Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

ЮПА
27

Хыпар
 reflejo | 27.10.2005 21:01 |

Чӑваш чӗлхин латинла алфавичӗ

Латинла алфавита акӑлчанла калаҫакан тата кириллицапа усӑ курайман ҫынсен пирӗн сайтри ӗҫне ҫӑмӑллатма йӗркеленӗ.

Чӑваш чӗлхин латинла алфавичӗ

 

ЮПА
27

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 27.10.2005 00:19 |

Шупашкарта юпа уйӗхӗн 16-мӗшӗпе 23-мӗш хушшинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнче чӗлхисен 10-мӗш фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта 2 пинe яхӑн ҫын пухӑннӑ. Хисеплӗ хӑнисем: Жан-Марк Леклер, Виктория Урбановичуте (Раҫҫейри Литва посольствин атташе), Стивен Кобб (АПШри эсперанто ассоциациӗн членӗ), тата ыттисем тe.

Ҫӑлкуҫ: culture21.ru

 

ЮПА
27

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 27.10.2005 00:03 |

Йошкар-Ола хулинче юпа уйӗхӗн 28-пе чӳк уйӑхӗн 1 хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри II халӑх костюмӗсен фестивалӗ иртӗ тесе пӗлтерет http://culture21.ru. Унта пирӗн Чӑваш Енрен виҫӗ ӑста кайӗҫ: Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Татьяна Шаркова, Чӑваш Енӗн халӑх ӑсти Зинаида Воронова тата дизайнер-модельер Любовь Вдовичева. Распубликипе тата ун тулашӗнче те паллӑ Татьяна Шарковӑпа Зинаида Воронова халӑх костюмне тӑхӑнтартнӑ пуканесене кӑтартӗҫ. Людовь Вдовичева вара сцена валли ҫӗленӗ костюмсене кӑтартӗ.

 

ЮПА
26

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 26.10.2005 23:54 |

Чӑваш Енӗн спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир хулинче юпа уйӗхӗн 18-па 22 кунӗсем хушшинче иртнӗ йывӑр атлетикӑн Раҫҫей чемпионачӗнче Чӑваш Енӗн йывӑр атлетикӑн ҫӑмрӑксен хушшинчи ҫӗнӗ рекорда лартнӑ. Рекорда лартаканӗ Вячеслав Ластухин.

Ҫак тупӑшурах пирӗн тепӗр спортсмен, Ирина Савина, 48 кило йышӗнче иккӗмӗш вырӑна йышӑннӑ.

Ҫӑлкуҫ: culture21.ru

 

ЮПА
26

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 26.10.2005 23:42 |

http://cap.ru пӗлтернӗ тӑрӑх Республикаӑн 9 уйӑх хушшинче экономикӑн ӳсӗмне палӑртма пулать. Пелтӗрхи авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан вӑл 110,5% тарин ӳснӗ. Уйрӑмах «Шумерлинский завод специализированных автомобилей», «Перкарбанат», «Чебоксарский трикотаж», «Чебоксарский гормолзавод», ООО «Алатырская бумажная фабрика» акционер обществисен ӳсӗмӗ вӑйлӑ пулнине палӑртнӑ.

Хуласенчен пысӑк ӳсӗмсем Шупашкарта тата Канашра пулнӑ. Районсенчен чи усӗмлисем: Шупашкар (1-мӗш вырӑн), Етӗрне (2-мӗш), Муркаш (3-мӗш).

Г.Т.Акимова министрӗн доклачӗпе анлӑн кунта паллашма пултаратӑр.

 

ЮПА
26

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 26.10.2005 23:33 |

Вӗренӳ учреждениӗсенче чӑваш пичетне халалланӑ пултарулӑх ӗҫӗсен yҫӑ конкурсӗ пуҫланнӑ (26.10.2005). Конкурс "Хыпар" хаҫат 100 ҫул тултарнӑ ятпа иртет.

Конкурсa икӗ тапхӑра пайланӑ. Пӗрремӗшӗ хула шaйӗнче (юпа-раштав 2005), иккӗмӗшӗ республика шaйӗнче (кӑрлач 2006) иртӗ. Конкурс ӗҫӗсене 2005 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Ҫӑлкуҫ: http://cap.ru

 

ЮПА
26

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 26.10.2005 23:25 |

Юпа уйӑхӗн 25 Шупашкарти Хальхи исскуство центрӗнче "Хӑвна кӑтарт!-2005" фотоконкурсӑн пӗтӗмлетекен куравӗ уҫӑлнӑ. Унта ӑста тата ку ӗҫе пикенме кӑна пуҫланӑ фотографсен ӳкерчӗксене курма пулать.

Ҫӑлкуҫ: http://cap.ru, Фоторепортаж.

 

ЮПА
17

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 17.10.2005 23:14 |

Чӑваш Патшалӑх Музейӗнче «Куба – далекая и близкая» Куба Республикин посольствин куравӗ уҫӑлнӑ.

Куравра 15 Kубa ӳнерҫин шелкографи мелӗпе тунӑ ӗҫӗсене курма пулать. Курав юпа уйӑхӗн 21 ӗҫлӗ.

 

ЮПА
17

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 17.10.2005 23:09 |

Людмила Линик Тӗп суйлав комиссӗн председателӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, вырсарникунхи суйлав йӗркеллӗн иртнӗ. 4274 вырӑна йышӑнас тесе 10 475 кандидат тупӑшнӑ. Тупӑшу ҫивӗч пулнӑ, тесе палартрӗ Людмила Линик, анчах та саккунсене пӑсмасӑр иртнӗ.

 

ЮПА
15

Хыпар
 reflejo | 15.10.2005 20:43 |

Сайтӑн акӑлчнла версийӗнче Тимухха Хӗветӗрӗ ҫинчен ҫырнин акӑлчан версийӗ халӗ пур.

 

Страницӑсем: 1 ... 3782, 3783, 3784, 3785, 3786, 3787, 3788, 3789, 3790, 3791, [3792], 3793
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...