Иртнӗ шӑматкун Тӑвай ялӗнче В.Г. Васильева асӑнса волейбол Кубокӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва 7 ушкӑн хутшӑнчӗҫ: Тӑвай районӗнчен тӑватӑ ушкӑн, иккӗ Муркаш районӗнчен тата Шупашкарти «Старко» ҫурт тӑвакан фирмӑн ушкӑнӗ. Ӑмӑртӑва ирттерекенсемпе курма килнӗ хӑнасем вӑйӑсем интереслӗ иртнине, пур ушкӑн та мала тухассишӗн пӗтӗм вӑйне хунине палӑртрӗҫ.
Вӑйӑ ушкӑнӗсем пӗр-пӗринпе темле тапӑҫнӑ пулин те ӑмӑртӑва районти ушкӑн ҫӗнтерсе илчӗ: пӗрремӗш вырӑн «Дорстрой» ООО ушкӑнне лекрӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Старко» фирмӑн ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗшне «Тушкил» ЯХПК ушкӑнӗ лекрӗ. Вӗсене пурне те Дипломпа парнесем пачӗҫ. Парнесем чи лайӑх вылякансене те лекрӗҫ.
|
«Етӗрнен халӑха социаллӑ пӑхакан центрӗн» кун хӑналӑхӗн пайӗнче Здорнова Мария Михайловна тыл ӗҫченӗн чуслав каҫӗ иртрӗ. Чыслав каҫӗ «Ыр шанӑҫпа ӗҫченлӗх тата ырлӑх нумай ҫул тӑсӑлтӑр» ятпа иртрӗ.
Мария Михайловна ку ҫул 85 тултарать. Пурнӑҫӗ унӑн вӑрӑм пулнӑ. Чыслав каҫне килнӗ хӑнасем Мария Михайловна хӑйӗн ачалӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панине кӑмӑллӑн итлерӗҫ. Мероприятинче юрату, ашшӗ-амӑшӗ, ҫамрӑклӑх ҫинчен юрӑсем нумай янрарӗҫ.
Пирӗн пӗрлӗх Мария Михайловнӑна ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫӗнче телей сунать.
|
Палтай шкулӗнче «Музей тата ачасем» уйӑхлӑхне кӗрекен Тани Юн ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитне ятпа ятарлӑ каҫ иртрӗ. Чи малтан шкулти таврапӗлӗвӗн кружокӗнче тӑрӑшакан ачасем пӗрремеш чӑваш актрисин кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа пачӗҫ. Ун хыҫҫӑн ятарласа чӗнсе илнӗ Халӑх Академикӗ, вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Валерий Венедиктович Муравьев Тани Юнпа унӑн мӑшӑрӗ ҫинчен каласа пачӗ — вӑл вӗсене пӗлнӗ, вӗсемпе хутшӑннӑ. Валерий Венедиктович ҫакна та каласа хӑварчӗ — халӑх ӑсӗнче Тани Юн пӗрремӗш актриса пек юлнӑ. Шел те, ун шайне ҫитекен Чӑваш Енре урӑх пулман. Юлашкинчен вара Тани Юнпа лайӑхрах паллашмашкӑн Валерий Муравьев шкул вулавӑшне хӑйӗн кӗнекисене парнелерӗ.
Хӑнасене ҫавӑн пекех Серебрякова Н.В. ертсе пыракан фольклор кружокӗнчи ачасем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Ачасем ҫавӑн пекех Тани Юн пултарулӑхӗнчи пӗр сценӑна та выляса пачӗҫ.
|
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче «Культура» телеканалпа Чӑваш Ен тата Шупашкар пирки каласа паракан фильм эфира тухать. Кӑларӑм 13 сехет те 35 минутра пуҫланать. Сюжет никӗсӗ — К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми 100 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ. Илемле фильм "Письма из провинции" ярӑмри пӗр передача. Ҫитес кӑларӑм чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ пирки, культури тата халӑх йӑли-йӗрки ҫинчен пулӗ.
|
Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Канашри ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче 13-17 ҫулхи ачасем хушшинче вӑрман олимпиади иртрӗ. Олимпиадӑна ачасем хулара вырнаҫнӑ пӗтӗм шкултан хутшӑнчӗҫ. Ачасен тӑватӑ ыйту ҫине хуравламалла пулчӗ. 45 минут хушшинче вӑл тӑватӑ ыйту ҫине чи лайӑх ҫак ачасем хуравларӗҫ: 1 вырӑнта – Пынзарь А., 1-мӗш шкул (8 класс) 2 вырӑнта – Михайлова В., 11-мӗш шкул (8 класс) 3 вырӑнта – Константинов К., 3-мӗш шкул (9 класс), Куропаткина Е., 7-мӗш шкул (11 класс). Вӗсен ӗҫӗсене республика шайри тура ӑсатӗҫ.
|
Нумай пулмасть Шупашкарти 37-мӗш шкула Китай хӑнисем килсе кайрӗҫ. Китай хӑнисем хушшинче Хуань Лилян профессор тата Инҫет Тухӑҫ институчӗн аспирантки Линь Боянь пулчӗҫ. Хуань Лилян истори ӑҫлӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Пӗтӗм тӗнчери конфуци организацийӗн секретарӗ. Фойере хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл тунӑ хыҫҫӑн чӑваш тумлӑ шкул вӗрентекенӗсем чӑваш юррисене юрласа пачӗҫ. Юрӑсем итленӗ хыҫҫӑн хӑнасем шкул музейӗпе тата иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ шкул ачисем хатӗрленӗ куравпа паллашрӗҫ. Спорт залӗнче хӑнасене ушу-таолу ятлӑ китай спорт тӗсӗпе паллаштарчӗҫ. Китайра ку спорт тӗсӗ нумайӑшне кӑмӑла каять иккен, ку шкула та вӗсем вӑл спорт тӗсӗпе интересленнине кура килнӗ. Вӗҫӗнче Китай хӑнисене чӑваш апачӗсемпе хӑналарӗҫ. 37-мӗш шкулта хӑйсене епле кӗтсе илнипе Китай хӑнисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
|
Пирӗн пурнӑҫ хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 15-мӗшӗччен Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Юрҫӳревӗш» операци иртӗ. Ҫак профилактика мероприятине техника ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑсасран тата ҫул айккинче ҫӳрекен мотоҫунашкасемпе юрҫӳревӗшсем (снегоходсем) ҫын пурнӑҫӗшӗн сиенлӗх кӑларса тӑратасран, тӑван тавралӑха вараласран йӗркелеҫҫӗ. Сӑмах май, районӗпе паянхи кун тӗлне виҫӗ юрҫӳревӗш шутланать. Операци тапхӑрӗнче патшалӑх техника асӑрхавӗн районти инспекцийӗпе ГИБДД ӗҫченӗсем юрҫӳревӗшсем тытакан предприятисемпе тата вӗсем ытларах пухӑнакан вырӑнсенче пулса техника лару-тӑрӑвне, хӑрушсӑрлӑх правилисене епле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче уйрӑмах машинӑсен, техникӑн регистрацийӗн даннӑйӗсене, нормативпа техника докуменчӗсене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кивелнӗ, ҫул ҫине тухма юрӑхсӑр юрҫӳревсене регистрацинчен кӑларса металлолома ӑсатмалла. Йӗркене пӑсакансене саккунпа килӗшӳллӗн тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнса явап тыттараҫҫӗ.
