Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ТР Культура министерствинче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене хатӗрленес тӗлӗшпе республикӑри йӗркелӳ комитечӗн канашлӑвӗ иртрӗ. Ларӑва йӗркелӳ комитечӗн председателӗ, ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ – культура министрӗ Зиля Валеева ертсе пычӗ. Вӑл чӑвашсен аслӑ патриархӗ чӑвашсемшӗн кӑна мар, ку тӑрӑхра пурӑнакан ытти чылай халӑхсемшӗн те сахал мар тунине палӑртрӗ. Теччӗ муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Мухаррям Ибятов И.Я. Яковлев юбилейне хатӗрленес ӗҫсем еплерех пыни ҫинчен каласа пачӗ. Ун сӑмахӗсенчен, Кӑнна Кушки ялӗнче вырӑнти шкул тата музей ҫурчӗсене юсаса пӗтернӗ, шкул картишне тата ялӑн тӗп урамне йӗркене кӗртнӗ. – Халӗ пӗрремӗш чӑваш театрне йӗркеленӗ И.С. Максимов-Кошкинский, Александр Алга, Анна Казакова, Тихӑн Петӗркки тата ку ялта ҫуралса ӳснӗ ытти паллӑ чӑвашсен мемориал-экспозицийӗсене ҫӗнетес ӗҫсем пыраҫҫӗ, – тесе пӗлтерчӗ Теччӗ районӗн ертӳҫи. |
Шупашкар хулин 60-мӗш шкул этнографи музейӗнче паян Чӑваш халӑх академийӗн чӑваш пайӑр ятсемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн черетлӗ ларӑвӗ-семинарӗ пулчӗ. Калаҫу Академине ҫӗнӗ членсене илесси пирки пулчӗ, вӗсем хӑйсемпе, ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Шкул этнографи музейӗн ертӳҫи Людмила Аркадьевна Федотова экспонатсемпе усӑ курса тӗрлӗ электронлӑ презентаципе паллаштарчӗ. Музей 8 ҫул тултарнӑ ятпа пухӑннисем пурте тенӗ пекех парнесемпе килнӗ. Анатолий Абрамов журналист-фотограф ӳкерсе пычӗ, Галина Вастрюкова радиожурналист ятарлӑ передача валли материал ҫырса хатӗрлерӗ. Шкул ачисем илемлӗн каласа парса музей экспоначӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫитес ларӑва Красноармейски районӗнче ирттерме палӑртрӗҫ. Чӑваш Халӑх Академийӗн президенчӗ Петр Таллеров пурне те тав турӗ. |
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗсен черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Вӑл пухура пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Валерий Андреев ҫырнӑ заявленине пӑхса тухса унпа килӗшнӗ. Ҫапла май Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗн вырӑнӗ пушанса юлнӑ. Валерий Андреев ку вырӑна хӑй ирӗкӗпех пӑрахса кайнӑ. Депутатсем хула пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑнмалли конкурса ҫирӗплетнӗ, комиссине кӗрекен ҫнсене суйланӑ. Конкурса иртериччен вара хула пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Вениамин Артемьев туса пырӗ. Вӑл малтан хула пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
|
Тунтикун, пушӑн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Аннене анне тееҫҫӗ» кинофильмӑн куравӗ иртӗ. Курав хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явӗҫ. Курава ӳнер тӗпчевҫисем, режиссёрсем, актёрсем, литература критикӗсем хутшӑнӗҫ, ыйтусем ҫине хуравлӗҫ.
Мероприяти тӳлевсӗр. Чӑваш киноне кӑмӑллакансене пурне те пырса паллашма сӗнетпӗр. Курав 16 сехетре пуҫланать.
Институт адресӗ: Шупашкар хули, Москав проспекчӗ, 29 ҫурт, I корпус (ҫурта ЧПУн экномфакӗ хыҫӗнче тупма пулать) |
Кӑҫал И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитет. Ҫак куна халалласа Чӑваш Енӗн архив учреждениейӗ «Ҫутта кӑларакан ҫемьи» ятлӑ электронлӑ кӑларӑм хатӗрлет.
Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрӗ. Пӗрремӗшӗ «Ачалӑхран» («Родом из детства») ятлӑ. Унта патриархӑмӑр ачалӑхӗ пирки пулӗ. Иккӗмӗш пайӗ «Арӑмӗ, тусӗ тата юлташӗ» («Жена, друг и соратник») ятлӑ пулӗ. Ку пай ытларах аслӑ вӗрентӳҫӗн арӑмӗ пирки, Екатерина Алексеевна Яковлева ҫинчен, каласа парӗ. Виҫҫӗмӗш пайӗ И.Я. Яковлевӑн ачисемпе мӑнукӗсем ҫинчен каласа пачӗ, унӑн ячӗ — «Вӗрентӳҫӗн эткерӗ» («Потомки просветителя»). Хушма материалсем шутне архивра упранакан ытла паллӑ мар Екатерина Алексеевна Яковлевӑн ҫырӑвӗсене кӗртме палӑртаҫҫӗ.
|
Алексей Наумов ертсе пыракан “Хусан чӑвашӗсем” ушкӑн юлашки вӑхӑтра концертсемпе районсене тухса ҫӳременнине вӗсен пултарулӑхне кӑмӑллакансем асӑрхаса пӑшӑрхана пуҫларӗҫ: ҫулталӑк ытла ӗнтӗ вӗсене сцена ҫинче курман. Саланса кайман-и вӗсем?..
- Кунта нимех те пӑшӑрханмалли ҫук, тет Алексей Наумов. - Пирӗн ушкӑнри пӗр-ик солистка ҫӗршыври демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пикеннине шута илмесен, йыш улшӑнман темелле. Сцена ҫине ҫулталӑк тухманни – эпир ҫӗнӗ альбом хатӗрленипе ҫыхӑннӑ. Кунта халӗ тытӑм самаях улшӑннӑ: юрӑсем рок кӗвӗпе кӑна мар, “айр-н-би”, “хип-хоп” юхӑмсене те шута илнӗ. Тутарстанри чӑваш сӑвӑҫӗсемпе композиторӗсен юррисене альбома кӗртес йӑлана “Хусан чӑвашӗсем” халь те пӑхӑнса пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем тӗпчевпе шырав ӗҫӗсене те вӗҫлемен. Авалхи чӑваш юррисен кӗввине улӑштармасӑр хальхи сӗм кӗртсе-пуянлатса вӗсене иккӗмӗш пурнӑҫ панипе танах. Ҫакнашкал юрӑсен шутне эпосра сыхланса юлнӑ “Ҫӗлен” те кӗрет. Ӑна ҫыртарнӑ чухне чӑн халӑх инструменчӗсемпе (тумра, купӑс, сӑрнай) усӑ курнине музыкансем пысӑк ҫитӗнӳ тесе шутлаҫҫӗ. Чӑваш халӑх юррисене стилизацилени ҫамрӑксене уйрӑмах килӗшет. |
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар халин депутачӗсем «2008-2011 ҫулсем хушшинче пушартан сыхланмалли ӗҫсем» ятлӑ тӗллевлӗ программа йышӑннӑ. Вӑл программа тӑрӑх ҫӗнӗ пушарниксем валли ҫӗнӗ хатӗрсем туянма, ҫӗнӗ 9 пушар депо уҫма палӑртнӑ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ — 161 млн 937 пин тенкӗ, вӗсенчен 117 миллионӗ — хула укҫа-тенки, 44 млн. ытти ҫӗртрен тупма палӑртнӑ. ЖКХ йытӑвӗсемпе ӗҫлекен Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Шилов каласа панӑ тӑрӑх халӗ усӑ куракан техникӑн 80% вӑхӑчӗ тахҫанах тухнӑ, вӗсене кӑларса пӑрахмалли вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫӳллӗ ҫуртсенчен ҫӑлмалли пусма та хулара пӗрре ҫеҫ — 2003 ҫулта туяннӑ АЛ-50 маркӑллӑ автопусма.
2007 ҫул хушшинче Шупашкарта пурӗ 305 хут вут-ҫулӑм тухнӑ, пурӗ 22 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Пушарсем 60 миллион тенкӗлӗх сиен кӳнӗ.
|
Нумай пулмасть Шупашкарта Чӑваш халӑх художникӗн Моисей Спиридоновӑн музей-хваттерӗнче кӗнеке уявӗ иртрӗ. Ӑна Валентина Минеевӑн кӑҫал тухнӑ «Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ» («Чувашское узорное ткачество») кӗнекине халалланӑ. Вӑл – «Из опыта народных мастеров» ярӑмра тухнӑ 3-мӗш капӑр кӗнеке — малтанхисем пек вырӑсла ҫеҫ мар, икӗ чӗлхепе. Унта «Сӳс-кантӑрпа ҫип ҫинчен», «Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен», «Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем», «Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи» ятлӑ пайсем пур. Кӗнеке сӑрлӑ ӳкерчӗксемпе, илемлӗ сӑнӳкерчӗксемпе куҫа илӗртсе тӑрать.
Кӗнеке авторӗ 84-ра. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех чӑвашӑн эрешлӗ пир-авӑрӗпе кӑсӑкланнӑ. Ҫав ӑсталӑха вӗренсе ҫитнӗ те тӗрленӗ, тӗртнӗ, ҫыхнӑ, ыттисене вӗрентнӗ. Халь хӑй лайӑх пӗлекен япаласем ҫинчен чӑвашла алҫыру хатӗрленӗ, унтан – кӗнеке издательстви ыйтнипе — вырӑсла та куҫарнӑ.
Мӗншӗн кӗнеке уявӗ Спиридонов музей-хваттерӗнче иртрӗ-ха? В.Минеева – ҫак музейӑн 1-мӗш пуҫлӑхӗ, 11 ҫул (1990 – 2001) хӑй пӗчченех ҫавӑнта ӗҫленӗ. |
Юхӑмпа шуҫса пыракан пысӑк айсберг Гренланди портне кӗмелли ҫула хупса хунӑ. Темиҫе кун хушши ӗнтӗ япала турттаракан карапсем причалсем патне пыраймаҫҫӗ, пӗлтерет радио "Маяк".
Экспертсен шухӑшӗпе, ҫак пӑрлӑк сӑрта сирпӗтсе кӑна ямалла. Ҫак ӗҫе ҫав тери нумай динамит кирлӗ – ҫур тоннӑран сахал мар. Ҫапах та, ҫывӑх пуласлӑхра Гренланди хӑйӗн паха курмаллӑхне ҫухатма пултарать: пӗтӗмӗшлӗ ӑшӑну, экологсем шутланипе, поляр пӑрлӑхӗсене ирӗлтерсе ярать.
Ҫурҫӗр-анӑҫ тинӗс ҫулӗ, чылай хушӑ навигацишӗн усӑсӑр пулнӑскер, халӗ пӑртан тасалнӑ. Парсемпе хупланнӑ лаптӑк 3 млн тв. Ҫухрӑма яхӑн пӗчӗкленнӗ. Ҫак ӗнтӗ экстремаллӑ лару-тӑру пулса тӑрать, мӗншӗн тесен тӗпчевҫӗсем асӑрханипе, юлашки вунпӳ ҫуллӑхсенче пӑрсем кашни ҫул 100 пин тв. ҫм сахалланса пыраҫҫӗ.
Ҫав хушӑрах Гренланди пӑрлӑхӗсем тинӗс патнелле малтанхинчен хӑвӑртрах куҫса пыраҫҫӗ. Малтан шутланипе, пӑрлӑ витӗмле арктика ҫурутравӗ 1 пин ҫул хушшинче ирӗлсе каять тенӗ пулсан, халӗ вара хӑюллӑн калама пулать: ҫак вӑхӑт унчен чылай маларах ҫитет. Теслӗхрен, кӑсӑклӑ факт: ҫӗр питӗнчи сывлӑш температури 1996 ҫулхипе танлаштарсан, пӑр ирӗлесси икӗ хут ӳснӗ. |
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн пуҫарӑвӗпе Шупашкарти Филармонире 18 сехет те 30 минутра "ХУСАН ЧӐВАШӖСЕМ" ушкӑн И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ концерт ирттерет. Чӗрӗ музыка, альтернативӑлла юрӑсем, патриотла сӑвӑсем итлес текенсем килсе курма пултаратӑр. Билетсем Филармони кассинче, ЧНКри киоскра хальлӗхе пур.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |