӑмӑллӑн та кӑсӑкланса вӗренме пулӑшӗ. Кӑларакансем ӑна вӗренӳ кӗнеки пек мар, хушма пособи евӗр палӑртаҫҫӗ.

«1000 те 1 сӑмаха» Александр (Аспарух) Блинов хатӗрленӗ. Редакторсен шутӗнче Геннадий Дегтярёвпа Эдуард Фомин чӗлхеҫӗсем. Ӳкерчӗксене Юлия Лутошкина ӑсталанӑ.

Кӗнеке 1001 тиражпа тухнӑ. Ӑна лавккасенче сутма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗнче ҫак кӗнекене 450 тенкӗпе сутаҫҫӗ. «СУМ» лавккара та вӑл пур — унти хакӗ 400 тенкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i713.html
 

НАР
19

Айхи вулавӗсем
 natasha.shapckina2012 | 19.02.2013 19:06 |

Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Патӑрьелти 1-мӗш шкулта районти «Айхи вулавӗсем» конкурса хатӗрленсе сӑвӑсен илемлӗ вулав ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Конкурс 3 номинаципе пулчӗ:

• «Г. Айхи сӑввисем чӑвашла».

• « Г. Айхи сӑввисем вырӑсла».

• Ачасен калӑпланӑ сӑввисем.

Конкурса пурӗ 19 ача хапӑл туса хутшӑнчӗ. 1-мӗш номинацире Солдатова Елизавета (3а кл., Гаврилова А.Н.), Артамонова Екатерина (4а кл., Каллина О.А.), Наумова Милана (6в кл., Путякова Н.А.), Юсупова Адиля (6в кл., Путякова Н.А.), Лампасова Анастасия (8а кл., Бабаева Е.М.) тата Каргина Наташа (9 кл., Федорова В.М.) ҫӗнтерчӗҫ.

Г. Айхи сӑввисене вырӑсла каласа ҫӗнтерӳҫӗ ятне Салихова Дания (6в кл., Путякова Н.А) йышӑнчӗ.

Хӑй ҫырнӑ сӑввипе илемлӗ каласа Гаврилов Данил (7а кл., Путякова Н.А.) савӑнтарчӗ. Унӑн хӑйне евӗр сӑвви итлекенсене тыткӑнларӗ.

 

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхи курсӗ уҫалнӑ. Ӑна чӑвашла пач пӗлмен ҫынсем валли йӗркеленӗ. Вӗренекенсем чӑвашла вулама-ҫырма хӑнӑхӗҫ, тӑван чӗлхепе пуҫламӑш пӗлӳ илӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене пирӗн халахӑн кун-ҫулӗпе тата йӑли-йӗркипе кӗскен паллаштарӗҫ. Вӗренӳ 10 ҫын пухӑнсан пуҫланмалла.

Пуҫламӑш курсра сахалтан та 10 урок пулмалла, вӗсем эрнесерен иртӗҫ. Тӳлевлӗ — пӗр урок хакӗ 100 тенкӗ.

Ыйтса пӗлтмелли инҫесас номерӗ: 62-10-70 (хушма номер 146).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i715.html
 

Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ шкулӗнче вӗренекенсемшӗн хоккей вӑййи хӗлле яланах юратнисен шутне кӗрет.

Ҫак кунсенче халӑх хушшинчи хӳтӗлевпе спорт ӗҫӗн уйӑхлӑхӗ пырать, ӑна халалласах ӗнтӗ нарӑсӑн 12-мӗшпе 16-мӗшӗсенче шкулта 5–8 классенче вӗренекенсем хушшинче хоккейпа ӑмӑрту иртрӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне 7-мӗш класрисем илчӗҫ. Вӗсем 5-мӗш класрисенчен 7:0 счетпа, 8-мӗшсенчен 7:1 шутпа выляса илчӗҫ. Ҫапла май вӑтам классенче вӗренекенсем хушшинче вӗсем чи маттурисем пулни палӑрчӗ.

Хоккей вӑййисем шкулта вӗҫленмен-ха — ҫак эрнере 9–11 класра вӗренекенсем вылӗҫ.

 

Кашни ачах ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туйма, телейлӗ ҫемьере ӳсме тивӗҫ. Элӗк районӗнче ҫывӑх ҫыннисемшӗн ытлашши пулса тӑнӑ тӗпренчӗксене хӑйсен хӳттине илнисем тата ҫемье ӑшшине парнелес тӗллевлисем сахалах мар.

Иртнӗ кунсенче, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» ятпа усрав ҫемьесен пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Тӗрлӗ районсенчен пухӑннӑ ҫемьесене ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ С.Сыромолотова, Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑй В.Рафинов саламларӗҫ.

Элӗк районӗнчен асӑннӑ конкурса Элӗк салинчи Наталия Вячеславовна Николаева Даниил усрав ывӑлӗпе, Тенинчи Людмила Геннадьевна Васильева Настя тата Гриша ачисемпе, Анаткас Сурӑмри Ираида Анатольевна Павлова Аня, Анюта, Саша тӗпренчӗкӗсемпе хутшӑнчӗҫ. В.Рафинов Павловсен ҫемйине ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн Тав хучӗпе чысларӗ. Николаевсемпе Васильевсен ҫемйисем «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» конкурса активлӑ хутшӑннӑшӑн свидетельствӑсене тивӗҫрӗҫ.

Малалла...

 

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех салтак-интернационалистсене асӑнса фестиваль иртет. Афганистан, Чечен ҫӗрӗ ҫинче районти тӑватӑ ҫамрӑк пуҫӗсене хунӑ: Ю. Макаров, В.Быков, Г. Иванов тата С. Эзенкин. Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Совет Союзӗн ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑ кун, ҫамрӑкла пуҫ хунисене асӑнса Хӗрлӗ Чутайра кӑҫалхипе 8-мӗш хут «Пурӑнаканнисем асра тытчӑр, ӑрусем ан манччӑр» ятпа патриотизмла юрӑсен фестивалӗ иртрӗ.

Фестивале 8 ҫултан пуҫласа 22 ҫулчченхи ачасемпе ҫамрӑксем — ҫирӗме яхӑн юрӑҫ хутшӑнчӗ. Унта Раҫҫей ҫӗршывӗ, ҫар, юлташлӑх, вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫинчен хайланӑ юрӑсем янӑрарӗҫ.

 

«Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем йӗркеленӗ «Чӑваш Ен кун-ҫулне ӳкеретӗп» ятпа ирттерекен ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвӗ малалла пырать — пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫланнӑскер кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырать. Пурӗ пилӗк тема панӑ: Чӑваш-пӑлхар хайлалӑхӗнчи (мифологийӗнчи) юмахсемпе былинӑсем (сӑвӑллӑ юмахсем); чӑваш кун-ҫулне ҫутатса паракан «Нарспи» тата ытти этнокӗвӗсем; чӑваш-пӑлхар кун-ҫулӗнчи авалхи паттӑрлӑх; чӑваш тумӗпе эрешӗсем; чӑваш халӑх йӑлисем (чӳк, киремет).

Ҫавӑн пекех ҫак фонд «Авалхи пӑлхар цивилизацийӗ сӑнарлӑ ӳнерте» ятпа тепӗр ӳкерчӗксен ӑмартӑвне ирттерет. Унти тематикӑсем: Метте империйӗ, Атӑл паттӑр империйӗ, Купрат хаканӑн Аслӑ Пӑлхарӗ, Аспарух Танай ҫине куҫни тата Танай Пӑлхаристана йӗркелени, Купрат ханӑн Перещепинори вилтӑпри, Хасар хаканлӑхӗнчи Улӑп Илитверӗн сӑвар кнеҫлӗхӗ, Атӑлҫи Пӑлхарстан, Танай Пӑлхастан кун-ҫулӗпе культури, Ылтӑн Уртапа Хусан ханлӑхӗнчи пӑлхарсен кун-ҫулӗпе культури. Ку ӑмӑрту тӗнче шайӗнче иртмелле.

Ӳкерчӗксен конкурсне пур ӳсӗмрисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ: ачасем те, ҫамрӑксем те, аслисем те.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvbolgari.ru/
 

Тӗл пулу саманчӗ. В. Лепёшкина сӑнӳкерчӗкӗ
Тӗл пулу саманчӗ. В. Лепёшкина сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑсӑн вун пиллӗкӗмӗшӗ пирӗн ҫӗршывра паллӑ кун. Шӑп ҫирӗм тӑватӑ ҫул каялла ҫак хӗллехи кун пирӗн Совет Ҫарӗсем кӳршӗллӗ Афган ҫӗрӗнчен таврӑннӑ. Унта вӗсем вунӑ ҫула яхӑн — 1979 ҫулхи раштавӑн ҫирӗм пиллӗкӗмӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑсӑн вунпиллӗкӗмӗшӗччен — хӑйсен интернационалла тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Нумай нуша тӳснӗ, нумай юн тӑкнӑ ҫак вӑрҫӑра ҫамрӑк совет салтакӗсем. Каҫал тӑрӑхӗнчен Афганистана хӗсмете кайнӑ яшсенчен те тӑваттӑшӗ ҫапӑҫу хирӗнче пуҫне хунӑ. Вӗсем: Элпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Вазых Тазетдинов, Тӑманлӑ Выҫли яшӗ Виктор Тумаков, Хирти Явӑш ачи Игорь Гаврилов, Йӳҫ Шӑхалӗнчи Сергей Шмелев.

Ҫак савӑнӑҫлӑ та, ҫавӑнпа пӗрлех хурлӑхлӑ куна асӑнса Хырхӗрри тӗп шкулӗнче асӑну кунӗ иртрӗ. Маларах истори учителӗ Г.Белкова ертсе пынипе ачасем ялти афган вӑрҫин ветеранӗсем ҫинчен ыйтса пӗлсе тӗпчерӗҫ. Ҫывӑх ҫыннисемпе калаҫса сӑнӳкерчӗкӗсене пуҫтарчӗҫ те стенд хатӗрлерӗҫ.

Малалла...

 

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Чатукасси тӗп вӑтам шкулӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхи тата литератури вӗрентекенсен черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ларӑвӑн тӗп теми «паянхи шкулта ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентесси» пулчӗ.

Чи малтанах ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Р.И.Яковлева уҫӑ урок кӑтартрӗ. Унӑн теми: «Туслӑха тусан ан пустӑр» (Надежда Григорьева ҫырнӑ «Тӗтреллӗ ҫумӑр витӗр» калав тӑрӑх [«Тӑван Атӑл», 2003, 9 №] ирттернӗ дискусси).

Итлекенсем урок ӑнӑҫлӑ пулнине, вӗрентекен паянхи ҫӗнӗ технологисемпе аван усӑ курнине палӑртрӗҫ. Уйрӑмах информаципе коммуникативлӑ технологипе тата ачасен вӗренӳри пӗлӳлӗхне, хӑй тӗллӗнлӗхне аталантаракан педагогика меслечӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртмалла. Ачасен пӗлӳ шайӗ те начар марри сисӗнчӗ.

Уҫӑ урок хыҫҫӑн вӗрентекенсем шкулпа юнашар вырнаҫнӑ культурӑпа кану центрне, вырӑнти музее ҫул тытрӗҫ. Чӑвашсен паллӑ композиторӗ Ф.М.Лукин 100 ҫул ҫитнине халалланӑ музей экспозицине ҫитсе курчӗҫ. Н.Н.Лукина музейҫӗ район ентешӗн пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартрӗ, «Ф.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3794, 3795, 3796, 3797, 3798, 3799, 3800, 3801, 3802, 3803, [3804], 3805, 3806, 3807, 3808, 3809, 3810, 3811, 3812, 3813, 3814, ... 4039
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулӑхпа, психологипе е медицинӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ сире социаллӑ статуса ӳстерме пулӑшӗ. Парӑмсемпе, кредитсемпе, налуксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татӑлӗҫ. Эсир укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑх пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫутҫанталӑка тухни, шыв процедурисем, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж курсӗ тата спорт сывлӑха тата нерв тытӑмне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Чӳк, 25

1950
75
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...