|
2007 ҫул вӗҫӗнче Чaнлӑ районӗнчи Анат Тимӗрҫенти вӑтам шкулта чӑвашсен пирвайхи хӗрарӑм поэчӗ Ваҫҫа Аниҫҫи ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртрӗ. Ваҫҫа Аниҫҫи ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ. Ентешӗсем ӑна ҫывӑха хурса асра тытса пурӑннине палӑртма питех те кӑмӑллӑ. Уява хатӗрленекенсем аякри тата ҫывӑх хӑнасене чӗннӗ. Хаклӑ хӑнасем хушшинче ЧНК президенчӗ Г.Н. Архипов, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, “Чaнлӑ районӗ” муниципаллӑ пӗрлешӳ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Н.А. Князькин, УОЧНКА филиалӗн ертӳҫи В.Н. Игнатьева-Тарават, поэт тата композитор, районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, пултарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫисем, чӑваш ҫыравҫисем – РФ Писательсен союзӗн членӗсем Анатолий Юманпа Анатолий Чебанов. Анат Тимӗрҫенти музей директорӗ В.В. Андрихова Ваҫҫа Аниҫҫи пултарулӑхне кӑтартса паракан стендсемпе, кӗнеке куравӗпе, ҫамрӑк алӑстисен тӗрӗ-эрешӗпе паллаштарчӗ. |
Иртнӗ ҫул ҫитӗнӗвӗсене пӗтӗмлетме Ульяновск облаҫӗнчи ҫыравҫӑсем хулари 17-мӗш номерлӗ вулавӑша пуҫтарӑнчӗҫ. «Канаш» хаҫат журналисчӗ, ҫыравҫӑ-сӑвӑҫ Анатолий Ырьят «Шевле» ӗҫне пӗтӗмлетес ирӗке хӑй ҫине илчӗ. — Ҫак ҫул чӑваш хаҫатне ҫыракансен шучӗ ӳсни савӑнтарать пире, — терӗ Анатолий Григорьевич. — Шурӑ сухаллӑ ҫыравҫӑсемпе пӗрле ҫамрӑксем, ҫивӗч калем ӑстисем, пултарулӑх тӗлӗшӗнчен самай аталанни ҫунат хуштарать. «Шӑпӑрлан» кӑларӑмра та тaтӑшах облаҫри шкул ачисен ӗҫӗсем пичетленеҫҫӗ. Чи хастар шевлеҫӗсем кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларнине те хамӑр ҫитӗнӳ тесе шутлатӑп. Вӗсем пурте «Канаш» ҫумӗнче йӗркеленнӗ литература пӗрлешӗвӗн илемӗ. Хаҫатӑн юлашки номерӗнче тухнӑ пӗтӗмлетӳллӳ статьяра пур ҫыравҫӑсен ячӗсене те асӑнтӑмӑр, тӗрлӗ номинацисенче ҫӗнтернӗ маттурсен ячӗсене пичетлерӗмӗр. "Шевле" яваплӑ секретарӗ Лаврентий Данилов шевлеҫӗсем ҫинчен хулӑн альбом хатӗрлесе килнӗ. — Пирӗн кӑҫал, — тӑсрӗ сӑмахне Лаврентий Иванович, — Ульяновск облаҫӗнче ӗҫлесе пурӑнакан кашни сӑвӑҫ-ҫыравҫӑ ҫуралнӑ ҫӗршыва, тӑван тӑрӑхне кайса курмалла. |
Чӑваш ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче — премьера. У. Шекспирӑн Ромеопа Джульетта пьесине Шупашкарсем ҫӗнӗлле курчӗҫ. Казахстан композиторӗн Евгения Терехован мюзиклне Иосиф Дмитриев режиссер пысӑк туйӑмлӑ тата витӗмлӗ лартнӑ. Спектакль Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑхӗ иксӗлменнине тепӗр хут ҫирӗплетет. Мюзиклти юрри-ташши питӗ килӗшӳллӗ, актерсем выляни чуна витермелле пулса тухнӑ. Тӗп рольсенче Леонид Яргейкин, Ольга Михайлова, Надежда Садовникова, Юрий Капсулов, Дмитрий Михайлов, ҫамрӑк артистсем тата аслӑ ӑрури Лидия Красова, Светлана Савельева, Александр Степанов тата ытти ӑстасем. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |